Комментировать

16 Фев, 2022

«Хресчен сасси» 6 (2894) № 16.02.2022

Хушма хуçалăха — хушма тупăш

Кăçалтан Чăваш Енре хушма хуçалăхра ĕне тытакансене паракан субсиди виçи палăрмаллах ӳсет, анчах ăна пурте илеймеççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тесен хăй тĕллĕн ĕçлекен шутпа регистрациленмелле.

Ĕнешĕн паракан субсидие кам тивĕçĕ?

Хушма хуçалăх чылай çемьешĕн тĕп тупăш çăл куçĕ шутланать. АПК отрасльне аталантарма вĕсем курăмлă тӳпе хываççĕ. Сăмахран, республикăра сĕт туса илнĕ çĕрте хушма хуçалăхсен тӳпи — 54, аш-какайпа 35 процент йышăнать. Çавăн пекех вĕсем çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ тата ытти те. Ытлашши çимĕçе сутса укçа тăваççĕ.

Патшалăх пулăшăвĕ хушма хуçалăхсемшĕн шанчăклă тĕрев. Унччен вите-сарай çĕнетме, çĕр ĕç техники туянма çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтернĕ. 2013 çулта программа йышăнни те хушма хуçалăхсене çĕнĕ шая çĕкленме, фермера куçма çулсем уçрĕ.

Çапах пурин те фермер хуçалăхĕ йĕркелеме, ăна тухăçлă аталантарма вăй-хал, укçа-тенкĕ çителĕксĕртерех. Юлашки вăхăтра ялсем ватăлса, пушанса пыни те чăрмав кӳрет. Хушма хуçалăхра сĕт туса илесси, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтересси чакса пырать. Ĕçсĕрлĕх çамрăксене ялтан сивĕтет. Икĕ çул каялла республикăра ĕне тытакансене пулăшмашкăн субсиди уйăрма йышăнчĕç. Иртнĕ çул ку хисеп ĕне пуçне 2400 тенкĕ пулнă. Çак пулăшу кĕтĕве сыхласа хăварма май панă. Кăçалтан пулăшу виçи урăх пулĕ.

— Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тесен ĕне тытакансен хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе регистрациленмелле. Кун хыççăн кăна вĕсене субсиди тивĕ: пĕр выльăх пуçне вăтамран 7-8 пин тенкĕ. Çавăн пекех вĕсен ĕне туянма кайнă тăкака туллин /100%/ саплаштарма май пулĕ. Субсиди илес тесен тепĕр йĕркене пăхăнмалла: ĕнешĕн банк карттипе татăлмалла, — палăртнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
Çапла, кăçалтан хушма хуçалăх тытакансем те хăй тĕллĕн ĕçлекенсем шутланаççĕ. Патшалăх малашне вĕсене те çĕр улми, пахча çимĕç, сĕт, аш-какай туса илме каякан тăкаксене саплаштарма пулăшĕ. Пыл хурчĕ ĕрчетекенсен те вĕлле, пуш карас, рама, эмел туянма кайнă тăкаксене тавăрма май пур. Малашне ял хуçалăх техники туянма кайнă тăкакăн 40 проценчĕ таран бюджетран саплаштарĕç. Унччен вара ку çăмăллăхпа организацисемпе фермерсем кăна усă курнă. Енчен çĕнĕ йĕрке килĕшмесен ĕçе пăрахăçлама пулать. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Ĕçре тупнă телей

Патăрьел тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕринпе, Минегали Хафизовпа, вулакансене паллаштарма шут тытрăм.

Минегали Ямалетдинович — Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ, вырăнти АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ, ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Вăл 1947 çулта Шăнкăртамра колхозниксен çемйинче çуралса ӳснĕ. Сăмах май, çемьере 8 ача çитĕннĕ, Минегали вара пиллĕкмĕш ача пулнă. Ашшĕ, ĕçченскер, ачисене ача чухнех ĕçе юратма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Çавна май çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕсем колхозра вăй хунă. Минегали вара техникăна питĕ юратнă. Патăрьелти улма-çырла питомникĕнче темиçе тапхăр ĕçленĕ хыççăн пĕр-пĕр ăста тракторист çумне плугарь пулса çирĕплетме ыйтнă ашшĕнчен. Каярахпа тыр-пул комбайнĕсемпе кăсăкланма тытăннă арçын ача. Çапла вара комбайнера пулăшма пуçланă. Хăйне шанса панă ĕçе юратса пурнăçланă вăл. Çавăнпах ăна аслисем те кăмăлланă.

Вырăнти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕвне Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче малалла тăснă, инженер профессине алла илнĕ. Направленипе Тутар Республикине лекнĕ. Мелиораципе шыв-шур хуçалăхĕн министерствинче ăна аслă инженер ĕçне шанса панă. Анчах виçĕ уйăх ĕçленĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă, Жданов ячĕллĕ колхозра тĕп инженерта вăй хума тытăннă. Çамрăк специалистăн ăсталăхĕпе пултарулăхне пуçлăхсем, ял халăхĕ тӳрех асăрханă. Ахальтен мар ăна 1978 çулта асăннă хуçалăха ертсе пыма шаннă. Ку ĕçре вăл 8 çул тăрăшнă. Тыр-пул çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе çак колхоз ун чухне районта çеç мар, республикăра та палăрса тăнă. Унта тĕрлĕ районти тĕп специалистсен, ертӳçĕсен семинарĕсене час-часах ирттернĕ. 1982 çулта пысăк лаптăксенче выльăх кăшманĕ, çĕр улми лартса çитĕнтернĕ. Выльăх кăшманне 1 га çинчен 1136 центнер пуçтарса илнĕ, «иккĕмĕш çăкăра» вара — 256 центнер. Хăш-пĕр бригадăра — кашни гектартан 306 центнер. Сăмах май, унта çитĕнтернĕ выльăх кăшманĕн тухăçĕ республикăра чи лайăххи шутланнă. <...>

Тальгат ШАКУРОВ, районти АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçин заместителĕ.

♦   ♦   ♦


QR-код пама тытăнаççĕ

Февралĕн 21-мĕшĕнчен Раççейре антителă пуррине çирĕплетекен тестпа QR-код илме пулать.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Ен çакна тытăнма тахçанах хатĕр. Вăл çак ĕçе вырăнта тепĕр хутчен тишкерме, çынсене QR-кодпа çийĕнчех тивĕçтерессине йĕркелеме ыйтнă. Аса илтеретпĕр: коронавируспа чирлесе ирттернĕ, нумай антителă пуррисене QR-код парас ыйтăва Олег Алексеевич иртнĕ çулхи ноябрьте хускатнă. Чăваш Ен çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме хатĕррипе çĕршыври регионсенчен пĕрремĕшĕ пулчĕ.

Палăртнă тăрăх, ачасене икĕ эрне дистанци мелĕпе вĕрентни çĕнĕ инфекци сарăлассине палăрмаллах чакарнă. Çавна май февралĕн 14-мĕшĕнчен республикăри кĕçĕн тата 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем тепĕр хут парта хушшине ларчĕç. Коронавирус енĕпе лару-тăру Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче лайăхланнă. Çав хушăрах Канаш, Çĕмĕрле хулисенче ачасем чирлесси ӳссех пырать. Çакă асăннă тăрăхсенчи шкулсенче дистанци йĕркипе вĕрентменнипе те çыхăннă.

Республикăра вакцинациленесси йывăрпа пырать. Ку вара лару-тăрăва палăрмаллах çивĕчлетет. Февралĕн 11-мĕшĕнчен республикăра COVID-19-па чирленисене сыватма тепĕр 25 вырăн тунă. Унсăр пуçне çывăх вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта 320 вырăн хатĕрлемелле. Февралĕн 11-мĕшĕ тĕлне республикăра коронавируспа чирлекенсене сиплеме 14 медицина организацийĕнче 1876 вырăн хатĕрленĕ, çав шутра 49-шĕ /2,6%/ кăна пушă пулнă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, стационарсенче ытларах — аслă çултисем, сахăр диабечĕпе чирлекенсем, тулли çынсем. Ытларахăшĕн ӳпки 60-70% сиенленет. Больницăра сипленекенсен 99% вакцинациленмен, нумайăшĕ дельта штамм инфекцийĕ çаклатнă. Аслă ӳсĕмрисем ытларах прививка тутарасран пăрăнаççĕ-мĕн. Килте сипленекенсен йышĕ 10 пинрен иртнĕ.

Ачасем дистанци мелĕпе вĕреннĕ май вĕсем ковидпа чирлесси 28-тан 24 процент чакнă. Республикăра хăрушсăрлăх мерине мĕнле пăхăннине мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслесех тăраççĕ, айăплисем тĕлĕшпе протоколсем çыраççĕ.

Февралĕн 14-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 194 çынна госпитализациленĕ, 1073 çын чирленĕ, 548-шĕ сывалнă, 8-шĕ вилнĕ, 650 пин çын вакцинациленнĕ. 

Лариса НИКИТИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Шанчăка чĕрере упранă

Патăрьел районĕнчи Сăкăтра çуралса ӳснĕ Александр Артамонов вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Саратов облаçĕнчи Вольск хулинчи аслă çар тыл училищине вĕренме кĕнĕ.

Ташкентран — Кабула

Паллах, ахальтен суйламан вăл çар специальноçне. Ашшĕ Михаил Николаевич иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче салтакра виçĕ çул çурă яхăн хĕсметре тăнă, кĕçĕн сержант пулнă. Ашшĕн аппăшĕ Мария Николаевна 19 çултах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вĕсем Сăкăт ялĕнчен иккĕн çеç пулнă. Сывлăшран тапăнасран сăнакан тата çыхăну йĕркелекен çарсенче тăрса /Чăваш Республикинче хĕрсенчен йĕркеленĕ 101-мĕш уйрăм ВНОС батальонĕнче/ пост пуçлăхне çитнĕ. Ăна II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.

Сашăн аслашшĕ Николай Ларионович та ялти чи хастар çын пулнă. Вăл тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă, унтан чи хисеплĕ наградăсемпе таврăннă: кăкăрĕ çинче III тата IV степень Георги хĕресĕн медалĕсем пулнă. Кун пек пысăк чыса пурте тивĕçеймен паллах. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнайман вăл, ватă пирки ăна илмен. Апла пулин те тылра ырми-канми тăрăшнă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Çакнашкал хастар çемьере çуралса ӳснĕ Сашăна училище хыççăн Узбек ССРĕн тĕп хулине Ташкента, Туркестан çар округне янă. Тăван тăрăхра отпускра пулнă хыççăн каччă вырăна çитнĕ. Ун чухне Афганистанра çулталăк çурă чăн-чăн вăрçă пынă. Чăваш каччи нимĕн шухăшламасăр Афганистана яма ыйтса хăй ирĕкĕпе хут çырса панă. Çапла вара 1981 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче çамрăк офицерсемпе Ташкентран Кабула самолетпа вĕçнĕ. Александр Артамонова гарнизонăн 27-мĕш çăкăр пекарнин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Хăйĕн ĕçне яваплă тунă вăл.

Куçарса çӳремелли пекарня Кабулăн Даруламан районĕн вĕçĕнче, тусен айĕнче вырнаçнă. Кунтах — апат-çимĕç склачĕ, мунчапа япала çăвакан комбинат, юсав мастерскойĕ, пурлăх склачĕ, офицерсемпе прапорщиксен тата салтаксен палаткисем, 180-мĕш пехота полкĕ, çыхăну полкĕ… «Мана штаб пуçлăхĕ туса хучĕç. Çак хушма ĕç паллах. Анчах унран пăрăнма та çук. Тĕп тĕллев — Кабул гарнизонĕнчи чаçсемпе подразделенисене çăкăрпа татти-сыпписĕр тивĕçтерсе тăрасси. Вĕсен шутĕнче çыхăну полкĕ, çыхăну уйрăм батальонĕсем, юсав батальонĕ… Кунсăр пуçне тĕрлĕ служащисем /медиксем, поварсем, писарьсем тата ыт. те/ пирĕн патран çăкăр илсе тăнă. Пурĕ 10 пин çын та пуçтарăнать пулĕ. Куçарса çӳремелли механизациленĕ завода брезент палаткăра вырнаçтарнăччĕ. Çак ĕçре 60 салтак тарла-тарла вăй хунă. Пекарня канмалли кунсемсĕр икĕ сменăпа ĕçлетчĕ. Талăкра 4 тонна шурă çăкăр тата 5,5 тонна хура çăкăр пĕçерсе кăларатчĕ. Сменăра 14 рабочи ĕçлетчĕ. Çăкăр питĕ тутлăччĕ, ытларах шурри. Декабрьпе январьте çанталăк сивĕччĕ. Çавна май палаткăра чуста лайăх хăпармастчĕ, çăкăр пахалăхĕ те япăхчĕ», — аса илет иртнине Александр Михайлович. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   ♦


Ăраскал парнеленĕ кун-çул

— Кăçалхи хĕл юрлă килчĕ. Пире, çулланнă çынсене, самаях нушалантарать, юр уçса ывăнтăмăр, — терĕ Валентина Васильевна, алăк умĕнче кĕреçепе тăраканскер. — Тӳпери чаршав хăçан хупăнать-ши? Валентина Иванова Красноармейскинчи Карл Маркс урамĕнче çур ĕмĕре яхăн пурăнать. Ывăлĕпе хĕрĕ тăван килĕнчен вĕçсе тухса кайнă май пĕчченех кун кунлать.

Красноармейскин Первомайски урамне вырăнтисем Шункул ятпа аван пĕлеççĕ. Шăпах çакăнта çитĕннĕ виçĕ пĕртăван: Эдуард, Анатолий тата Валентина. Амăшне Перасковья Григорьевăна ачисене ӳстерме çăмăл пулман. «Победа» колхозра ĕçленĕ май укçи-тенки те çитсе пыман. Тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратас тесе ырми-канми ĕçленĕ хĕрарăм. Шел те, йывăр чире пула 57 çултах çĕре кĕнĕ.

Валентина Васильевна пиччĕшĕсем пирки чылайччен сăмах сӳтрĕ. Эдуард ир-ирех ĕçе кӳлĕннĕ, Йошкар-Олари автозавода вырнаçнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех унта вăй хунă. Мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтернĕ. Анчах кил хуçин пурнăçĕ кĕске пулнă.

Анатолий çар ĕç-хĕлне Казахстанри Тимертау хулинче ирттернĕ. Каярахпа унти металлурги заводне ĕçе кĕнĕ. Çĕршыв саланнă хыççăн хваттерне ачисене парса хăварса мăшăрĕпе çуралнă тăрăха таврăннă, Çирĕклĕ ялĕнче тĕпленнĕ. Ĕçченскерсем картиш туллии выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ.

Валентина вăтам шкул хыççăн Çĕрпӳри 5-мĕш номерлĕ профессипе техника училищинчен вĕренсе тухнă. «Чувашшвейбыт» комбината ĕçе вырнаçас ыйтупа кĕтĕм. Нина Горшкова ертӳçĕ мана ăшшăн кĕтсе илчĕ, çĕвĕç-мотористка пулса тăтăм. Пирвайхи ĕç укçипе аннене кĕпе çĕлесе пани халĕ те куç умĕнчех, — аса илчĕ пулни-иртнине хĕрарăм. Ĕçтешĕсене те манăçа кăлармасть вăл. Мăшăрĕ Илья Иванов пирки те чылай ăшă сăмах тупăнчĕ. «Упăшка Яманак шкулĕнче 7 класс вĕренсен ашшĕне пулăшма колхозри радиоузела çӳренĕ. Çавна май радиотехникăна кăмăлланă. 1969 çулта Дон çинчи Ростовра радио тата телевизор юсама вĕрентекен курсра хăй ăсталăхне ӳстернĕ. Шăпа ăна Красноармейскинчи йăла çуртне илсе çитернĕ. Вăл çынсене сăн ӳкерчĕксемпе тивĕçтернĕ, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре юсанă. Урăхла каласан, чĕмсĕр аппаратурăна чун кĕртнĕ. Лампăллă телевизорсене те юсама пултарнă. Вăл хăй тĕллĕнех купăс калама вĕреннĕ. Çамрăк чухне шăхлич ăсталаса ярмăрккăсенче сутнă. Çав укçапа вара костюм туяннă. Çак çуртăн никĕсне нимелле ятăмăр. <...>

Татьяна БОРИСОВА.

Красноармейски районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.