Комментировать

17 Окт, 2014

ХХ ĕмĕрти чи вăйлă кĕрешÿçĕ

Александр Карелинпа пирĕн штатра тăман корреспондент форум вăхăтĕнче калаçнă

Пирĕн республикăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума Олимп вăййисен тата тĕнчен 30 ытла чемпионĕ хутшăнчĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ - РФ Патшалăх Думин депутачĕсем: Александр Карелин кĕрешÿçĕпе Николай Валуев боксер. Вĕсем форума хутшăннă пин-пин çын хушшинче уйрăмах курăннисем. Анчах çакна палăртар: Н.Валуев нимĕнле Олимпиадăра та ăмăртман, вăл профессионал бокс енĕпе тĕнче чемпионĕ, урăхла каласан, «çĕнетÿ» саманинче вăй илсе аталаннă спортри коммерсант, пайтаçă. 1996 çулта Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ А.Карелин, классика мелĕпе кĕрешекенскер, вара 1988, 1992, 1996 çулсенче Кăнтăр Корейăра, Испанире, Америкăра иртнĕ XXIV-XXVI Олимпиадăсенче - ылтăн, 2000 çулта Австралири Сидней хулинче пулнă Олимп вăййисенче кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. Тăван çĕр-шыв чысне вун пилĕк çула яхăн хÿтĕлесе Александр Александрович тĕнче чемпионачĕсенче - 9, Европăра мала тухассишĕн ирттернĕ турнирсенче 12 хутчен пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакăн пек нумай награда çĕнсе илнĕ кĕрешÿçĕ ХХ ĕмĕрте тĕнчере урăх пулман. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.