Комментировать

30 Сен, 2014

Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ

Профвĕренÿ аталанăвĕ экономикăна хăват кÿрет

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Округ канашĕн Оренбургра РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе иртнĕ ларăвне хутшăнни çинчен хаçатăн шăмат кунхи номерĕнче пĕлтернĕччĕ.

Ларура федераци субъекчĕсенче вăтам профвĕренÿ тытăмне аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă. Тема çивĕчлĕхĕ промышленноç предприятийĕсене çĕнетессипе çыхăннă условисенче рабочисен тата вăтам сыпăкри специалистсен кадрĕсене хатĕрлессине пахалăх енчен çÿллĕрех шая çĕклессипе сăлтавланнă.

Михаил Бабич палăртнă тăрăх - округра професси вĕрентĕвĕн 829 организацийĕ ĕçлет, вĕсенче 520 пин çамрăк вĕренет. Çав шутра 128 пинĕшĕ кăна - пулас рабочисем. Çавна май импорта хамăрăн продукципе улăштарас çул çине тăнă промпредприятисемшĕн йывăрлăхсем тухса тăраççĕ. Çавăн пекех педагогсен кадрĕсем ватăлни те сисĕнет. Калăпăр, вăтам профвĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекен педагогсен пĕтĕмĕшле йышĕн 24% - пенси çулĕсенчи çынсем, çав вăхăтрах 30 çулчченхи преподавательсен йышĕ пĕтĕмпе те 13% кăна.

Тĕп доклада Оренбург облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Юрий Берг тунă. Чăваш Республикине ресурс центрĕсем йĕркелес тата ĕç паракансем вĕренÿ заведенийĕсен вĕрентÿ программисене хатĕрлессине хутшăннин кăтартăвĕсем енĕпе тухăçлă ĕçлекен чи лайăх регионсен шутĕнче асăннă. Çавăн пекех республика педагогсен, производство вĕрентĕвĕн мастерĕсен шалăвне ÿстермелли обязательствăсене пурнăçланă 3 регион шутне кĕнĕ.

Чăваш Енре професси вĕрентĕвĕн 32 организацийĕ ĕçлет. Çав шутра патшалăхăн - 27, патшалăхăн маррисем - 3, вузсен филиалĕсем - 2. Вĕсенче 29 пине яхăн çын вĕренет. Преподавательсемпе производство вĕрентĕвĕн мастерĕсем предприятисенче стажировкăра пуласси йăлана кĕнĕ. Вĕренÿ организацийĕсен кадрсен шайне çĕклес тĕллевпе «Промтрактор» АУО никĕсĕ çинче Инженерсемпе педагогсен пĕлĕвне ÿстерекен центр йĕркелеççĕ.

«Вĕренÿ - пурнăç тăршшĕпех» принципа пурнăçлас тĕллевпе иртнĕ çултанпа нумай функциллĕ вĕренÿ центрĕсем йĕркелеме тытăннă, вĕсенче тĕнче тата корпорацисен пахалăх стандарчĕсене тĕпе хурса çитĕннĕ çынсем вĕренеççĕ. Квалификациллĕ рабочисемпе специалистсене хатĕрлемелли тытăм юлашки çулсенче палăрмаллах улшăннă.

Кăçал республикăн промышленноç производстви ÿсĕм çулĕ çине тăни куç кĕрет. 8 уйăх кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен промышленноç производствин индексĕпе /105,4%/ округра малти 3 регион ретне тăнă. Тирпейлекен производствăсен организацийĕсем - пиллĕкмĕш вырăнта.

Шалти рынока ĕçлеттерсе ярас, стратеги шайĕнчи ĕçтешсемпе - продукци потребителĕсемпе - тытакан çыхăнусене çирĕплетес енĕпе лайăх ĕçлени курăнать. Çав шутра - «РЖД», «Россети», «РусГидро», «Росатом» тата ыттисем. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче вĕсем валли 17 млрд тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 27% нумайрах.

Паянхи условисенче ăста специалистсене хатĕрлемелли комплекслă тытăмсăр экономика ÿсĕмĕ те пулмĕ. Уйрăм çынсен компанийĕсемпе патшалăх ĕçтешлĕхĕн ăнăçлă тĕслĕхĕсенчен пĕри - Канашри транспортпа энергетика техникумĕн никĕсĕ çинче регионсен пĕрлехи вĕренÿ центрне уçни. 2012 çултанпа техникум «Транснефть» АК» АУОн корпораци вĕрентÿ учрежденийĕ пулса тăнă. «Транснефть» ун валли çĕнĕ оборудовани туянма, педагогсен квалификацине ÿстерме çуллен 100 млн яхăн тенкĕ хывать. Техникумра кашни çул «Транснефть» тытăмĕнче ĕçлеме 4 пин ытла специалиста хатĕрлеççĕ. Кăçал çак йыш татах пысăкланать.

Чăваш Ен çавăн пекех «КНАУФ» компанипе строительство индустрийĕ валли рабочисем хатĕрлес енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче çамрăксем тĕнче шайĕнчи çĕнĕ технологисене алла илеççĕ. Кăçал Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕн никĕсĕ çинче ТехноНИКОЛЬ компанин вĕренÿ центрне уçмалла.

Шупашкарти электромеханика колледжĕ вара «Элара» АУОпа, электроаппарат завочĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Асăннă колледжра пысăк технологиллĕ электроника производствин рабочийĕсемпе специалисчĕсене хатĕрлекен центр йĕркеленĕ. Çавнашкаллиех ЧЭАЗ никĕсĕ çинче те пур.

2013 çулта Чăваш Ен регионсен вĕрентĕве аталантармалли программисен 2014 тата 2015 çулсенчи конкурс суйлавĕн çĕнтерÿçисен шутне кĕнĕ. Çавна май кăçал тата çитес çул регионăн асăннă йышши программисене аталантарма федераци бюджетĕнчен укçа уйăрĕç. Кăçал уйăрнин калăпăшĕ 17,4 млн тенкĕрен иртнĕ. Çак субсидие электроэнергетика отраслĕ валли кадрсем хатĕрлекен учрежденисен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме, хушма квалификаци центрĕсене тивĕçтерме, ытти ĕç валли янă.

Унсăр пуçне республика бюджетĕнчен профвĕренÿ тытăмне аталантарма кăçал 38 млн тенкĕ уйăраççĕ. Çавăн пекех пысăк предприятисем те ку ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ - 86,5 млн тенкĕ. Çапла вара регионăн профвĕренÿ аталанăвĕн программине пурнăçламалли укçан пĕтĕмĕшле виçи кăçал 156 млн тенкĕрен иртĕ. Çав шутра 11% - федераци укçи, 24% - республика бюджетĕнчен, 10% - вĕренÿ организацийĕсен хăйсен тÿпи. 55% ытла ĕç паракансем хываççĕ.

К.АНДРЕЕВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.