Комментировать

1 Сен, 2023

Хыпар 97-98 (28125-28126) №№ 01.09.2023

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче мĕн улшăнать?

Вун пĕрмĕшсем тин кăна — ППЭ, тăххăрмĕшсем ПТЭ тытрĕç пек. Ун хыççăн тĕрлĕ предметпа экзаменсенче 100 балл пухнă çамрăксем çинчен статья хатĕрленĕччĕ. Вăхăт калама çук хăвăрт шăвать — акă авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ те çитсе тăчĕ. Паян шкулсенче Пĕлÿ кунне, пĕр-икĕ çул каяллахипе танлаштарсан, чылай анлăнрах уявлаççĕ. Республикăри кашни шкултах савăнăçлă линейка иртĕ. Вăл Раççей тата Чăваш Ен ялавĕсене çĕкленипе тата гимн юрланипе пуçланĕ. Ун хыççăн класс сехечĕсем йĕркелĕç. Çапах та çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсем пулĕç? Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ малашне епле йĕркепе пулса пырĕ? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне шырарăмăр.

Коррупцие хирĕçле ыйтусем

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен пур шкулта та федерацин пĕтĕмĕшле пĕлÿ памалли тĕп программа /ФООП/ вăя кĕрĕ. Вăл Çут ĕç министерствин малтанхи сĕнĕвĕсене тĕпрен улăштарĕ. Ку таранччен кашни шкул харпăр программăпа усă курма пултарнă. Учителĕн вара вĕренÿ кĕнекине суйлама май пулнă. 2023 çулхи вĕрентÿ тытăмĕнчи реформăпа килĕшÿллĕн программăна, вĕренÿ пособийĕсене пайăррăн çирĕплетнĕ: Раççейри пур шкулшăн та вĕсем пĕрешкел. Вĕсене пурин те шута илмелле тата пурнăçа кĕртмелле. Паллах, учителĕн харпăр хăйĕн методикипе усă курма ирĕк пур, çапах унăн «ылтăн» стандартăн ыйтăвĕсене шута хумах тивĕ. Çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕ çине куçасси майĕпен пулса пырĕ. Вăл 2027-2028 вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн кăна вĕçленĕ. Экономика, право, астрономи, экологи предмечĕсене обязательнăй йĕркерен кăларĕç. Математика тенĕрен, алгебрăпа геометрисĕр пуçне ку яхăнтан «Вероятнсть и статистика» курс та пулĕ. Аслă классенче 2590 сехетрен 2516 хăварĕç. Вĕренÿ профильне пăхмасăр 10-11-мĕш классенче ăс пухакансемшĕн 13 тĕп предмет хăварĕç. Вĕсем: вырăс чĕлхи, литература, математика, информатика, ют чĕлхе, физика, хими, биологи, истори, обществознани, географи, физкультура тата ОБЖ. Вĕрентÿ программисĕр пуçне воспитани парас ĕçĕн пĕрешкел программине федераци шайĕнчех çирĕплетĕç. Ăна пурнăçа кĕртессишĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи яваплă. Директор канашçи вĕренекенсене ачасемпе çамрăксен пĕрлĕхĕсен проекчĕсене, культурăпа спорт мероприятийĕсене явăçтарĕ. Вĕренÿ дисциплинисенче граждан оборонипе, кăмăл-сипет ыйтăвĕсемпе çыхăннă темăсем пулĕç. Тĕслĕхрен, обществознани, истори тата литература урокĕсенче коррупцие хирĕçле ыйтусене те пăхса тухĕç. Пĕлÿ çурчĕсенче кашни кĕçнерникун 6-11- мĕш классенче вĕренекенсем валли профориентаци енĕпе занятисем ирттерĕç. Çакăн пек занятисем валли миçе сехет кирлине кашни шкул хăй палăртĕ: 40, 60 е 80 сехет? Шкул ачисемпе ĕçлемелли направленисем те паллă ĕнтĕ. Профильлĕ классем: медицина, космос, педагогика тата ытти ен. Урок тулашĕнчи занятисенче тĕрлĕ предприятие экскурсие çитсе курĕç. Шкул ачисен кăмăлне шута илсе хушма пĕлÿ паракан организацисене çитĕç. Колледжсемпе предприятисенче производство практики тухĕç, çавна май професси илнине çирĕплетекен свидетельствăллă та пулĕç. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Уртаракан чир инфекцине тупса палăртнă

Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин тата «Россельхознадзор» федераци учрежденийĕн Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ Антон Лукин журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Кушак çыртнă

— Ветслужба сывă эпизооти лару-тăрăвне тивĕçтерессишĕн выльăх-чĕрлĕхпе кайăккĕшĕк, килти ытти чĕр чун сывлăхне тата продукци пахалăхне тĕрĕслесе-сăнаса тăрать, диагностикăпа ветеринари-санитари тĕллевĕсене, амак ан сарăлтăр тесе ятарлă мероприятисене, уйрăммăн илсен, кулленхи профилактика тата сиплев ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех уйрăмах хăрушă амаксемпе кĕрешет, — терĕ Александр Шакин. — Ветслужба кăçал уртаракан чире епле профилактикăланине, унăн «вучахне» пăчлантарас тĕлĕшпе чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцисем мĕнле ĕçленине тишкерер-ха. Çурлан 18-мĕшĕ тĕлне чĕр чун урнă тĕслĕхе Раççейре — 571, федерацин Атăлçи округĕнче 117 ªçав шутра вăл вакцинацилемен мăйракаллă шултра выльăхăн — 8, йыттăн — 35, кушакăн — 24, вăрман чĕр чунĕн, ытларах тиллĕн, 50 пулнăº шута илнĕ. Кăçалхи сакăр уйăхра республикăра уртаракан чир вирусне виçĕ чĕр чун организмĕнче тупса палăртнă, вăл сарăлнă вырăнсене инфекцирен ятарлă препаратпа тасатнă. Малтан ăна республика лабораторийĕнче Йĕпреç тата Куславкка округĕсенчен илсе килнĕ тилĕ тушкинче пуррине палăртрĕç. Виççĕмĕш тĕслĕх — 2022 çултан кăçала куçни. 2023 çулта Çĕрпÿ округĕнче — Çĕпĕр шыççине, Шăмăршă округĕнче Африка мурне регистрацилерĕмĕр, обĕектсенче инфекцие пĕтерес тĕлĕшпе ятарлă мероприятисене вăхăтра пурнăçларăмăр. Уртаракан чир республикăра иртнĕ 10 çул хушшинче пуринчен ытла 2015 çулта алхаснă — 70 тĕслĕхе шута илнĕ. Çав шутра инфекцие 52 вăрман чĕр чунĕн, 8 йыттăн, 1 пăсаран организмĕнче палăртнă. Ун чухне шучĕ вăрман чĕр чунне, çав шутра тилле, енот йыттине, кашкăра, чĕрĕпе вакцинацилемелли препаратпа республикăна икĕ çул тивĕçтерменрен ÿснĕ. Уртаракан чирпе кĕрешес ыйтăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе тăтăш сÿтсе яваççĕ. Вăл ветслужбăран сывă эпизооти лару-тăрăвне тивĕçтерессишĕн округсенче уртаракан чире çийĕнчех палăртса инфекцирен хăвăртрах тасалассишĕн тивĕçлĕ мероприяти пурнăçлама çирĕп ыйтать. Çурла уйăхĕнче уртаракан амака тупса палăртнă тĕслĕх йышĕ ÿснĕ. Шупашкарта икĕ кушака тытса тĕрĕслеттерме лабораторие илсе кайнă. Пĕрремĕшне — Вăрнар шоссинчен, иккĕмĕшне — Кривов урамĕнчи 17-мĕш çуртăн пĕрремĕш подĕездĕнчен. Иккĕшĕн те хуçи пулман. Иккĕмĕшĕ ачана çыртса ĕлкĕрнĕ, çавăнпа ăна çийĕнчех сиплеме тытăннă. Кушаксен организмĕнче уртаракан чир инфекцине тупса палăртнă, çавăнпа вĕсем çÿренĕ вырăнсене карантина хупма тивнĕ, вирусран тасатаççĕ. — Пирĕн специалистсем килрен киле çÿресе уртаракан чиртен вакцинациленĕ чухне хăшпĕр пÿрт е хваттер хуçи вырăнта пулмасть, çавна май чĕр чунĕ вакцинациленмесĕр юлать, хăйĕн йыттине е кушакне иммунизацилеме ветспециалист килнине пĕлнĕ хыççăн та ветпункта вакцинацилеттерме илсе пыманнисем пур, — каласа кăтартрĕ служба ертÿçи. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Сăн ÿкерĕнме ятарласа килеççĕ те...  катамаранпа ярăнмасăр каймаççĕ

Улатăр тăрăхĕнчи Сергей Гарев хушма пĕлÿ илни кулленхи ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме май панине çирĕплетет. «Фермер шкулĕ» уçăласси çинчен округ ертÿлĕхĕнчен пĕлнĕ вăл. Хăйĕн проекчĕпе хавхаланса паллаштарнăскере хайхи шкула тÿлевсĕрех вĕренме илнĕ.

Пĕвене пулă янă

«Стемас çывăхĕнчи тавралăха хăтлăх кĕртес ĕçе 10 çул каялла пуçларăм. Ун чухне ултă юпа лартса витрĕм, виçĕ сак вырнаçтартăм. Пĕчĕк пĕве пĕвелерĕм те пăрăх хурса хăвартăм. Çуркунне шыв тулнăччĕ. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн пĕве ăшăхланса юлчĕ. Ĕç тухманнине кура, паллах, кăмăл пăсăлчĕ», — аса илет Сергей Юрьевич. Йăлтах çĕнĕрен пуçлама тивнĕ пулин те алли усăнман унăн. Дамба хăпартнă. Пăрăха илсе канав чавнă. Пĕве тинех тулса-сарăлса пынă. Пулă ĕрчетес ĕмĕтне те пурнăçа кĕртнĕ вăл. Çав тĕллевпе Пăрачкав тăрăхĕнчи Кудеихăна ятарласа çулленех кайнă. Унтан пичкепе вĕтĕ пулă илсе килнĕ. Карпа, хулăн çамкаллă пулла /толстолобик/ çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пограничник кунĕнче, пĕвене янă. Çак пулăма арçын хăй чикĕ хĕрринче хĕсметре тăнипе çыхăнтарать. Лайăх апатлантарнине кура пулă хăвăртах вăй илнĕ. Авăн уйăхĕнче пĕр килограмм ытла таяканскерсене вăлтапа та, тетелпе те тытнă. Çак ĕçе сутса укçа тăвас тĕллевпе йĕркелемен вăл. Пуллăн пысăк пайне тăванĕсене халĕ те ахалех валеçсе парать. Пĕррехинче транспортпа аслă çулпа пынă чухне хайхискер беседка асăрханă. Килĕшнине туянса пĕве çывăхне кайса лартнă. Çапла майпа ку вырăн Гаревсен çемйине кăна мар, ял-йыша та илĕртме пуçланă. Кану вырăнĕ улмуççи садĕнче вырнаçнине те каласа хăвармалла. Пан улми йывăççисем çеçкене ларсан ку тăрăх уйрăмах хитрине палăртать Сергей Юрьевич. Ахальтен мар ун чухне сăн ÿкерĕнме килекен йышлă-мĕн. Сергей Гарев пĕвере ярăнма катамаран туяннă. Çынсен кăмăлне тупма май килни нимрен ытла савăнтарать ăна. Халăх çакăнта уявсенче килме пуçланă. Анчах пысăк йыш пĕр беседкăна кĕрейми пулнă. Çавна шута илсе арçын малтан — иккĕмĕшне, унтан виççĕмĕшне вырнаçтарнă. Çак вырăна хăтлăлатмашкăн мĕн чухлĕ укçа хывнине курса çынсем хăйсемех канăва тÿлевлĕ йĕркелемешкĕн сĕннĕ. «Беседка арендăлакансем пулă тытма ирĕк ыйтаççĕ — тархасшăн, никама та чармастăп», — хушса калать «Оазис» кану вырăнĕн хуçи. Чуччу çакнă, волейболла вылямалли лапам хута янă. Вăхăта усăллă ирттермешкĕн унран ытла тата мĕн кирлĕ? Чуччу ăсталама юман каштасем ятарласах илсе килнине палăртмасăр хăвараймăн. Арçынсене пулăшма чĕннĕ. Трактор кĕрлеттерсе çитнĕ. «Пĕлтĕр йывăçран кÿлепесем касса кăларакан ăстапа çыхăнтăм. Константин Смирнов хĕлле пирĕн патрах пурăнчĕ. Тирекрен тăватă кÿлепе ăсталарĕ. Вĕсене хамах лакпа витрĕм», — ăнлантарать илеме хаклама пĕлекенскер. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

♦   ♦   


Тăванĕсене шыраса Беларуçа çитнĕ

Пĕррехинче, республика шайĕнчи «Çулталăк вожатăйĕ» конкурсра çĕнтернĕ Лариса Калягинăран интервью илнĕ чухне, журналистсем унăн ĕмĕчĕпе кăсăкланнă. «Беларуçа кайса килесчĕ», — тенĕ çавăн чухне Лариса Валентиновна. Унтанпа 23 çул иртнĕ. Анчах ĕмĕт пăчланман çеç мар, вăйлансах пынă. Кăçал вăл ăна пурнăçланă

«Жди меня» кăларăмсăрах

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан, 34-мĕш ача садĕнче воспитательте ĕçлекен Лариса Валентиновна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ — чăваш, амăшĕ вара белорус пулнă. Вĕсем çамрăк чухне Ставрополь тăрăхĕнче вĕреннĕ вăхăтра паллашнă, пĕр-пĕрне килĕштернĕ, çемье çавăрнă. — Пĕчĕк чухне ăнлансах кайман, ÿсерехпе вара аннен çуралнă кĕтесне кайса килес туртăм вăйланса пычĕ. Ача чухне унта илсе кайнă-ха мана: эпĕ 3-реччĕ, пичче Юра — 5-6-сенче. Анчах мĕн астуса юлма пултарнă-ши пĕчĕкскер? Шăпах пиччепе Юрăпа тата инкепе Ленăпа пĕрле эпир халĕ Беларуçа тепĕр хут кайса килтĕмĕр, — каласа кăтартрĕ Лариса Валентиновна. Çула тухасси ăна нихăçан та хăратман. Май пулсан пĕтĕм тĕнче тавра та çаврăнма хатĕр вăл. Хăй вăхăтĕнче спортра пысăк çитĕнÿсем тунăскер волейболла выляссипе хĕрарăмсен командисен фестивальне хутшăннă. Шăпах çавнашкал ăмăртусене пула Хусана, Саратов облаçне, Кабарда-Балкар Республикине çитнĕ. Акă хальхинче те Беларуçа кайма май пуррине пĕлсен ним чухлĕ те шухăшласа тăман, тÿрех çула хатĕрленме тытăннă. — Эпир машинăпа кайса килтĕмĕр, — терĕ Лариса Валентиновна. — Аннен çуралнă ялĕ мĕн ятлине пĕлнĕрен маршрут йĕркелеме йывăр пулмарĕ. Анчах ку таранччен тăвансемпе çыхăну тытманччĕ, çавăнпа вĕсем пирки нимех те пĕлмен. Хамăрăн тăвансене тупаятпăр-и, тупаймастпăр-и — çакă шухăшлаттарчĕ паллах. Добруш районĕнчи Дубровка ялне çитсен пĕрремĕш пÿрте шаккарăмăр, хамăрпа паллаштартăмăр. Пире кăмăллăн йышăнчĕç, ватă çынсемпе калаçма сĕнчĕç. Çапла 90 çулти кинемей патне çитсе тухрăмăр. Вăл та тÿрех пулăшаймарĕ. Пире канмалли çурта вырнаçтарчĕç, мĕн кирлипе тивĕçтерчĕç. Çав вăхăтра ялта Чăваш Енрен килнĕ çынсем çинчен сăмах сарăлма та ĕлкĕрнĕ. Тепĕр кунхине пирĕн пата тăвансем килсе кĕчĕç, хăнана чĕнчĕç. Вĕсем те пире шыраса тупма ĕмĕтленнĕ иккен. Иккĕмĕш сыпăкри аппам, халĕ Ярославльте пурăнаканскер, пирĕн çинчен мĕн те пулин пĕлес тесе «Жди меня» телекăларăма çыру яма та хатĕрленнĕ. Хĕрĕм те çапла тума сĕннĕччĕ. Анчах мĕншĕн унта çырмалла-ха? Эпир ăçта каймаллине пĕлетпĕр — хамăр та шыраса тупаятпăр. Çапла пулчĕ те. Халĕ пĕр-пĕрне тек çухатас марччĕ тетпĕр, социаллă сетьсенче çыхăну тытатпăр. Тăвансемпе çывăхарах паллашнă май çакă та палăрчĕ: иккĕмĕш сыпăкри пиччем ахаль çын мар иккен — вăл Беларуç Республикин Президенчĕн Александр Лукашенкăн Администрацийĕнче нумай çул ĕçленĕ, унпа та калаçма тÿр килнĕ унăн. Тата ирхине пирĕн пата пĕр хĕрарăм пычĕ. Вăл манăн иккĕмĕш сыпăкри пиччен иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ иккен. Вăл та хăнана илсе кайрĕ. Çывăхарах паллашрăмăр та çак хĕрарăм, 82 е 83 çултискер, манăн аннепе пĕр класра вĕреннине пĕлтĕм. Вăл анне çамрăк чухне мĕнле пулнине каласа кăтартрĕ. Хайхискерсем тăватă юлташ пулнă, пĕрле выляса ÿснĕ. Анчах аннене тепĕр хĕр тусĕ пĕрле вĕренме инçете кайма чĕннĕ, çапла вĕсем Ставропольте штукатур-маляр ĕçне алла илнĕ. Унтан анне тăван ялне таврăнман, аттене качча тухса Чăваш Енре пурăнма тытăннă. Виличчен Беларуçа кайса килме ĕлкĕрчĕ-ха. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


«Ентешсем пулăшса тăни вăй-хăват кÿрет»

— Аслисем мĕнле вĕрентеççĕ, веçех ăса хывмалла. Çав шутрах окопа та ансăр тата тарăн чавмалла. Ку хамăрăн хăрушсăрлăхшăнах лайăх. Çавăнпа эпир блиндажсене 2-3 метртан кая мар чавса хатĕрленĕ, — нумаях пулмасть отпуска килсен каласа кăтартрĕ Юрий Иванов. Вăл Украинăри ятарлă çар операцине пĕлтĕрхи кĕркунне тухса кайнă.

Йывăррипе аса килмест Каччă Вăрмар районĕнчи Çитмĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шăллĕпе Вовăпа иккĕшĕ те пĕчĕкренех ытти арçын ачапа пĕрле урамра вылянă-чупнă. Юнашар ялти Кĕлкеше шкул сукмакне такăрлатнă. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Нимĕнле ĕçрен хăрамасăр çитĕннĕ вĕсем. Выльăхчĕрлĕх те пăхнă, пахчара та тăрмашнă, фермерсем патне те ĕçлеме çÿренĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Юрий Шупашкарта сварщик специальноçне алла илнĕ. Кĕçех унăн салтак аттине тăхăнма вăхăт çитнĕ. — Атте те салтакра пулнă, çавăнпа мана çар тивĕçне пурнăçлама тивесси нихăçан та хăратман. Юлташсене салтак юрри юрласа ăсататтăмăр. Кайса килнисем Тăван çĕршыва хÿтĕлекенĕн мĕнле пулмалли, мĕн асра тытмалли, йĕркене пăхăнмалли çинчен каласа кăтартатчĕç. Пурпĕрех хăв кайса курмасăр унти пурнăçа пĕлместĕн. Физкультура урокне юратсан, ялта ĕçлесе пиçĕхсен, унсăр пуçне спортпа туслă пулсан, паллах, кирек камшăн та салтакра çăмăлрах. Маншăн çав вăхăтра йывăрлăхсем пулман, — аса илчĕ çар çынни. Ят тухсан — каймаллах Юрий Ивановăн служби Амур облаçĕнче иртнĕ. Вăл механик водитель пулнă. Салтак аттине хывсан аякри хулана ĕçлеме çÿренĕ. Ашшĕ пурнăçран уйрăлсан килти мĕн пур ĕç аслă ачисем çине тиеннĕ. Амăшĕ виçĕ ачапа тăрса юлнă, алăра пĕчĕк хĕр — Эвелина. Шăллĕ салтакра чухне Юрий пÿрт тăррине улăштарса çĕнĕрен виттернĕ. Кĕркунне мобилизаци пуçлансан ăна повестка панă. Каччă çакна кĕтнине пытармарĕ, вăл кутамкка пуçтарма унчченех пуçланă. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче ытти çамрăкпа тата ялти икĕ каччăпа пĕрле Ульяновска çитнĕ. Анчах пĕрле кайнă иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕн амăшĕ çĕре кĕнине пула унăн йăмăкĕсем патне таврăнма тивнĕ. — Ят тухрĕ пулсан — каймаллах. Эпир мар тăк — кам? Арçыннăн шăпи çавăн пек, Тăван çĕршыва сыхламалла. Çакна аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра лайăхрах ăнланма пуçларăм. Ульяновскра пире çар ĕçне çĕнĕрен аса илтерчĕç, вĕрентрĕç- хатĕрлерĕç. Аманнисене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ мĕнле памаллине ăса хыврăмăр, — каласа кăтартрĕ Юрий. Вĕсене гуманитари пулăшăвĕпе те тивĕçтернĕ. Мобилизациленисене Ульяновскра Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пулса курнă инструкторсем вĕрентнĕ, унти лару-тăрупа паллаштарнă. Раштав уйăхĕнче çар эшелонĕпе кайса вĕсем пĕр облаçе çитнĕ, унтан — салана. Неонацистсен хаярлăхĕ чуна çÿçентернĕ. Хĕл сивви палăрсан та йĕри-тавра юр курăнман. Окоп чавмалла — çĕр кăштах шăннă. Вĕсем малтанах рашчара вырнаçнă. Çĕр пÿрт чавма тытăннă. Сăмах май, çулла унта Чăваш Енринчен самай шăрăхрах. Акаци нумай ÿсет. Вăл кунти пек мар, шултра йĕплĕ, йывăçĕ те урăхлараххине палăртрĕ каччă. <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.