Комментировать

28 Июл, 2023

Хыпар 82-83 (28110-28111) № 28.07.2023

600 миллион тенкĕлĕх парăм 200 çурта юсама çитĕччĕ...

Çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕшĕн тӳлемелли парăма вăхăт иртнĕ май каçараççĕ-и, сирĕн çурта хăçан тĕпрен юсассине мĕнле пĕлмелле, кивелнĕ лифтсене хăçан тата кам шучĕпе улăштарĕç — çак тата ытти ыйтăва ытларикун республикăн «Контактри» ушкăнĕнче тӳрĕ эфирта строительство министрĕн заместителĕ Илья Ионочкин тата Капиталлă юсав фончĕн гендиректорĕ Светлана Баранова хуравларĕç.

Пĕрремĕш ыйту

Министрсен Кабинечĕ капиталлă юсав программине, унччен 2043 çулччен пулнăскере, 2055 çулччен тăсни пирки пулчĕ. Илья Ионочкин ыйту авторне, маларах юсама палăртнă çуртсенчи ĕçсене каяраха куçараççĕ пуль тесе пăшăрханаканскере, лăплантарчĕ: çук, улшăну унчченех программăна кĕнĕ çуртсене ниепле те пырса тивмест — вĕсене палăртнă вăхăтра юсĕç. 55-мĕш çулччен тени вара программăна халь çуллен кĕрекен çуртсемпе çыхăннă. Кăçал, сăмахран, нумай хваттерлĕ 17 çурт хушăннă. Вĕсене юсамалли вăхăт 43-мĕш çулччен çитмест — каярах юсамалла, çавăнпа программăна та тăсма тивнĕ. Капиталлă юсав фончĕн интернетри сайчĕ кал-кал ĕçлеменшĕн ӳпкеленĕ çынна Светлана Баранова хуравларĕ. Сайтпа çыхăннă çитменлĕхсем пирки вăл лайăх пĕлет, çавăнпах çĕнĕ сайт хатĕрлес ĕçе пуçăннă. Ăна авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче хута ямалла. «Унта хальхинчен чылай ытларах информаци пулĕ. Усă курма меллĕрех тăватпăр. Унтанах капиталлă юсавшăн тӳлеме те май пулĕ», — шантарчĕ Светлана Павловна. Капиталлă юсавпа ахаль юсав хушшинчи уйрăмлăха уçăмлатнă май вăл кулленхи, авари пулнипе çыхăннă юсав ĕçĕсене управляющи компани пурнăçланине палăртрĕ. Капиталлă юсав фончĕ пурнăçлакан ĕçсем вара планпа пăхнă пысăк юсавпа çыхăннă. Тăрă, лифт улăштарасси, çурт фасадне, электролинисене, ăшă, шыв сечĕсене çĕнетесси — фонд çакнашкал ĕçсене пурнăçлать. Чăн та, республика шайĕнче капиталлă юсав тӳлевĕсен шучĕпе пурнăçламалли хушма ĕçсене палăртнă. Çав шутра — çуртăн пĕрлехи шутлав приборĕсене лартасси, фасадсене «ăшăтасси», вентиляцисĕр тăрăсене вентиляциллĕ тăвасси. Хăйсен çурчĕсенчи юсав ĕçĕсен вăхăтне куçармалли майсемпе интересленекенсем пур — çапла тума пулать-и? Унашкал май пур-мĕн. Калăпăр, тăрă улăштарма палăртнă, анчах вăл йĕркеллех — тăкакланни вырăнсăр. Эппин, ĕçсене каяраха хăвармалла, укçапа вара хальлĕхе ытти çурта юсама усă курĕç. Пĕр ĕçе тепринпе улăштарма пулать. Сăмахран, графикпа килĕшӳллĕн шыв пăрăхĕсене улăштармалла, вĕсем вара пачах та тутăхман, вăт, тăрра улăштарни аванччĕ – шыв анать… Кун пек чухне çуртра пурăнакансен пĕрлехи пухăвĕн йышăнăвĕ кирлĕ, ăна тĕпе хурса Строймин комиссийĕ тивĕçлĕ йышăну тăвĕ. Юсава маларах куçарасси те утопи мар, çапах кунашкал йышăну тăвасси ансат тееймĕн. Тĕп услови шутĕнче Светлана Баранова çуртра пурăнакансем капиталлă юсавшăн тӳрĕ кăмăлпа тӳлесе пынине асăнчĕ — укçа пухасси 95% кая мар пулмалла. Парăмлă çын нумай тăк — графикран маларах юсасса кĕтни кăлăхах. Сăмах май, хăй пурăнакан çурта хăçан тĕпрен юсассине кашни гражданин Капиталлă юсав фончĕн сайтĕнче е «Реформа ЖКХ» платформăра пĕлме пултарать. Ку — уçă информаци, нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Парăмсем тенĕрен, фонд укçана шыраса илес енĕпе çирĕп пулни сисĕнет. Пĕлтĕр тӳлевсене пухасси 107% танлашнă. Паллах, асăрхаттарчĕ Илья Ионочкин, çынсенчен ытлашши укçа илмен. Унчченхи парăмсене те пухнă — çавăнпа асăннă кăтарту пысăк. Апла пулин те парăм ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч-ха. Çавăнпа ĕнтĕ Светлана Баранова çулталăк вĕçлениччен парăмлă кашни çын тĕлĕшпе суда тавăçпа тухассине çирĕплетрĕ. Парăмсен пĕтĕмĕшле виçи 600 миллион тенкĕпе танлашнă — Капиталлă юсав фондне çулталăкра хывмалли тӳлевсен пĕтĕмĕшле виçипе шайлашуллă. Фонд çулталăкра нумай хваттерлĕ 200 çурта юсать — вăт, çавăн чухлĕ çурта йĕркене кĕртмелĕх. Хăш-пĕр çын фонда туса хунăранпа та пĕр пус та тӳлемен. Çавнашкаллисем интересленчĕç пуль: ку парăмсем тĕлĕшпе «срок давности» текенни пур-и, вĕсене те хăш-пĕр ытти тӳлев пек виçĕ çул иртсен «каçармаççĕ-и»? Светлана Баранова палăртнă тăрăх, чăнах та, вăхăт иртнĕ май çав тӳлевсене шыраса илме май çук. Анчах фонд вĕсене «каçармасть», манăçа кăлармасть — хваттерсен хуçисене ярса паракан квитанцисенче тӳлев виçине çав парăмсемпе пĕрле кăтартаççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Анжела Московцева: Ачасем пире çамрăклатаççĕ

«Чăваш чĕлхипе литератури предмет кăна мар, тăван çĕршыв культурипе йăли-йĕрки те, историйĕ те. Çавăнпа ачасене грамматикăна кăна вĕрентместĕп, тăван чĕлхепе культурăна юратма тата хисеплеме хăнăхтаратăп», — тесе палăртнă вăл хăйĕн сайтĕнче. Сăмахăм Шупашкар округĕнчи Мăнал шкулĕнче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен Анжела Московцева пирки. Кăçал «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх вĕрентекен — 2023» конкурсра çĕнтерӳçĕ пулса тăнă вăл. Çакă Педагогпа наставник çулталăкĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Учительсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленнĕ тапхăрта Анжела Юрьевнăна хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

«Студентсем пулăшнипе мала тухма пултартăм пулĕ»

— Анжела Юрьевна, кану вăхăчĕ мĕнле пырать?

— Раççей шайĕнчи «Тăван чĕлхене вĕрентекен чи лайăх учитель» конкурса хатĕрленетĕп. Вăл авăн уйăхĕнче Черкесск хулинче иртĕ. Документсене хатĕрлерĕм, медиавизиткăсем ярса патăм.

— Педагогпа наставник çулталăкĕнче конкурсра çĕнтерсен мĕн туйрăр?

— Хĕпĕртерĕм, çав вăхăтрах пăлхантăм та. Раççей шайĕнчи конкурсра хама тивĕçлĕ шайра кăтартас тесе çăвĕпех ĕçлетĕп, компьютертан уйрăлаймастăп. Ялти çыннăн вара вăхăчĕ хĕсĕкрех: пахча та пур, выльăх-чĕрлĕх те тытатпăр.

— Çӳлерех асăннă конкурс мĕнле иртрĕ? Кăштах каласа парăр-ха.

— Ăсталăх ăмăртăвĕ икĕ куна пычĕ. Тăватă тапхăр витĕр тухма тиврĕ. Муниципалитет тапхăрĕ Апаш шкулĕнче иртрĕ. Унта чи нумай балл пухма май килчĕ. Çакă мана конкурсăн республика тапхăрне хутшăнма çул уçса пачĕ темелле. Шупашкарти 40-мĕш шкулта семинар иртрĕ. Раççей шайĕнчи конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ Александр Степанов вĕрентекен «ăсталăх сехечĕ» ирттерчĕ. Ун хыççăн конкурса хатĕрленме пуçларăмăр. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче 40-мĕш шкулта уçă урок ирттерме тиврĕ. Кайран жюри членĕсен ыйтăвĕсене хуравларăмăр. Класс сехечĕ ирттертĕмĕр. Çав кунах акт залĕнче лауреатсене палăртрĕç. 19 конкурсантран 5-ĕн мала тухрăмăр. Тепĕр кунне Вĕренӳ институтĕнче педагогикăри пултарулăх пирки каласа патăмăр, хамăрăн «ăсталăх лаççипе» паллаштартăмăр. Унта студентсемпе ĕçлеме тиврĕ. Литература урокĕнче вулав культурине аталантармалли çул-йĕр çинчен каласа патăм. 3 çул каялла эпĕ çĕнĕ форматпа ĕçлеме пуçларăм: рэп-урок ирттерсе пăхас терĕм. Унăн тĕллевĕ — ачасене илемлĕ тата хăвăрт вулама вĕрентесси. Хальхи вăхăтра ачасене вулаттарма питĕ йывăр. Вĕсене мĕн те пулин интересли кирлĕ: телефонри вăйăпа кăсăклантармалла е компьютер умне лартмалла. Вĕренекенсене 45 минут компьютер умĕнче тытаймастăн вĕт, кашни урокрах рэп та вулаттараймастăн. Ун валли ятарлă произведени кирлĕ. Питĕ тĕплĕ хатĕрленес пулать, вăхăт нумай каять. Чăваш наци библиотекинче ачасемпе «Искусство каçĕ» акцие хутшăнтăмăр. Унта «ăсталăх сехечĕ» кăтартрăмăр. Уроксенче мĕн те пулин çĕннине шыраса тупатпăрах, вăйăсем те тăтăш вылятпăр. Конкурсра рэп-урока мĕнле ирттернине кăтартрăм. Студентсем маттур пулчĕç. Вĕсем мана пулăшнипе мала тухма пултартăм пулĕ тетĕп.

— Шкулта миçе çул ĕçлетĕр?

— Эпĕ Шупашкар районĕнчи Мишерте ӳснĕ, Мăнал шкулĕнче вĕреннĕ. 1996 çулта диплом илсен хамăр тăрăхра вырăн пулмарĕ. 2002 çулччен Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял администрацийĕнче счетовод-кассирта ĕçлерĕм. Пĕлӳ çуртĕнче пĕтĕмпе 21 çул вăй хуратăп.

— Эсир мĕншĕн тăван чĕлхепе литературин вĕрентекенĕ пулма шут тытнă?

— Пĕчĕк чухнех учитель пулас килетчĕ. Пирĕн килте «Хатĕр пул» журналпа «Пионер сасси» хаçат яланах пулнă. Аннен йăмăкĕ унта пичетленнĕ статьясене вуласа диктантсем çыртаратчĕ мана. Хитре çырма хăнăхтаратчĕ. 7-мĕш класс хыççăн Шупашкарти музыка училищине каяс шухăш пурччĕ. Эпĕ хам тĕллĕнех купăс калама хăнăхрăм. Килте кивĕ купăс выртатчĕ, кукка икĕ инструментран пĕрре тунăччĕ. «Линкка-линкка» юрра калама пĕчĕккĕн хамах вĕреннĕччĕ. Эпĕ кукамайпа тата кукаçипе ӳснĕ. Музыка училищине кукамай ямарĕ. Шел, кукамай Анисия Даниловна пурнăçран ирех уйрăлчĕ. Ун чухне эпĕ 15-реччĕ. Кукаçи Иван Яковлевич воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă мана. «Учитель ĕçĕ ĕç мар, мĕн пуçна ыраттаратăн ахалех? Учительсем канаймаççĕ», — тетчĕ вăл. Хăй совхозра рабочире вăй хучĕ. Физика учителĕпе туслăччĕ вăл. «Ачасем итлемеççĕ, вĕренмеççĕ. Пуç ыратакан пулать», — тетчĕ кукаçи унпа калаçнă хыççăн. Пирĕн килте «указка» яланах пулнă. Вĕрентекенсем ыйтнипе кукаçи хитре «указкăсем» ăсталатчĕ. Эпĕ шкулта вĕренӳре ĕлкĕрсе пырайманнисене урок темисене доска умĕнче ăнлантарса параттăм. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Пулă ĕрчетес ĕмĕтпе хавхаланнă

Чăваш Енре Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проекчĕн тăваттăмĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Унта пĕлĕве ӳстернисем бизнес-план çырса, ăна ăнăçлă хӳтĕлесе дипломлă пулчĕç. Ял бизнесне аталантаракансем «Çырла туса илесси», «Сурăх ĕрчетесси», «Ял туризмĕ» специальноçсене алла илчĕç.

Çырла татма – ирхи тăваттăра

«Фермер шкулĕ» проектăн пĕлтерĕшĕ, унта вĕренме кĕрес текенсен йышĕ ӳссех пырать, конкурс та çивĕчленет. Тăваттăмĕш тапхăрпа вĕренме кĕмешкĕн 90 заявка тăратнă. Кашниех хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки видеоролик ӳкернĕ, бизнес-план хатĕрленĕ. Комиссие пултаруллă, ял бизнесне аталантарма ăнтăлакансене суйласа илме çăмăл пулман. Пысăк балл пухса 30-ăн çĕнтернĕ. Парта хушшине вара 50-ăн вырнаçнă. Мĕншĕн тесен ыттисем тӳлевлĕ вĕренме кăмăл тунă. Проекта хутшăнни бизнеса ăнăçлă тытса пыма, финанс пĕлĕвне ӳстерме, ăсталăха туптама май панине фермерсем аван ăнланаççĕ. Шкулта вĕренсе бизнес-проект хӳтĕленисене патшалăх докуменчĕпе — дипломпа — тивĕçтереççĕ. Апла малашне вĕсене «Перспектива», «Агростартап» тата ытти программăпа грант илме самай çăмăл пулĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансен, субсиди илекенсен йышĕ ӳсни те фермерсене, хушма хуçалăх аталантаракансене проекта хутшăнма хавхалантарать. Чи кирли — аграри пĕлĕвне тарăнлатни ĕçре пулăшса пыни. Республикăра «Фермер шкулĕн» тăваттăмĕш тапхăрĕ ĕçлесе кайнине пĕлтернĕ май яваплă çынсен иккĕленӳллĕ шухăш çуралнă: вĕренес текен сахал пулмĕ-ши? Ара, хастар та пултаруллă фермерсенчен нумайăшĕ проекта хутшăннă вĕт. Чылайăшĕ «Перспектива», «Агростартап» программăсемпе гранта та тивĕçнĕ. Кăлăхах пăшăрханнă иккен, çĕр çинче вăй хурас кăмăллисен йышĕ хушăнсах пырать. Вĕсем ĕçне-хĕлне çĕнĕлле йĕркелесшĕн, аталанасшăн, нумайрах пĕлесшĕн. Ял хуçалăхне, бизнеса, рынока йĕркеллĕ пĕлсех çитейменни ура хурать. «Фермер шкулĕ» вара чăннипех çăлăнăç. Занятисем яланхиллех Чăваш патшалăх аграри университетĕнче иртрĕç. Аудиторире кăна мар, çĕр ĕçченĕсем дистанци мелĕпе те вĕренме пултарчĕç. Практика занятийĕсенче республикăри, тулашри вăйлă аталаннă хуçалăхсене, предприятисене çитсе курчĕç. «Фермер шкулĕ» проекта хутшăнакансен пысăк пайĕ «Çырла туса илесси» специальноçа суйласа илчĕ. Усламçăсем малашлăхлă, анлă сарăлнă бизнеса аталантараççĕ. Вĕсене рынокра конкуренци çивĕчленни те хăратмасть. — Çĕршывра çырла çителĕклĕ теме иртерех. Ăна Чăваш Енре, кӳршĕри регионсенче хапăлласах туянаççĕ. Çынсем аякран кӳрсе килнине мар, вырăнта туса илнине илесшĕн. Эпир те илемлĕ, тутлă, шултра çимĕç çитĕнтерме пĕлетпĕр, — теççĕ фермерсем. Çырла ĕçĕ çăмăл тееймĕн. Отрасльте пулăшакансăр кансĕр. Техника çуккипе алăпах пуçтармалла. Çу кунĕсенче хуçалăхра ирхи 4-5 сехетре çырла татма тытăнаççĕ. Ун хыççăн ĕшеннине пăхмасăр вăрăм çула тухаççĕ — çимĕçе вăхăтра вырнаçтармалла- çке. Йывăрлăха пăхмасăр фермерсем лаптăка çултан-çул пысăклатаççĕ. Юлашки тапхăрта производствăра çĕнĕ технологипе, сортсемпе анлă усă курма тытăнни палăрать. Çавна май тавар пахалăхĕ те ӳсет. Нумайăшĕ çĕр çырли çитĕнтерме палăртать пулсан Шупашкарти Арина Николаева хура хурлăхан туса илесшĕн. Сиплĕ çак çимĕçе те халăх кăмăллать. Вăл специалистсем пулăшнипе бизнес-план хатĕрленĕ. Халĕ шкулта илнĕ пĕлĕвĕпе ĕçре туллин усă курасшăн. Çывăх çыннисене культурăна çитĕнтерессипе сĕнӳсем те парать. Аринăна хура хурлăханăн хăш-пĕр сортне комбайнпа татма май пурри те илĕртет. Ялта ĕç алли çителĕксĕр чухне çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. — Эпир «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухакансемпе мăнаçланатпăр тата бизнесра çĕнĕ енсене — çырла туса илесси, сурăх ĕрчетесси, ял туризмĕ — аталантарнă çĕрте пысăк çитĕнӳсем сунатпăр. Хальхи вăхăтра патшалăх уйрăм пайтаçăсене курăмлă тĕрев парать. Çав шутра грантсем, çăмăллăх кредичĕ, техника туянма субсиди уйăрать. Вĕренсе тухнисене умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме вăй-хал, проектра илнĕ пĕлӳпе усă курма сĕнетĕп, — терĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская. Сăмах май, проекта фермерсемпе пĕрлех хушма хуçалăх тытакансем те хастар хутшăнаççĕ. Нумайăшĕ хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. Çĕнĕ йĕркепе налук тӳленĕ май вĕсене патшалăх пулăшăвĕ тивет. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене Раççей ял хуçалăх банкĕ те çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтерет. Сăнавлă регионсен йышне Чăваш Ен, Липецк облаçĕ, Тутар Республики кĕнĕ. Пирĕн тăрăхра — 200 пин хушма хуçалăх. «Фермер шкулĕнче» вĕренни вĕсене çĕнĕ шая çĕкленме, аталанма пулăшĕ. Çăмăллăх кредитне çулталăкчен параççĕ. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Чун çĕршывĕнче чун канать…

«Кунта пурăннă тăк яланах кăтра çӳçпе çӳрĕттĕм. Нимĕнле бигуди те кирлĕ мар», — пĕтĕмлетрĕм кăнтăрта, тĕрĕсрех — Сочире, пулнă хыççăн. Унта, тинĕс хĕрринче, сывлăшра нӳрĕк виçи пысăк пулнăран çӳç хăйне хăй кăтраланать... «Хăнара аван, килте вара тата лайăхрах», — тенине пĕрре кăна мар илтнĕ. Ку чăнах та çапла. Анчах курса çӳрени те çав тери лайăх. Çакă шухăша улăштарма, тавра курăма ӳстерме, кăмăлтуйăма çĕклеме пулăшать.

«Намăссăр йывăç» тумне хывать Пире Сочи чечек ытамĕнче кĕтсе илчĕ. Хĕрлĕ, шурă, шупка олеандрсем (тĕмĕсем) парксенче те, çул хĕррисенче те ешереççĕ. Вĕсем çĕртме уйăхĕнче чечеке лараççĕ те кĕр вĕçленичченех хĕм сапаççĕ иккен. Çĕртме уйăхĕнче уйрăмах илемлĕ-мĕн. Чечекĕ тем пек илемлĕ пулсан та ăна шăршлама, татма юрамасть. Мĕншĕн тесен вăл наркăмăшлă. Кăнтăрта пирĕн патра çук темĕн чухлĕ тĕрлĕ йывăç, курăк ӳсет. Çавна май унта сывлăшра хăйне евĕр шăршă тăрать. Чăваш Енрипе танлаштарсан пачах урăхла вăл. Сочире пĕр йывăç ªятне унта пурăнакан чылай çынран ыйтрăм, никам та уçăмлатаймарĕº çутă сарă тĕслĕ чечек çурнă. Унăн шăрши пĕтĕм таврана сарăлнă. Кунта, пĕтĕм çĕрте, пальма куç тĕлне пулать. Тĕрлĕ йышши тата вĕсем. Чукун çул вокзалĕнчен инçех мар пальмăсен аллейи хула çыннисемпе туристсене кăчăк туртать. Каçхине вăл тĕрлĕ çутăпа çуталать. «Намăссăр» йывăçпа та паллаштарас килет. Тепĕр майлă ăна «курортница» теççĕ. Сăмахăм эвкалипт çинчен. Вăл хăйĕн хуппине сӳсе пăрахать те çаралса юлать. Яп-яка вулли вара хĕрарăм кĕлеткине аса илтерет. Кăнтăрта ăна маляри чирĕ сарăласран шурлăхсене типĕтме лартнă. Эвкалипт пĕтĕм нӳрĕке туртса илет. «Чĕрĕ насус» тенĕ ăна хăй вăхăтĕнче ученăйсем. Талăкра вăл 70 литр шыв ĕçсе ярать. Шăрăхран пытанма ун çумне пырса тăнин усси çук. Ун çывăхĕнче мĕлке те, сулхăн та çук. Сочире магнолисем чечекреччĕ. Калама çук илемлĕ! Ӳсен-тăран тĕнчи пирки сăмах пуçартăмăр тăк дендрарий пирки те каламаллах. Дендрарий (грек чĕлхинчи дендран — йывăç е курăк тата ариес – пуххи) паркра сайра тĕл пулакан ӳсентăран ӳстермелли вырăн. Асăннă парка 1892 çулта йĕркеленĕ. Парк валли йывăçсемпе тĕмĕсене Крымри, Санкт-Петербургри садсенчен тата Францирен илсе килнĕ. Сочири дендрарие пуçарса яраканĕ «Петербургская газета» кăлараканĕ, коллекционер тата драматург Сергей Худеков пулнă. Паянхи кун асăннă паркра 1800 тĕрлĕ йывăçпа тĕм çитĕнеççĕ. Çав шутра 66 тĕрлĕ юман, 74 йышши хыр, 54 тĕрлĕ пальма тата сайра тĕл пулакан экзотика ӳсен-тăранĕ. Çавăн пекех кăнтăрти урамсенче бук, каштан, Кавказ пихти, тутар вĕрени (клен татарский), самшит, туя чылай тĕл пулаççĕ. Пирĕн калаçу çут çанталăк еннелле ытларах сулăннине шута илсе çакна та калар: ту çинчен кĕрлеттерсе юхакан Мацеста, Хоста юхан шывсем çав тери «кăра çилĕллĕ» пулаççĕ иккен. Çумăр вăйлăрах çусан вĕсем çырантан тухса хăйсен çулĕ çинче тĕл пулакан япаласене, çав шутра çăмăл машинăсене те, йăлт пĕрле илсе каяççĕ. Эпир шăпах Хоста çырантан тухнă вăхăтра Сочире пултăмăр. Çĕртме уйăхĕнче вара Мацеста «çиллине кăтартнă»… Асăннă юхан шывсем Хура тинĕсе юхса кĕреççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Колхоз ĕçĕнче паллашса туслашнă та…

Красноармейски тăрăхĕнчи Йĕпремре пурăнакан Тимофеевсем 1971 çулта мăшăрланнă, ултă ача пăхса ӳстернĕ

— Ялта мана Гена пичи тесе чĕнеççĕ, — тарават кĕтсе илчĕ кил хуçи. Ăшшăн калаçакан Тамара Марковна чей ĕçме йыхравларĕ. Сĕтел хушшинче пирĕн сăмах кăмăллăн сыпăнса пычĕ. Çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнакан çак мăшăр çине ăмсанмасăр пăхаймăн. Кун- çулĕнче савăнăçĕ те, нуши-терчĕ те сахал мар пулнă ĕнтĕ. Анчах вĕсем йывăрлăхсене çĕнтерме пултарнă. Çамрăклăхра икĕ чĕрене пĕрлештернĕ туйăмсене упраса хăварнă. — Кашăк-чашăк шакăртатмасăр пулмасть теççĕ. Паллах, темле те пулнă. Урлă пулнă тăк нумайччен çилленсе çӳремен. Пĕррехинче вăл малтан сăмах хушнă пуль. Тепрехинче эпĕ… Пурнăçра тем те пулать: шурри те, хури те. Унсăр мĕнле-ха? — терĕ Тамара Марковна çемье çирĕплĕхĕн никĕсĕ пирки сăмах хускатсан. — Пĕр-пĕрне яланах ăнланма тăрăшнă, — калаçăва хутшăнчĕ Геннадий Тимофеевич. — Килĕштерсе, юратса пĕрлешнĕ-çке. Кӳршĕ ялсенче çитĕннĕ вĕсем. Пĕрпĕринпе колхоз ĕçĕнче тĕл пулса туслашнă. — Эпĕ Йĕпремре çуралса ӳснĕ. Ялта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Мăн Шетмĕне вĕренме кайрăм. Чирлерĕм те больницăра чылай вăхăт выртрăм. Сывалса таврăнсан шкула каялла каймарăм. Килтех лăпланса лартăм. Апай клубра техничкăра ĕçлетчĕ. Урай çунă, вут хутнă вăл. Ун вырăнне кайкалаттăм, — аса илчĕ Геннадий Тимофеевич. Пĕррехинче вăл пĕлтерӳ асăрханă: Сĕнтĕрвăрринчи механизаци шкулĕ вĕренме йыхравлать. Юлташĕпе Зиновий Степановпа кайнă унта вĕсем. — Ялтан тухса курманскерсем Сĕнтĕрвăррине çапах та çиткелесе пĕтрĕмĕр. Медицина комиссийĕ витĕр тухрăмăр. Манăн куç курчĕ, Зиновин курмарĕ. Ăна вĕренме илмерĕç. Эпĕ тăрса юлтăм, — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи. — Механизаци шкулĕнчен вĕренсе килсен Григорий Федорович бригадир лаша кӳлсе çĕр улми турттарма ячĕ. Ял пуçĕнчи уйра çĕр улми нумай лартнăччĕ. Çав çул кĕркунне сивĕ питĕ ир килчĕ. Шакăрт! шăнтрĕ те лартрĕ. Çĕр улми хиртех выртрĕ те юлчĕ. Кĕçех Геннадин салтак ячĕ тухнă. 1968 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче ялтан ăсатнă ăна. Чăваш каччи икĕ çул Чехословакире служба тивĕçĕсене пурнăçланă. — Мĕншĕн пире унта янă? Хальхи вăхăтра вĕсем пире хирĕçле тăраççĕ. Ун чухне вара эпир вĕсене хӳтĕленĕ. Перкелесех мар ĕнтĕ, — терĕ Геннадий Тимофеевич. — Апла-и, капла-и те — Чехословакире чĕрĕ улма-çырла çисе ыр куртăмăр. Çул хĕррипех ӳсетчĕç вĕсем. Слива нумайччĕ. Салтакран килсен каччă «Мичуринец» хуçалăха вырнаçнă, комбайнпа ĕçлеме пуçланă. Тырă турттарма, аллама хĕрсем те тухнă. Шăп çав чиперккесен хушшинче асăрханă та Геннадий пулас мăшăрне… Кун хыççăн кун иртнĕ. Салтакран килнĕ çыннăн авланмалли куçкĕрет. Геннадин амăшĕн те, паллах, кĕçĕн ывăлне мăшăрлă курас килнĕ. Аслисем виççĕшĕ те, ав, çемьеллĕ те… Епле илемлĕ! — Тĕрĕссипе, эпир пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă. Вера аки пĕчĕклех вилнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче апая окоп чавма илсе кайман-ши? Ыйтса пĕлмен паллах. Хăй те каламан. Тамарăн амăшĕ, авă, вăрман касма кайнине калатчĕ. Ĕлĕкхи çынсем нушине те, йывăрлăхне те нумай курнă. Паянхи пурнăçа начар тетпĕр тата, — калаçăва тăсрĕ кил хуçи. — Авланмалли паллăччĕ-ха. Апай та хыпалантарчĕ пуль. Манăн инкесем питĕ харсăрччĕ. Пĕррехинче: «Атя, кайрăмăр», — тесе тĕпĕртеттерчĕç. Виктор пичи машинпа чупать. Кайрăмăр вара Пăрăнтăка. Илья пичи монтерччĕ. Вăл тӳрех пӳрте кĕрсе кайрĕ. «Так, çутă пралукĕсене тĕрĕслеме килтĕм. Сирĕн мĕн юсамалли пур кунта?» — тесе танкăлтатнă вăл. Хуняма карчăк килте пĕчченехчĕ… Тамара хăй çав кун качча тухасси пирки чухламан та. — Эпĕ клуба ĕç укçи илме кайнăччĕ. Мана илме пырассине систермен те, — калаçăва хутшăнчĕ Тамара Марковна. — Кĕпер урлă утса килнине аякранах асăрхарăмăр. Çывхарсан тытрăмăр та машина çине кĕртсе лартрăмăр. Инке калать: «Кун пек аван мар. Миша пичин арăмне хăть каласа хăварар. Атту хĕре çухатаççĕ», — терĕ Геннадий Тимофеевич. — Апла тăк эсир Тамара Марковнăна вăрласа килсе арăм тунă? — кăсăклантăм. — Çапла пулчĕ ĕнтĕ. Пулас арăма юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче илсе килтĕмĕр, — терĕ кил хуçи. — Пурăнма пуçларăмăр. Пĕррехинче ял канашĕн секретарĕ Валентина Ивановна тĕл пулчĕ. «Капла пурăнни аван мар. Çырăнмалла», — тет. Çырăнмалла тăк — çырăнăпăр. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.