Комментировать

23 Ноя, 2022

Хресчен сасси 46 (2934) № 23.11. 2022

Пысăк тухăçпа, савăк кăмăлпа

Комсомольски районĕнчи аграрисем Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен кунне уявларĕç. Ĕçченсем иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетнĕ май умри тĕллевсене палăртрĕç.

Кăçал çанталăк аграрисен чăтăмлăхне тĕрĕслет тейĕн. Шăрăх çу кунĕсем хыççăн кĕр йĕпе-сапаллă пулчĕ, уй-хир ĕçĕсене вăраха ячĕ. Çапах йывăрлăха пăхмасăр Комсомольскисем тыр-пула, пахча çимĕçе вăхăтра пуçтарса кĕртме пултарнă. Лаптăк вара пĕчĕк мар, 23,4 пин гектар йышăннă, çав шутра тырă — 13,8 пин, техника культурисем — 7,8 пин, çĕр улми — 739, пахча çимĕç 93,7 гектар.

Тĕш тырă ăнса пулнă. Пÿлмене 39,7 пин тонна «сарă ылтăн» хывнă. Гектар пуçне 30 центнер ытларах тухнă. «АСК», «Асаново», «Родина», «Рассвет» хуçалăхсен тата В.Белкин фермер хуçалăхĕн кăтартăвĕсем пысăкрах. Çапах типĕ çанталăка пула хăш-пĕр хуçалăхра тырă сахалрах вырса илнĕ.

«Дружба», «Сюрбеево» пĕрлешÿсемпе В.Белкин, М.Минатуллин, В.Михайлов, Р.Хайртдинов фермер хуçалăхĕсенче хĕвел çаврăнăшĕ 1310 гектар йышăннă. Йĕпе-сапана пула йывăр техника ана çине кĕреймен, культурăна пуçтарса кĕртесси вăраха кайнă. Халĕ çанталăк шăнтнă май комбайнсене хире кăларнă, çу культурине вырма тытăннă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


«Çĕр çинче ĕçлесе канатăп»

Шупашкарта пурăнакан Александрпа Надежда Кузнецовсем кану кунĕсенче Тăвай районĕнчи Тăрмăша васкаççĕ. Кунта вĕсен çырла плантацийĕ 70 сотăй ытла. Сакăр çул ĕнтĕ вĕсем çĕр çырли çитĕнтереççĕ.

Çÿпçипе хупăлчи

Александр Кузнецов шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Шупашкарти строительство техникумне çул тытнă. Унта пĕлÿ илнĕ хыççăн ăна çара илсе кайнă. Салтак тумне хывсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ, аспирантурăра пĕлĕвне ÿстернĕ. Ăна наука ĕçĕ кăсăклантарнăран умри çулне те унпа çыхăнтарнă. Филологи наукисен кандидатне тĕрлĕ специальноçа алла илни пурнăçра пулăшса пынă кăна.

Çирĕм çул ытла Александр Валерьянович Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра вăл — ЧР Вĕренÿ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçченĕ. Атăлçи, Урал тăрăхĕнчи халăхсен йăли-йĕркине, чăваш чĕлхине, культурине тишкерет. Александр Кузнецов — 10 кĕнеке авторĕ тата çумавторĕ. Унăн 90 ытла тĕпчев ĕçĕ Турци, Казахстан çĕршывĕсенче, Раççейри тĕрлĕ хулара пичетленнĕ.

«Çÿпçине кура — хупăлчи», — тенĕ халăхра. Мăшăрĕ Надежда Михайловна Шупашкарти 60-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Ачаранах тĕрлеме, ÿкерме кăмăлланă вăл. Каярахпа шăпа ăна Валентина Минеева ăстапа паллаштарнă. Аслă юлташĕ хавхалантарнипе тĕрĕ вăрттăнлăхне алла илнĕ, ăсталăха туптанă. Унăн ĕçĕсем Раççей шайĕнчи конкурссенче палăрнă. Надежда Кузнецова Раççей карттине тĕрлеме хутшăннă. Халĕ те унăн аллинчен йĕппе çип татăлмасть. Пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлеме ларать хĕрарăм. Туслă çемьере икĕ ывăл Максимпа Руслан çитĕнет. Вĕсем те вăй çитнĕ таран ашшĕпе амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. Кузнецовсем час-часах çул çÿреве тухаççĕ, çĕршывăн паллă вырăнĕсене çитсе кураççĕ. Çу кунĕсем вара ытларах сад-пахчара иртеççĕ. Çĕр çинче ĕçлеме килĕшни çемьене ял бизнесне пуçăнма хавхалантарнă. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


«Унта манăн юлташсем…»

«Мăшăр та, хам та çар çыннисем пулнăран ывăлăма Антона лайăх ăнланатпăр эпир, — пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Николай Раськин. — Вĕрентсе нимĕн те каламастпăр эпир ăна, кирлĕ-кирлĕ мар ыйтусемпе те чăрмантармастпăр, пил паратпăр çеç. Çĕршыва çар çыннин хÿтĕлемелле. Унсăрăн епле?»

Чăн-чăн арçын

Антон пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕ пекех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Ахальтен мар 9 класран вĕренсе тухнă хыççăн Питĕрти П.Нахимов ячĕллĕ тинĕс çар училищине пĕлÿ илме кайнă. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула унтан вĕренсе тухма май килмен. Çапах чунри туйăмĕ сÿнмен каччăн. Çулсем иртнĕçемĕн вăл пушшех те хĕмленсе çунма тытăннă. Çар тивĕçне ахаль салтак пулса пурнăçлама шухăш тытнă. Каярахпа контракт мелĕпе Камчаткăра тинĕс çар пехотинче пулнă. Çавăн чухне Сирири хирĕç тăрăва та хутшăнма тивнĕ ăна. Çур çул хушшинче темĕн те курнă, тÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн те, паллах, çăмăл пулман. Ахальтен мар Николай Никандрович кун пирки çапла пĕлтерчĕ: «Куç хупман каçсем пирĕншĕн ывăл Сирире чухнех пуçланчĕç. Антонăн телефонĕ «абонент на связи» тесе пĕлтерсенех хама лăпкă туятăп. Ăнланатăп: вăл — салтак, çар тивĕçне пурнăçлать. Эпĕ телекуравпа кăтартакан репортажсене, кăларăмсене курма кăмăлламастăп. Унти пурнăçа ывăлăм курни-илтни тăрăх хаклатăп. Ăна сăмахпа хавхалантарма тăрăшатăп».

Антон Николаевич хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Аманнăран Мускавра пĕр вăхăт сипленме тивнĕ ăна. Каярахпа Чăваш Ене çывăхарах больницăра та. Контракт вăхăчĕ тухнă май ăна малалла тăснă çамрăк. «Çар операцине хутшăнмасăр юлма тĕрлĕ сăлтав пурччĕ унăн: контракт вĕçленни, суранланни, виçĕ ача çитĕнтерни тата ыт.те. Анчах ывăл каллех çак çул-йĕре суйларĕ. «Атте, унта манăн юлташсем. Эпир пĕр ушкăнра вĕт. Мансăр епле вĕсем? Паллах, ман вырăна урăх çын тупма пултараççĕ. Анчах йывăр пулать вĕсене», — терĕ мана лăплантарса. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


Тав тăватăп пĕтĕм кăмăлтан

Аннесем пире çутă тĕнче парнеленĕ, вĕрентсе ăс панă, патшалăха, обществăна юрăхлă çынсем тунă.

Хамăр ялта йышлă ача çуратса ÿстернĕ хисеплĕ ватăсене, амăшĕсене асăнса хăварас килет. Сăмахран, 90 çултан иртнĕ Тамара Анисимова вĕрентекене илер. Вăл мăшăрĕпе 9 ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Паянхи кун çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе пурăнаççĕ. Тепри — 99 çулти Маргарита Владимирова вĕрентекен. Маргарита Сергеевна тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене вĕрентрĕ. Вăл — 5 ача амăшĕ. Тĕпренчĕкĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ, хăйсен пурнăç çулĕсене тупнă. Нумай ачаллă амăшĕсем татах та пур ялта: Людмила Владимировăпа Альбина Ящикова 5-шер ача çитĕнтернĕ, Елена Агеева — 7, Антонина Орловăпа Людмила Скворцова — 4-шар. Халĕ вĕсем пурте кукамайсемпе асаннесем, йышлă мăнуксемпе савăнаççĕ. Пирĕн ачалăх вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче иртрĕ. Кун-çул çăмăл килмерĕ. Аттене вăрçă пуçланнă çулах фронта илсе кайрĕç. Вăл 4 çул нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă, тăватă хут аманнă. Ăна сипленме пĕрер уйăха киле икĕ хутчен янă. Ун хыççăн каллех фронта кайнă. Анне килте тăватă ачапа тăрса юлнă, асанне-асатте пулман. <...>

Вениамин АРХИПОВ.

♦   ♦   


Аттесĕр çитĕнтĕмĕр

Нумаях пулмасть Ашшĕн кунне уявларăмăр. Манăн та хаçат вулаканĕсене хамăн атте çинчен каласа кăтартас шухăш çуралчĕ.

Атте Александр Михайлов 1905 çулта Шупашкар районĕнчи Патирек ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Шкулта вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Вăл Кÿкеçри перекет кассинче ĕçлетчĕ. Астăватăп: 1937 çулта 1-мĕш класа кайнă кун атте мана шкула çавăтса илсе кайрĕ. Парта хушшине лартса хăварчĕ те ĕçе васкаса тухса кайрĕ.

1942 çулхи майăн 9-мĕшĕнче эпир ăна вăрçа ăсатрăмăр. Пÿртрен тухас умĕн вăл пире кашни ачине, 4 хĕрне, çупăрла-çупăрла илсе сывпуллашрĕ. Каярахпа аттерен çырусем килме пуçларĕç. Вĕсем виç кĕтеслĕччĕ. «Салам, Орелтан! Передовой линире пыратпăр», — çакăн пек йĕркесенчен пуçланатчĕç çырăвĕсем. Ачалăхри хăш-пĕр пулăма аса илетĕп: пĕррехинче эпир çемйипех апата ларнăччĕ. Атте пире хирĕç пукан çине вырнаçрĕ. Эпир, ача-пăча, йĕркеллĕ ларма та пĕлмен пулĕ. Вăл çавна кура пукан çинчен тăчĕ те пиçиххине салтма пуçларĕ. Эпир тÿрех шăплантăмăр. <...>

Раиса АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.