Комментировать

8 Апр, 2025

Хыпар 26 (28343) № 08.04.2025

Ăçта вараламаççĕ – çавăнта таса

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Мăнкун çывхарнă май тирпейлĕх çинчен аса илтернинчен пуçларĕ: «Кану кунĕсенче коллективсене субботника илсе тухмалла. Çакна та асра тытасчĕ: тасатакан çĕрте мар, вараламан вырăнта таса...»

Проектсем ĕçе васкатма хистеççĕ

Кун йĕркинчи тĕп ыйту вара пуçаруллă бюджет проекчĕсемпе çыхăннă ĕçсене контрактласси пулчĕ. Ку енĕпе мĕн пур муниципалитет хастар ĕçлет теме çук-ха. Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, республикăра юлашки çулсенче пуçаруллă бюджет мелĕпе 5,2 пин ытла проекта тӳрре кăларнă — 5,9 миллиард тенкĕлĕх. Çав шутра республика бюджетĕнчен — 4 миллиард, вырăнсенчи бюджетсенчен 1,2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Граждансем, предпринимательсем, предприяти-организаци 600 миллион тенкĕ хывнă. Çул тăвассипе, юсассипе çыхăннă проект нумай. Тепĕр тесен, ытти ĕç те айккинче юлмасть. Инна Вячеславовна уйрăмах ăнăçлă проектсене пайăррăн асăнчĕ. Çав шутра — Патăрьелте паттăрсене асăнса обелиск туни, Çĕрпӳ округĕнчи Хорнуй ялĕнчи пĕвене тасатни, Элĕк округĕнчи Илленушкăнь ялĕнчи халăха шывпа тивĕçтерни, Шупашкар округĕнчи Мăнал урамне çутатса тăмалла туни тата ытти те — ку списока вăрăм тăсма пулать. Кăçал 1555 проекта пурнăçламалла — пĕтĕмпе 3,3 миллиард тенкĕлĕх. 2,2 миллиардне — республика, 1,2 миллиардне муниципалитетсен бюджечĕсенчен уйăраççĕ. 300 миллионне граждансем, предпринимательсем хăйсем çине илеççĕ. Ку хутĕнче те автоçулсемпе çыхăннă проект ытларах. Çавăн пекех граждансем коммуналлă хуçалăха аталантармалли, кану вырăнĕсене хăтлăлатмалли, юшкăн тулнă кӳлĕ-пĕвене тасатмалли тата ытти ĕç пурнăçламалли проектсене пурнăçа кĕртесшĕн. Хальлĕхе 568 проект тĕлĕшпе подрядчиксемпе контракт тунă. Çав вăхăтрах темиçе округра паянхи кун тĕлне пĕр контракт та çук, çийĕнчен контрактаци тĕлĕшпе вĕсене планграфика та кĕртмен. Çавна май Инна Волкова контрактсем тăвас ĕçе малтан палăртнă пек çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлесси пирки иккĕленнине те пытармарĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Олег Николаев «уксахлаканнисене» хăйсене итлес терĕ. Чи малтан Çĕмĕрлесене сăмах пачĕ. Округ пуçлăхĕ Эдуард Васильев палăртнă тăрăх, вырăнти бюджетран укçа уйăрас енĕпе чăрмав пулнă-мĕн — çавăнпа тытăнса тăма тивнĕ. Ыйтăва татса панă — Çĕмĕрле тăрăхĕнче пурнăçламалли çичĕ теçетке ытла проектпа ĕçлеме пуçлĕç. Чăн та, контрактсене алă пусасси çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать-тĕр. Элĕксен вара муниципалитет нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем сутăн илес енĕпе администрацире специалистсем пулман иккен: пăрахса кайса пĕтнĕ — «пĕри те юлмарĕ...» Халь кадрсем пур пулас — контрактаци енĕпе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Йĕпреçсене сăмах тивни сăлтавсăрри палăрчĕ. Округ пуçлăхĕн çумĕ Николай Федоров çирĕплетнĕ тăрăх, проектсен пĕр пайĕпе контракт тунă ĕнтĕ, ыттисене те план-графика кĕртнĕ. Олег Николаев округ ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменнисен списокне лекнин сăлтавне тĕпчеме сĕнчĕ, пĕрлех Николай Георгиевича асăрхаттарчĕ: «Енчен те эсир тĕрĕс мар информаци пани уçăмланчĕ тĕк, ан кӳренĕр, сире те, округ пуçлăхне те явап тыттарăпăр...» Ватăсене — тимлĕх Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов республикăра ватăсене пулăшма пуçарнă проектсем çинчен каласа пачĕ. «Тимлĕ пул — пулăшма вĕрент» проект, министерство Общество палатипе, Хĕрарăмсен союзĕпе пĕрле пурнăçлаканскер, ветерансене, ятарлă çар операцине хутшăннисене пулăшассине тĕпе хурать. Çынсене вĕсене пăхма вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Канашлу валли ятарласа видеосюжет хатĕрленĕ те — пĕр хĕрарăм вырăнпа выртакан упăшкине вунă çул пăхни çинчен калать. Çийĕнчен унăн 102 çулти тăванĕ пур, хăйĕн амăшĕ те ватă — вĕсене те тимлĕх кирлĕ. <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   ♦


Çăва шывран уйăрать

Мускавра пуш уйăхĕнче иртнĕ «Архимед-2025» салонра техника наукисен кандидачĕ Сергей Никитин изобретатель хăй ăсталанă «ЭКО-СОЖ» тата «Флотатор-У» установкăсем кăтартнă. Унтан таврăнсан вăл «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравларĕ.

— Сергей Иванович, çав механизмсем мĕн тума кирлĕ?

— Промышленноçăн тĕрлĕ отраслĕнче усă курма. «ЭКО-СОЖ» — тимĕре токарь станокĕпе, ытти хатĕрпе касса тĕрлĕ продукци тунă, прокатланă чухне усă куракан сĕрмелли-сивĕтмелли шĕвексене лайăх тасатма, сиенсĕрлетме тата вĕсен малтанхи физикахими пахалăхĕсене тавăрса, «Флотатор-У» вĕри, сивĕ, кислоталлă, çумалли ытти шĕвеке тасатса производствăра усă курма пулăшаççĕ. Çавăн пекех ку установкăсемпе шыва техника çăвĕнчен, нефтьрен тата унăн продукчĕсенчен тасатнă чухне усă кураççĕ. Касакан-татакан хатĕрсем патне парса тăракан çусене е сивĕтекен хутăшсене тĕпне ларакан таса мар япаласенчен, магнит туртса илекен тата илмен тĕпренчĕксенчен тасатса, микробĕсене вĕлерсе производствăна тавăрать. Эпир ĕçе кĕртме сĕннĕ хатĕрсем тасатмалли хутăшсене перекетлеме май параççĕ.

— «ЭКО-СОЖ» — мĕнле аппарат вăл? Куçпа курма пулать-и?

— Çĕршывра пурăнакансем ăна 2014 çулта Мускав телекуравĕн кăларăмĕнче пĕрремĕш хут курчĕç. Унта илсе кайни пĕчĕк сăмавартан пысăк марччĕ. Тасатмалли эмульсие шута илсе пысăкрах тума пулать. Ун çине пăхсан тимĕр листисене пур енчен те çыпăçтарса тунă ещĕке аса илтерет. Унта пĕр шăтăкĕнчен производствăра усă курнă техника çăвĕллĕ таса мар шĕвек юхса кĕрет, чи аялти кранĕнчен — таптаса çу, çӳлерехринчен тăрă шыв юхса тухаççĕ. Нефть тата шыв хутăшне ун витĕр кăларсан ещĕкĕн чи аялти кранĕнчен — тап-таса нефть, çӳлерехринчен тăрă шыв юхаççĕ. Ĕçлеттерме электричество, бензин-соляркăпа е пăспа ĕçлекен ятарлă оборудовани, шала вырнаçтарма тĕрлĕ тĕллевлĕ фильтрсем кирлĕ мар.

— Унпа ăçта усă курма пултараççĕ?

— Нефть тата унран тунă продуктсем турттаракан юхан шыв тата тинĕс транспорчĕн предприятийĕсенче. Карапсене пушатнă хыççăн цистернăсене ятарлă шĕвекпе çăваççĕ, ăна юхан шыва е тинĕсе юхтарса кăларса çутçанталăка варалаççĕ. Эпир çав хутăша пирĕн устройство витĕр кăларма сĕнетпĕр. Унпа хулари е ялти кӳлĕ шывне нефтьрен е унăн продукчĕсенчен тасатма пулать.

— Мазут Хура тинĕсе вараларĕ. Ăна шывран уйăрма пултарать-и?

— «ЭКО-СОЖ» уйăрмасть, мазут нефть е техника çăвĕ пек мар, шыва путать, унпа хутăшса пăтранмасть, мĕншĕн тесен тытăмĕ нефтьпе унăн продукчĕсенни пек мар. Мексика заливĕнче танкертан нефть юхса тухрĕ. Пирĕн хатĕр çав хутăша шывпа нефте пайласа лайăх уйăрать. Эпир мазута шывран уйăракан хатĕр те турăмăр. Вăл мазута шывран питĕ аван уйăрать, мазута производствăна тавăраççĕ. «ЭКО-СОЖпа» кашни сехетре 25 тонна таран тасатас, унăн ĕçне хăвăртлатас тĕллевпе таса мар хутăша насуспа хăвалама пулать. Электричество пĕтерсе тăкакланас мар тесен хутăша хăйĕн еккипе çеç тултарса тăмалла. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Тăшмана тинĕсре тĕп тунă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса Ленин орденне тивĕçнисенчен пĕри — Тăвай районĕнчи Лачкасси ялĕнче çуралнă Михаил Игнатьев.

Вăл, «С-7» шыв ай киммин штурман электрикĕсен уйрăмĕн командирĕ, Германин тата унăн сателличĕсен 4 карапĕпе 1 транспортне пĕтерме хутшăннă. Ку тăшманшăн курăмлă çухату пулнă. Михаила флота 1939 çулта Аçтăрхан хулинче илнĕ. Моряк-подводниксен шкулĕнче вĕреннĕ, электрик. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче, вăрçă пуçланиччен 3 кун маларах, «С-7» Рига заливĕпе Балти тинĕсне çыхăнтаракан Ирбе проливĕн хĕвел анăç çыранĕнче СССРа хирĕçле патшалăхсен карапĕсене сăнанă. 22-мĕшĕнче, çур çĕр иртсен, «С-7» командирĕ Сергей Лисин капитанлейтенант кимме çĕршыв чиккине хӳтĕлеме хатĕррисен 1-мĕш номерне тивĕçтересси, 15 сехет те 45 минутра мĕн пур карап-кимĕпе вăрçă вăхăтĕнчи пек хӳтĕленме пуçласси çинчен хушу илнĕ. Вăрçă пуçланнине «С-7» çав кун, 19 сехет те 59 минутра, пĕлнĕ. 23 сехетре командир нимĕçсен торпедăллă 2 катерне — хăвăрт çӳрекен «S-60» тата «S-35» шнельботсене — асăрханă, субмаринăна иккĕшĕ те совет карапĕсен сигналĕпе хуравланă. Вĕсен аппарачĕсене пирĕн сăнавпа çыхăну службисенчен тытса илнине С.Лисин кайран çеç ăнланса илнĕ. Çав самантра хăйĕн патне «кĕрĕк пĕркеннĕ» тăшман çывхарнине тĕшмĕртме пултарайман, катера пирĕн чирлĕ матроса хурса ярас тенĕ. «С-7» тата шнельботсен хушшинче 440 метр пек юлсан тăшман субмарина еннелле темиçе торпеда кăларса янă. «С-7» вахтинчисем хăйсен патне торпедăсем хăвăрт çывхарнине асăрхасанах командира пĕлтернĕ, вăл кимме хăвăрт пăрса майлă лартма хушнă. Торпедăсем корпусăн сулахай çумĕпе, 1-4 метр айккинчен, иртнĕ. Экипаж, çав шутра Михаил, вилĕмрен пĕрремĕш хут çапла çăлăнса юлнă. Кимме нимĕçсем зенитка-тупăран та пенĕ, «С-7» хăвăрт шыв айне аннă, лешсем ăна сирпĕтме 4 бомба пăрахнă. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче çав шнельботсемех торпедăсемпе пирĕн «С-3» субмаринăна, Латвири Либавăран Ленинград патнелле шыв çийĕпе чакнăскере /юсаса пĕтерейменрен вăл шыв айĕпе ишеймен/, атакăланă, иккĕшĕ те кимĕ айккипе иртнĕ. Тупăсенчен те пенĕ, çывăхнех пырсан ун çине матросĕсем гранатăсем ывăтнă, бомбăсем пăрахнă, пĕри çурăлнă — «С-3» путма тытăннă. Унăн экипажĕ 43 морякран тăнă. Тата унта «С-1» киммĕн 40 подводникĕпе Либавăра карапсене юсанă, нимĕçсен аллине ан лекчĕр тесе илнĕ рабочисем пулнă. Пурĕ кимме 100 яхăн çын кĕрсе тулнă. Шыва путнă субмаринăран 9-ăн çеç тухса ĕлкĕрнĕ, пурте тыткăна лекнĕ. «С-7» кимме тăшман шултра пульăсемпе темиçе тĕлтен лектернĕ, 7-мĕш отсекра пушар тухнă. Чăн та, ăна çийĕнчех сӳнтерме май килнĕ. Вăл пирĕн флотăн Виндавăри базине çитнĕ. Кĕркунне-хĕлле блокадăри Ленинграда хӳтĕлеме хутшăннă. <...>

♦   ♦   ♦


Эмелпе те, курăкпа та

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сĕнтĕк Çырми ялĕнче тăватă ачаллă çемьере виççĕмĕш пепке пулса çуралса ӳснĕ вăл. Вăхăт çитсен çывăхри Хусанушкăнь ялне шкула утнă. Хăй аса илнĕ тăрăх, ботаника, биологи предмечĕсене юратса вĕреннĕ. Халĕ ӳсен-тăран тĕнчипе çывăх пулнинче чечек-курăка мĕн пĕчĕкрен килĕштернин витĕмĕ те пурах-тăр.

Ашшĕн тĕслĕхĕ

Çак туртăма унра вĕрентекенсем те аталантарнă: Валентина Ванюшкина /халĕ Сольнова/ çак предметсене тытса пыракансене чунтан килĕштернĕ. Çапах та ытти предмет та илĕртнĕ хĕре. Сăмахран, чĕлхе урокĕсенче вăл тĕрлĕ автор çинчен каçса кайса итленĕ, вĕсен хайлавĕсене пăхмасăр вĕреннĕ. Аллинче киçтĕке çăмăллăнах çавăрттараканскер тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне Есенин портретне те ӳкернĕ — конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Валентина ӳсен-тăран сиплĕхне ачаранах пĕлнин тепĕр вăрттăнлăхĕ те пур-ха. Амăшĕ 1947 çулта Етĕрнери педагогика училищинче вĕреннĕ, унтан кĕçĕн классемпе ĕçлеме тытăннă. Çапла 45 çул ачасене халалланă амăшĕ, каярахпа та ĕçлеме пăрахман. Ашшĕ вара медицинăна нимрен ытла юратнă, вăрçăран таврăнсан Пысăк совет энциклопедийĕсене «шĕкĕлченĕ». Вăл вуланине хĕрĕ те тимлесех итленĕ. Пĕр вăхăт пластинка нумай туяннă, анчах та вĕсене итлеме майĕ пулман. Çавăнпа яла чи пĕрремĕш граммофон килсенех ăна сутуçă фельдшера тыттарнă. Василий Егорович чĕре таппине, инфаркт, инсульт паллисене хăй тĕллĕн итлесе вĕреннĕ. Пулăшу ыйтма пыракансене те тӳрех антибиотик йĕплеме васкаман, пĕлнĕ: енчен те вăл та пулăшмасан малашне тата мĕн тумалла? Хавшанă çынсене, ача-пăчана малтан халăх мелĕпе сипленĕ. Нумай чухне — усăллă ӳсен-тăранпа: пылпа, ăш çăвĕпе. Утар тытакан арçын пылшăн никамран та нихăçан та укçа илмен. Çавăнпа та икĕ арçыннăн калаçмалли тупăнсах тăнă ĕнтĕ: юратнă вĕрентекенĕпе тăван ашшĕ мĕн çинчен калаçнине вара хĕр пĕрчи хăлха тăратсах тимленĕ. Çемье пуçĕ малтан Хĕрлĕ Чутай больницинче терапевтпа пĕрле ĕçленĕ, каярах вара ăна «вăрман урлă» куçарнă. Кунта ĕнтĕ ăна палламан çын юлман. Василий Егорович ĕç хыççăн та киле васкаман: кам нумаях пулмасть ача çуратнă — вĕсене патронат пек çитсе курма тăрăшнă: вăрçăран аманса таврăннисен тĕлĕнчен вăл нихăçан та пăрăнса иртмен. Пурин валли те ăшă сăмах-канаш та, сиплĕ курăк та тупнă. Пархатарлă ĕçне хакласа Василий Егоровича 1974 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ фельдшерĕ» хисеплĕ ят панă. УЗИ вырăнне — ывăç «Аллинчен те тĕлĕнеттĕмĕр… Вăл вăхăтра УЗИ аппаратури пулман вĕт. Атте вара аллине хурсах ку е вăл орган шыçнине пĕлетчĕ, хăвăртрах операци тумаллине калатчĕ. Пĕррехинче ялти арçын чупса килчĕ — арăмĕ вилес пекмĕн! Атте, хăй те нумаях пулмасть кăна Чутай больницинче выртса тухнăскер, васкасах чупса тухса кайрĕ. Каярах пĕлтĕм: вăл хĕрарăма больницăна илсе кайма машина шыранă-мĕн. Вăхăт кĕскелсех пынă. Телее, пулăшу кирлĕскере шурă халатлисем патне вăхăтра илсе çитернĕ, хĕрарăма вилĕм аллинчен туртса илнĕ. Хырăм ай парĕ шыçнине алăпа пуссах палăртнă атте ăна çапла пурнăç\пилленĕ. Хĕрарăм атте вилнĕ хыççăн та тата 15 çул пурăнчĕ. Анне шкулта ĕçленипе эпĕ ытларах аттепе больницăсем тăрăх çӳреттĕм. Мана выляма банкăсем паратчĕç. Пĕрре çапла атте банка тытнă та чирлин çурăмĕ тăрăх шуçтарать: «Ой, тыт, тыт, кур-ха, çӳлелле тарать…» Ун чухне банкăпа усă курса сиплессине пĕлмен те, атте вара çав меслете те алла илнĕ-мĕн», — тет хĕрĕ. Василий Егорович пирки ялта «Турă панă çын» тенĕ, çĕнĕ кайăк хушăнакан кашни çемье унпа кумлашма тăрăшнă. Ашшĕн мелĕсене сăнаса хĕрĕ те халăх меслечĕсене алла илме хăнăхать. Хăйĕн пепки ӳпке шыçнипе аптрасан вăл ăна сухан пĕçерсе ура çине тăратнă. Паллах, кунта хăйĕн технологийĕ пур. Халĕ çав ача кăххăм! та ӳсĕрмест-мĕн. Хăйĕн çулĕпе Ашшĕн çулĕпе темĕн чухлĕ утсан та Валентина Васильевна хăйĕн сукмакнех шыраса тупать — ятарлă пĕлӳ илнĕ хыççăн «Чăвашсельстрой» лабораторийĕнче инженерта ĕçлеме пуçлать. Унтан ăна сметăпа килĕшӳ уйрăмне куçараççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хĕрарăм специальноçсăр та ĕçлесе пăхать. Унтан ЖКХ тытăмне ПТО инженерĕнче ĕçлеме чĕнеççĕ. Раççей Федерацийĕн «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята вăл шăпах çавăнта тивĕçет. Вăхăт иртет, ачасем ӳсеççĕ. Асли çĕршывăн тĕп хулинче вĕренет, кĕçĕнни кукашшĕн тата амăшĕн ĕмĕтне пурнăçласа медицина енĕпе пĕлӳ илет. Ашшĕ çинчен каласа панă май эпĕ Валентина Васильевна та медицинăнах суйланă пулĕ тенĕччĕ. Çук иккен, йăнăшнă. Сăмах май, çак йăнăша асăрхакан татах та тупăннă. «Эсир хăвăр вырăнта вăй хумастăр, — тенĕ ăна пĕр арçын вăрахчен тĕсесе пăхсан.

— Сывлăх хуралĕнче калама çук пысăк усă кӳнĕ пулăттăрччĕ…» Тăванĕ Валентинăна фронтрах массаж тунă хĕрарăм патне илсе каять. Анчах та лешĕ ĕç вăрттăнлăхĕсене кăтартма килĕшмест — хусканусене пĕли-пĕлми пурнăçласан пăсса хума кăна пулать. Валентина пĕр вăхăт сипленĕ хыççăн хайхи хĕрарăм ура çине тăрать. Хĕре пушă пӳлĕме чĕнсе кĕрет, хăйĕн кĕлетки çинчи ыратакан вырăнсене пӳрнепе шыраса тупма хушать. Хĕр хушнине çăмăллăнах пурнăçлать. Çакăн хыççăн фронт витĕр тухнă массажистка хăй пĕлекен ăслайсене те кăтартать. Çĕр пин ӳсен-тăран çĕршывĕ Чăваш Ен 100 пин тĕрĕ кăна мар, 100 пин ӳсен-тăран çĕрĕ те пуль. Хăш чечек-курăка ытларах пуçтараççĕ-ши сиплевçĕсем? «Сар çип ути юн пусăмне йĕркене кĕртет.\ Сыпăсем ыратнинчен пулăшаканнисене пухатпăр. Хыр, чăрăш туратти пуçтаратпăр, мунча кĕме куршакра яланах курăк пăшăхлаттăмăр. Курăкпа тĕрлĕ чире сыватни пулнă. Пĕррехинче киле килтĕм те – тăваттăри хĕрĕм аптранă. Аллерги пуçланнă иккен, ăна маринадланă хăяр çитернĕ тата какао ĕçтернĕ. Эпĕ ĕçрен килнĕ çĕр юн тымарĕ тапса тухнă, ачана больницăна илсе кайрăмăр. Чир хăвăрт вĕрĕлчĕ, Квинке отекĕ пуçланчĕ. Çĕрĕпе ача кĕлли вуларăм. Мĕн тумалла? Вăхăчĕпе ачана больницăран кăларчĕç, анчах чир парăнмасть. Шалтан шала каять. Паллакан хĕрарăм анчах тухакан чие çырли туратне вĕретсе ĕçтерме сĕнчĕ. Çапла турăм та. Пĕр вăхăтран больницăна чĕнсе илчĕç, хĕрĕмĕн сывлăхне тĕрĕслерĕç. Тухтăр кун пеккине хăйĕн практикинче курманнине каларĕ — йăлт тасалса тухнă иккен. Тин тухакан чие чечекĕн папкисем пирки тухтăр хăй те çырса илчĕ. Çулла тем тĕрлĕ курăк пухатпăр. Хамăн та тĕрлĕ кăларăм нумай, атте те «Фармакология» кĕнеке парса хăварнăччĕ. Вар шĕвелнинчен, хытнинчен, куç чирĕсенчен, пуç ыратнинчен — темрен те пухатпăр курăк. Шĕпĕн курăкĕнчен те пăрăнса иртместпĕр. Хĕрарăм чирĕсенчен лайăх пулăшать, чăн та, ăна ĕçме хăрамалла. Çăка чечекне нихăçан та пуçтармасăр хăварман паллах. Шăнса пăсăлнинчен атте ăна пылпа хутăштарса ĕçтеретчĕ. Çуллахи пĕрремĕш чечексем шала кайнă чирсенчен пулăшатчĕç — вĕсене атте эмелсемпе пĕрлех паратчĕ». Вăрçă паттăрĕ «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан атте те, ытти арçын пекех, унта хутшăннă. Шел те, Власов çарне тыткăна лекнĕ. Вăрçăран таврăнма пултарасса, вăл кăна та мар, савнине тĕл пулса çемье çавăрасса тата ача та çуратма пултарасса нихăçан та шухăшлама та пултарайманни çинчен калатчĕ. Çара кайиччен вăл Çĕрпӳри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах алла диплом илсе ĕлкĕреймест — ылханлă вăрçă сиксе тухать. Çĕнтерӳпе таврăннă хыççăн Çĕрпӳри медицина училищинче малалла вĕренет. Çимелли пулман, çул çук — çамрăксем пĕрех малалла талпăнаççĕ. Асламăшĕ мăян çăкăрĕ пĕçерсе панă… Студентсем вĕренмешкĕн çĕрлесерен тăра-тăра ларнă. «Пире вĕренме çăмăл пулнă-и? — тенĕ ашшĕ. — Сирĕн халĕ ятарлă пĕлӳ илме тăрăшмаллах». Шел те, вăрçă «кучченеçĕ» хăй çинчен аса илтерсех тăнă. Арçын кĕлеткинче те ултă ванчăк пулнă. Операци тума та тăнă, анчах ванчăксем нерв çыххи çывăхĕнчех пулнăмĕн, çакă теветкеллĕхе ӳстернĕ. Ĕмĕрне ыттисемшĕн пурăннă арçын тивĕçлĕ канăва тухса курайман — Василий Егоровичăн чĕри 60 çул тултаричченех тапма чарăннă. Ял халăхĕпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашиччен те вăл çынсемшĕнех тăрăшнă. Яла флюорографи тума килнĕ-мĕн. Фельдшер çынсене радиопа та, килĕрен çӳресе те, фермăна çитсе те çакăн пирки пĕлтернĕ — тĕрĕсленмесĕр никам та ан юлтăр. Анчах хăй тепĕр кун ентешĕсемпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашнă. Тĕрĕссипе, çакна ветеран хăй те туйнă ахăр. Больницăна васкавлăн илсе кайсан çемйине çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче килте пухăнма ыйтнă вăл. Аслă чаплă уяв хыççăн вара темиçе кунранах куçне хупнă. Ĕмĕр тăршшĕпех çыншăн тăрăшнăскер нумай сĕнӳ парса хăварнă: сиплĕ курăксене тухтăрсемпе калаçмасăр вĕретсе ĕçме юрамасть; вĕсемпе чĕптĕмпе кăна усă курмалла; наркăмăшлă ӳсен-тăранпа пушшех асăрхануллă пулмалла… <...>

Рита АРТИ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.