Комментировать

9 Мар, 2022

«Хресчен сасси» 9 (2897) № 09.03.2022

Вырăнти çĕр улми паха, шанчăклă

Мартăн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти «Экспо-Контур» суту-илӳпе выставка комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми — 2022» курав иртрĕ. Унта Раççейри 23 регионтан тата Беларуç Республикинчен 87 компани экспонент тăратнă.

Умри тĕллеве пурнăçласа

Пĕлтерĕшлĕ мероприятие кăçал 14-мĕш хут ирттерчĕç. Курава йĕркелеме пулăшакансем — ЧР Ял хуçалăх министерстви, федерацин çĕр улмин А.Г. Лорх ячĕллĕ тĕпчев центрĕ, ЧР «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕ, РФ Ял хуçалăх министерстви, çĕршыври Çĕр улми, пахча çимĕç пĕрлешĕвĕ.

— Хальхи условисенче, çĕршыва санкципе хĕсĕрлесси вăй илнĕ вăхăтра, импорта вырăнти таварпа улăштарасси, селекци тата вăрлăх туса илес ыйту уйрăмах çивĕч тăрать. Юлашки çулсенчи çак сферăри ĕç-хĕл ыранхи куна шанчăклă пăхма, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе лартнă тĕллевсене пурнăçлама май парать. Эпир тĕнче рынокĕнче, хальхи вăхăтра санкци кĕртекен çĕршывсенче конкуренцие юрăхлă пуласса шанас килет, — терĕ Олег Николаев мероприятие уçнă май.

Куравра çĕр улми, пахча çимĕç туса илмелли, ӳсентăрана хӳтĕлемелли хатĕрсем, тĕрлĕ удобрени, тирпейлемелли техника, оборудовани тата ытти пайтах. Çынсем экспозицисемпе, çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсемпе уйрăмах кăсăкланчĕç. Ĕçлĕ программăна 29 регионтан хутшăнчĕç. Республика Пуçлăхĕ форума йĕркелекенсене тав турĕ.

— Юлашки çулсенче Чăваш Ен çĕр улми туса илессипе, унран продукци хатĕрлессипе курăмлă утăмсем тăвать. Селекципе тата вăрлăхпа ĕçлекен предприяти пурри савăнтарать, — терĕ Олег Алексеевич.

— Эпир малалла аталанма никĕс хыврăмăр. Ку енĕпе пирĕн татах нумай ĕçлемелле. Бизнеспа, патшалăхпа, финанс организацийĕпе, ăслăлăх учрежденийĕсемпе тата ăсчахсемпе умри тĕллеве татса парасса шанатăп. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Çемье ăшши кил илемĕ

Ял хĕрарăмĕ… Хастар та ĕçчен, кил-çурт ăшшипе хăтлăхĕ, çемье телейĕ, хуçалăх тĕрекĕ вăл. Ялта ĕçлесе пурăнакан ят-сумшăн çунмасть, хаклă парне кĕтмест. Çăмăл пурнăçа хăнăхманскер ир-ирех тăрса кил-тĕрĕшре, хуçалăхра йĕрке тăвать, çемьене тăрантарса ĕçе васкать. Пултаруллă та маттур педагогпа, ĕç ветеранĕпе Галина Николаевăпа вулакансене паллаштарас килет.

Ăста педагог

Вăл Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче Сидюшкинсен çемйинче çуралнă. Туслă çемьере виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕннĕ.
Галина — чи кĕçĕнни. Пĕчĕкрен вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ашшĕ-амăшне пулăшса ӳснĕ. Ашшĕ Александр Евграфович ĕмĕрĕпех тимĕрçĕре тăрăшнă, амăшĕ Вера Ивановна — уй-хир бригадинче.

Вĕсем ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, тăван ене юратма, хаклама вĕрентнĕ. Алла аттестат илсен хĕр Канашри педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Каярахпа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи биологипе хими факультетĕнче куçăн мар майпа пĕлĕвне ӳстернĕ.

— Эпĕ ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Тус-тантăшсемпе пуçтарăнса шкулла вылянине паянхи кун та аса илетĕп. Пичче Александр Сидюшкин, Чăваш Республикин хисеплĕ вĕрентекенĕ, маншăн ырă тĕслĕх пулнă. Ăна кура чунчĕре педагогика еннех туртăнчĕ, — терĕ Галина Николаева.

1980 çулта Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухсан çамрăк специалист Муркаш районĕнчи Нискассинчи вăтам шкула ĕçлеме вырнаçнă. Ĕмĕрне çакăнтах ирттернĕ вăл. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ — 38 çул ытла. Юратнă ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест çав. Вăл пурнăçра хăй вырăнне тупнă.

Галина Александровна Муркаш районĕнчи Нискассинчи вăтам шкулта физкультура, биологи, технологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн вăй-халне, вăхăтне шеллемен. Йывăр ĕç, пурнăçри пăтăрмахсем унăн чĕрине хытарайман. Халĕ те шӳтлеме килĕштерет. Пултаруллă учитель вĕренекенĕсемпе çулсерен район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Ачасене тарăн пĕлӳ парассишĕн çунаканскер вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Кашни урока тĕплĕ хатĕрленнĕ, ачасене предмета юратма вĕрентнĕ. Ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăну тытнă, пĕр-пĕрне сĕнӳсемпе пулăшнă.

— Айккинчен пăхсан педагог профессийĕ çăмăл пек курăнать. Унăн ĕçĕ вара кăсăклă та кăткăс. Предмета алăри пилĕк пӳрне пек пĕлни çителĕксĕр, темăна лайăх ăнлантармалла, ачасене кăсăклантармалла, тавра курăма аталантармалла, — палăртрĕ вĕрентекен.

Ашшĕ-амăшĕ пултаруллă педагога ăшă кăмăллă, йывăр вăхăтра пулăшма, ачасене хавхалантарма тăрăшнăшăн хисеплет. Вăл маларах вĕрентсе кăларнă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Юратнă педагога вара манмаççĕ, яланах ырăпа аса илеççĕ, унăн пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ. Çуралнă кунра, уявсенче саламлаççĕ, тĕлпулусене йыхравлаççĕ. Тăван тăрăха отпуска килсен вĕсем яланах Галина Александровна патне васкаççĕ, тарăн пĕлӳ панишĕн тав тăваççĕ. Хастар çыннăн Хисеп грамоти, Тав хучĕ туллиех. Вăл — Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

— Маншăн пысăк чыс — вĕренекенсен тав сăмахĕ. Çулсем иртнине пăхмасăр шкул çулĕсене манманни, хисеплени чĕрене ăшăтать, малалла хавхаланса ĕçлеме вăй хушать, — тет вĕрентекен. <...>

Геннадий МОИСЕЕВ.

Муркаш районĕ.

♦   ♦   


Ыр çын ячĕ ял çинче

Нина Михайлова — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, пирĕн тăрăхри пĕртен-пĕр хĕрарăм председатель. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи А.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ колхоза 15 çул ертсе пынă. Ăна вăйлă хуçалăхсен ретне тăратнă. Çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тунă. Чунне парса ĕçленĕ, тăван хуçалăхшăн, халăхшăн тăрăшнă.

Нина Александровна 1947 çулта Шуршăлпа юнашар вырнаçнă Лапри Чăрăшкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Унăн аслашшĕ тĕреклĕ хуçалăх тытнă. Вăл выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, вăрман енĕпе ĕçленĕ, пушă выртакан лаптăксене сухаласа тырă акнă. Тыр-пул хăйсем валли те çитнĕ, сутмалăх та юлнă. Çемйине выçă усраман. Колхозсем йĕркеленĕ çулсенче вĕсене кулаксен йышне кĕртсе Çĕпĕре яма йышăннă. Нина Александровнăн ашшĕ те Çĕпĕр вăрманĕсенче выçăллă-тутăллă ĕçлесе нуша курнă. Каярахпа вăл яла таврăннă, çемье çавăрнă, анчах нумай пурăнайман. Хĕрĕ Нина 2 çулта чухне çĕре кĕнĕ. Мăшăрĕ Валентина Владимировна 3 хĕрне пĕчченех çитĕнтернĕ. «Хĕвелпе пĕрле вăратакан аннен çепĕç сасси паянхи кун та асрах. «Хĕрĕм, тăмалла, ĕç нумай», — тетчĕ вăл», — çапла аса илсе çырнă Нина Александровна хăйĕн «Шуршăл шурăмпуçĕ» кĕнекинче.

Унăн пĕчĕклех ĕçе кӳлĕнме тивнĕ. Хăйсен, кӳршисен ĕнисене çавăтса Çавал хĕрне ир-ирех аннă. Сывлăмлă курăк тăрăх утнă, чупнă, ытарайми тавралăхпа киленнĕ. Çитĕннĕçемĕн вара колхоз йĕтемĕ çинче ял-йышпа ĕçленĕ. Çавăн пекех çывăхри вăрманта çырла татнă, ăна сутса шкул хатĕр-хĕтĕрĕ, çи-пуç туянма укçа-тенкĕ тунă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ вăл. Хăйĕн кун-çулне ял пурнăçĕпе çыхăнтарас тесе тăрăшнă. Шкул хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн районти «Дружба» хуçалăхра ĕçленĕ. Каярахпа вара Василий Зайцев колхоз председателĕ тăрăшнипе тăван хуçалăха таврăннă. Социализм Ĕçĕн Геройĕ Василий Зайцев хĕре Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчи зоотехника факультетне вĕренме кĕмешкĕн сĕннĕ. Çапла майпа аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн, 1974 çулта, Нина Александровна А.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ колхозра тĕп зоотехникра ĕçлеме тытăннă. Ун чухне Шуршăл хуçалăхĕ чылай выльăх-чĕрлĕх тытнă. Кашни ялтах мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли, ĕне, сысна, чăх-чĕп, сурăх, пăру фермисем пулнă. Çавна май иртен пуçласа каçчен вăй хунă Нина Михайлова. Çапах çак профессие суйласа илнишĕн нихăçан та ӳкĕнмен. Мĕншĕн тесен юратнă ĕç ăна хавхалантарнă.

Унăн çитĕнĕвĕсем район, республика таранах палăрма пуçланă. Кĕçех ăна хисеплĕ ят панă. Çак чыса вăл, паллах, хуçалăх ĕçне витĕр курса тăнă Василий Зайцевпа юнашар ĕçленĕрен, унран вĕренсе пынăран тивĕçнĕ.

Василий Васильевич тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Шупашкара куçнă. Ертӳçĕ тилхепине Андриян Николаевăн шăллĕне Петр Григорьевича шанса панă, анчах вăл йывăр чире пула 1985 çулта пурнăçран уйрăлнă. Çакăн хыççăн ял халăхĕ пĕр саслă пулса Нина Михайловăна колхоз председательне суйланă. Йывăр çак лава 28 çулти Нина Александровна хăй çине илнĕ. Ăна пĕрре те çăмăл пулман. Мухтавлă ентеш ячĕпе хисепленекен колхоз ятне çĕре ӳкермелле мар, ăна ялан çӳлте тытмалла-çке. <...>

Алевтина ПЕТРОВА-ПИРОГОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.