Комментировать

5 Июн, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 20 (1400) № 05.06.2025

«Ялта пурăнасси модăна кĕрсе пырать»

Иртнĕ канмалли кунсем республикăри ялсенче пурăнакан çамрăксемшĕн хĕрӳ те хаваслă, кăсăклă та манăçми иртрĕç. Вĕсем «Ялта чи лайăххисем» агрослета пуçтарăнчĕç-çке-ха. Унта вара тунсăхлама май çук. Спартакаида, конкурссем, калаçусӳтсе яву, юрă-ташă… Слет программи чăннипех анлă та пуян пулчĕ. Сăмах май, Раççейре çакнашкал мероприяти тек çук.

«Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» девизпа йĕркеленĕ слет Чăваш Енри ял-салари 1600 çамрăка пĕрлештерчĕ. Кăçал пуçласа федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенчи 70-е яхăн хăна хутшăнчĕ. Çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсемпе унта хутшăнакансем те айккинче юлмарĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев агрослета килнисене саламланăмаймероприятипĕлтерĕшне палăртрĕ: «Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Анатольевич Комаров пулăшни, Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенчи çамрăксем тата «Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн» Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн ертӳçисем слета хутшăнни пирĕн пуçарăва çӳллĕ шайра ырланине çирĕплетет. Эпир пĕр-пĕринпе ял пурнăçĕн хăйне евĕр философийĕпе пайланмалли лапам йĕркеленине те кăтартать ку». Влаç тата общество представителĕсемпе, экспертсемпе иртнĕ уçă калаçусем агрослетăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăчĕç. Ял-сала территорийĕсене аталантарассипе çыхăннă йывăрлăхсене, çав шутра, çемье тата йăх хаклăхĕсене çирĕплетмеллине те, сӳтсе яврĕç. Çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăха çамрăксене хутшăнтарас, çĕршыв аталанăвне тӳпе хывас, патриот воспитанийĕпе çыхăннă тата социаллă сетьсем урлă ял пурнăçне кăтартас ыйтусене те хускатрĕç. Республика ертӳçи Олег Николаев «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» лапамра пулчĕ, паянхи обществăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсемпе пулăмĕсене асра тытасси пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ: «Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне, Çĕнтерӳ епле туптаннине лайăх астăватпăр. Пирĕн несĕлсем пысăк паттăрлăх кăтартнă, хăйсене хĕрхенмесĕр пултарайманнине те пурнăçланă. Пирĕн тивĕç Çĕнтерӳ пирки астăвасси кăна мар, унăн хакĕпе пĕлтерĕшне ăнланасси. Слетра ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсемпе унта хутшăнакансем пулни уйрăмах паха, çакă хавхалантарать, мир мĕн тери хаклине аса илтерет». Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçран ытларахăшĕ «Агропродакшн: мĕнле майпа ялти паллă блогер пулса тăмалла» лапамра пухăнчĕç. Çамрăк фермер Кирилл Степанов, Пĕтĕм Раççейри «Манăн çĕр — Раççей» ял тематикиллĕ информаци проекчĕсен конкурсĕн çĕнтерӳçи, Олег Николаевран республикăри ялсенче йĕркеленĕ турист маршручĕсем пирки кăсăкланчĕ. «Мана çакнашкал маршрутсемпе çул çӳреме килĕшет. Малтан эпĕ вĕсене пĕччен тĕрĕслетĕп, кайран, канмалли кун, вăхăта кăсăклă ирттермешкĕн, çав маршрутпа çемьепе çула тухатăп», — терĕ. Республика Пуçлăхĕ палăртрĕ: çамрăк специалистсене пулăшасси тата ял хуçалăхĕн аталанăвĕ регион правительствишĕн малти вырăнта. Олег Алексеевич агропромышленноç комплексĕнче нумай çул тăрăшакансене чысларĕ. Наградăна тивĕçнисенчен пĕри — Елчĕк округĕн администрацийĕнче ял хуçалăх пайĕнче вăй хуракан Ирина Горшкова пулчĕ. «Вун тăваттăмĕш çул тĕп специалист-экспертра, зоотехникра тăрăшатăп. Слетра тăван тăрăх экспозицине кăтартрăмăр. Çамрăксене пĕр çĕре пухни, хутшăнтарни, республикăри хастарсемпе курса калаçни, тĕрлĕ калаçăва хутшăнса чылай ыйтăва сӳтсе явни пĕлтерĕшлĕ. Маншăн Чăваш ЕнриХĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаевăпа куçа-куçăн калаçни уйрăмах паха пулчĕ. Çемье хаклăхĕсем пирки калаçрăмăр. Пултарулăх конкурсне те хутшăнтăмăр, ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисене чыс туса куракансен умне вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсемпе тухрăмăр. Агрослета малашне те хутшăнас кăмăл пысăк. Эпĕ Патреккелте çуралса ӳснĕ, мăшăрпа тăван ялтах ĕçлесе пурăнатпăр, икĕ ачана ура çине тăрататпăр. Хулана куçасси пирки нихăçан та шухăшламан, ветеринар профессине илсенех ялта ĕçлеме пуçларăм. Кунта ĕç вырăнĕсем пур, çамрăк специалистсем кирлĕ», — терĕ Патшалăх Канашĕн Тав хутне тивĕçнĕскер. Хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева патриотлăх пирки те сăмах пуçарчĕ: «Кам вăл патриот. Мĕн тăвать вăл?» — ыйтрĕ пухăннисенчен. Наталья Алексеевна çамрăксенчен пуçарулăх кĕтнине палăртрĕ. Çĕнтерӳ кунĕнче Шупашкарта иртнĕ ретроспектива пирки каласа кăтартрĕ. Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева агрослет анлăланасса шаннине палăртрĕ. Депутат ятарлă çар операцийĕнче паттăрлăх кăтартнисене Тав хучĕсемпе чысларĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Кĕвĕ-çемĕ ир-ирех янăранă

Ирина Шоркинăн хăйне евĕрлĕ сасси кирек камăн чун-чĕрине те тыткăнлать. Унăн кашни концерчĕ — уяв, вăл пурăнма, юратма хавхалантарать. Чунчĕрене юрлаттарать, ташлаттарать. Юрри-кĕвви кичемлĕх пирки манма пулăшать.

Тăпрас çинче ларса… Чăваш эстрадин юрăçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Ирина Леонидовна 1973 çулта Етĕрне районĕнчи Хурамалăх ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Унăн ашшĕ Леонид Петрович ăста купăсçă пулнă. Ял уявĕсем нихăçан та унсăрăн иртмен. Ахальтен мар вĕсен çемйинче пурте юрлама юратнă. Вĕсен килĕнче кĕвĕ-çемĕ ирех, 5 сехет те 30 минутра, янăрама тытăннă. Пĕчĕк Ирина тата шăллĕсемпе йăмăкĕсем Людмила Зыкина, Ольга Воронец, Клавдия Шульженко, Тамара Синявская, Мая Кристалинская, Александр Стрельченко, Муслим Магомаев, Иосиф Кобзон юрăçсен, «Песняры» тата «Поющие сердца» ушкăнсен юррисемпе тутлă ыйхăран вăраннă. «Эпĕ хама астăвассах яланах юрланă, — тет артистка. — Çакă хăçан пуçланнă — калама пултараймастăп. Чылай юрра-кĕвве аттерен вĕреннĕ. Вăл ĕçрен таврăнсан эпир унпа каçсерен тăпрас çине ларса юрă шăрантараттăмăр. Анне Евгения Николаевна салху чухне юрлама кăмăллатчĕ. Унран та нумай юрă вĕреннĕ эпĕ, çепĕç сасă та аннеренех пырать». Çапах та Ирина хăйĕн пурнăçне юрă-кĕвĕпе çыхăнтарма шухăш тытман. Вăл çитĕнсен вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах унăн шухăш-ĕмĕтне пĕр пулăм улăштарнă. Пĕррехинче вырăнти колхоза, Совет Союзĕнче палăрма ĕлкĕрнĕскере, ют çĕршывран делегаци килнĕ. «Колхоз председателĕ хăнасене паллă вырăнсене кăтартса çӳренĕ вăхăтра вĕсем хирте эпĕ юрланине илтнĕ. Çавна май хуçалăх ертӳçи каярахпа аттене чĕнсе илнĕ те мана колхоз ярмăрккине хутшăнма сĕннĕ. Çапла майпа Чăваш Енри телекурав ĕçченĕсем манпа паллашрĕç, юрăç профессине суйлама сĕнчĕç. Кун пирки атте-аннене те каларĕç», — куç умне кăларать пулнииртнине юрăçă. Сĕнĕве итленĕ май ашшĕпе хĕрĕ Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине кайнă. Анчах вăтам шкултан вĕренсе тухмасăр ăна унта йышăнман. Каярахпа Ирина асăннă вĕренӳ заведенийĕнче пĕлӳ илнĕ. Унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă хыççăн Чулхулари Михаил Глинка ячĕллĕ консерваторире ăс пухнă. 1999 çулта Ирина Шоркина Пĕтĕм тĕнчери вокалистсен конкурсне хутшăннă. Вăл унта Мускав композиторĕпе Маркс Андриахинпа паллашнă. Лешĕ ăна романс жанрĕпе тата академи эстради тĕлĕшпе ĕçлеме сĕннĕ. «Чăваш Ен кеверĕ» 2003 çулта Ирина Леонидовна «Москонцертăн» «Эстрада» ушкăнĕн ертӳçĕ солистки шутланнă. Раççей тава тивĕçлĕ артистки Иветта Болотина ертсе пынипе вăл анлă репертуар хатĕрлеме пултарнă. Кунта кинофильмсенчи юрăсем, халăх композицийĕ, авалхи тата классика романсĕсем, оперăри, мюзиклсенчи, опереттăсенчи арисем кĕреççĕ. 2007 çулхи нарăсра ентешĕмĕре Василий Соловьев-Седой çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри фестивальте асăрханă, çак çулхи пуш уйăхĕнче «Красота спасет мир» конкурсран вăл гран-припе таврăннă. Каярахпа Ирина Шоркина Ялтăра иртнĕ «Вместе» телекинофорумра «Мисс Очарование» ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл Валерий Семин композитор пулăшнипе юрă-кĕвĕ итлекенсене «Любовь заветная» альбомпа паллаштарнă. Ентешĕмĕр Мускавра пурăнать пулин те тăван тăрăха та манмасть, Шупашкара концертпа часчасах килсе çӳрет. Ирина Шоркинăн тата унăн ансамблĕн юррисем кулленхи кичемлĕхе манма пулăшаççĕ, юрă-кĕвĕ тĕнчин асамлă алăкĕсене уçса чăваш тата вырăс юррисен илемне кăтартаççĕ. Мăшăрĕпе Николай Кузьминпа йĕкĕреш ача — ывăлпа хĕр — çуратса ӳстернĕ. Шел те, упăшки чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. «Мана, аслă пĕлӳллĕ юрăçа, никам та ĕçе илесшĕн пулмарĕ малтанах, — тет Ирина Леонидовна. — Эпĕ çывăх тăванпа пĕрле Мускавра интернет валли кабель сутнă çĕрте ĕçлерĕм. Икĕ çул пачах та юрламан. Шăпах çакăнта пулас мăшăрпа паллашрăм. Вăл мана пултарулăха вăрттăнлăхра тытмалла маррине, «Москонцерта» кайса ĕçе кĕмеллине каларĕ», — аса илет пулни-иртнине юрăçă. Пултаруллă ентеш халĕ «Москонцерт» программисене, уявсене хутшăнать, Раççейри хуласем тăрăх гастрольсене тухса çӳрет. Куракансене пултарулăхĕпе савăнтарнисĕр пуçне вĕсемпе тĕл пулса калаçать. Çавăн пекех телекуравпа та çыхăну тытать. Сăмахран, 2022 çулта вăл «Россия — 1» телеканалпа кăтартакан «Привет, Андрей» кăларăма хутшăнса ашшĕн юррисене шăрантарнă. Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Станислав Садальский ун пирки: «Чăваш Ен кеверĕ», — тенĕ. Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссен лауреачĕ Ирина Шоркина Етĕрне тăрăхĕнчи Хурамалăх ялĕнче пурăнакансене телекурав урлă ăшă салам та янă. «Вĕсем манпа мăнаçланаççĕ», — тенĕ ял-йыш пирки. Ирина Леонидовна 2018 çулта «Сирири вăрçă операцине хутшăннăскер» медале тивĕçнĕ, 2020 çулта «Çар çапăçăвĕсен ветеранĕ» удостоверение илнĕ. Чăваш Енре çакнашкал пултаруллă, маттур юрăç çуралса ӳснишĕн эпир, ентешсем, чăннипех мухтанатпăр. Пултарулăх ĕçĕнче ăна малашне те пысăк ӳсĕмсем сунатпăр. Шăпчăк сассипе вăл пире яланах савăнтартăр. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


Пушкăрт чăвашĕсем те наци çи-пуçне кăмăллаççĕ

«Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ялти шкул ачисемпе районти юрă-ташă конкурсне хутшăнмалла пулчĕ. Куракансен умне тухма пирĕн чăваш кĕпи пулмарĕ. Тен, çак ĕçе хамăн тытăнса пăхмалла текен шухăш çуралчĕ пуçра. Шăпах çавăн чухне çĕвĕ машини умне лартăм», — калаçăва пуçларĕ Пушкăртстанри Пишпӳлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче пурăнакан Галина Данилова.

Вăл çĕленĕ чăваш кĕписемпе ачасем районти конкурса хутшăнса çĕнтернĕ ун чухне. Каярахпа çак çи-пуçпа Мускава та кайма тивĕç пулнă вĕсем. Унта та ăнăçу кĕтнĕ вĕренекенсене. Галина Степановна халĕ фольклор ушкăнĕсем валли сцена çине тухма кĕпе çĕлет. Иртнĕ çул Пăслăк ялĕнче ăна халалласа «Чăваш тумне юратса…» пултарулăх каçĕ ирттернĕ. Унта Пишпӳлек, Пелепей, Чекмагуш, Ермеккей районĕсенчи фольклор ушкăнĕсем пуçтарăннă. Вĕсене пурне те Галина Степановна кĕпе çĕлесе тăхăнтартнă. Вăл çĕвĕç ĕçне ятарласа вĕренмен, пултарулăхне хăй тĕллĕн аталантарнă. Галина Степановна пурнăçне вĕрентекенре ĕçлесе ирттернĕ темелле. Тивĕçлĕ канура пулин те шкул сукмакне такăрлатнă. Чылай çул Пелепейри чăваш гимназийĕнче те ĕçленĕ. Хăй вăхăтĕнче унти ача-пăча та вăл çĕленĕ чăваш наци кĕпипе сцена çине тухнă. Каярахпа республикăри «Урал сасси» хаçатра корреспондентра вăй хунă. Эппин, чăваш туйăмĕ унра хĕмленсе çуннине палăртмалла. Пăслăкри культура çуртĕнче пĕр вăхăтра «Нарспи» спектакль кăтартнă. Тĕп роле вара Галина Данилова калăпланă. Ĕçчен хĕре питĕ ăста сăнарланă вăл. Çак пулăм унăн тепĕр енлĕ талант пуррине те çирĕплетет. Çакна та асăнмасăр иртме çук: Галина Степановна ватă амăшне чылай çул пăхнă, сăваплă ĕç тунă. Çав вăхăтрах ентешĕсем валли сцена çине тухма илемлĕ кĕпесем те çĕленĕ. «Йăхташăмăрсем хамăр çи-пуçа манасшăн мар эппин?» — ыйтрăм унпа телефонпа çыхăннă май. «Саккас паракан чылай. Сцена çине пурте чăваш тумĕпе тухасшăн. Çак йĕркене маларах та тытса пынă Пушкăртстан чăвашĕсем, халĕ вара çамрăксем ытларах тăрăшни палăрать», — терĕ вăл. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, арçын ĕçне те тиркемест Галина Степановна. Унăн аллинче пăчкă-пуртă, ытти инструмент выляса çеç тăрать. «Акă шурă мунча лартрăм, çав тери лайăх пулчĕ, — терĕ вăл савăнса. — Эпĕ тăван киле упрас тесе тăрăшнă ялан. Хулара пурăнсан та ялалла туртăннă. Аннене пăрахман, ăна яланах пулăшса тăнă. Шел те, вăл пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитет». Çăмăл машина рульне те алран ямасть хастарскер. Пĕтĕмĕшле каласан, пур ĕçе те пултарать. Илемлĕ кĕпе çĕленисĕр пуçне хăй те сцена çине тухма кăмăллать. «Ăста алă ĕç тупать» тенешкел хальхи вăхăтра Галина Данилова Пишпӳлекри «Дельта» çĕвĕ пĕрлешĕвĕнче ĕçлет. «Çĕлеме пĕлни маншăн усăллă пулчĕ. Тепĕр профессие те алла илме пултартăм. Çав вăхăтрах фольклор ушкăнĕсем валли кĕпе те çĕлетĕп. Акă нумаях пулмасть хамăр тăрăхри Ситекпуçĕнчи ансамбле çӳрекенсем саккас пачĕç. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.