Комментировать

18 Сен, 2014

Ăслăлăхпа фантастика тĕнчи илĕртет

Шупашкарти ачасемпе çамрăксен библиотекинче "Ăслăлăх тата фантастика" кĕнеке фестивалĕ уçăлнă. Интереслĕ çынсемпе тĕл пулма тата фантастикăпа техника тĕнчипе паллашма çĕр ытла çын - Шупашкарти 20, 57-мĕш шкулсенче вĕренекенсем, техника кружокĕн членĕсем - пухăннă.

Фестивале яш-кĕрĕмпе хĕр-упараç валли "фэнтези" жанрĕпе çыракан, 40 ытла кĕнеке авторĕ Дмитрий Суслин уçнă. "Эпĕ ача чухне телевизорпа "Этот фантастический мир" кăларăм эфира тухатчĕ. Ăна эпир питĕ кăмăллаттăмăр. Фантастика кĕнекисене туянма сĕре йывăрччĕ ун чухне. Вĕсене тупма май килсен эх! хĕпĕртеттĕмĕр. Юлашки 15 çулта асăннă жанр, ирĕкĕлле талпăнса тухнăскер, йăл илчĕ, интереслĕ "чун çимĕçĕ" чылай тухрĕ",- палăртнă çыравçă. Çавăн пекех вăл чăн-чăн вулакан епле пулмалли "вăрттăнлăха" уçнă, пухăннисен ыйтăвĕсене хуравланă. Фестивале Чăваш Республикинчи çамрăк ăсчах Игорь Кожанов та хутшăннă. "Ăслăлăх тата фантастика" ятарлă презентаци хатĕрленĕ. Мероприятире техника пухас енĕпе ăсталăх сехечĕсем те йĕркеленĕ.

Р.ИВАНОВА.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.