Комментировать

15 Июн, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 23 (1302) № 15.06.2023

Зыкинăна халалласа

Çапла, черетлĕ çĕнтерÿ, çитменнине, каллех РСФСР-Пирĕн хуласен юрри-кĕвви РСФСРМУЗЫКА НАШИХ ГОРОДОВ ушкăнра. Çак тупăшăва йĕркеленин сăлтавне çавăнпах пайăррăн палăртса хăварсан та пăсăк пулас çук.

Раççей — тĕлĕнмелле пысăк çĕршыв. Унсăр пуçне вăл пултаруллă çынпа пуян. Турă панипе мухтанма-мăнаçланма пултаракан çын çĕршывăн кашни кĕтесĕнчех пур та, анчах та вĕсен çăлтăр евĕр çуталмашкăн майĕсем сахалрах. Çĕршыв шайĕпе çуталас, янăрас тесессĕн çуралнă кĕтеспе сыв пуллашса пысăк хулана çул тытмалли куç кĕрет. Паллах, чап хыççăн хăваласа пурте çапла тăваймĕç, теприн вара çакна валли кăмăлĕ те çук. Çапла вара ячĕсем çĕршыв шайĕпе кĕрлемелли юрăçсем пултарулăхĕпе тăван кĕтесре тăван халăха савăнтарса пурăнаççĕ.

Телее, çакăн пек лару-тăруран тухмашкăн та майсем тупнă ятарлă ушкăн. «Пирĕн хуласен юррисене» халĕ çĕршывăн кирек хăш регионĕнчи çăлтăр та хутшăнма пултарать. Çак ушкăнра кирек хăш регионри çăлтăра та илтме пулать. Тĕп услови — Раççей шоу-бизнесне пырса перĕнмелле мар. Нумаях пулмасть ушкăнра Людмила Зыкина пултарулăхне халалласа черетлĕ конкурс иртнĕ. Унта маларахри хитпарадсен пур çĕнтерÿçи тата 1-мĕш лауреачĕсем хутшăннă. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   


Амăшĕн ĕмĕтне пурнăçланă

Ыр хыпар та — утпа

«Уй, эпир сире пĕлетпĕр!» — ачасен ашшĕ-амăшĕ çапла хăпартланса каласа кĕтсе илни, паллах, кăмăла çĕкленĕ, анчах та — çĕнĕ шкул, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ, пĕрремĕш класс… Ăçтан, мĕнле майпа паллама пултарччăр-ха ăна çĕнĕ, пачах никама та пĕлмен çĕрте? Усал хыпар утпа, ырри вара çуран çÿрет теççĕ те, яланах тÿр килместмĕн каларăш. Тепĕр чухне ырри те утпах çÿрет. Шупашкарăн Çĕнĕ хула микрорайонĕнчи 65-мĕш шкулта ăс пухма хатĕрленекен ачасен ашшĕ-амăшĕ пулас вĕрентекен, класс ертÿçи çинчен илтме те ĕлкĕрнĕ авă — чи кирли, ыррине кăна. Унтанпа вара вĕренÿ çулталăкĕ вĕçленчĕ те акă. Мĕнлерех кăмăлпа, шухăш-тĕллевпе кĕтсе илнĕ черетлĕ кану кунĕсене шкулта ачасене 40 çул вĕрентекен Валентина Арсентьева? Шкул сукмакне тăватă теçетке çул такăрлатаканскерĕн пĕлÿ тĕнчи çинчен каласа кăтармалли пурах — мĕн улшăннă çак тапхăрта ку тĕнчере? Вăхăтпа тан пыраççĕ-и чăваш ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ? «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелĕнче паян — Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Арсентьева.

Мĕн сăлтавпа шăпах шкул сукмакне суйласа илнипе кăсăклансан Валентина Германовна малтанах хуравлама та аптрарĕ. Суйланă, килĕшет, ахальтен мар ĕнтĕ çак сукмакран пĕр пăрăнмасăр утать… Сăлтавĕ каярахпа калаçура уçăмланчĕ. Амăшĕ, çак тĕнчере 94 çул пурăннă Клавдия Тимофеевна, çамрăк чух çак ĕмĕтпе хĕмленнĕ иккен. Хăй вăхăтĕнче педагогика училищине вĕренме те кĕнĕ вăл. Анчах та çакăншăн тÿлемелле пулнине кура пĕлĕвне малалла туптайман. Ашшĕпе амăшне ирех çухатнăскере укçа-тенкĕ енчен пулăшакан тупăнман. Аппăшĕн пепкисене асăрханă май та пулин кăмăлне çырлахтарнă вара хĕрупраç. Ачасен енне туртăм çапла, ахăртнех, амăшĕнчен куçнă.

«Çемьере тăватă хĕр ÿснĕ эпир, — таврăнать ачалăха Валентина Германовна. — Эпĕ кĕçĕнни, анчах та ачашланса ларма вăхăт пулман. Атте Герман Игнатьевич, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра водительте тăрăшатчĕ. Сăмах май, ăна «Тава тивĕçлĕ колхозник» ятпа та чысланăччĕ. Эпир ăна килте курман та темелле. Çавăнпа хуçалăхри ĕçе хамăрах пурнăçланă. Анне пĕр вăхăт фельдшер пунктĕнче тăрăшрĕ, унтан колхоз ĕçне хутшăнма тытăнчĕ. Ачалăх çапла ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман темелле: хире çĕр улми, кăшман касси çине чупаттăмăр, çулсем хушăнсан утă çулма хутшăнма пуçларăмăр, унтан йĕтем çине васкаттăмăр… Аслă аппа шкул хыççăн фермăна вырнаçрĕ те, ыттисемпе пĕрле эпĕ те ăна пулăшма каяттăм. Ачапчан пăтăрмах та сахал пулман ĕнтĕ. Анне ĕçе кайнă чух килте пуçтарма пире хушса хăваратчĕ. Пĕрре çапла Ленăпа Риммăна вутă татма каланă. Римма пĕчĕк-ха, пăчкă аври таран та çитей-мен, Ленăн вара хушнине пурнăçламалла. Пĕчĕкки аптранипе пăраха-пăраха тарса та пăхать, анчах та аслăраххи пур пĕр хăваласа çитет… Çапла иртрĕ ачалăх». Ялти шкулта сакăр класс таран ăс пухнă хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет хĕр. Çула тантăшĕпе тухаççĕха, анчах та лешĕ экзаменсем тытаймасть. Вĕренÿре аванах ĕлкĕрсе пынă май училищĕне кĕнĕ Валентинăна ашшĕ Канаша пырса пĕр хваттере ярса хăварать. Унта вара пурте вырăсла калаçаççĕ: хваттер хуçи те, пĕрле пурăнакансем те… Макăрса та пăхать хĕрача. Юрать пĕрле вĕренекенсемпе туслашса каять те хăех урăх хваттере пурăнма куçать. <...>

Маргарита ИЛЬИНА

♦   ♦   


Анна ФЕДОРОВА: «Кĕнеке сумне çÿллĕ шайра тытмалла»

Вăл хăйĕн ĕçне чунран юратнине, кирек епле тивĕçе те тÿрĕ кăмăлпа чыслăн пурнăçлама хăнăхнине унпа кăшт калаçсанах ăнланса илетĕн. Хĕрарăм уçă чунлă та ырă кăмăллă пулни те, пурнăçа юратни те шÿтлеме пултарнинчен палăрать. Шăпах çакнашкал çынсем çинче тытăнса тăрать-тĕр пурнăç. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 42 çул библиотекарьте тăрăшакан, Шупашкарти Аркадий Гайдар ячĕпе хисепленекен ача-пăча библиотекин ертÿçи Анна Федорова та шăпах ыттисемшĕн тĕслĕх пулса пыракансен йышĕнче.

Халăх ăçта — эпир унта

Анна Васильевна Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Виçĕ ывăлĕпе виçĕ хĕрĕ мĕн пĕчĕкрен пилĕк авса çитĕннĕ паллах.

Анна мĕн ачаран библиотекăна çÿреме юратнă. Пушă вăхăт тупăнсан тантăшĕсемпе унтан тухма пĕлмен тени те йăнăш мар. Çитĕнсен хăй те кĕнеке тĕнчине путасса ун чухне вăл пуçа та илмен. Журналистика илĕртнĕ ăна. Çав вăхăтрах поэзи те хавхалантарнă. Хĕрача сăввисем хаçатра та пичетленнĕ. Çемьере кашниех аван ĕлкĕрсе пынă, лайăх вĕреннĕ. Тăваттăмĕшне, Аннăна, аттестат илме черет çитсен амăшĕ: «Хăшĕ те пулин сахалрах вĕренсе часрах ĕçлеме пуçласан аçупа иксĕмĕре çăмăлрах пулĕччĕ. Пурне те университетра вĕрентеймĕпĕр», — тенĕ. Пиччĕш-аппăшĕ аслă шкулта ăс пухнă-çке.

Ăçта каймаллине пĕлмесĕр Анна çурла уйăхĕн юлашки кунĕсенче Çĕрпÿри çут ĕç училищине ыйту çырнă. Театр уйрăмĕ те пулнă-ха унта. Анчах та Анна вĕренме кĕнĕ çул студентсене йышăнман. Шăпах çак ĕçре вăй хума турă пани пуррине тавçăрмасăрах библиотека ĕçне суйланă.

Диплом илсен Анна Васильевна Патăрьелти тĕп библиотекăра ĕçлеме пуçланă. Общество ĕçĕнче хастарлăхпа палăраканскере çулталăкран партин райком библиотекине куçарнă.

«Нихăçан та çын килессе пĕр вырăнта кĕтсе ларман. Халăх ăçта — эпир çавăнта. Çынсем хирте тĕк — кĕнеке йăтса тухнă. Хаçат-журнал та нумай килсе тăратчĕ. Çĕнĕ хыпарсемпе те, повеç-калавпа та савăнсах паллашатчĕç», — каласа кăтартать Анна Васильевна ĕçе пуçăннă вăхăтсене аса илсе.

Ĕç хавхалану кÿнĕ пулин те вăтам професси пĕлĕвĕпе кăна çырлахман вăл. Аслă пĕлÿ илесси пирки шухăшланă. Çак тĕллевпех университета вĕренме кĕрес тесе республика тĕп хулине çул тытнă. «Шупашкар пурне те паллаштарать», — тесе ахальтен каламан. Нумай мăшăр шăпах кунта тĕл пулнă. Анна Васильевна та турă çырнипе паллашнă, качча тухнă. Аслă пĕлÿ илес ĕмĕтне вара пур пĕр пăрахăçламан. Икĕ ача çуратнă хыççăн Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухнă. «Вĕренме кĕнĕ-ши тесе пĕлме кайрăм. Списокра манăн ят та пуррине курсан савăнас вырăнне ытларах кулянтăм та. Ун чухне асли иккĕ те тултарманччĕ-ха, кĕçĕнни виçĕ уйăхран кăна иртнĕччĕ. Апла пулин те куçăмсăр майпа пилĕк çул вĕренсе тухрăм», — сÿтĕлет малалла сăмах çăмхи. <...>

Татьяна НАУМОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.