Комментировать

24 Янв, 2023

Хыпар 7 (28035) № 24.01.2023

Чĕлхере халăх чунĕ пурăнать

Чăваш çыннин тăван чĕлхене манмалла мар. Çакă — пирĕн пуянлăх. Çапах тăван чĕлхене тĕрлĕ çĕрте мĕнле майпа аталантармалла? Культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварас тĕлĕшпе мĕн тумалла?

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Раççейри чăвашсен наци-культура автономийĕн ертÿçи Леонид Черкесов йĕркелесе пынă семинар-канашлура çак ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ку ĕçе çĕршыври 26 регионти чăвашсем хутшăнчĕç: пĕрисем Шупашкара килсе çитрĕç, теприсем онлайн мелпе çыхăнчĕç.

Юлашки çырав чăвашсен йышĕ палăрмаллах чакнине кăтартрĕ. Çавăнпах чăвашлăха аталантарассипе çыхăннă ыйту уйрăмах çивĕч. Апла тăк çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче, чикĕ леш енче пурăнакан йăхташăмăрсемпе пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕ çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕнче чăваш та пулмаллине палăртрĕ. Ку тĕллев федераци шайĕнчи наци-культура автономине çĕнĕлле ĕçлемеллине пĕлтерет. 2020 çулта республикăра чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе çум программа йышăннине аса илтерчĕ вăл. Çакă, чи малтанах, тăван чĕлхене ăса хывма пулăшать. Малашлăхри ĕç тавра калаçнă регион ертÿçи РФ Патшалăх Думин Финанс енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков Иван Яковлев Патриарх çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă мероприятисен йĕркелÿ комитетне ертсе пырассине пĕлтерчĕ.

Олег Николаев юлашки çулсенче шкулта чăвашла вĕрентес ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртни çине пусăм турĕ. Мультимедиа, вăйă мелĕсемпе усă курни ырă çимĕç паратех. Чăваш халăхĕн пурнăçне сăнлакан фильмсем ÿкерес ĕçе вăйлатасшăн. Олег Алексеевич йăхташăмăрсене пĕрлештерекен общество организацийĕсен федерацин наци-культура автономийĕн йышне кĕмеллине палăртрĕ. Çакă аталанмашкăн çĕнĕ майсем уçать. Пĕрлехи пуçарăва Раççей Правительстви шайĕнче тĕрев параççĕ. Малашлăхра чăваш чĕлхи янăрасси вара, чăн та, хамăртан килет. Олег Алексеевич тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Водителĕн хĕрĕ, сăмахран, хăйĕн ашшĕпе амăшне çут тĕнчене килнĕ мăнукĕпе чăвашла калаçма ыйтнă. Темиçе çул каялла ялти шкулсенче те чăваш чĕлхи илтĕнменпе пĕрех. Халĕ вĕренекенсем экскурсисене чăвашла йĕркелеççĕ. Регионсенчи чăвашсен наци-культура автономийĕсем йĕркелекен мероприятисене вырăнти пуçлăхсем хутшăнни курăмлă. Çакă чăвашлăха сармашкăн укçа уйăрнинчен ытла çынсен кăмăлĕ кирлине çирĕплетет. Олег Алексеевич çĕнĕ пуçарусене тĕрев пама шантарчĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков нумай нациллĕ халăх çĕршыв пуянлăхĕ пулнине палăртмасăр хăвармарĕ. Хăй вăхăтĕнче федерацин наци-культура автономине ертсе пынине, тĕрлĕ тăрăхра пурăнакансемпе çыхăну йĕркеленине аса илчĕ. Чăваш культурине ăнланмашкăн тăван чĕлхене вĕренмеллине ывăлĕсемпе те сÿтсе явнă вăл. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Çыру-2022: чăваш чĕлхинчен тытăнса тĕш тырă рекорчĕ таран

Ыран ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне яракан Çырупа паллаштарĕ, 2023 çулхи тĕп ĕçсене палăртĕ. Мĕнле тĕллевсене тĕпе хурĕ — тавçăрма кăна пулать. Умĕнхи Çырура палăртнине мĕнле пурнăçланине тишкерме вара пире нимĕн те чăрмантармасть. 2022 çулхи Çырури тĕллевсене тÿрре кăларнă-и — çак ыйтăвăн хуравне уçăмлатма хăтланса пăхар.

Мемориал — чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри

Пĕлтĕрхи Çырăва Олег Николаев халăхăн ĕç паттăрлăхĕн теминчен пуçланăччĕ, ентешсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тылри хастарлăхне асра тытни патриотизм воспитанийĕ тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланăччĕ. Ку енĕпе тимлĕх пысăкки куçкĕрет. Республикăра халĕ Сăр тата Хусан оборона чиккисен строителĕсене халалланă кун та пур — юпа уйăхĕн 28-мĕшĕ. Иртнĕ çулхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче Куславкка районĕнче «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориала уçни вара чăннипех 2022 çулхи чи паллă пулăмсен ретне тăчĕ.

Чăваш Ен çыннисен пултарулăхне, хастарлăхне хисеп туса пуç таясси вара иртнĕ çула Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе пĕлтернипе те никĕсленчĕ. Çырура Ентешсен форумне йĕркелесси çинчен каланăччĕ — республика юпа уйăхĕн вĕçĕнче хăйсен ĕçĕпе, пултарулăхĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ ывăл-хĕрне, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаканскерсене, Шупашкара пухрĕ.

Клубсем, грантсем...

Олег Николаев чăваш чĕлхине упрамалли программăна пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлени, культурăна аталантармалли çинчен каланă май ку енĕпе условисем йĕркелесси çине пусăм тунăччĕ. Çулталăк тăршшĕпе пурнăçланă ĕç çинчен тĕплĕн çырас тăк — хаçат лаптăкĕ те çитес çук, çапах уйрăм самантсене палăртса хăвармаллах. Культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетес енĕпе пысăк улшăнусем пулчĕç. Вĕсен строительствипе юсавĕ валли пĕлтĕр 578 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Ялсенче виçĕ культура çурчĕ тунă — Йĕпреç, Комсомольски тата Пăрачкав районĕсенче. Тата 15 клуба юсанă. Сăмах май, кăçал Чăваш Енре 5 культура çурчĕ тума палăртнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ

♦   ♦   


Иван Яковлевич тесен Яковлева та, Тенюшева та аса илетпĕр

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Иван Тенюшев вĕрентекен çÿренĕ коридорпа васкаса иртетĕп. Аудиторисене кĕрсе пĕрле ирттернĕ вăхăта куç умне кăларас килет. Анчах каярах… Халĕ вара Иван Яковлевичăн ытти вĕренекенĕн, ĕçтешĕсен, тăванĕсен аса илĕвне итлени пĕлтерĕшлĕрех.

Çĕклекен кран пекех

Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Кăшарнире, юратнă педагог пурăннă пулсан 100 çул тултаратчĕ. Сăмах май, унăн ывăлĕ Александр Иванович Мăнкунра çут тĕнчене килнĕ. Ахальтен мар хăйĕн сăмахне ачалăх çулĕсенчен пуçларĕ вăл: «Пĕррехинче ача садĕнче йĕркелекен ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнтăм. Ун чухне 5 çула çитнĕччĕ. Пĕчĕк пулнине пăхмасăр 3D мелпе усă курса ÿкереттĕм. Унашкал ĕçе асăрхамасăр хăвараймăн. Çавăнпах мана тепĕр икĕ ачапа пĕрле хула шайĕнчи конкурса хутшăнмашкăн суйларĕç. Чăваш драма театрĕ çумĕнчи лапамра хамăрăн ăсталăха кăтартмашкăн май килчĕ. Эпĕ çĕклекен тем пысăкăш кран ÿкертĕм. Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕни хама та тĕлĕнтерчĕ. Хула администрацине чĕнсех чысларĕç. Çапах мĕншĕн çĕклекен кран ÿкернĕ-ха эпĕ? Мĕншĕн тесен вăл аттене аса илтерет. Пĕчĕк чухне ирсерен манăн, ытти ача пекех, вырăн çинчен тăрас килместчĕ. «Çĕклекен кран килчĕ» тетчĕ атте, çамрăк Иван Тенюшев, çывăрмалли пÿлĕме кĕрсе. Ĕмĕрĕпех çĕклекен кран вырăнĕнче пулчĕ вăл маншăн. Тĕлпулăва килнисене те атте пурнăçра пулăшса пынине шанатăп».

Иван Тенюшев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче йывăр суранланнă. Александр Ивановичăн шухăшĕпе, шăпах амăшĕн кĕлли ывăлĕсене киле чĕрĕ таврăнмашкăн май панă. Иван Тенюшева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе наградăланă. Вăл республикăра наци журналисчĕсене хатĕрлес тытăма йĕркеленĕ.

«Иван Тенюшев журналист кăна мар, паллă çыравçă та. Унăн литература хайлавĕсем хальхи ăрушăн питĕ хаклă. Ĕçĕсем журналистсемшĕн тĕпчев çăл куçĕ пулса тăраççĕ. Повеç е калав ячĕсенчех вĕрентсе каланине асăрхатăн. Сăмахран, «Çыхман çапă — шăпăр мар», «Ăсмассерен аш турамĕ кĕмест», «Пирвайхи икерчĕ чăмаккаллă», «Атăла алтăр шыв та пулăшать». Вăл вăрçă вут-çулăмне хайлавĕсенче сăнланă. Илемлĕх мелĕсемпе анлăн усă курнă. Патăрьел районне экспедицие кайсан Иван Яковлевичпа çывăхрах паллашма тÿр килчĕ. Пире, студентсене, материала мĕнле пухмаллине, çырмаллине, якатмаллине вĕрентрĕ. Тĕслĕх педагог вырăнĕнче пулчĕ вăл маншăн», — терĕ вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ Алена Иванова.

«Университетра 5 çул пĕлÿ илнĕ вăхăтра çын хушшинче хамăра тытмашкăн унран нумай вĕрентĕмĕр. Иван Яковлевич пирĕнпе, 17- 18 çулсенчи студентсемпе, хисеп туса калаçни палăратчĕ. Коридорта тĕл пулсан та чарăнсах ĕç-пуçпа кăсăкланатчĕ. Иккĕмĕш курса çитсен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çинчен çырма ыйтрĕ. Каярахпа пирĕн ĕçсене кĕнекене кĕртрĕç. Иван Яковлевич хăйĕн ĕçне чунран пурнăçлани, çемьене хаклани, ĕçтешĕсемпе, студентсемпе кăмăлтан хутшăнни пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ. Вĕренекенсене экзамен вăхăтĕнче те пулăшма тăрăшатчĕ вăл. Çавăнпах пирĕн ушкăнра япăх паллă илекен пулман», — палăртрĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Хаçатри статьяна вуласа пыл хурчĕ ĕрчетме тытăннă

«Пĕррехинче «Коммунизм ялавĕ» хальхи «Хыпар» хаçатра статья вуларăм. Унта 1946 çулхи çу уйăхĕнче çуралнисен вĕлле хурчĕ ăнасси пирки çырнăччĕ. Ку хыпар мана савăнтарчĕ. Ара, эпĕ шăпах çав çул çу уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ-çке», — çапла каласа кĕтсе илчĕ Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан Иван Степанов.

Иван Михайлович каласа кăтартнă тăрăх, вĕсен çемйишĕн хурт-хăмăр ĕçĕ ют пулман. Ашшĕ Михаил Федотович ылтăн хуртсемпе аппаланнă. Унăн сакăр вĕлле пулнă. Вăл вăхăтра вырăнти колхоз Анат Чакă çывăхĕнче пăрçа акнă. Хире хурт-кăпшанкăран хăтарас тесе АН-2 самолетпа хими препарачĕ сапнă. Самолет кашнинчех Пăла çийĕн çаврăннă. Степановсен вĕллисем вара Пăла хĕрринче, Чипер арăм кассинче, пулнă. Мĕн тетĕр? Вĕлле хурчĕсем çав кунах вилсе пĕтнĕ. Ун хыççăн Михаил Федотович пыл хурчĕсене тек тытман. Çапах хĕрĕ Елизавета Михайловна çунатлисенчен сивĕнмен. Вĕсемпе ĕçлесси уншăн чун киленĕçĕ пулса тăнă.

Иван Михайлович та тивĕçлĕ канăва тухсан икĕ вĕлле туяннă. Анчах ылтăн хуртсемпе мĕнле ĕçлемелле? Вĕсене епле сиплемелле? Хĕле мĕнле хатĕрлемелле? Вун-вун ыйту тухса тăнă çĕнĕ утарçă умне… Хăйне евĕр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçма ăна пĕр ялти Леонид Власов пулăшнă. Çапла Иван Михайловичăн хуçалăхĕ пĕчĕккĕн ÿснĕ: 12 вĕллене çитнĕ. Хурт пăхасси кил хуçишĕн паян та чун киленĕçĕ шутланать. Анчах, шел те, юлашки вăхăтра йышĕ чакнă. Тĕрлĕ чир-чĕр, сăвăссемпе сăпсасем хуртсене чăрмав кÿреççĕ-мĕн.

Иван Степанов çинчен кăна мар, унăн ашшĕ пирки те кĕнеке çырма пулать. Михаил Федотович Беларуçра хĕсметре тăнă. Совет-финн вăрçинче тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмансемпе çапăçнă. Çапăçу хирĕнчен таврăнсан колхозра бригадирта ĕçленĕ. «Рассвет» хуçалăхăн хисеплĕ колхозникĕ пулнă. Фронта кайнă чухне унăн çичĕ ача юлнă. Иван çемьере — саккăрмĕш. Вăл, çÿлерех палăртрăмăр ĕнтĕ, вăрçă хыççăн çуралнă. Михаил Федотович фронтра виçĕ хутчен вăйлă аманнă. Снаряд ванчăкĕ ÿпкине лекнĕ, сулахай хулпуççине шăтарнă. Ун хыççăн вăл çулталăк ытла госпитальте выртнă. Пурăна киле колхоз председателĕнче пилĕк çул ĕçленĕ. Кайран строительство бригадин бригадирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Мăшăрĕ Ефросиния Гордеева Митта Ваçлейĕ поэтпа пĕртăванлă пулнă. 19-та качча тухнăскер колхозра ĕçленĕ: çĕр улми кăларнă, вир çумланă…<...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Пĕрре курса ĕмĕрлĕхе юратнă

Шупашкарта пурăнакан Дубовсем çемье çавăрнăранпа кăçал 60 çул çитнĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕ Николай Александрович пулас мăшăрне Валентина Николаевнăна чăваш çĕрĕнчен питĕ аякра тĕл пулнă. «Манăн анне Чăваш Ене Пенза облаçĕнчен качча килнĕ. Пĕр çулхине кĕрхи уявсен вăхăтĕнче вăл мана тăван тăрăхне — Сердобск хулине — илсе кайрĕ. Инçетрен килнĕ тăвансене кĕтсе пĕлĕшхурăнташ йышлă пухăннăччĕ», — аса илчĕ Николай Александрович.

Йышлă хăна хушшинче асăрханă та вăл пулас мăшăрне. Сăпайлă хĕр пĕрре курсах унăн кăмăлне кайнă. Канăçне çухатнă каччă килне таврăнсан та лăпкă пурăнайман. Чунне вут хыптарнă хĕрпе телефонпа темиçе хут та калаçнă. «Ун чухне хальхи пек килĕрен телефон пулман, — аса илчĕ Валентина Николаевна. — Почта уйрăмĕнчи калаçу пунктне каймаллаччĕ. Хула хĕрринче пурăннăран унта çитме çăмăлах марччĕ. Çапах çÿренĕ çав...»

Кун хыççăн кун иртнĕ. Малашлăхра Валентинăсăр пурнăç çути курăнманнине туйса илнĕ Николай раштав уйăхĕн вĕçнелле çула тухма хатĕрленнĕ. Пĕрре курса килĕштернĕ хĕрпе çемье çавăрма çирĕп шут тытнă каччă раштавăн 28-мĕшĕнче Сердобск хулине çитнĕ, савнă хĕрĕ пурăнакан çурт алăкĕнчен шакканă. Валентинăн çывăх çыннисем йĕкĕте ăшшăн кĕтсе илнĕ. Мĕн сăлтавпа инçе çула кĕскетсе килнине пĕлсен вара хирĕçлемен. Çапла вара 1963 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çĕнĕ çемье çуралнă. Ун чухне Николай — 28 çулта, Валентина 21-ре пулнă. Туй кĕрлеттернĕ хыççăн çамрăксем Сердобскра нумай тытăнса тăман. «Чăваш Ене килме пуçтарăнтăмăр. Аттепе анне те пирĕнпе пĕрлех çула тухрĕç. Хĕрне таçта илсе каяççĕ-ха. Пĕлмен çĕре мана пĕччен кăларса яма хăранă ĕнтĕ вĕсем. Пăшăрханнă», — терĕ Валентина Николаевна.

Çамрăк мăшăр Шупашкарта пурăнма пуçланă. Кĕçех çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Хĕр пĕрчине Ольга ят панă. Ашшĕпе амăшĕ юратса ÿстернĕ ăна, тивĕçлĕ воспитани, пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. «Аттепе анне маншăн яланах ырă тĕслĕх пулнă, — калаçăва хутшăнчĕ Ольга Николаевна. — Эпĕ вĕсем урлă пулнине нихăçан та асăрхаман. Пĕр-пĕрне çилленсе калаçмасăр çÿренине те астумастăп». «Урăхла пулма та пултарайман. Юратакан чĕресем нихăçан та пĕр-пĕрне кÿрентермеççĕ», — терĕç Валентина Николаевнăпа Николай Александрович хĕрĕ çине ăшшăн пăхса. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.