Комментировать

27 Янв, 2022

«Чăваш хĕрарăмĕ» 3 (1231) № 27.01.2022

Чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ: аваллăхран хальхи таран

Чĕрĕк ĕмĕр çын пурнăçĕнче нумай-и е сахал-и? Классикăмăрсен Çеçпĕл Мишшипе Константин Ивановăн ĕмĕрĕсем çак яхăналла кăна пулнă. Çапах мĕн тери çутă та ырă йĕр хăварма ĕлкĕрнĕ вĕсем халăх асĕнче. Çапла, сахал кăна пурăнса та темĕн тĕрлĕ пархатарлă, Улăпла ĕçсем тума пулать. Çав вăхăтрах ĕмĕре лăпкăн, чун-чĕрене нимшĕн те ыраттармасăр та кун кунлама май пур. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тухма пуçланăранпа та çак кунсенче, кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче, шăп та лăп 25 çул çитет. Каллех ыйту — нумай-и ку е сахал-и? Мĕнле вырăн йышăнать хаçат халăх пурнăçĕнче? Çак ыйту хуравне, паллах, вулаканпа пĕрле шырас килет.

Хаçатăн сарăхма ĕлкĕрнĕ страницисене уçкалатăп. Çук, маншăн истори кăна мар ку. Пурнăçăмăн 23 çулĕ çак хаçатпа çыхăннă, вĕсенчен 22-шĕ редактор тивĕçне пурнăçласа иртет. Кашни статья кăна мар, кашни сас палли чун витĕр тухнă. Хаçатри кашни çĕнĕлĕх, улшăну эпир тăрăшнипе пулса иртнĕ. Мĕн чухлĕ шăпа-пурнăçа журналистсем хăйсем витĕр кăларнă. Чи пахи — вулакана объективлă информаципе тивĕçтерме тăрăшнă. Тăрăшатпăр та. Кăмăлăмăрсене уçакан тепĕр самант — пулăшу шыраса килекенсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме ăнтăлни. Чăн та, влаçăн тĕрлĕ юппипе çыхăнса нумай чухне ыйтусене татса пама май килет.

Çын ватăлать те чун ватăлмасть теççĕ. Яланах ыррине курма тăрăшать вăл, вĕçĕмех илеме шырать. Хĕрарăмшăн пушшех те пĕлтерĕшлĕ ку. Эпир те çак йăларан пăрăнас темерĕмĕр. Пысăк /е пĕчĕк?/ çавра çула илемпе çыхăнтарсах паллă тума шухăшларăмăр. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ тăтăшах тĕрлĕ конкурс йĕркелесе ирттернине вулакан хăнăхрĕ-тĕр. Хальхинче тупăшăва алă ăстисене, чăвашлăх управçисене йыхравлатпăр, «Чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ: аваллăхран хальхи таран» конкурса хутшăнма сĕнетпĕр. Мĕн тумалла-ха унта хутшăнас тесессĕн? Хăвăрăн хальхи е асанне-кукамайран юлнă чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕпе сăн ӳкерĕнмелле те Инстаграм социаллă сете #национальнаяодеждачувашскойженщины хештегпа 2022 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен вырнаçтармалла. Ĕçсене хакланă чух тĕрĕ-эрешпе тĕрĕс усă курнине, çи-пуçа пĕлсе тăхăннине шута илĕпĕр. Унсăрăн аслă çултисем тухьяпа капăрланнине, шĕвĕрккесем вара масмак çыхнине, каччăсем йĕм пĕççи çине хĕрарăмăн кăкăр паллине тĕрленине курма-пăхма питĕ йывăр. Ăнăçлă сăн ӳкерчĕксем, вĕсене специалистсем хак панă хыççăн, хаçат страницисенче вырăн тупĕç. <...>

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакторĕ

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Вĕреннĕ профессипех ĕçе вырнаçаççĕ-и?

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Раççейри студентсем хăйсен уявне паллă турĕç. Чăваш Енре 10 аслă шкулта — 34,4 пин, професси вĕрентĕвĕн 32 вăтам организацийĕнче 30,6 пин çамрăк пĕлӳ илет.

Раççей тĕпчев компанийĕсен кăтартăвĕсемпе килĕшӳллĕн çĕршыври аслă пĕлӳ илнĕ хĕрсемпе каччăсен 40% хăйсем алла илнĕ специальноçпа ĕçе вырнаçмасть. Çавнашкаллисен 54% пĕлӳ илнĕ профессипех тăрăшма пикеннĕ, анчах кайран пăрахса кайнă, 45% шалу пĕчĕккипе тӳрех урăх тытăмра вăй хумашкăн тытăннă.

Паянхи студентсем ку тĕлĕшпе мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнаççĕ-ши?

ОЛЬГА, 18 çулта:

— Шупашкарти шкулсенчен пĕринчен 2021 çулта вĕренсе тухрăм. Тахçантанпах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕрен И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ медицина институтне вĕренме кĕтĕм. «Сиплев ĕçĕ» факультетра пĕлӳ илетĕп. Кунта 6 çул вĕренмелле. Ун хыççăн ятарлă уйрăм пĕлӳ те илес ĕмĕт пур. Маншăн пулас професси кăсăклă, çавăнпа тухтăртах ĕçлĕп. Çавăн чухлĕ вăхăт вĕренӳ валли уйăрнă хыççăн урăх тытăмра пилĕк авма кӳлĕнес тĕк манран çынсем тĕлĕнĕç те.

ДЕНИС, 23 çулта:

— Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназирен вĕренсе тухсан Мускаври физика-техника институтне прикладной математикăпа физика уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Ку — анлă специальноç. 4-мĕш курсран вара программист пулса ĕçлеме тытăнтăм. Çакна палăртмалла: пирĕн аслă шкулта аслă курсра вĕренекенсене пĕр-пĕр кафедра çумне çирĕплетеççĕ. Кафедра студента ĕçе вырнаçтарассишĕн те яваплăх илет. Паллах, çаврăнăçуллă çамрăксем хăйсем тĕллĕн те ĕç тупаççĕ. Эпĕ пĕр вăхăтрах икĕ çĕрте — интернетри сайт урлă тупнинче тата аслă шкул сĕннинче — тăрăшрăм. Халĕ хамăн специальноçпах магистратурăра вĕренетĕп тата банкра ĕçлетĕп. Питĕ килĕштеретĕп суйланă специальноçа. Нумай пулмасть çĕнĕ уйрăма куçарчĕç. Маншăн пĕлменни те нумайччĕ. Аслăрах ĕçтешсем вĕрентсе пынипе халĕ йăлтах уçăмлă. <...>

Ирина ИВАНОВА, Татьяна НАУМОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   


Техникăна… «чун кĕрет»

Интернет уçлăхĕ тĕрлĕ информаципе пуян. Темĕн те тупма пулать кунта: тавра пĕлĕве аталантарма май паракан статья та купипех. Усăллă сĕнӳсем кашни утăмра тенĕ пекех тĕл пулаççĕ. Çĕнĕ хыпарсен вăчăри те çĕнелсех пырать. Вĕсен хушшинче вара темĕн тĕрли те пур: савăнăçли те, кăмăла хуçаканни те.

Чăваш çамрăкĕн çитĕнĕвĕ пирки калакан хыпар куç тĕлне пулчĕ çак кунсенче. Урăх информаци шыранăран унпа тĕплĕ паллашма вăхăт çитмерĕ. Статьяра мĕн пирки сăмах пынине вуламасăрах савăнтăм. Ара, мĕнле-ха урăхла? Çамрăк Раççейре малтисен йышне кĕнĕ. Çакă Чăваш Ен сумне çĕклеме май парать. Епле савăнмăн? Пĕр хушăран алла черетлĕ хутчен телефон тытнă май каллех куç тĕлне пулчĕ ку хыпар. Хальхинче унпа тĕплĕнрех паллашма шухăш тытрăм. Иккен, Шупашкар çамрăкĕ интернет урлă йĕркелекен вăйăра 2021 çул кăтартăвĕпе тăваттăмĕш вырăна тухнă. Мĕнех, ку та çитĕнӳ. Анчах ком-ментарисене курсан çакă палăрчĕ: ăна саламлама пурте васкамаççĕ-мĕн. Ашшĕ-амăшĕн шухăш-кăмăлĕ икке пайланнă. Ырлакансем кăна мар, çамрăка хурлакансем те тупăннă. Ача компьютер-телефонпа выляса тунă çитĕнĕве хакламан вĕсем. Кашни медалĕн икĕ ен теççĕ. Ку тĕслĕхре те çаплах пулса тухнă.

Чăн та, телефон-гаджет таврашĕ ачасене сиен кӳнине, усала, ирĕке хăнăхтарнине хирĕçлеймĕн. Ашшĕ-амăшĕ чи малтан ачин сывлăхĕшĕн кулянать. Пĕрмай экрана тинкернĕ май куç çивĕчлĕхĕ те чакать-çке. Курпунланса телефон ăшне кĕрсе ӳкни мĕнпе усă кӳтĕр? Урамра уçă сывлăшра çӳрени темĕн чухлĕ пахарах. Кĕнеке вулани те тавра курăма, шухăшлава аталантарма, чĕлхе пуянлăхне ӳстерме самай кирлĕрех. Çав вăхăтрах çĕнĕ технологисен паха енĕсене те палăртмаллах. Шăпах вĕсем пурнăçа çăмăлрах та ансатрах тума май параççĕ. Паян патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курса килтен тухмасăрах тĕрлĕ ведомствăна «çитсе» кирлĕ хут хатĕрлеме пулать. Çыхăну тĕрлĕ хатĕрĕ кунсерен аталанса пынă май аякра пурăнакан тус-хурăнташпа та ним мар курса калаçма май пур.

Чăн та, пурнăç аталансах пырать. Çирĕм çул каялла кăна-ха инçет çыхăну хатĕрĕ ĕçлессе ĕненес те килместчĕ. Ăна кашни кĕсйинче чиксе çӳрессе тĕлĕкре те тĕлленмен. Вунă çул каялла кăна-ха смс-çыру шăрçаланă май часах пĕр-пĕрне курса калаçма май пуласса тĕшмĕртмен те. Е акă тата роботсем пирки юмах кăна çаптарнă. Паян вара автоматизациленĕ техника — кашни килте. Çĕнĕрен çĕнĕ улшăну кĕрет кулленхи пурнăçа.

Аталану вара анлă тавра курăмлă, паха опытлă, талпăнуллă та мал ĕмĕтлĕ специалистсене кăмăллать. Мĕнех, ку тĕлĕшпе те пĕр вырăнта тăмасть пурнăç. Шав малалла чупать. Кадрсем хатĕрлес тĕллевпех ачасен пĕлĕвне мĕн пĕчĕкрен аталантармашкăн тĕрлĕ кружок пур паян. Темиçе çул каялла кăна-ха аслă шкул студенчĕсем тимĕр-тăмăртан пухнă пĕчĕк машинăсене «чун кĕртни» тĕлĕнмелле пекчĕ. Паян вара ача садне çӳрекенсене те робот техникипе паллаштараççĕ, çитĕннĕ май ăна çăварлăхлама май паракан программăсен вăрттăнлăхĕсене уçаççĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Амăшĕ килессе кĕтнĕ те…

Ленинградра çуралса ӳснĕ Лариса Лермонтова блокадăри хулана ас тумасть те темелле. Темиçе самант кăна унăн пуçĕнче ĕмĕрлĕх çырăнса юлнă. Вĕсенчен пĕри — хăйсене вăхăтлăх куçарнă пӳлĕмре амăшĕ çимелли илсе килессе чăтăмсăррăн кĕтсе выртни. Тĕттĕмленсе, чӳречерен кĕрекен çутă чакса пынă, каç пулнă — амăшĕ вара çаплипех килмен. Шел, хĕрачан чи çывăх çынни ун чухне те, каярахпа та килне çитеймен. Çавăн чухне, 1943 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Перасковья Афанасьевнăна нимĕç снарячĕ тĕп тунă. Пĕчĕк хĕрĕ Лариса çапла тăлăха юлнă. Шăпа пӳрнипе-и — çăлăнăç çулĕ тупăннă. Пĕчĕк хĕрача Ладога кӳлли урлă вутлă ункă хутлăхĕнчен тухнине, пĕчĕкскерсене алăран алла парса теплохода ларма пулăшнине тĕлĕкри пек ас тăвать. Çавăн чухне вĕсен ушкăнне Атăл çинчи Чăваш Ене ăсатнине пĕчĕкскер ăнланман паллах. Бомбăсем çурăлнă сасса илтме пăрахни пĕчĕкскерĕн чунĕнче ырă шанăç çуратнă пулинех.

Кăвак куçлă хĕрача тыткăнланă

— Пулковăра пурăннă эпир, çакăн çинчен каярах, хамăн шăпапа тарăнрах кăсăкланма пуçласан, пĕлтĕм. Авиахулари хваттерте пурăнма хăрушă пулнă, нимĕçсем шăпах çав енчен тапăнса кĕнĕ-çке. Тăшман хĕç-пăшалĕ айне пулас хăрушлăх пысăккипе пире пачах тепĕр çĕре, малтан Петроград енне — Пысăк Пушкарь урамне — куçарнă. Ун чухне аннепе иксĕмĕр кăна юлнă. Аттене пачах ас тумастăп. Çывăх çыннăмпа, хулапа çыхăннă хăш-пĕр ӳкерчĕк — куç умĕнче. …Çуллахи ăшă кун. Эпĕ кĕске çанăллă хитре кĕпепе. Аннепе урампа пыратпăр. Вăл мана сулахай алăран çавăтнă. Эпĕ вĕттĕн тĕпĕлтетнĕ май сылтăмалла карăнса пăхса пыратăп: çĕр çинче çĕмĕрĕлнĕ кантăк ванчăкĕсем хĕвел çутинче йăлтăртатса выртаççĕ. Çав тери нумай ванчăк! Е тата çакнашкал самант: тĕттĕм пысăк пӳлĕмре — питĕ нумай çын. Бомба çурăлнă чухне тарса пытанмаллискер пулнă-тăр вăл. Аякра таçта лампа çути мĕлтлетет. Эпĕ — такамăн аллинче. Ахăртнех, анне тытнă мана. Çын питĕ нумай, пĕр-пĕрне çыпçăнсах тăнăран вĕсен пуçĕсемпе хул пуççийĕсене кăна куратăп.

Анне вилсен кам илсе кайнă мана ача çуртне, пурăнса ĕлкĕрнĕ-и эпĕ унта — ас тумастăп. Паллах, вăхăт иртсен кăна çул çӳрев хутĕнче анне вилнĕ май ача çуртне çакланнине, унтан вара Чăваш Ене эвакуа-циленине вуласа пĕлтĕм.

Çула тухиччен мана та, ытти ачана та тухтăрсем пăхнă. Медицина карточки майлă пысăк хытă сăрă хут çине темиçе йĕрке те çырнăччĕ. Чи вĕçĕнче пысăк сас паллисемпе «дистрофи» тесе палăртнă. Теплоходпа çыран хĕррине ишсе каçсан малалла пуйăспа кайрăмăр. Чăваш Ене çитиччен миçе кун иртнĕ çул çинче — каллех ас тумастăп. Анчах пĕр самант ăша ларса юлнă. Çамрăк хĕрарăм е хĕр /воспитательница пулнă-ши вăл пирĕн?/ ачасене кашăкпа çăвартанах темĕн шурă тĕсли хыптарать. Ахăртнех, çăратнă сĕт е хăйма пулнă вăл. Черет тăнă ачасемпе пĕрле эпĕ те тутлипе сăйлакан «аппа» патне çывхаратăп. Акă ман черет çитрĕ. «Сана юрамасть-ха», — терĕ вăл. Мĕншĕнне пĕлменскер макăрма пуçларăм. Мана те сĕт юр-варĕ, те пылак пама юраман — çавна пĕлеймерĕм. Пуйăсран Çĕмĕрлере антăмăр. Çеремлĕ вырăна лартса пăтă çитерчĕç. Питĕ тутлăччĕ вĕрискер. Малалла Пăрачкаври ача çуртне каймалла. Анчах эпĕ унта çитеймен, — куç умне кăларать 79 çул каяллахи кунсене Лариса Ивановна.

Шăп çавăн чухне станцие эвакуаципе килсе çитнĕ ачасене кĕтме-курма тухакансем пулнă. Çав шутра — пиллĕкри Ларисăн пулас усрав ашшĕпе амăшĕ те. Çĕмĕрле хула канашĕнче ĕçлекен пĕлĕшĕ урлă кил хуçи Ленинградран пĕр ушкăн ача килсе çитессе пĕлнĕ. Иван Терехин, станцирен инçе мар ĕçлекенскер, малтан пырса çитнĕ. Пур шăпăрлана тимлĕн тинкернĕ те Ларисăна куç хывнă. Пĕлĕшне мăшăрĕ патне чуптарнă. Елизавета Александровна хăвăртах çитнĕ. Хĕрарăма та кăвак куçлă черчен хĕрача тыткăнланă. Çапла Ларисăна çийĕнчех хăйсемпе пĕрле илсе кайнă усрав ашшĕ-амăшĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Утрăм эпĕ Шупашкар урамĕпе

Ыран çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ вырсарни кун тенĕ чух телефонпа хыпар çитрĕ: «Атте, кăнтăрла иртни пĕр сехете Шупашкара пирĕн пата çитме тăрăшăр. Мăнуку иккĕ тултарса виççе каять. Кĕтетпĕр». Шупашкара кайсан чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Атăл хĕрне çитиччен çуран утса тухма ĕмĕтленеттĕм-ха. Акă мана шăпа пӳрчĕ. Çак кунсенче ялта ĕç шавĕ кăштах лăпланчĕ. Çине тăрсах çула пуçтарăнтăм.

Хальхи вăхăтра усал чир — коронавирус — сарăлнине шута илсе хăрушсăрлăх пирки те манмарăм. Вакцина тутарнă-ха, çапах хула ял мар, тем тĕрлĕ çынна та тĕл пулма лекет. Енчĕке укçа та ытларах чикрĕм, парнелĕх те пултăр мăнука. Мĕн кирлине хăйсемех туянĕç тесе çăмăл кутамкка çакса çула тухрăм. Ирхине тăхăр сехетре Шупашкарăн капăр урамĕпе утса Чапаев палăкĕ умне çитсе тăтăм. Тахçантанпах пулман кунта. «Парăнма пĕлмен Чапаев пĕлнĕ çĕнтерме, паттăр çарĕпе вăл тухрĕ тăшмана хирме», — сăвăлатăп шкулта вĕреннĕ сăвва аса илсе. Ун умĕнче пуçа çĕклесе ыйтатăп: «Парсам мана лашуна, Шупашкар урамĕсене курса çӳрем». — «Эпĕ вара мĕнпе юлăп? Утах çуран», — тет вăл мана.

Тахçан бензоколонка пулнă вырăна васкамасăр утрăм. 1959 çулта Ленин ячĕллĕ проспектăн урамне çĕклеме пуçланă. Пичче, строитель, кирпĕч хуракансен йышĕнче пĕрремĕш пулнă. Халĕ унпа хĕресленекен урам Андриян Николаев космонавт ячĕпе хисепленет. Унăн бюсчĕ умĕнче чарăнтăм. Пуçĕ кăна. «Кăкăра чул хĕсет», — тет. Урамăн тепĕр вĕçĕнчен, хĕвел тухăç енчен «вĕç, вĕç, куккук…» юрă ахрăмĕ çиле май хăлхана кĕчĕ. Çапла, хисеплĕ космос паттăрĕ çак юрра шăрантарса çĕр тавра миçе çаврăм тунă-ши? Тайма пуç, чыс та мухтав ăна чăваш халăхне хисепе кăларнăшăн!

Унталла-кунталла сăнаса пынă май сылтăм енче портфель хĕстернĕ çын палăкне асăрхарăм. Çывăха пырса вулатăп: Геннадий Никандрович Волков академик, этнопедагог. Чаппай лашине утланнă пулсан куç тĕлне пулмастчĕ ĕнтĕ вăл. Мĕншĕн-ха çак ырă çын валли пĕр-пĕр колледж е вĕрентӳ керменĕ умĕнче вырăн тупайман? «Çăка çулçи çаврака, мĕн каласа çырнă-ши?» — хул хушшине хĕстернĕ кĕнеки çине пăхса шухăшлатăп. <...>

Михаил ИГНАТЬЕВ. Шупашкар районĕ.

♦   ♦   ♦


«Вăй пухма вăрмана çÿретĕп»

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисткипе Альбина Агеевăпа хĕллехи вăрман илемĕпе киленсе утрăмăр, курăк чейĕ ĕçрĕмĕр.

Пӳлĕхçĕрен пулăшу ыйтнă

«Çемьере пĕр артист пулни çителĕклĕ», — шӳтлесе те чăнласа палăртрĕ вăл кил-йыш тавра сăмах пуçарсан. Агеевсен ывăлĕ шкула çӳреме пуçланă. Сашăна ашшĕпе амăшĕ тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ.

Кăçал Альбина Агеева республика Пуçлăхĕн стипендине виççĕмĕш хут тивĕçрĕ.

— Укçан хавхалантарни ĕçлес туртăма вăйлатать. Хальхи стипендие пухса пырасшăн. Унпа ачана тĕнче кăтартас шухăшпа çунатланатăп. Тĕрĕссипе, укçана пули-пулми тăкаклама хăнăхман. Культура училищинче вĕреннĕ чухне илнĕ республика Пуçлăхĕн стипендийĕпе сенсор экранлă телефон туяннăччĕ. Студента унашкал хатĕр те кирлĕ. «Тăрăшса вĕренĕр, конкурссене хутшăнăр», — тетчĕç педагогсем. Вĕсем каланине ăса хывнă. Атте-анне ырă ята упрама вĕрентнине самантлăха та манман.

Йĕпреç районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче тĕпленнĕ çывăх çыннăмсем хĕрне сенкер экранпа курсан тӳрех шăнкăравлаççĕ. Тĕпренчĕкĕ çĕнĕ сăнарсем калăплани савăнтарать вĕсене.

— Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме пуçланă вăхăта аса илтерес килет. Пĕрремĕш утăмсене тума çăмăл пулчĕ-и?

— Декрет отпускĕнчеччĕ ун чухне. Çамрăксен театрĕнче ĕç вырăнĕ пуррине пĕлтĕм. «Ачана садике вырнаçтарсан килме пултаратăн», — терĕç. Ĕçе илсенех «Морозко» юмахра Настенька сăнарне выляма шанчĕç. Манăн ку роле хатĕрленмешкĕн вăхăт нумаях пулман. Сцена çине тухас умĕн ура тĕртĕмĕсем çемçелнĕн, çăматă тир çумне çыпăçнăн туйăннăччĕ. Çапах хама алла илтĕм. Вăхăт иртнĕçемĕн сцена пурнăçне хăнăхрăм.

— «Савтепи» халапри Савтепи юратнă çыннине шыраса Турă патне çитет, «Çĕн мăшăрăн çĕр кĕске» спектакльти Марук арман авăртать. Çак сăнарсем куç умĕнчен каймаççĕ. Çапах мĕнле çуралчĕç вĕсем?

— Сăнарсен шучĕ ӳссе пырать. Тав Турра, ĕç пулсан сĕтел çинчен çăкăр татăлмĕ. Савтепи тĕп сăнарсенчен пĕрремĕшĕ тесен те юрать. Вăл спектакль пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех сцена çинче. Ку рольпе ĕçленĕ май Вячеслав Оринов режиссер нумай пулăшрĕ. Асатте-асанне йăх-несĕлĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартни аса килчĕ. Лолита Чекушкинăн кĕвви халап тĕнчин асамне туйма пулăшрĕ. Музыка та, çи-пуç та спектакль тĕшшине ăнланма май параççĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.