Комментировать

24 Мар, 2022

Квадрокоптер вĕçтерсе тавралăха ӳкереççĕ

Елчĕкри шкулта вĕренекен Алик Агеев квадрокоптерсемпе интересленет. 11-мĕш класра ăс пухаканскерĕн çак чун туртăмĕ 2,5 çул каялла, шкулта цифра тата гуманитари пĕлĕвĕ паракан «Ӳсĕм вырăнĕ» центр уçăлсан, пуçланнă.

Кăçал — çĕнтерӳçĕ

«Вĕрентӳ» наци проекчĕн тытăмне кĕрекен «Хальхи шкул» проектпа килĕшӳллĕн, çак центра та сĕтел-пуканпа тата кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ: ноутбуксемпе, пысăк мониторпа, квадрокоптерсемпе, 3D-принтерсемпе, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама вĕрентмелли манекенсемпе, шахмат комплекчĕпе, ытти гаджетпа… «Центрта виçĕ пӳлĕм: пĕринче — информатика, тепринче — ОБЖ урокĕсем тата хушма занятисем иртеççĕ, виççĕмĕшĕ — медиацентр», — каласа кăтартрĕ «Ӳсĕм вырăнĕ» центрăн ертӳçи, шкул директорĕн вĕрентӳпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ, математика вĕрентекенĕ Лариса Агеева.

Ку центрта кружоксем те йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри — «Аэро». Алик Агеев та çак кружока çӳрет.

«Квадрокоптерăн тытăмне, вăл мĕнле ĕçленине тишкерме кăсăклă. Ăна хамăрах вĕçтерме пултарни вара тата ытларах илĕртет. Квадрокоптера шкул çывăхĕнче çеç мар, Елчĕк сали тăрăх та вĕçтерсе куртăмăр. Çапла вара яла çӳлтен сăнама пултартăмăр. Питĕ хитре курăнать! Квадрокоптерсен ĕçне ятарлă программăсем çырса вăйлатма, лайăхлатма пулать», — хăйĕн чун киленĕçĕпе паллаштарчĕ 11-мĕш класра вĕренекенскер.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Алик Мускав политехника университечĕн Шупашкарти институтĕнче робототехника тата пилотсăр вĕçекен аппаратсем енĕпе иртнĕ уçă чемпионата хутшăннă. Аслă шкул кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленĕ çак чемпионатра Елчĕк, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенчен, Шупашкар хулинчен çитнĕ 10-23 çулсенчи ачасемпе çамрăксем — пĕтĕмпе 17 команда — хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Алик квадрокоптерсен «кĕрешĕвĕнче» вăй виçнĕ. Унта дрона тĕрлĕ чăрмава парăнтарса вĕçтермелле пулнă, финиша пилотсăр хăш аппарат маларах çитнине те шута илнĕ. 14-17 çулсенчи ачасемпе çамрăксен хушшинче Алик Агеев çĕнтернĕ. Унпа пĕр класра вĕренекен Арсений Казаков вара — 2-мĕш вырăнта. Çак каччăсем пĕлтĕр те уçă чемпионата хутшăннă, квадрокоптерсен кĕрешĕвĕнче 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

«Тепрехинче çĕнтересчĕ-ха тесе пĕлтĕрхи чемпионат хыççăн ăмăртăва тăрăшсах хатĕрлентĕмĕр. Уроксем хыççăн «Ӳсĕм вырăнĕ» центра кайса квадрокоптерсене тĕрлĕ чăрмав витĕр вĕçтертĕмĕр. Тăрăшни сая каймарĕ — çĕнтерӳçĕсен шутне кĕтĕмĕр», — савăнăçне пытармарĕ Елчĕк каччи. Чăрмавсем тĕрлĕрен пулаяççĕ: пилотсăр аппарата сетка çине ан лектĕр тесе çӳлелле хăпартмалла, тепринче аяларах антармалла, ятарласа вырнаçтарнă ялавсен хушшинчен вĕсене перĕнмесĕр иртсе каймалла, ункă витĕр тухмалла… Сеткăна, ялава, унка перĕнсен ăмăртуран тухма тивет. Çав хушăрах квадрокоптерăн хăвăртлăхне те шута илеççĕ. Алик Агеева чемпионатра çĕнтернĕшĕн диплом, медаль тата электроника лавккинче тавар туянмалли сертификат парса хавхалантарнă. Вăл шкул пĕтерсен тухтăр специальноçне алла илесшĕн. Çапах хăйĕн чун туртăмĕ пирки манасшăн мар вăл. Май пулсан маларах асăннă чемпионата малашне те хутшăнасшăн.

«Пирĕн центрта 4 квадрокоптер: 3 пĕчĕкки тата 1 пысăкраххи. Юлашки хăватлăрах, йĕркепе килĕшӳллĕн ăна Росавиацире регистрациленĕ. Çак квадрокоптера ытларах урамра вĕçтеретпĕр: территорисене сăн ӳкеретпĕр, видеосем тăватпăр. Пĕлтĕр шкул умĕнче спорт лапамĕ уçрĕç. Ачасем ăна квадрокоптерпа усă курса çӳлтен видео ӳкерчĕç, сăн ӳкерчĕксем турĕç. «Аэро» кружока тĕрлĕ ӳсĕмри ачасем çӳреççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем кĕçĕнреххисене квадрокоптер пирки каласа кăтартаççĕ, унпа мĕнле усă курмаллине хăнăхтараççĕ, ăна вĕçтернĕ чухне мĕн шута илмеллине ăнлантараççĕ», — пĕлтерчĕ Лариса Николаевна.

Специалистсем палăртнă тăрăх, пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе усă курма вĕренни ачасене робототехникăпа авионика уйрăмлăхĕсемпе паллашма, ăна вĕçтермелли меслетсене алла илме, квадрокоптерсене ума лартнă тĕллевсене пурнăçлаттарма, проект ĕçне хăнăхма, программировани никĕсĕсене ăса хывма пулăшать.

Роботсем те ăмăртаççĕ

Елчĕк шкулĕнчи «Ӳсĕм вырăнĕ» центрта робототехника енĕпе ĕçлекен кружок та пур. Ăна физикăпа астрономи учителĕ Алексей Данилов ертсе пырать. Кунта çӳрекенсем конструктор пайĕсенчен робот пуçтарма, вĕсене программăлама хăнăхаççĕ. Çак роботсене тĕрлĕ хускану тутарма вĕренеççĕ. Ку кружока çӳрекенсем те кăçал робототехника тата пилотсăр вĕçекен аппаратсем енĕпе йĕркеленĕ уçă чемпионата хутшăннă. 9-мĕш класра вĕренекенсен ушкăнĕ — Данил Петров, Руслан Князев, Владимир Федоров — 4-мĕш вырăн йышăннă.

Роботсен те маларах хатĕрленĕ трассăпа тата маршрутпа ăмăртма тивнĕ. Тĕллевĕ çапларах: синкер пулнă, унти çынсене хăрушсăр вырăна илсе каймалла, анчах ыттисене унта кĕртме юрамасть. Роботсем палăртнă маршрутпа кайса пулăшу кирлисене çăлччăр тесен вĕсем валли ятарлă программа çырма тивнĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем роботсен кашни хусканăвне программăланă, вăл ăнсăртран маршрутран пăрăнсан вара программа кодне туххăмрах улăштарнă. Паллах, пурте çĕнтерӳçĕсен йышне кĕреймеççĕ, çапах чемпионата хутшăнса хăвăн ăсталăхна кăтартни, ыттисен пултарулăхĕпе паллаштарни те лайăх-çке-ха.

«Ӳсĕм вырăнĕ» центра çӳрекен ачасем 3D-принтерпа усă курса тем тĕрлĕ япала пичетлеççĕ, хăш чухне 3D-модельсене те хăйсемех тăваççĕ. Çакă вĕренекенсене çав тери килĕшет. Вĕсем юр пĕрчи, брелок, çерçи, пысăках мар органайзер тата ыттине пичетлерĕç. Малтан пĕчĕкрех япаласем ăсталатчĕç, халĕ вара аванах пысăккисем çине куçрĕç. Нумаях пулмасть 3D-принтерпа 10 сантиметр çӳллĕш тăмана пичетлесе кăларчĕç. Информатика кружокне çӳрекенсем хальхи вăхăтра шахмат кӳлеписем хатĕрлеççĕ, тĕрĕсрех каласан, вĕсем мĕнлерех пулассине ятарлă программăра палăртаççĕ. Эпир каярахпа çак кĕлеткесене сканерлатпăр та 3D-принтерпа пичетлетпĕр. Сăмах май, пирĕн шахмат кружокĕ те лайăх ĕçлет. «Ӳсĕм вырăнĕ» центр ялти шкулсенче питĕ кирлĕ, вăл ачасене нумай çĕннине пĕлме, пурнăç таппипе тан пыма май парать», — калаçăва тăсрĕ директор çумĕ.

Елчĕк шкулĕн директорĕ Лариса Васильева «Ӳсĕм вырăнĕ» центр ачасен тавра курăмне анлăлатма пулăшнине пĕлтерчĕ. Вăл çул çитменнисемшĕн пысăк ӳсĕмсем тума май паракан вырăн тесе палăртрĕ. Паллах, хальхи çамрăксем интернет пулăшнипе темĕн те пĕлме пултараççĕ, программăлама та хăнăхаççĕ, анчах алă айĕнче хальхи йышши оборудовани пурри, унпа усă курма май килни темиçе хут лайăхрах вĕт.

Хăйсен малашнехи пурнăçне çак тытăмпа çыхăнтарас текенсем те пур. Акă 2020 çулта Елчĕк шкулĕнчен вĕренсе тухнă пĕр каччă халĕ программиста вĕренет. Кăçал аттестат илме хатĕрленекенсен хушшинче те çак специальноçа алла илес текенсем пур. Эппин, вĕрентекенсем уроксем хыççăн юлса ĕçленин, ачасем хальхи йышши оборудованипе усă курма пултарнин витĕмĕ ырă.

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.