Комментировать

10 Мар, 2022

Çамрăксен хаçачĕ 9 (6408) № 10.03.2022

«Историе пĕлни журналист ĕçĕнче пулăшать»

Телеэкран çинче вăл — кĕрнеклĕ ар çын. Чăн пурнăçра — шÿте ăнланакан çын. Профессипе — историк. Анчах хăй журналистикăра ĕçлет. Вулакансем Чăваш наци телекуравĕн аслă редакторне Алексей Зотикова палларĕçех пулĕ.

— Алексей, сана экран çинче кулленех куратăп, анчах сан пирки, чăннипе каласан, нимех те пĕлместĕп. Ăçта, мĕнле çемьере çуралса ӳснĕ эсĕ?

— Эпĕ Муркаш районĕнчи Йӳçкасси ялĕнче 1987 çулта çуралнă. Тăван ялти шкулта 11 класс пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн истори факультетне вĕренме кĕтĕм. Эпир диплом илнĕ çĕре вăл историпе географи факультечĕ пулса тăчĕ.

— Мĕншĕн историк профессине суйларăн?

— Атте Валерий Федорович мана тĕрлĕ истори каласа пама питĕ юрататчĕ. Асатте Федор Васильевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. «Чавса çывăх та çыртма çук» теççĕ ваттисем. Анчах ку каларăш асаттене пырса тивмест. Пĕррехинче ăна партие чĕнсе илнĕ. Асатте унта чавсине çыртса кăтартнă та, лешсем тĕлĕнсе кайнă. Шел, ăна курса юлайман, вăл эпĕ çураличчен вилнĕ. Кукаçи Александр Григорьевич та вăрçăра пулнă. Вăл эпĕ 7 çулта чухне пурнăçран уйрăлнă, шел, унăн вăрçăри шăпи çинчен нимех те пĕлместĕп. Атте тĕрлĕ пулăм пирки каласа кăтартниех историе юратма хĕтĕртрĕ пуль. Шкулта çак «юрату» малалла тăсăлчĕ, истори учителĕ Владислав Тихонов предмета кăсăклă вĕрентетчĕ. Историпе район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнаттăм, 1-2-мĕш вырăнсене йышăнаттăм. 11-мĕш класра чухне республика конкурсне илсе кайрĕç. 100 ытла çынран 13-мĕш пултăм. Ку пирĕн шкулшăн пысăк çитĕнӳччĕ. «13» хисеп япăх теççĕ, анчах манăн пурнăçра вăл пĕлтерĕшлĕ. Университетра 5 çул 13-мĕш ушкăнра вĕрентĕм. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. Мана тата тепĕр йĕкĕте Мускава магистратурăна вĕренме ярасшăнччĕ. Анчах шăп çав вăхăтра деканăн Юрий Смирновăн сывлăхĕ вăйлах хавшарĕ. Ун чухне республика тулашне ытлах тухса курманччĕ. Мускава кайса килтĕм, анчах ăçта тата кам патне пымаллине пĕлмерĕм.

Юрий Петрович ун чухне калаçайми пулнăччĕ ĕнтĕ. Çапла вара кунтах юлтăм, ЧПУра студентсене истори предметне вĕрентрĕм. Наукăсен кандидачĕ пулас тĕллев пурччĕ. Аслă шкулта 9 çул ĕçлерĕм. Ытти факультетра вĕренекен студентсене ăслăлăхпа практика конференцийĕсене явăçтараттăм, малти вырăнсене пĕрре мар йышăннă. Спортпа та туслăччĕ, пĕрре ЧПУри спартакиадăра пирĕн факультет 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

— Историк тата журналист — пачах расна профессисем. Журналистикăна епле пырса çаклантăн?

— Университетран кайнă хыççăн «Чăвашкинора» ĕçлерĕм. Ун чухне шăпах «Чăваш Ен» ПТРК журналисчĕ Алексей Енейкин «Иван Яковлев — çамрăксен чĕринче» фильм ӳкернĕччĕ. Ăна шкулсем тăрăх кăтартса çӳрерĕмĕр. Çулталăк ытларах ĕçлерĕм те манна темĕн çитменнине туйма пуçларăм. Университетра пурнăç тапса, вĕресе тăратчĕ. Кунта вара сӳнме пуçларăм, хама каялла чакнă пек туйрăм. Историк пулнă май мана аталану кирлĕ. Çавăнпа ĕçе улăштарма шухăшларăм. Пĕрре, 2019 çулта, соцсетьре Чăваш наци телекуравне чăвашла пĕлекен корреспондент кирли пирки вуласа пĕлтĕм. Кайса пăхрăм. Çапла ăнсăртран журналистикăна лекрĕм. Малтанах чăвашла çырма питĕ йывăрччĕ. Пĕрремĕш ĕç кунне астăватăп. Петр Егоров архитектор пирки сюжет хатĕрлеме хушрĕç. Ирхи 10 сехетре çырма пуçларăм та каçхи 4-5-ре вĕçлерĕм. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


Хĕрĕпе ывăлне пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă

Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Валерипе Татьяна Плешковсем патне кайсан хама юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйрăм. Питĕ ĕçчен те пултаруллă çемьепе вулакансене паллаштарам.

Кил хуçи Валерий Иванович Анат Тимĕрчкасси ялĕнче 5 ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ, Иван Пантелеймоновичпа Мария Авдеевна, ывăлĕ-хĕрне мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕрентнĕ. Валерий Иванович çуллахи каникулсенче колхоза ашшĕне пулăшма çӳренĕ. Ашшĕ конюхра ĕçленĕ, лашасене пăхнă, утă-улăм турттарнă. 6-мĕш класрах утă çулма вĕреннĕ Валерий Плешков пĕр лав симĕс курăка тиесе килнине паянхи кун та астăвать. Вăл тăван ялĕнчи шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, унтан Шупашкара токаре вĕренме кайнă, училищĕрен вĕренсе тухсан Трактор заводĕнче ĕçленĕ.

Кĕçех салтак атти тăхăнма вăхăт çитнĕ, çарта виçĕ çул моряк пулнă. Салтакран таврăнсан Канашри педагогика училищине физкультура уйрăмне кĕнĕ. 1993 çулта Валерий Иванович Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче физкультура предметне вĕрентме пуçланă. Каярахпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăн мар майпа аслă пĕлӳ илнĕ.

2007 çултанпа вара Аслă Чурачăкри шкулта физкультурăпа ОБЖ предмечĕсене ертсе пырать. Валерий Иванович лайăх вĕрентекен çеç мар, пултаруллă тренер та. Унăн вĕренекенĕсем Раççей тата республика шайĕнче çăмăл атлетика енĕпе иртекен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Валерий Иванович спорт аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн, çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçре çитĕнӳсем тунăшăн тата нумай çул чунне парса ĕçленĕшĕн çĕршыв, республика шайĕнчи наградăсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Валерий Иванович — çемьере чи кĕçĕнни, çавăнпа тĕп килтех юлнă, ашшĕ-амăшне пăхнă. Иван Пантелеймоновичпа Мария Авдеевна 64 çул килĕштерсе пурăннă. Вĕсем ачисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Шел те, нумаях пулмасть амăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Халĕ Плешковсем ашшĕне пăхаççĕ. <...>

Анна МАТРОСОВА.

♦   ♦   ♦


Хăшĕ тĕрĕссине калать?

Тутарстанри Çĕпрел районĕнче çуралса ӳснĕ Сергей Козлов 4 уйăх каялла çуралнă хĕрне сăн ӳкерчĕкре çеç курнă. Çамрăк арçынна пĕлтĕрхи утă уйăхĕн вĕçĕнче йĕрке хуралçисем арестленĕ. Нумаях пулмасть суд унăн тĕлĕшпе приговор вуланă: 31-ри виçĕ ача ашшĕне йĕплĕ пралук леш енне 13 çуллăха ăсатма йышăннă. Алена мăшăрĕ Сергей çул çитмен хĕре мăшкăлланине ĕненмест.

Никам та нимĕн те илтмен

Козловсем 10 çул каялла пĕрлешнĕ. Çамрăксем Чĕмпĕр хулинче ипотекăпа хваттер туяннă. Çемьере икĕ ывăл хыççăн тинех кĕтнĕ хĕр çуралассине пĕлнĕ. Сергей Мускавра вахта мелĕпе ĕçленĕ. Виççĕмĕш ачине кĕтекен Алена ăна çĕршывăн тĕп хулинчи ĕçне пăрахса тăван тăрăха таврăнма ӳкĕтленĕ. Мăшăрĕ Чĕмпĕрте дачăсем хăпартнă çĕрте тăрăшнă. Пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче вăл ĕç пăрахса яла çул тытнă. Çакна тума сăлтавĕ пулнă. «Çав кун ман пата уголовлă шырав уйрăмĕн ертӳçи шăнкăравларĕ, — калаçăва пуçларĕ Алена Козлова.

— Хăйĕнпе паллаштарнă хыççăн манăн мăшăр ăçта пулнипе кăсăкланчĕ. Вăл ĕçрине каларăм. Сергей тĕлĕшпе 13-ри хĕрачана мăшкăлланă тесе заявлени çырнине пĕлтерчĕ. Мăшăр патне темиçе те шăнкăравларăм, телефонне тытмарĕ. Вăл çурт тăррине витнĕ иккен. Ăна заявлении пирки каларăм. «Аташса кайнă-им? Эпĕ ухмах мар, ăна тытман, — терĕ. — Час каятпăр та ĕç-пуçа уçăмлататпăр». Хуларан яла машинăпа кайнă чухне тĕрĕссине калама ыйтрăм, ваккат тытма сĕнтĕм. «Мĕн ваккачĕ? Эсĕ мана тĕрмене лартасшăн-им?» — çул тăршшĕпе кулса пычĕ вăл. Эпир çитнĕ çĕре уголовлă ĕç пуçарма та ĕлкĕрнĕ, упăшкана тӳрех хупса хучĕç. Эпир пырсанах 13-ри хĕрача: «Ача кĕтетĕп», — тесе кăшкăрашма тытăнчĕ. «ДНК тăватпăр та ĕç уçăмланĕ», — çапла каласан тӳрех шăпланчĕ».

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, ку ĕç-пуç пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çĕрле пулнă. Сергей Козлов пурте çывăрнă вăхăтра 13-ри хĕрача тĕлĕшпе ясар шухăшне пурнăçланă, унтан мăшкăлланă. «Çав кун мăшăр ялтаччĕ. Эпĕ унта каяймарăм. Манăн больницăна çитмеллеччĕ. Варти ача тĕрĕс мар выртатчĕ.

Çавна пулах ĕнтĕ мăшăра Мускавран пăрахса килме ыйтрăм, — малалла каласа кăтартрĕ Сергейăн мăшăрĕ. — Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл ялта юлташĕ патĕнче, Жирновсен патĕнче, çуралнă кунра пулнă. Манăн тете патĕнче çĕр каçнă.

Тепĕр кунхине хулана кайма хатĕрленнĕ. Ăна юлташĕ Д. вутă татма чĕннĕ. Упăшка каланă тăрăх, ĕçлесе пĕтерсен вĕсем кăшт эрех ĕçнĕ. Каç пулсан ăна çула кăларса яман, юлма ыйтнă. Д. — 13-ри хĕрачан куккăшĕ, çав кунхине вăл мăшăрĕпе В.-па, икĕ ачипе ялта пулнă. Унсăр пуçне пӳртре хĕрачан амăшĕпе тăван мар ашшĕ, 4-ри йăмăкĕ, кукашшĕ, тепĕр куккăшĕ С. пулнă. Пĕтĕмпе — 11 çын. Хĕрачан ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă. Вĕсем пĕрле чухне эпир ку çемьепе хутшăнаттăмăр, кайран калаçма пăрахрăмăр. Уйрăлнă хыççăн амăшĕ ĕçме тытăнчĕ. Шкултан çăхав пулнипе çемьене учета илнĕччĕ. 2 уйăхран шутран кăларчĕç. Амăшĕн правинчен хăтарма документсем пуçтарнине, анчах кайран ĕçе чарса лартнине илтнĕччĕ. Çемье колхоз пӳртĕнче пурăнать. Унта пӳлĕмсене ДВПпа кăна уйăрнă. Мăшăр каланă тăрăх, ăна 13-ри тата 4-ри хĕрачасемпе, вĕсен куккăшĕпе С.-па пĕр пӳлĕме вырттарнă. 22 сехетсенче çывăрма выртнă. <...>

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.

♦   ♦   ♦


Лавккари резина евĕр помидора çисе ывăннă та

Халĕ килте 150 сорт ӳстерет

Кил хуçи хĕрарăмĕсен хĕрӳ тапхăр пуçланать. Çулла пысăк тухăç туса илмешкĕн помидорăн хăш сортне лартмалли пирки пуç ватаççĕ. Шупашкарта пурăнакан Эмма Митевскаян чӳрече янахĕ çинче помидор калчисем ешереççĕ ĕнтĕ. Вăл çак çимĕçĕн 150 сортне çитĕнтерет. Чутах тухăçсăр юлман Эмма Геннадьевна ачаранпах ӳсен-тăрана юратать.

Ăна яланах çут çанталăк наукисем кăсăклантарнă. Шкул хыççăн вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетĕнче вĕреннĕ. Хăй астăвасса, амăшĕ те тĕрлĕ ӳсен-тăран, пахча çимĕç, çав шутра помидор та, çитĕнтерме юратнă. 3 çул каялла Эмма Геннадьевна çак çимĕçĕн тĕрлĕ сортне ӳстерме шухăшланă. Хăй калашле, вăл лавккари резина евĕр помидора çисе тăраннă. Томат вăррине хут çинчи хитре ӳкерчĕкне кура туянса çитĕнтерсен те уссине курман. «Йӳçĕ помидор çисе çитет терĕм. Эпĕ пылаккине питĕ юрататăп», — терĕ Эмма Митевская. Вăл компьютер умне вырнаçса тĕрлĕ информаци шырама тытăннă. Коллекционерсен ĕçĕсемпе паллашнă, çынсем мĕн çырнине вуланă, энциклопедисене тишкернĕ. Тĕрлĕ регионти 4 çынран помидор вăррине çырăнса илнĕ. Сортсене тĕрĕслесе пăхас, хăшĕ килĕшнипе килĕшменнине палăртас тенĕ. Пĕрремĕш çулхине фитофторăна пула вăл чутах тухăçсăр юлман. «Çак чир манăн çур коллекцине пĕтерчĕ. 120 сорт лартнăччĕ. Помидора икĕ теплицăра çитĕнтеретĕп. Ĕçе каяс умĕн пĕр теплицăри çимĕçсене пăхса çаврăнтăм, веçех йĕркеллĕ пек туйăнчĕ. Пысăк теплицăри çимĕçсем çинче хура пăнчăсем пуррине асăрхарăм-ха. Каçхине ĕçрен таврăнсан питĕ тĕлĕнтĕм: помидорсем хуп-хура пулса ларнă. Хăвăртрах интернета кĕтĕм. Çимĕçе сыхласа хăвармалли меслет пирки вуларăм. Помидорсене татса 50 градуслă ăшă шыва 5 минутлăха чикрĕм, унтан курупкасене хутăм. Çапла пиçсе ĕлкĕреймен томатсем те хĕрелчĕç. Ку меслет маншăн çăлăнăç пулчĕ», — каласа кăтартрĕ Эмма Геннадьевна. Пĕлтĕр унăн çимĕçĕсене кладоспориоз /кăмпа чирĕ/ ернĕ. Ку амакпа кĕрешмелли меле те тупнă вăл. Триходерма çитĕнтерме тытăннă.

Томатăн хăш сорчĕ тутлăрах? Пахчаçă тăванĕсемпе, тус-пĕлĕшĕпе, кӳрши-аршипе, ĕçтешĕсемпе пĕрле çулленех дегустаци ирттерет. Кашниех помидора тутанса пăхнă хыççăн хăйĕн шухăшне палăртать. Пĕлтĕр кладоспориоз аптăратнă пулсан та вăл дегустаци ирттерме чăрмантарман. Ĕçĕнче хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем те çимĕçĕн тĕрлĕ сортне тутанса пăхма кăмăл тунă. Ку Эмма Геннадьевнăшăн пĕлтерĕшлĕ пулнă. «Юлташсем çывăх çыннисемпе пĕрле çисе пăхаççĕ, хăйсен тусĕсене те ĕçе явăçтараççĕ. Халĕ манăн помидорăн ТОПĕ пур, хăш сортсене яланах лартмаллине пĕлетĕп», — палăртрĕ пахчаçă.

Сĕт хутаçĕсене ывăтмасть

Кăçал Эмма Митевская помидора, пĕрремĕш партие, нарăсăн 15-мĕшĕнче акнă. Вĕсем — çӳллĕ çитĕнекен сортлисем. Пахчаçă вăрра тӳрех тăпра ăшне чикмест. Ăна малтан йĕпетнĕ пусма татăкĕ çине вырнаçтарса йĕпе губка çине хурать, çиелтен тепринпе витет, кайран полиэтилен хутаçа чикет. Унтан ăшă вырăна хурсан аван.

«Вăрра йĕпе губка çине ахальтен мар хуратăп. Пĕлтĕртенпе çапла тăватăп. Вăрăсен пĕрремĕш партине шывра çеç шӳтернĕччĕ. 3-4 кунран шăтса тухрĕ. Ыттисене янтарь йӳçекĕ хушнă шывра шӳтертĕм. Вĕсем 2-3 кунран шăтрĕç. Ӳсме пулăшакан стимулятор хушсан тата лайăхрах. Никотин, аскорбин йӳçекĕсем те яма юрать. Кун пирки интернетра вуласа пĕлтĕм», — вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕ хĕрарăм. Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ хыççăн ытти вăрра акасшăн. Хушăран вăл Уйăх календарьне те пăхкалать, акмалли ăнăçлă кунсене тишкерет. Çапах ытларах чухне çанталăк мĕнле пулнине шута илет.

Эмма Геннадьевна калчасене пластик савăтсенче мар, хăй ăсталанă пĕчĕк михĕсенче ӳстерет. Вĕсене çурт тăррине витнĕ чухне усă куракан пăспа гидроизоляци пленкин татăкĕсенчен хатĕрлет. Пĕчĕк михĕсене контейнера çума-çумăн вырнаçтарать. Ăна куршаксем, тĕрлĕ савăт-сапа вырăн нумай йышăнни килĕшменнипех çак меслете шухăшласа кăларнă. «Пӳрт витнĕ хыççăн пленка юлашкийĕсене ывăтаççĕ кăна. Урамра ахаль те çӳп-çап нумай. Эпĕ пĕчĕк михĕсемпе нумай хутчен усă куратăп. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.