Комментировать

11 Окт, 2014

«Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Ку нормативсене пурнăçлас тĕллевпе тĕрлĕ ÿсĕмри - 11 ушкăнри - 1000-е яхăн çын килнĕ.

Спорт уявне Раççей Геройĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, кĕрешÿçĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Александр Карелин, Раççей боксерĕ, тĕнче чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Валуев, Олимп чемпионĕ Игорь Лавров килсе çитрĕç.

«Ку енĕпе Чăваш Ен - лидерсенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир ГТО нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи куна шăпах кунта ирттеретпĕр», - терĕ Павел Колобков.

Николай Валуев çамрăк спортсменсене акă мĕн сунчĕ: «Хăвăр ума тĕллев лартăр, çапах çул варрине çитсен ан чарăнăр. Тĕллеве нумай ĕçлесен çеç пурнăçлама май килет».

Сăмах май, Николай Валуев /вăл 2,13 см çÿллĕш/ Чăваш Енре пĕрремĕш хут хăйĕнчен çÿллĕрех çынпа тĕл пулнине пĕлтернĕ. Каччă, хушамачĕ паллă мар, “Шупашкар хурчкисем” баскетбол командин членĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.