Комментировать

24 Сен, 2014

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

Етĕрне районĕнчи Хурамалăхри Ефимовсене Чăваш Енре 2013 çулта ĕçченлĕхпе çитекен пулман

Республикăра çулталăкри чи лайăх çемьене халалласа çуллен конкурс иртет. Унта уйрăм номинацире чи ĕçчен кил-йыша та палăртаççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе кашни çулах тĕл пулатăп, танлаштарса пăхатăп. Пĕрешкелли, вĕсене пĕрлештерекенни чылай. Йышлă ача çитĕнет кунашкал килте, кĕçĕннисем аслисене пула тĕрлĕ ăсталăхпа паллашса ĕçчен те тăрăшуллă ÿсеççĕ.

Çак çемьесем ялан тенĕ пекех - ялсенчен. Хушма хуçалăха аталантараççĕ: ял хуçалăх культурисем туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ... Çитĕннисенчен хăшĕ те пулин ял хуçалăх производствинче вăй хурать. Ырă пахалăхсене пула çамрăк ăру çуралнă тăрăха савса, тăван çĕре юратса ÿсет. Çитĕнсен вуннăшĕнчен пĕри яла юлсан та тем пекех. Конкурса "Чи ĕçчен çемье" номинацие кĕртнин пĕлтерĕшне малтанах çакăнта шырамалла пулĕ.

2013 çулта çак номинацире Етĕрне районĕнчи Хурамалăхра пурăнакан Николай Александровичпа Оксана Петровна Ефимовсен кил-йышĕ мала тухнă.

Çемье çирĕплĕхне упрассине, ачисене çитĕнÿсем енне туртăнма хавхалантарассине амăшĕ пысăк тÿпе хывать. Педагог вăл, шкулта ĕçлет. Çĕнĕлĕхсене хăвăрт асăрхать, пурнăçа кĕртме тăрăшать, халăхпа хутшăнма кăмăллать.

Ефимовсен хресчен-фермер хуçалăхĕ мар. Апла пулин те картиш тулли выльăх. "Маларах пилĕк ĕнеччĕ, халĕ - виççĕ. Вак выльăх вара чылай", - тет кил-çурт управçи.

Техника енчен те пуян. 3 гектар çĕре ЮМЗ-6Л трактор, ЗИЛ-130 автомашина, "Нива"-СК5М1 комбайн, "Каскад" мотоблок, хăй тĕллĕн çÿрекен "Багги" машина пулăшăвĕпе пăхса тăраççĕ. Хулана кайса килме ВАЗ 21-14 çăмăл автомобиль пур. Унта-кунта тухма çеç мар вăл, Оксана Петровнăна шкула çÿреме те кирлĕ.

Конкурса хутшăнас шухăш-кăмăл епле çуралнă-ха? Ăнсăртран мар паллах. Хăйсен вăй-халне, пĕлĕвне тĕрĕслесе пăхас килни, теветкеллĕх туртăмĕ пурри, пурнăçа тĕрлĕлĕхпе пуянлатас шухăш çурални, чун-чĕрене ялан канăç паман ытти пахалăх та малалла ăнтăлма пулăшнă Ефимовсене.

- Темиçе çул каялла Хучаш ял тăрăхĕнчи Ивановсен çемйи республикăра çĕнтернĕ. Çавăн хыççăн пирĕн те конкурса хутшăнас кăмăл çуралчĕ, - тет канăç мĕнне пĕлмен педагог. - Лев Алексеевич пире нумай пулăшрĕ. Портфолиопа паллаштарчĕ. Унччен пирĕн вăл пулман. Кашниех хăйне хăçан тата мĕн хавхалантарнине аса илчĕ, шырав ĕçне кÿлĕнчĕ. Чи малтан шухăшпа мăн асатте-асанне патне çитрĕмĕр. Тĕп килте пурăннăран архив чиперех упраннă.

Ачасем - Юлия, Ефим тата Софья - ырă тĕслĕхпе çитĕнеççĕ. Мăн асламăшĕ 105 çул пурăннă. Паллă çынсем те тухнă ку йăхран. ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов - вĕсен иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ. Николай Александрович пиччĕшĕ Сергей Александрович - ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Мăшăрĕ Марина Валерияновна - Хучаш шкулĕн директорĕ.

Ашшĕ-амăшĕ ачисен ырă енĕсене те, çитменлĕхĕсене те лайăх пĕлет, воспитанире вĕсене шута илет. Ĕçе пысăк пахалăхпа та вăхăтра пурнăçланăшăн пĕчĕкскерсене ăшă сăмах, уяв сĕтелĕ кĕтет. Кану кунĕсенче пĕрле Шупашкара спектакль е концерт курма каяççĕ. Ачасене пахалăхсăр ĕçшĕн асăрхаттараççĕ, йăнăша епле тÿрлетмеллине ăнлантараççĕ.

Кашнин - хăйĕн тивĕçĕ. Пĕри кил-çурт тасалăхĕшĕн тăрăшать, тепри выльăх пăхать... Çĕр ĕçне, выльăх апачĕ хатĕрлеме йышпа хутшăнаççĕ. Хĕлле валли салат, компот, сĕткен, варени хатĕрлеççĕ, пахча çимĕç тăварлаççĕ. Килти хуçалăхра, вĕренÿре ачасем пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Тавлашасси, хыттăн калаçасси - вĕсемшĕн ют.

Сывлăха çирĕплетеççĕ. Картишĕнче - тренажер комплексĕ, пÿртре - боксер груши. Спортăн ытти хатĕрĕ те нумай.

Çемье 2012 çулхи раштавра Шупашкар хулинче 18 тăваткал метрлă пÿлĕм туяннă. Ăна тĕпрен юсанă, сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Тĕп хулана кайсан кĕрсе канма, апатланма вырăн пур халĕ. Ачисем студент ятне илсен унта пурăнĕç.

Ефимовсем - комбайнерсен йăхĕ. Çăкăр çитĕнтерекенсен пĕрлехи ĕç стажĕ 100 çула яхăн. Николай Александрович ашшĕ Александр Егоров 40 çул ытла "Ленинская искра" хуçалăхра вăй хунă, вăл - ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Унăн 4 ывăлĕ те мĕн пĕчĕкрен хире тухнă, ашшĕне техника юсама пулăшнă. Çитĕнсен анлă профильлĕ механизатор пулса тăнă.

Çемье тĕрлĕ мероприятие, пултарулăх тупăшăвне хаваспах хутшăнать, 2008 çулта районти литература конкурсĕн "Кĕнекене лайăх илемлетес" номинацийĕнче лауреат ятне тивĕçнĕ. 2010 çулта районти "Çамрăк çемье" конкурсра çĕнтернĕ. Хĕлле "Йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртура куратăн вĕсене. Хурамалăх ялĕн уявĕнче те хастарлăхпа палăраççĕ.

Николай Александрович ача чухнех уй-хире кăмăлланăран шкул хыççăн водителе вĕреннĕ. 1993 çултанпа - тăван хуçалăх комбайнерĕ. Хĕлле техника юсать, çуркунне тырă акать, çулла утă çулать, кĕркунне вырмана тухать. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăн мар майпа агронома вĕренет. Семинарсене, практикумсене, тренингсене хаваспах хутшăнать. Çĕнĕ техникăна хăвăрт хăнăхать. Унччен "Нива", "Дон" маркăллă комбайнсемпе ĕçленĕ, халĕ - "Полесье" ятлипе.

Николай Ефимов "Професси енĕпе чи лайăххи" ята районти экономика ăмăртăвĕнче пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Хисеп, мухтав хучĕ унăн темиçе те.

Оксана Петровна уншăн - шанчăклă тыл. Мăшăрĕ хирте яра кунах тăрăшнă чухне килти пĕтĕм йывăрлăх ун çине тиенет. Юрать-ха, ачисем çитĕнсе пыраççĕ, амăшне пулăшакан пулчĕç. Унăн шкулта ĕç çителĕклех. Аслă вожатăй, хушма пĕлÿ паракан педагог пулнă, "Капелька", "Акварель" ташă кружокĕсене ертсе пынă. Пултарулăхне пула директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне çитнĕ. Шкулта вăй хунă хушăрах Оксана Петровна Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка тата ÿнер пĕлĕвĕн факультетĕнче куçăн мар майпа вĕренет. Пуçаруçă, тĕрлĕ ĕç йĕркелÿçи. Вăл çине тăнипе тата тĕплĕ хатĕрленипе кил-йыш конкурссенче малти вырăнсене йышăнать. Республикăра "Чи ĕçчен çемье" ята çĕнсе илнинче унăн тÿпи пысăк. Чăваш Енри "Ташлакан шкул" проектпа килĕшÿллĕн "Пурте пĕрле ташлатпăр" ăсталăх класне хутшăннă. Районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче темиçе хутчен пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унăн та тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕ нумай.

Ачисем ырă сăмаха нумай тивĕçнĕ. Юлия асли пулнă май шăллĕпе йăмăкĕшĕн - ырă тĕслĕх. Юрлама, ташлама ăста, спортпа туслă, уйрăмах баскетболла, волейболла выляма кăмăллать. Юлия амăшĕшĕн килте сылтăм алă вырăнĕнчех пулсан, Ефим - ашшĕшĕн. Техникăпа чакаланма ун пекех кăмăллать. Юлия та, Ефим та шкулти, районти конкурссене хаваспах хутшăнаççĕ, час-часах мала тухаççĕ. Вĕсем çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсемпе дипломсене шутласа та пĕтерес çук.

Софья хальлĕхе пĕчĕк-ха. Ыттисемпе пĕрле Хучаш шкулне вĕренекен пулма хатĕрлекен ушкăна çÿрет. Тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ халех палăрать. Аппăшĕ пекех илемлĕх тĕнчине туртăнать. Аслисем пăхса тăнипе 2 çултан пуçласа мунча кĕнĕ вăхăтра юр çинче йăваланса е сивĕ шывпа сапăнса сывлăхне çирĕплетет. Çĕр улми, пан улми пуçтарасси, амăшне кукăль хатĕрлеме пулăшасси уншăн киленÿ çеç. Эпĕ пулса курнă кун пурте пĕрле çĕр улми пуссинче ĕçлетчĕç.

Ефимовсем халăх йăли-йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ, пур уява та хутшăнаççĕ. Аслашшĕ, асламăшĕ, куккăшĕ, инкĕшĕ, иккĕмĕш сыпăкри çамрăксем... - пысăк йыш пĕрле пуçтарăнать. Çитĕнекен ăру пур енĕпе те аслисене хывнă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени ку çемьешĕн те вырăнлă.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.