Комментировать

24 Апр, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 15 (1395) № 24.04.2025

Куççульпе йĕпеннĕ çăкăр чĕлли

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн Ева Лисина калавĕ тăрăх лартнă «Çăкăр чĕлли» спектакле куракан умне кăларчĕ. Ăна Раççейри Çĕршыв хӳтĕлевçисен, Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкĕсене тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.

«Çăкăр чĕлли» — автобиографиллĕ калав. Ева Лисина ăна вăрçă хыççăнхи çулсенче выçăпа вилнĕ Çĕньял ачисене асăнса çырнă. 1991 çулта «Нимĕç хумĕ» радиостанци /ФРГ, Кельн/ ирттернĕ конкурсра 1683 калав хушшинче «Çăкăр чĕлли» хайлав çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. Ăна тĕпе хурса радиопьеса йĕркеленĕ. Калава нумай чĕлхене куçарнă. Дмитрий Михайлов режиссер палăртнă тăрăх, спектакле радиопьеса никĕсĕ çинче хатĕрленĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: «Çăкăр чĕлли» спектакле Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе лартнă. Премьерăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, культура министрĕ Светлана Каликова тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ева Лисина çыравçă хутшăнчĕç. «Эпир хамăр çĕршывпа республика историне лайăхрах пĕлме май паракан театр постановкисем хатĕрлес тĕлĕшпе малалла та ĕçлĕпĕр. Паттăрлăх, чăтăмлăх тата çирĕп кăмăл тĕслĕхĕпе хавхаланни, кирек мĕнле йывăрлăха çĕнтерсе, хăюллăн малалла утни пысăк пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Олег Алексеевич сăмах илнĕ май. Чăваш чĕлхине, культурине упрама, аталантарма пысăк тӳпе хывнăшăн вăл Ева Николаевнăна Тав çырăвĕпе тата сехетпе чысларĕ. «Çынна лару-тăрупа тавралăх çеç мар, вăл хăйне хăй телейлĕ тăвать, — вĕрентсе каларĕ Ева Лисина çамрăк куракансене. — Кашнийĕнех пурлăх вăрлăхĕ пур. Ăна пирĕн ӳстермелле, таптаса лапчăтма памалла мар… Ку хайлав питĕ лайăх, мĕншĕн тесен унта тĕрĕссине çырса кăтартнă. Шăпах çавăнпа вăл Германире калавсен конкурсĕнче çĕнтернĕ те. Çавна май пирĕн чăваш халăхĕ çинчен те тĕнче пĕлчĕ». Спектакльти ĕç-пуç чăваш ялĕнче пулса иртет. Автор ашшĕсĕр тăрса юлнă çемье, вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартать. Çавăн пекех чăваш халăхĕн наци характерĕ те курăнса тăрать унта. Пĕчĕк хĕрача Еля çăкăршăн çав тери тунсăхланине палăртать. «Çут тĕнчере савăнăçпа хурлăх пĕр тан валеçĕнес пулсан ман çĕршывăм тахçанах ырлăхра пурăнмалла», — пĕтĕмлетсе калать автор вĕçĕнче. «Ман шухăшпа, ку драма паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Дмитрий Михайлов режиссер. — Паянхи ачасем çăкăр хакне манчĕç тесен те йăнăш мар. Вĕсене эпĕ аса илтересшĕн мар, шухăшлаттарасшăн. Мĕншĕн тесен çынсем вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăнхи çулсенче çăкăршăн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Халĕ вара ăна хисеплеместпĕр. Спектакле вырăсла та, чăвашла та лартатпăр. Унпа эпир ял-хулари шкулсене тухса çӳрес кăмăллă. Драмăна Аслă Çĕнтерĕве туптанă ентешсене хисеплесе, асра тытса республикăри ялсемпе хуласенче кăтартăпăр. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Халăх кĕввин илемĕ те, цифра технологийĕсем те…

Ача-пăчан ашшĕ-амăшĕнчен ытларах пурăнмалла теççĕ. Çутçанталăк йĕрки çавнашкал. Анчах пурнăçра тĕрĕс марлăх та сахал мар тĕл пулать-çке. Ывăл-хĕрне хăйĕнчен маларах леш тĕнчене ăсатнă ашшĕ-амăшĕн чĕри мĕн курать-ши? Çак инкеке ĕненес те, йышăнас та килмест пулĕ. Чăваш патшалăх пукане театрĕн сцени çине тухнă «Санăн йыхравна эпĕ илтрĕм» спектакль те çакнах кăтартать.

Монодрамăн авторĕ – Ольга Туркай. Ку ĕçе «Пуканесен цифра театрĕ: моноспектакльтен иммерсив таран» проектпа килĕшӳллĕн 12 çултан аслăрах куракан валли хатĕрленĕ. Цифра технологийĕсене тĕпе хурса лартнă спектакльсен ярăмне кĕрет вăл. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе пурнăçланă. Режиссерĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Филиппов, композиторĕ — Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Андрей Галкин, тумтир ӳнерçи — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Татьяна Петрова, вокал вĕрентекенĕ — педагогика наукисен кандидачĕ Рауза Таймасова. Тĕп сăнара — Амăшне – Чăваш халăх артистки Елена Хорькова калăплать, Ывăлĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Филиппов. Спектаклĕн премьери 2022 çулта пулнă. Хальхинче ăна Чăваш чĕлхи эрнипе килĕшӳллĕн сцена çине кăларчĕç. Чăвашла ăнланманнисем валли синхрон куçарăвĕ ĕçлерĕ. Сăмах май, çав кун Пукане театрĕнче ЧР ачасемпе çамрăксен библиотеки «Ялан янра, чăваш чĕлхи» курав йĕркеленĕччĕ. Унта чăвашла кĕнекесем вырăн тупнăччĕ, вĕсемпе вулавăш ĕçченĕ Елена Лукина паллаштарчĕ. Спектакльте пĕтĕмпех илемлĕ – артистсен вылявĕ те, декораци те, кĕвĕ-çемĕ те. Çавăн пекех цифра технологийĕсемпе ăнăçлă усă курнине те палăртмалла. Афганистан вăрçине пула ывăлне çухатнă амăшĕ ăна куркари шывра та «курать», ывăлĕн сăмахĕсене аса илсе хăйне чечекпе танлаштарать, ăна чĕнет… Вара тĕл пулаççĕ… «Эпĕ кунтах çӳрерĕм, анчах эсĕ мана курмарăн», — тет ывăлĕ. Чуна пырса тивекен калаçу, чĕрене тыткăнлакан юрăсем… Куракансен куçĕсем шывланчĕç — эппин, спектакль вĕсен чĕри патне çитнĕ. Спектакль вĕçленсен залра ларакансем тăвăллăн алă çупса артистсене тав турĕç. Вĕсен хушшинче çамрăксем те сахал марччĕ — «Пушкин карттипе» килнĕ. Культура ĕçченĕсем, çыравçăсем пухăннăччĕ. Палăртмалла: шăпах çав кун Елена Хорьковăн çуралнă кунĕччĕ. Тата нумаях пулмасть Пукане театрĕ те хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа та салам сăмахĕ калакан нумай пулчĕ. Ун хыççăнах концерт пуçланчĕ: Елена Хорькова-Шурту тата Юрий Филиппов чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Сăвă çырни сывлăха лайăхлатма пулăшрĕ

Аттепе анне пире, ачисене, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Вĕсем хăйсем те ĕçчен çынсем пулнă. Анне Лидия Алексеева: «Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала», — тесе вĕрентетчĕ. Эпĕ яланах çакна асра тытнă. Пушă вăхăт пулсанах ал ĕç тăваттăм, ачаллах тĕрлеме юратнă. Каярахпа вара çыхма, çĕлеме пуçларăм.

Атте Арсентий Орлов ялти фермăра ĕçлетчĕ. Малтан сурăх пăхнă, кайран вăкăр самăртнă. Пушă вăхăт тупăнсанах эпĕ аттене пулăшма фермăна чупаттăм. Ун вырăнне ĕçлеме те сахал мар кайнă. Выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататтăм. Çавăнпах ĕнтĕ шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелти 8-мĕш училищĕне выльăх тухтăрĕн профессине алла илме кайрăм. Дипломлă пулса тăрсан мана Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялне ĕçлеме ячĕç. А.Николаев ячĕллĕ колхоз ĕçченĕсем кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Пултаруллă, хастар çынсемпе туслашма май килчĕ. Хăшне-пĕрне ятранах асăнса хăварас килет: Социализм Ĕçĕн Геройĕ Василий Зайцев колхоз председателĕ, Нина Михайлова аслă зоотехник, Альберт Михайлов выльăх самăртакан ферма ертӳçи, Леонид Мокеев районти ветеринари станцийĕн выльăх тухтăрĕ… Шăпа мана çак колхозра шоферта ĕçленĕ Уплер каччипе Николай Петровпа паллаштарчĕ. Эпир çулталăк туслă çӳренĕ хыççăн çемье çавăртăмăр. Тарăнрах пĕлӳ илес тĕллевпе Вăрнарти совхоз техникумра куçăн мар майпа ăс пухрăм. Ун хыççăн асăннă хуçалăхра 20 çула яхăн выльăх тухтăрĕнче ĕçлерĕм. «Инкек куçа курăнса килмест», — теççĕ халăхра. Манпа та пурнăçра çапла пулса тухрĕ. Иккĕмĕш ачана кĕтнĕ вăхăтра сывлăх япăхланнине пула ĕмĕрлĕхех чирлĕ тăрса юлтăм. Ачасене çитĕнтересси пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. Тĕнчере ырă çын сахал мар. Вĕсенчен пĕри — юратнă мăшăрăм. Мана ура çине тăратас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшрĕ. Ман çумран, пилĕк талăк тăнсăр выртнăскертен, пăрăнмасăр тимленĕ. Вăл шанчăклă мăшăр, çирĕп тĕрек пулнине кăтартрĕ. Эпĕ ăна питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп. Мăшăрăм — манăн шанчăкăм, телейĕм, пурнăçри хӳтлĕхĕм. Хама пулăшу панă, ура çине тăратнă тухтăрсен умĕнче те пуçа таятăп, вĕсене вăрăм кун-çул сунатăп. Сывлăх кунран-кун япăхланнă вăхăтра çăмăлрах ĕç шыраса «Шыв тасатакан сооруженисем» предприятире лаборантра ĕçлеме тытăнтăм. Каярахпа сăвă çырма пуçларăм. Чĕре ыйтнипе тухакан йĕркесем пĕрин хыççăн тепри çуралчĕç. Ытларах хам çинчен çырăнчĕç, кайран çынсем салам сăввисем ыйтрĕç. Çавна май йĕркесен шучĕ ӳссе пычĕ. Унтан калавсем шăрçалама пуçăнтăм. Сăвă çырнă май хама лайăхрах туйма пуçларăм. Ал ĕç тунă чухнехи пекех чунчĕре савăк кăмăлпа тулчĕ, пурăнас кăмăл çуралчĕ. Çывăрма выртсан та, ыйхăран вăрансан та сăвă йĕркисем пуçа килчĕç. Пĕррехинче «Кăмăлăма ятăм ирĕке» кĕнеке алла лекрĕ. Унти сăвăсемпе паллашсан тĕлĕнтĕм. Хăшне-пĕрне вуланă май куççуль тухрĕ. Авторне Елена Ивановăна /Тăвай округĕнчен/ илемлĕ сăвăсемшĕн тав турăм. Ăна хамăн хайлавсене вуласа патăм. «Пуçа пырса кĕнĕ йĕркесене тӳрех çырса хур», — вĕрентрĕ вăл мана. Çырас туртăм тата та ытларах вăйланчĕ. Пурнăçра яланах Турра ĕненсе, шанса пурăнатăп. «Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан мĕн ĕмĕтленни пурнăçланать», — теççĕ халăхра. Манăн пурнăçра та çавăн пекех пулса пычĕ. Турă пулăшнипе пурнăçăм йĕркеленчĕ. <...>

Галина ПЕТРОВА. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Уплер ялĕ.

♦   ♦   


«Сăмахăма çилпе вĕçтермерĕм»

Галина [хĕр чухне — Елизарова. — Авт.] Степанова фельдшера Муркаш округĕнчи Оринин енче палламан çын çук та пулĕ. Вăл нумай çул Мулкачкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче вăй хурать.

Ача чухнех палăртнă Техникăна тимĕртен тăваççĕ пулин те вăл тĕрлĕрен сăлтава пула çĕмĕрĕлет. Эпир, çынсем те, çавăн евĕрлех. Çулсем иртнĕ май сывлăх хавшать е чир-чĕр йывăрлăха кĕртсе ӳкерет. Юрать-ха, вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу илме сывлăх сыхлавçисем пур. Вĕсем çине тăрса тăрăшнипе темĕнле амака та çĕнтерсе каллех ура çине тăратпăр. Çавăн пек нимĕнпе танлаштарма çук ырă ĕçĕ-хĕлĕшĕн тавах вĕсене. Çак кунсенче фельдшер пунктне çитсе Галина Гордеевнăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тӳр килчĕ. Медицина пулăшăвĕ илме кунта Мулкачкассисем тата кӳршĕллĕ ялсем, Лапкассемпе Тереçсем, çӳреççĕ. Ирхи 8 сехет те çитменччĕ-ха — Галина Степанова фельдшер вырăнта ĕнтĕ. Сывлăх суннă май вăл ĕçе ирех пуçăннă пирки сăмах хускатрăм. — Ирсерен ĕçе çӳрекенсем ФАПа килеççĕ. Çавна май маларах çитетĕп. Вĕсенчен хăшне-пĕрне укол тумалла е теприн юн пусăмне тĕрĕслемелле тата ытти те. Çынсем сывлăхне тимлени савăнтарать. ĕçлес кăмăл та аван, — ăшшăн хуравларĕ вăл. Галина Гордеевна Лапкас ялĕнче çуралса ӳснĕ. Орининти вăтам шкулта пĕлӳ илнĕ. Çуллахи каникулта тус-тантăшĕпе бригадăри ĕçсене хастар хутшăннă. Колхоз выльăхчĕрлĕхĕ валли утă хатĕрленĕ. Ашшĕ Гордей Федотович бригадăра конюхра вăй хунă май хĕрача çу кунĕсенче лашасене улăх-çаран çинче кĕтме те пулăшнă. Амăшĕ Серафима Ивановна вара Ивановкăри питомникра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Кунта колхозсемпе совхозсенче тăпра эрозине хирĕç кĕрешмешкĕн айлăм вырăнсенче çуркунне е кĕркунне вăрман лартас тĕллевпе мĕн чухлĕ çамрăк хунав ӳстернине шутласа та кăлараяс çук. Халĕ округ территорийĕнче ӳсекен йывăçсем — çак питомникра калчалăх вăрă акса çитĕнтернĕскерсем. Ку тĕлĕшпе сахал мар вăй хумалла. Амăшне те пулăшма ĕлкĕрнĕ Галина. Аппăшĕпе Надьăпа пĕрле кунта утăлăх ешĕл курăк çулнă. Çамрăк йывăçсене çум курăкран тасатма та хутшăннă. Килти пахчара та ĕç нумай пулнă, çĕр улмипе пахча çимĕçе тĕрĕс-тĕкел пăхса ӳстерессишĕн пайтах тар тăкнă, вăхăтра çумланă, кăпкалатнă, шăварнă. Кĕскен каласан, Галя мĕн ачаранах ĕçе юратса, хăнăхса тата пиçĕхсе ӳснĕ. — Медицинăна та питĕ кăмăллаттăм. Кĕçĕн çулсенче киле Орининти фельдшер пункчĕн заведующийĕ Зоя Васильева час-часах пырса çӳретчĕ. Укол тăватчĕ, тĕрлĕрен витамин та парса савăнтаратчĕ. Пирĕнпе, ачасемпе яланах çемçе те ырă кăмăллăччĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче те ачасен сывлăхĕпе интересленетчĕ. Тепĕр чухне пушă вăхăтра нимĕнле сăлтавсăрах ăна курас тĕллевпе фельдшер пунктне çула май кĕрсе тухаттăмăр. Вашават та ырă чун-чĕреллĕ Зоя Константиновна хăйĕн ĕçĕпе кăмăла çĕклетчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те пулнă. Çапăçура аманнă салтаксен пурнăçне çăлса хăварма тата ура çине тăратма хастар хутшăннă. Çавăншăн наградăсене те тивĕçнĕ. Зоя Васильева маншăн тĕслĕх пулнă. Çавăнпах фельдшер ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине тĕпе хурса, çитĕнсен сывлăх сыхлавçинче вăй хумашкăн вĕренме шкул çулĕсенчех тĕв турăм. Анчах та кун пирки вара никама та, чи çывăх тус-тантăша та, пĕлтерме васкамарăм, — каласа кăтартрĕ Галина Гордеевна. Анчах та пурăна киле çак вăрттăнлăха çывăх çыннисене пĕлтерме тивнех унăн. Кун пирки пире хаваспах каласа пачĕ. Галя çуралнă кун туслă кил-йыш каçхи апата ларнă ун чухне. Кил хуçи Гордей Федотович хĕрне 17 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламласа калаçу пуçарнă. — Иртнĕ кунсенче Галя вĕренекен класри ачасен ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ пулчĕ. Унта кăçал шкултан вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тухса малтанхи утăмсем тăвакансен малашлăхĕ пирки те сăмах пычĕ. Директор та, класс ертӳçи те малашне кирек хăш ĕçре те ятарлă пĕлӳ илнĕ специалистсем кирлĕ пирки асăнчĕç. Эсĕ те хĕрĕм, ӳссе çитĕнтĕн. Кала-ха, хăвăн кун-çулна мĕнле ĕçпе çыхăнтарасшăн? — ыйтнă ашшĕ, кĕçĕн хĕрĕ çине йăвашшăн пăхса. Галя вара чылайччен кĕттермен. Сĕтел хушшинче ларакансем çине савăк кăмăлпа пăхса илнĕ те: — Кун пирки эпĕ мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ. Атте-анне, эсир хирĕç мар пулсан манăн сывлăх сыхлавçин профессине алла илме кăмăл пур, — тенĕ Галина. — Маттур, хĕрĕм, эсĕ тĕрĕс тăватăн. Питĕ кирлĕ професси. Мана, ватă çынна, каччă çулĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнăскере, медицина пулăшăвĕ паракансен ырă ĕçĕ паянхи кун та асăмра. Вăрçă хирĕсенче хаяр тăшмана хирĕç çапăçнă чух йывăр сусăрлантăм, ура пĕççине снаряд ванчăкĕ тивнипе утайми пултăм. Госпитальте сиплентĕм те каллех ура çине тăтăм. Унта ман пек йывăр суранланнă салтак сахал мар пулнă. Пире, аманнисене, сиплессишĕн хирургсемпе ытти специалист ывăнма пĕлмесĕр, вăй-хала шеллемесĕр тăрăшатчĕç. Вĕсем ырми-канми кĕрешнипе мĕн чухлĕ салтака вилĕмрен çăлса хăварнă пулĕ. Чун-чĕререн тав вĕсене хастар ĕçĕшĕн. Çавăн пек паттăрсем пулнипе чĕрĕ юлтăм. Хаяр вăрçăран Çĕнтерӳпе тăван киле таврăнтăм... Эпĕ санăн ырă ĕмĕтӳпе кăмăллă, — тенĕ ашшĕ хĕрне хавхалантарас тĕллевпе. — Çапла, хĕрĕм, эпĕ те аçун сăмахĕсемпе килĕшетĕп. Пурнăç урапи малалла кусать. Малашлăхра мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх. Эпир кĕрепле е сенĕк йăтса çӳренĕ пулсан каярахпа вăл та манăçĕ. Вĕренсе тивĕçлĕ пĕлӳ илнине, чăнах та, нимĕн те çитмĕ, — сăмах хушнă амăшĕ те. — Пирĕн вăй-хал пур чухне вĕренсе хăвна килĕшекен специальноçа алла ил. Мал ĕмĕтлĕ Галя 1985 çулта шкултан вĕренсе тухса Шупашкара çул тытнă. Медицина училищине кĕнĕ. 1988 çулта фельдшерпа акушера вĕренсе тухнине çирĕплетекен дипломпа тăван ене таврăннă. Ăна вара хăй çуралса ӳснĕ ялпа çывăх Мулкачкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулма шаннă. Çавăнтанпа вара çак çула вăтăр çичĕ çул такăрлатать ĕçне чунпа парăннă медик. <...>

Александр ШАРИКОВ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.