Комментировать

22 Мар, 2023

Хресчен сасси 11 (2950) № 22.03.2023

Хак ĕнсене хыçтарать

Пĕлтĕр пахча çимĕç, çĕр улми, тырă ăнса пулчĕ. Ял ĕçченĕсене сутлăх хакĕ кăсăклантарать. Вăл тивĕçтерет-и?

Çуркуннеччен вырттарчĕç

Олег Шпаков, Канаш округĕн хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ:

— Кашни килограмм пуçлă купăстана уйран 2021 çулхи кĕркунне — 23, иртнĕ çул 7-7,5 тенкĕлле çеç сутрăм. Виçĕм çул туса илнипе «Акросс» комбайн туянтăм, пĕлтĕр пухса кĕртнипе пĕр техника та илейместĕп — тупăш питĕ сахал пачĕ. Купăста хальхи вăхăтра 8 тенкĕлле кăна каять. Вăл нумаях юлмарĕ, ача сачĕсене парса яратăп. Тыррăн хăй хаклăхĕ 8 тенкĕпе танлашать тĕк, эпир кашни килограмм тулла — 7, урпана 6 тенкĕлле çеç сутатпăр. Кӳршĕ ялтан ыхрана та пĕлтĕрхинчен йӳнĕрех хакпа парса янине пĕлтерчĕç. 2021 çулхи тухăç кӳнĕ тупăшран кĕркунне К-700 трактор та туяннăччĕ.

Хасиятулла Идиатуллин, Комсомольски округĕн «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăн тĕп директорĕ:

— Кашни килограмм купăстана 8 тенкĕлле парса яма тивет, çулталăк каялла 30-40 тенкĕлле парса яраттăмăр. Çĕр улмин пĕр пайне — 11, тепĕрне — 13-14, вĕттине 5 тенкĕлле сутатпăр. Сутлăх хакĕ çулталăк каялла 30 тенкĕ таранччĕ. Халĕ районти хуçалăхсем 9 тенкĕлле парса яраççĕ. «Иккĕмĕш çăкăрăн» сутлăх хакĕ паян мĕншĕн йӳнĕ? Тен, хăш-пĕр сăлтавне ăна туса илекен хуçалăхсенчех шырамалла. Нумайăшĕ вăл хакланасса хĕл каçиччен кĕтет, çуркунне çеç парса ярать — сутакан нумайран хак ӳкет. Çавна пула тырă хакĕ те анать. Кĕлетре вырттарса хакланасса кĕтрĕç — хакланмарĕ, 8-9 тенкĕлле çеç каять. Эпир те сутма васкамастпăр — пăсăлмасть. Хак хăпарасса кĕтетпĕр. Кишĕрпе хĕрлĕ кăшмана сутса пĕтертĕмĕр, вĕсем те йӳнĕрех хакпа кайрĕç. Купăста 200 тоннăна яхăн юлчĕ. Вăл епле сутăннине, тупăш мĕн чухлĕ панине пăхса кăçалтан лартмастпăр, мĕншĕн тесен хăй хаклăхне кăлараймасть. Купăстана пухса кĕртме нумай çынна явăçтарма, ĕçлекенсене тĕп культурăран — «иккĕмĕш çăкăртан» — пăрма тивет.

Петр Ялуков, Патăрьел округĕн «Батыревский» обществăн тĕп директорĕ:

— 2022 çулта пуçтарса илнĕ çĕр улмине кĕркуннех сутса ятăмăр, 12-14-шар тенкĕлле кайрĕ. Хальхи хакпа танлаштарсан услам ытларах пачĕ — ăнăçлă вырнаçрĕ. Кăçал лаптăкне кăштах пĕчĕклетĕпĕр. Ĕне кĕтĕвне çуллен пысăклатнăран выльăх апачĕ ытларах хатĕрлесшĕн. Нумай çул çитĕнекен курăк, ытти культурăн лаптăкĕсене хушăпăр. Пĕлтĕрхи тырă та, 2021 çулта пухса кĕртнипе танлаштарсан, йӳнĕрех хакпа кайрĕ. Çапах 2022 çула лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.


Ача çухалсан…

Калав

Эрнекун. Вăхăт самай каçа кайнă. Ĕмĕрте пĕрре тенĕ пек киле маларах таврăнтăм. Тĕттĕмленсе те ĕлкĕрейменччĕ, çавăнпа телевизор пăхма та меллĕ самант тупăнчĕ. Кăштахран канас тесе кравать çине лăпкă кăмăлпа кĕрсе выртрăм, халь тесен халь çывăрса кайма хатĕр. Анчах çутта сӳнтернĕ пӳлĕмре тăруках кĕсье телефонĕн сасси хăрушла тискеррĕн янăраса кайрĕ. Тĕттĕмре куçа сăтăркаласа ялтăр çутă экран çине пăхрăм: «Хурал чаçĕ».

— Алло. Итлетĕп, — терĕм эпĕ.

— Подполковник юлташ, — мана, ыйхăлама ĕлкĕрнĕскере, дежурнăйăн пăлханчăк сасси сехĕрлентерчĕ. — Ача çухалнă. Хĕрача. Паян шкултан килне таврăнман.

— Хăçан пĕлтерчĕç?

— Ак тин çеç. Амăшĕ шăнкăравларĕ.

— Тухса пыма хатĕрленетĕп. Ман пата машина яр. Пĕтĕм уйрăма тревогăпа пуçтар.

— Ăнлантăм. Халех.

Тумланма тесе çи-пуçа тытнăччĕ кăна — арăм мăкăртатни илтĕнчĕ:

— Хăçан вĕçленĕ ку? Йăлăхтарсах çитерчĕ. Ни кану кунĕ çук, ни уяв… Упăшкапа та этем ретлĕ çывăрса кураймастăп.

…Яриех уçнă чӳрече умĕнче машина кĕтсе тăтăм. Чăтма çук пăчă. Транспорт курăннине асăрхарăм та урама тухма хатĕрлентĕм. Арăмăн çилли иртнĕ иккен — лăпкă та ачаш сассипе ыйту пачĕ:

— Хăçан таврăнăн?

— Пĕлместĕп. Хĕрача çухалнă…

— Пĕчĕк-и?

— Ийя çав.

***

Килне таврăнман ача — пĕчĕк ялтан. Пире унта çитме сахалтан та пĕр сехете яхăн кирлĕ. Çакăнпа усă курса дежурнăй патне шăнкăравларăм — ятарлă ушкăн мĕн те пулин çĕннине пĕлейнĕ-ши?

Хĕр пĕрчи пурăнакан ялта шкул çук. Çавна май вăл кӳршĕ ялтине çӳрет. Паян ирхине унта рейс автобусĕпе ларса кайнă. Икĕ ялĕ те аслă çул хĕрринче вырнаçнă. Хушши пит пысăк та мар ĕнтĕ — çичĕ-сакăр çухрăм çеç. Икĕ ял хушшинчи лаптăка куç умне кăлартăм. Э, чăнах та, çăра вăрман унта… Хĕрача çемйине учета илмен. Ашшĕне вара урамра ӳсĕр курнăран участковăй темиçе хутчен те протокол çырнă. Арçын ниçта та ĕçлемест, хутран-ситрен шапаша кăна кайкалать. Ку та тиркемелли, иккĕленмелли сăлтавах мар. Халĕ чылай çемье пуçĕ ĕçлеме аякка çӳрет. Хĕрачан амăшĕ вырăнти фермăра дояркăра вăй хурать.

Тĕлĕнмелле те, çуллен çĕршывра вун-вун пин çын çухалать. Вĕсенчен чылайăшĕ тупăнать. Пĕрисем çав вăхăтра ют çĕре тухса кайса ĕçке ярăннă, теприсем хăйсен тăванĕсенчен канма шухăш тытнă… Йывăр çемьесенче ӳсекен ачасем туха-туха кайни вара сайра пулать тееймĕн. Çул çитменнисемпе ĕçлекен пысăк опытлă сотрудниксем вĕсене ăçта шырамаллине лайăх пĕлеççĕ — киле часах тупса килеççĕ. Е реабилитаци центрне вырнаçтараççĕ. Анчах, тем тесен те, ача çухални яланах пысăк хуйхă. Ун пек чухне алă усса лараймăн — çийĕнчех шырав ĕçне пуçăнмалла. Ачана апат тупма та, çĕр каçмалли хӳтĕ вырăн шырама та çăмăл мар. 

***

Яла сĕм çĕрле кăна çитрĕмĕр. Вăйсăр лампа çутиллĕ йывăç çурта кĕтĕм. Шалта пур япаласене пăхсан — çемье начар пурăнать. Кил хуçи, çулне кура мар пĕркеленчĕк питлĕскер, кукăрăлнăскер, пӳлĕм варринчи тенкел çинче ларать. Пиртен маларах çитнĕ участковăй унăн йĕрсе пĕтнĕ арăмĕпе калаçать. Ĕç-пуçа пĕлес тесе хĕрарăма ачасен пӳлĕмне илсе кĕтĕм. Тĕрĕссипе, ку пӳлĕм ачасен теме те чĕлхе çаврăнмасть — тетте тавраш та, вĕренӳ хатĕрĕсем те курăнмаççĕ.

— Юлашки хутчен хĕрĕре хăçан курнă эсир?

— Ирхине. Автобуса хам лартса ятăм, — куççульне сăтăра-сăтăра калаçрĕ хĕрарăм.

— Ку таранччен вăл çухалса курнă-и?

— Çук. Нихăçан та.

— Шкулта мĕнле вĕренет? — килте çапса тунă сĕтел кĕтесĕнче выртакан дневнике алла тытнă май ыйтрăм эпĕ.

— Япăх, — тăруках йĕме чарăнса хуравларĕ хĕрарăм. Дневникре вара пĕр япăх паллă та çук. Шăкăринех – «пиллĕк», «тăваттă» та сахал. Тĕлĕннипе амăшĕ çине куç ывăтрăм. Эпĕ мĕн ыйтасшăн пулнине вăл сăмахсăрах ăнланчĕ. <...>

Александр КИРИЛЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.