Хыпар 51 (28368) № 15.07.2025
Тата вун-вун çурт вĕри шывсăр-ха
Республика Пуçлăхĕн указĕпе Лариса Тарасовăна сывлăх сыхлавĕн министрне лартнă. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов пухăннисене унпа паллаштарнинчен пуçларĕ, Лариса Владимировнăна республикăшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панă чухне ăслă, çирĕп пулма, тӳсĕмлĕх сунчĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе ку эрнене палăртнă мероприятисемпе паллаштарчĕç те — çитес кунсем вĕсемпе пуян. Çав шутра — юнкун иртмелли Пĕрлехи информаци кунĕ. Ку хутĕнче хула-округ çыннисемпе курнăçса регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çур çулхи кăтартăвĕсене тишкерме палăртнă. Çивĕч ыйту — тĕп хулан кăнтăр енчи çĕнĕ микрорайонĕнче пурăнакансене вĕри шывпа тивĕçтересси. Пăрăхсем çĕртме уйăхĕн варринче «сивĕннĕ» те — халь те вĕри шыв çук. Шупашкар пуçлăхĕ Владимир Доброхотов «Т Плюс» компани филиалĕ çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче сетьсен гидравлика тĕрĕслевне ирттерме пуçланă май вĕсем сиенленнĕ 242 тĕслĕхе тупса палăртни çинчен пĕлтерчĕ — вĕри шыв çĕнĕрен пама пуçласси такăнни çакăнпа сăлтавланнă. Нумай хваттерлĕ 406 çурт, социаллă 42 об±ект хайхи ресурссăр юлнă. 150 ытла çурăк-шăтăка сапланă-юсанă ĕнтĕ, анчах тата 26 çурт çав-çавах вĕри шывсăр-ха. Паллах, çынсем кăмăлсăр. Хула пуçлăхĕ юсав пыракан вырăнсене хăй çине-çинех кайни çинчен каларĕ. Энергокомпани юсав ĕçĕсене 7 бригадăна явăçтарнă. Тата икĕ бригада — çĕрлехи дежурствăра. Хайхи 26 çурта, 9-мĕш пилĕк çуллăх проспектĕнче тата Хевеш урамĕнче вырнаçнăскерсене, çак эрнере вĕри шывпа тивĕçтерме шантараççĕ. Анчах ыйту сирĕлет тесе шантарма та тăхтарĕ. «Т Плюс» филиалĕн директорĕ Сергей Ушаков кану кунĕсенче вĕри шыв пăрăхĕсем сиенленнĕ вырăнсене татах тупса палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Апла тăк хăш-пĕр çурта çак ресурса парса тăрассине татах чарма тивет. «Нумай авари пулнă, анчах кунашкалли — çук...» — кăмăлсăрланчĕ Сергей Артамонов. Çын çитмест тĕк, эппин, вĕсене тупмалла — «çынсем пĕр уйăх вĕри шывсăр!» Çавна май вăл хула ертӳлĕхне те юсав ĕçĕсем пыракан вырăнсене кайсах çӳреме сĕнчĕ: «Сирĕн вырăнта пулсан эпĕ унтан кайман пулăттăм...» Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов тĕлкĕшекен кăвайт çине краççын сапрĕ: «Эпĕ те темиçе вырăна çитрĕм. Ĕçсем ерипен пыраççĕ: икĕ-виçĕ çын ĕçлет — васкавлă ĕçсене пурнăçланă чухнехи пек мар». «Т Плюсăн» çын çитмест пулсан юсав ĕçĕсене мĕншĕн ытти организацие явăçтарас мар. Килĕшӳ туса, сăмахран, «Водоканал» бригадисене явăçтарма май пулнă — темшĕн çапла туман. «Унашкал самантсем, чăнах та, пур. Çав шутра — материал çитменни те...» — йышăнма тиврĕ Владимир Доброхотовăн. Сергей Артамонов вара куллен ирхине 7 тата каç еннелле 17 сехетсенче юсав ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен доклад тума хушса темăна хупрĕ. Ĕççи ыйтăвĕпе ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова сăмах илчĕ. Уй-хирти ĕçсене ăнăçлă пурнăçлама патшалăх укçан пулăшни аграрисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал çак тĕллевпе 5 миллиард тенкĕ ытла уйăрма палăртнă. Укçан пĕр пайне хуçалăхсем илнĕ ĕнтĕ. Унпа техника та туяннă. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсен паркĕсем çĕнĕ 55 тракторпа, тырă пухса кĕртмелли 11 тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли 5 комбайнпа пуянланнă. Паян ял хуçалăх техникин 30% — 5 çултан аслă мар трактор-комбайн. Çĕнĕ техника вара, паллă, хăватлăрах, шанчăклăрах. Ку ĕççире республикăра тырă пухса кĕртмелли пĕр комбайн пуçне 320 гектар тивет — нумай мар. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ — вырмана вĕсен дефицичĕ чăрмантармĕ. Сăмах май, регионта ĕççи пуçланнă ĕнтĕ. Инна Волкова Çĕрпӳ округĕнче комбайнсем кĕрхи тулă анине тухни çинчен пĕлтерчĕ. Патăрьел округĕнче те вырма пуçланни çинчен хыпар илтĕмĕр. Кăçал тырă тухăçĕ 798 пин тоннăпа танлашасса шанаççĕ. Рекорд мар, çапах сумлă кăтарту. Аграрисемшĕн паян чăннипех çивĕч тапхăр — пĕрлех выльăх апачĕ те хатĕрлемелле. Çанталăк çĕртме уйăхĕ тăршшĕпех сулхăн, çумăрлă тăнăран ку ĕçсем юларах пыни вăрттăнлăх мар — халь васкама тивет, уяр кунсемпе туллин усă курса юлмалла. Мелиораци йышши ĕçсене те никам та пăрахăçламан. Ку енĕпе те патшалăх пулăшăвĕ курăмлă. Инна Волкова çавăн пекех удобренисемпе усă курасси çинче те чарăнса тăчĕ. Кăçал тăпрана хывакан удобренисен калăпăшĕ «в действующем веществе» текен кăтартупа гектар пуçне 60 килограмран кая мар пулмалла. Хуçалăхсем ăна хальлĕхе 22 пин тонна туяннă — кирлин 91,3% чухлĕ. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан çак кунсенче ял хуçалăхĕпе çыхăннă мероприяти нумаййи çинче чарăнса тăчĕ: хăмла фестивалĕ, Уй кунĕ, ăратлă выльăх аукционĕ, ыттисем... Вĕсене тĕрлĕ регион представителĕсем хутшăнаççĕ — опытпа паллашма, хамăра кăтартма май пур. Хамăра кăтартма тенĕрен, промышленноç предприятийĕсем çак кунсенче Екатеринбург хулинче иртнĕ «Иннопром» курава хутшăннă. Промышленноç министрĕ Сергей Лекарев Чăваш Енри компанисемшĕн вăл ăнăçлă пулнине çирĕплетрĕ. «Химпром», Шупашкарти электроаппарат завочĕ, «Текстильмаш», ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи компанисемпе çĕнĕ килĕшӳсем тунă. Çакă продукци ăсатмалли рынока анлăлатма пулăшĕ, çĕнĕ производствăсем йĕркелессипе çыхăннă пуçарусем те пур. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Хăмлаçăсен тĕллевĕ пысăк
Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль, сăра вĕретмелли культурăна тата хăмла ĕçне аталантарассине халалланăскер, тăваттăмĕш хут старт илчĕ. Вăл РФ Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе иртет. Кăçал унта Беларуçран та хутшăннă май фестиваль пĕтĕм тĕнчери статуса тивĕçрĕ.
— Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» форума хутшăннă май пурне те чун-чĕререн саламлатăп, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев унта хутшăннисене. — Эпир ăна яланхи пекех çак чаплă гастрофестивальтен пуçлатпăр. Вăл хăмла туса илессипе çыхăннă мĕн пур япалана яр уççăн, тутлă, туйăмлă кăтартса парать. Кунта пирĕн рестораторсен, хăмла тата салат, пыл туса илекенсен продукцийĕ пур. Пирĕн форум шайĕнчи тĕллев — ĕç- хĕлĕн хальхи тăрăмне тата пĕрле пурнăçа кĕртмелли плансене сӳтсе явасси. Çак площадкăра вара вăхăта кăсăклă, пĕлтерĕшлĕ, питĕ туйăмлă ирттерме, çĕнĕ туссем тупма, туйăмсемпе авăрланма, малалла утмашкăн çĕнĕ шухăшсем пухма сунатăп. Фестиваль — çитĕнӳсене кăтартмалли, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли тата кăпăклă шĕвекпе хăмла туса илекенсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетмелли хăйне евĕрлĕ лаптăк. Мероприяти регионти брендсене малалла çирĕплетме, ял хуçалăх аталанăвне инвестицисем явăçтарма пулăшать. Çĕршыври тата вырăнти сăра вĕретекенсем, çавăн пекех Беларуç производителĕсем лапама хăйсен продукцине тăратнă. Вĕсен шутĕнче — «Букет Чувашии», «Булгарпиво», «Визит», «Золотой хмель», «Наше Пиво» компанисем, ыттисем. Хăнасем сăра сорчĕсене астивме тата хулари кафесемпе ресторансен кучченеçĕсемпе киленме пултараççĕ. Фестивале 21 сăра завочĕ, общество апатланăвĕн 25 предприятийĕпе пĕчĕк формăллă хуçалăхсен 7 предприятийĕ тата халăх промыслисен 6 представителĕ хутшăнаççĕ. Утă уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче «Раççей хăмли» конференци иртет. Хăмла, салат тата ĕçме туса илекен 200 яхăн специалист хăмла çитĕнтерессипе сăра индустрийĕн аталанăвĕн малашлăхне сӳтсе явĕç. Чăваш Ен хăмла туса илессипе Раççейĕн малта пыракан регионĕсенчен пĕри шутланать. Республикăра ятарлă пулăшу мерисем пур: нумай çул ӳсекен культурăна хывмалли тата пăхса тăмалли тăкаксене саплаштарасси, хăмла сутнă май оборудовани туяннă хыççăнхи тăкаксен пĕр пайне тавăрасси. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программи шайĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе çĕнĕ «Чăваш хăмли» грант хута каять. Хăмла çитĕнтерессине аталантарма грант пулăшăвĕ шайĕнче 2025-2030 çулсенчи тапхăр валли федераци бюджетĕнчен 1,8 млрд тенкĕ уйăрнă. Бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен — тата 2,2 млрд тенкĕ. Конкурс тăрăх ку укçа-тенкĕ Раççей организацийĕсемпе пайăр предпринимательсене тивĕçет. Çавна май бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчи инвестицисене хăмла туса илессине тата тирпейлессине, парка тата оборудование çĕнетессине йĕркелеме ярĕç. Олег Николаев отрасль умне лартнă тĕллев: 2030 çул тĕлне хăмлан пĕтĕмĕшле виçине 2 пин тоннăна çити ӳстересси, импорта чăваш хăмлипе Раççей потребителĕсен çак чĕр тавар кирлĕлĕхĕн 50 проценчĕ таран улăштарасси. Палăртма кăмăллă, «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль виçĕ çул «Россельхозбанк» пулăшнипе иртет. «Эпир чăвашсен авалхи йăлисене — хăмла туса илессине тата сăра вĕретессине — упраса хăварма пулăшнипе, çак ĕçсем хальхи саманара пурăнччăр тата аталанччăр тесе çине тăнипе мăнаçланатпăр. Банк регионпа стратеги шайĕнчи ĕçтешлĕх хутшăнăвĕсем йĕркеленинче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тӳпи пысăк. Вăл хăйĕн ĕçĕнче аграри сферине тата чăваш ялне аталантарас енĕпе уйрăмах тимлĕ», — терĕ «Россельхозбанкăн» Чăваш Енри уйрăмĕн директорĕ Ирина Письменская. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пултăрах апла таврара çук хушамат!»
Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялтан, пĕр-пĕрне пĕрремĕш класранах паллаççĕ. Акă пĕр сукмакпа 46 çул алла-аллăн çавăтăнса утаççĕ. Çак туслă çемье Красноармейски округĕнчи Именкассинче тĕпленнĕ. Леонид тата Любовь Посадскисен килĕнче çамрăк чухнехи пек юратупа килĕшӳ хуçаланать.
«Леньăран çырса илеттĕм»
«Эпĕ ăна шкулта пачах та асăрхаман. Вунă çул пĕр класра вĕреннĕ пулин те — Леньăна куç умне кăлараймастăп. Пĕр самант кăна асра, çавна аса илсе манран ялан кулать мăшăрăм. Леня хыçри партăра ларатчĕ, математикăна аван чухланăран кăткăс задачăсене ним мар шĕкĕлчетчĕ. Эпĕ кахалланаттăм, хамăн шутлас килменнипе çырса илме тетрадьне ыйтаттăм. Ай, парасшăн марччĕ. Нумай шухăшласа тăмастăм, çаврăнаттăм та туртса илеттĕм. «Учителе калатăп-ха ак», — тетчĕ. Анчах та нихăçан та шарламан. Класра пирĕн 34 ача пулнă, питĕ туслăччĕ, пĕрпĕрне сутман эпир. Шкул саккинчен уйрăлсан тĕрлĕ енне салантăмăр. Эпĕ Рязань облаçĕнчи çул-йĕр техникумне вĕренме кĕтĕм, Леня Тюмень облаçĕнчи аслă шкула çул тытрĕ. Анчах та пĕр балл çитейменрен пăрахса килчĕ, тепринех, виçĕ балл таранах пухайманнине, вĕренме илнĕ. Кайран чĕннĕ — Леня кайма килĕшмен. Паллах, кӳреннĕ. Вăл тӳрĕ кăмăллă çын, куçран калаканскер, тĕрĕс марлăха, суйнине юратмасть. Ят тухсан салтака кайрĕ», — çамрăклăхне аса илчĕ Любовь Александровна. Леня çартан отпуска таврăнсан пĕрле вĕреннĕ хĕрсен хушшинче тавлашу сиксе тухнă. «Эпĕ таврăннă çĕре эсир пурте качча каятăр, курăпăр акă, пĕри те тăрса юлмастăр», — тенĕ каччă. «Ыттисемшĕн калаймастăп, эпĕ каймастăп, айта тавлашатпăр», — сăмах хушнă Люба. Пĕр-пĕрне парне илсе памалла алă татнă. Леня çартан таврăннă çĕре Любăна шăпах техникумра пĕрле вĕреннĕ Мордва тăрăхĕнчи каччă çураçма çитнĕ. Пĕр класс ачи манса кайман малтан тавлашнине, çав кунах парнепе килнĕ хĕр патне. «Мĕнех, мана Мордва каччи пачах та килĕшмен. Килнĕ çынна хăваласа кăларса ямастăн ĕнтĕ. Аттепе иккĕшĕ сĕтел хушшинче хăналаннине Леня та асăрхарĕ. «Кур-ха, еплерех ĕçет, айта таратпăр унран», — терĕ мана алран тытса. «Айта», — терĕм савăнсах. Тепĕр кунне атте: «Каччи питĕ аван — сĕтел хушшинче хăналаннă май пĕр чĕлхе тупрăмăр», — тесе ларать. Ку ĕнтĕ качча пама хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Анне кăмăлсăрланчĕ, тӳрех хирĕçлерĕ аттене. «Пирĕн унпа нимле çемье те пулмасть. Пĕлменнине кайиччен пĕлекеннинех каяп», — татăклă хурав патăм. Çакă ĕнтĕ вăл шăпа тени, унран тараймастăн, пĕр ялта пурăнса, пĕр класра вĕренсе нихăçан калаçса курманнисене те кĕтмен çĕртен пĕрлештерет те. Техникумри юлташ Именкассине текех килмерĕ, шкул сакки çинче чухне тетрадьрен çырса илнисĕр пуçне нимĕн калаçса курманскерсем тăрук пĕр-пĕрне килĕштерсе туй кĕрлеттертĕмĕр. Акă унтанпа 46 çул иртрĕ, эпир кашни кунах пĕрле», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Любовь Посадская. «Посада каймалла-ха, Посадран çитрĕм» Именкассинче Михайловсем йышлăн пулнă. Леонид Ивановичăн мăн аслашшĕ Михаил та Михайлов хушаматпа çӳренĕ. Вăл Сĕнтĕрвăрринчи çăкăр заводĕнче ĕçленĕ. «Посада каймалла-ха, Посадран çитрĕм», — пĕрмай çапла каланăран ялтисем ăна: «О, Посад килчĕ!» — теме тытăннă. Куршанак пекех çыпçăннă çак ят ун çумне. Именкассине таврăнмассерен çынсене шушкăпа хăналанă ырă кăмăллăскер. Ялĕпех Посад тесе чĕнме тытăнсан кайнă та хушаматне «Посадский» тесе çыртарнă. «Пултăрах апла таврара çукки, Михайловсем ахаль те пĕр ял!» — тенĕ хайхискер. Çак хитре, хăйне евĕр хушамат историйĕ Сĕнтĕрвăрри хулипе çыхăннă-мĕн. Унта ĕçлеме çӳремен тĕк паянхи кун ку хушамат та пулас çукчĕ. «Посадская тенине илтсен: «Эсĕ еврее качча тухнă-им?» — тесе ыйтакан нумай пулнă. Ăçтан Именкассинче еврейсем пулччăр, чăвашах тесе ăнлантараттăм», — ăшшăн кулчĕ Любовь Посадская. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ Ĕмĕрĕпех ялта ĕçлесе пурăннă Леонид Ивановичпа Любовь Александровнăн хуçалăх тытса пыма опычĕ пысăк. Кил хуçи чылай çул колхозра тăрăшнă, ферма заведующийĕ, инженерстроитель, тракторист-водитель, снабженец пулнă. Любовь Александровна та садикра, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçленисĕр пуçне фермăра дояркăра чылай вăй хунă. Шухăшланă та, 2012 çулта ĕçрен хăраман Посадскисем Именкассинче хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. 2006 çулта Ярославль облаçĕнчен «Романовская» ăратлă 3 сурăх туянса килнĕ — хуçалăх йĕркелесси çакăнтан пуçланнă та. Ялтан аякра мар вырнаçнă, тахçан комбикорм завочĕ пулнă вырăна тасатса йĕркене кĕртнĕ. Пуринчен малтан скважина чавтарнă. Выльăх ĕрчетсен шывсăр епле-ха? 2012 çулта Посадскисем «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăна хутшăнса гранта тивĕçнĕ. Çав укçапа трактор туяннă, «Куйбышевская» ăратлă сурăхсем тата икĕ така илсе килнĕ. Халĕ витере — «Романовская» ăратлисем. Вĕсем тӳрех 3-4 путек тăваççĕ, çавăнпа йыш час ӳсет. Çапла майпа пуç хыççăн пуç хушăннă, сурăх ферми йĕркеленнĕ. Качака та ĕрчетеççĕ Посадскисем, «Зааненская» тата «Нубийская» ăратлисене. Халĕ 40 пуç вĕсем, унсăр пуçне, 120 путек. Качака таки пĕртен-пĕрре, «Шами» ăратлăскер. Пиçен-вĕлтĕрен ашкăрнă Посадскисем ачисене те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Ывăлĕсем хăйсен çулĕпех кайнăшăн, яла, çĕре юратнăшăн, унпа тухăçлă усă курнăшăн савăнаççĕ Леонид Ивановичпа Любовь Александровна. «Эпир пулăшма кăна çӳретпĕр тени тĕрĕсрех пуль. Хуçалăха аслă ывăл Денис йĕркелесе тытса пырать. Ĕмĕчĕсем пысăк та çунатлă унăн. Ял туризмне те аталантарасшăн, сыр, мороженăй цехне уçас кăмăлĕ те пур. Хăш вăхăтра çывăрма выртать, хăш вăхăтра тăрать — курмастпăр та ăна. Ирхи тăваттăрах тăрса качака сăвать, кайран леçме каять. Пĕр кунхине выльăх валли хĕл каçмашкăн пысăк тракторпа утă тиесе килнĕ. Пире систермен те, пĕчченех вите тăррине хăпартнă. «Мĕн тума каламаллаччĕ, эпĕ хамах», — терĕ те пире пĕр сăмахпа, хăй ĕçĕсемпе малалла вĕçтерчĕ. «Ывăнтăм, канас килет», — тенине те илтмен унран. Шупашкарта пурăнакан кĕçĕн ывăл Руслан та килмессерен пулăшать. Ĕçе пуçласа яма çăмăлах пулмарĕ. Куç хăрать те — алă тăвать. Паянхи ферма вырăнĕнче çӳп-çап йăваланатчĕ. Пиçен-вĕлтĕрен ашкăратчĕ. Йывăç- тĕме касса çĕре якатса тирпейлерĕмĕр, машинимашинипе çӳп-çап тиесе тухрăмăр. Юхăнса ларакан вырăна илсе самай нушалантăмăр, аран йĕркене кĕртсе çитертĕмĕр. Çамрăксене хальхи вăхăтра ĕç пуçарса яма çăмăлах мар, аслисен пăртак пулăшма тăрăшмалла. Вăт, мăшăрпа иксĕмĕр кашни кунах фермăна утатпăр. Унта каймасан чун чăтмасть, килте мĕн туса лармалла пирĕн?» — палăртать Леонид Иванович. Сурăх-качака ĕрчетнисĕр пуçне 131 гектар çинче сĕлĕ, люцерна акса ӳстереççĕ, утă туса илеççĕ. 200 гектар çĕре арендăна илнĕ. Çичĕ çул каялла вĕсем «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăна хутшăннă. 5 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе техникăна çĕнетме май килнĕ. Халĕ çĕрпе ĕçлемешкĕн веçех пур Посадскисен: косилка, утă тавăрмалли агрегат, пресс, трактор, «Беларус» трактор. Çавăн пекех 2 электрокĕтӳç туяннă. Сурăх-качака йышĕ ӳссех пынăран виççĕмĕш вите хăпартнă. Ывăлĕ Денис — 2023 çултан хресчен-фермер хуçалăхĕн ертӳçи. Вăл ăна ашшĕнчен пĕтĕмпех хăйĕн çине куçарнă. Денис Леонидович селекци енĕпе, икĕ ăрата пĕтĕçтерессипе те ĕçлет. Чăваш патшалăх аграри университечĕн магистратуринчен вĕренсе тухнă. Сурăх ĕрчетессине çĕнĕ шая кăларасшăн вăл. Тăватă çул каялла «Фермер шкулĕнче» пĕлӳ илнĕ. Сыр пĕçерекен дипломĕ те пур унăн. Раççейри чи паллă сыроварньăра пулса курнă, вĕсен ăсталăхĕпе паллашнă. Вăл Мускав облаçĕнчи Истра хулинче вырнаçнă. «Фермер шкулĕнче» вĕренни маншăн усăллă пулчĕ. Пушă вăхăт тупса килте темĕн тĕрлĕ сыр та пĕçеретĕп халь. Япăх теес килмест, цеха хута ямалли анчах юлать», — терĕ Денис. Ашшĕ-амăшĕ пекех çирĕп вăл, ачаран ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕскер нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Пурнăçра çăмăллăн та ансаттăн пулманнине тахçанах ăнланса илнĕ 15 çулта нумай йывăрлăх витĕр тухнă çамрăк фермер. Ĕçре йăнăшасси-улталанасси те пулать. Тĕрлĕ пăтăрмах хыççăн вăл хăйне тата вăйлăрах, çирĕпрех туйма тытăннă. «Чире çĕнтеретĕпех» 15 çул каялла Любовь Александровнăна усал чир аптăратнă. Йывăр операцие чăтса ирттернĕ хыççăн пĕр пӳрепе кăна юлнă. Пĕрре те пуç усман вăл. «Ман пурăнмалла, ачамсемпе, мăнуксемпе савăнмалла. Эпĕ вăйлă, чире çĕнтеретĕп. Çут тĕнче ав еплерех хитре», — ирхине çывăрса тăмассерен çапла каласа хăйне хăй хавхалантарнă. Любовь Александровнăна ĕçлеме те, йывăр йăтма та хушман тухтăрсем. «Кирек мĕн калаччăр шурă халатлисем, эпĕ ялта çитĕннĕскер, алă усса епле ларас», — тенĕ вăл. Чир пирки пачах та шухăшламасăр майĕпен килти пур ĕçе те тунă. Картишри выльăх шутне те чакарман, хур-кăвакалне те яланхи пекех çитĕнтернĕ, пахча çимĕçне те лартса ӳстернĕ. «Кашни кунах ырри пирки ĕмĕтленеттĕм, чир пирки пачах та аса илместĕм. Çакă та нумай пулăшрĕ пуль мана. Паллах, сывлăха çулсеренех тĕрĕслеттеретĕп. Йывăр чир çапла, темĕн те шухăшлаттарать. Эпĕ те ун чухне пĕр сиплевçĕ кинемей патне кайнăччĕ. «Паянхи кунпа пурăнмалла, кашни куншăн савăнмалла», — терĕ мана. Нимĕн те тумарĕ вăл, усал шыççа туртса илнĕн, темле асамлă вăй панăнах туйăнчĕ çавăн чухне», — терĕ йывăр чире парăнтарнă Любовь Посадская. Ку кăна та мар, çемьере йăлтах лăпкă та лайăх пулни те хавхалантарнă пулĕ Любовь Александровнăна. Ачисем, куç тулли мăнукĕсем кашни кунах мĕнпе те пулин савăнтарма тăрăшаççĕ ăна. Ав Денисăн ларма-тăма пĕлмен ывăлĕ Арсений яла килсен пĕчĕкренех чăн-чăн фермер пек тытать хăйне. Алли ашшĕнни пек ĕç патне çыпăçсах пырать унăн, выльăх, техника патне туртăнать арçын ача. Спортра пысăк çитĕнӳсем тăвать: уйрăмах волейбол, футбол ăмăртăвĕсенче. Русланăн ывăлĕ Миша — кунĕпех техника çумĕнче. Вăл халех ашшĕпе пĕрле машина-трактор юсать. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Çирĕп çемье - вăйлă çĕршыв
«Йăх-несĕлĕмĕрсен ырă йăли-йĕркине тытса пыракан çемье çирĕп, унра çĕршыв вăйĕ», — çакăн пек чăнлăха тĕпе хураççĕ пурнăç çулĕпе 30 çул пĕрле утакан Наталия тата Алексей Григорьевсем. Мăшăр пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. «Тӳрĕ кăмăллă çынсем, общество ĕçĕн хастарĕсем, Трак ен, республика, çĕршыв аталанăвне пысăк тӳпе хывакансем», — тет вĕсем пирки ял-йыш.
Спорт тусĕсем, общество ĕçĕн хастарĕсем Григорьевсем иккĕшĕ те Красноармейски салинчи «Заволжски» магистральлĕ газ пăрăхĕсен линипе производство управленийĕнче вăй хураççĕ. Алексей Николаевич предприятире 1998 çултанпа ĕçлет. Мал тĕллевлĕ тата пуçаруллă пулнипе коллективра пысăк хисепе тивĕçнĕ. Кирек хăçан та хăйĕн вăйне шанса çитĕнӳ патне ăнтăлнă. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан ыр кăмăллăх ĕçне хутшăннă, волонтерсен «Трак ен» СВО» ушкăнне тата çар хатĕрленĕвĕн «Звезда» курсне йĕркеленĕ. Икĕ çул каялла вара Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен ретне хăйĕн ирĕкĕпе тăнă. Хальхи вăхăтра çар операцийĕ иртекен вырăнта çар техникине юсать. Алексей Григорьев яланах спортпа туслă, общество ĕçне хастар хутшăнать, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тӳпе хывать. Гражданла çирĕп позици тытса пынăшăн вăл патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Алексей Николаевич — Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе наградăланă. Çавăн пекех ăна «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотла воспитани парас енĕпе хастар ĕçленĕшĕн» паллăпа, «Студентсен çăлав юхăмне аталантарас ĕçе тӳпе хывнăшăн», Раççей Федерацийĕнчи афган вăрçин ветеранĕсен пĕрлĕхĕн «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», офицерсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхĕн А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ, Пĕтĕм Раççейри десант çарĕсен ветеранĕсен пĕрлĕхĕн «В.Ф.Маргелов генерал» медалĕсемпе, «Тивĕçе парăннăшăн. Тăван çĕршыв мухтавĕшĕн» орденĕпе чысланă. Наталия Николаевна Шупашкарти технологи техникумĕнче техник-технолога вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра «Заволжски» ЛПУМГ химипе аналитика лабораторийĕнче вăй хурать. Ĕçе тĕплĕ пĕлнипе, яваплă пулнипе палăрса тăрать вăл. Тивĕçсене яланах çӳллĕ шайра пурнăçланăшăн ĕçтешĕсем хисеплеççĕ ăна. Наталия Николаевна та спортпа туслă, тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнать. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма тус-юлташне те хавхалантарать. Çак тĕллевпе вăл йога занятийĕсем йĕркелет. Наталия Николаевна «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплекс нормисене пурнăçласа ылтăн палла тивĕçнĕ. «Спорт ăмăртăвĕсенчен чи юратни — «Атте, анне, эпĕ — спорт çемйи». Ку тупăшăва çулсеренех хутшăнатпăр, — каласа кăтартрĕ Наталия Николаевна. — Пирĕн çемьере йăлана кĕнĕ уявсем те пур. Вĕсенчен пĕри — Çĕнтерӳ кунĕ. Кашни çулах çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче митинга, «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнатпăр. Мăн асаттесен паттăрлăхне асра тытмалли пирки ачасене те асăрхаттарсах тăратпăр. Тăвансене тата çывăх çынсене пĕрлештерекен уяв вара — Çĕнĕ çул. Çĕнĕ çулталăка яланах ачасемпе пĕрле кĕтсе илетпĕр». Кил хуçи арăмĕ пушă вăхăтра ал ĕçĕпе ларма кăмăллать. «Манăн чун киленĕçĕ — тĕрĕ. Капăр япаласем кил-çурта илем кӳреççĕ», — терĕ вăл. Çавăн пекех çул çӳреме юратать. Ачисемшĕн ырă тĕслĕх Григорьевсен ачисем ашшĕамăшĕн хастарлăхне тата ĕçченлĕхне курса ӳсеççĕ. Алексей Николаевич — ывăлĕ-хĕрĕшĕн вĕрентекен те, хӳтĕлевçĕ те, ырă сĕнӳ паракан та. Вăл вĕсене вĕренӳре те, канура та яланах пулăшма тăрăшать, çирĕп кăмăллă пулма, ĕçе хисеплеме, яваплăха туйма, пĕр-пĕрин тĕрекĕ пулса тăванлăха упрама хăнăхтарать, сывă пурнăç йĕркине юратма вĕрентет, пĕчĕкрен спортпа туслаштарать. Ирсерен пĕрле кĕлетке-çурăма çирĕплетекен хусканусем тăвасси, чупасси, ăмăртусене хутшăнасси — çирĕпленнĕ йĕрке. Çемьере хуçалăхри ĕçсене пĕрле пурнăçлассине те йăлана кĕртнĕ. Çывăх çыннисем ăна уçă кăмăлĕшĕн, кирлĕ канаш панишĕн, ăнланнишĕн хисеплеççĕ. Вăл çемьере шанăçлăх çуратать. Наталия Николаевна çемье ăшшине упрассишĕн, тĕпренчĕкĕсен ачалăхне телейлĕ тăвассишĕн, мăшăрĕшĕн пурнăç тĕрекĕ тата тĕревĕ пулассишĕн нумай тăрăшать. Хуçалăхри ĕçсене тирпейлĕ туса пынисĕр пуçне общество пурнăçне те хастар хутшăнать вăл. Тĕслĕхрен, шкулта ашшĕ-амăшĕн комитетĕнче тăрать. Григорьевсене ачисемпе пĕрле субботниксенче, экологи мероприятийĕсенче час-часах курма пулать. Вĕсем тăван тавралăх аталанăвне те пысăк тӳпе хываççĕ. Григорьевсем 2020 çулта Енĕшкасси ялĕнчи историпе патриотлăх паркне хăтлăх кĕртнĕ. Унта вĕсем кедр, уртăш, тĕрлĕ йышши чечек лартнă. Канма пыракансем валли вырнаçтарнă тенкелсене сăрласа илемлетнĕ. Алексей Николаевич пуçарнипе çавăн пекех Енĕшкассинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата Чечняри хирĕç тăру ветеранĕсене, ку тăрăхри ĕç ветеранĕсене халалланă стендсем йĕркеленĕ. Наталия Николаевнăпа Алексей Николаевичăн аслă хĕрĕ Ксения Красноармейски шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Ача чухне музыка шкулĕнче пултарулăхне аталантарнă, фольклор ансамбльне çӳренĕ, Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери ӳнер конкурсĕсемпе фестивалĕсене хастар хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. 2013 çулта Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академине вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен следовательте ĕçленĕ. Право хуралĕн органĕсенче вунă çул ĕçлесе Ксения капитана çитнĕ. Унăн ĕç-хĕлне III степень «Службăра палăрнăшăн» медальпе хакланă. 2018 çулта Ксения пĕр курсра вĕреннĕ Андрей Абрамовпа çемье çавăрнă. Кĕçех амăшĕ пулса тăнă, мăшăрĕпе Ильяна çитĕнтереççĕ. Хальхи вăхăтра вăл хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Ксения хальхи вăхăтри туртăмсене тĕпе хурса тĕрлĕ сайт хатĕрлет. Унăн кирек мĕнле калăпăшлă бизнес валли те тухăçлă сĕнӳсем тупма пултарнине кăтартакан анлă портфолио пур. Григорьевсен ывăлĕ Владимир пĕчĕкрен вĕренӳре те, спортра та пысăк çитĕнӳсем тунă. Шкул пурнăçне яланах хастар хутшăннă, тĕрлĕ мероприятире пуçарулăх кăтартнă. Республика шайĕнчи ăмăртусенче нумай хутчен Трак ен чысне хӳтĕленĕ, футбол турнирĕнче икĕ хутчен республика чемпионĕ пулнă, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республика ăмăртăвĕсенче тăватă хутчен çĕнтернĕ, Атăлçи округĕнчи тупăшура призерсен йышне кĕнĕ. Мал тĕллевлĕ ăнтăлăвне кура республика Пуçлăхĕн стипендийĕпе хавхалантарнă. Юлташĕсем те, вĕрентекенсем те ăна яланах пысăка хурса хакланă. Владимир вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра аслă лейтенант ятарлă çар операцине хутшăнать. <...>
Мария РОМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ÿнерçĕсем - Турхан çĕрĕ çинче
Патăрьел округĕнчи Турхан ялĕнче вун саккăрмĕш хут Кокель пленэрĕ уçăлчĕ. Кăçал вăл «Кунта пĕтĕмпех Кокельпе сывлать, пурăнать» девизпа иртет.
Мероприятие аслă ӳнерçĕ тата педагог Алексей Кокель çуралнăранпа 145 çул çитнине халалланă. Турхана Витебскран, Ĕпхӳрен, Саранскран, Самартан, Керчьрен, Шупашкартан ӳнер ăстисем килсе çитнĕ. Пленэр-симпозиум вăхăтĕнче вĕсем хăйсен опычĕсемпе паллаштарĕç, çĕнĕ ӳкерчĕксем туса хавхалану кӳрĕç. Пленэр программи питĕ анлă. Унта хутшăнакансем Патăрьел округĕнчи чи илемлĕ кĕтессенче ĕçлеме хăйне евĕрлĕ май тупĕç. Çавăн пекех хурт-хăмăр ăстин Николай Пирожковăн утарĕнче те пулĕç. Унти çут çанталăк, чечеклĕ улăх шăрши картинăсем тума хавхалантарĕç. Ӳнерçĕсем «Пăла юхан шывĕн пуçламăшĕ» экологи фестивальне те хутшăннă. Çавăн пекех Патăрьелти ача-пăча искусство шкулне çӳрекенсемшĕн пултарулăх енĕпе ăсталăх класĕсем иртеççĕ. Çакă çитĕнекен ăрушăн професси канашĕ илме, пултарулăх тавра курăмне аталантарма шанăç парать. Патăрьел çĕрĕ çинче çулсеренех пленэр ирттерни Алексей Кокелĕн еткерне сыхласа хăварма тата аталантарма тăрăшнине çирĕплетет. <...>
Валентина МАКСИМОВА.
♦ ♦ ♦
Шурă пÿрт çĕкленетех
Çын малалла ăнтăлни, ума тĕллевсем лартни аван. Ун пек чухне пуçра ырă шухăшсем кăна тĕвĕленеççĕ. Çутă ĕмĕтсемпе хавхаланнă май Турă хăй вăй панăн, пулăшса пынăн та туйăнать.
Çыншăн ĕç кăна мар, пурăнмалли вырăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ-çке. Мĕн пытармалли, хваттер, общежитире пӳлĕм тара тытса пайтах нушаланнă, ялтан хулана килнĕскерсем шăла çыртса темле условире те пурăнса курнă. Малтан банксенчен кредит илме май çукчĕ, ипотека тавраш та пулман. «Хамăра ятăн общежитире те пулин пĕр пĕчĕк кĕтес туянасчĕ», — тесе сахал мар ĕмĕтленнĕ. Çапла, ĕмĕтленнĕ пекех общежитирен пуçланчĕ те. Шăп 14 çул каялла амăшĕн капиталĕ çумне укçа-тенкĕ хушса хулан çĕнĕ кăнтăр тăрăхĕнче гостинка туянма май килнĕччĕ. Кунта пурĕ те тăхăр уйăх анчах пурăнтăмăр. Хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче чылай çурт хăпартма тытăнчĕç. Паллă ĕнтĕ, кун пек чухне, общежитири пӳлĕм хакĕсем чакма пултарасси. Апла вăхăтра сутса янине нимĕн те çитмест. Шăпах пӳлĕмсем йӳнех марччĕ, анчах та сутăнма пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра риэлтор темле майпа гостинка илес шухăшлă çынна тупса пачĕ. Ăна хăвăрт сутса центрти çĕнĕ çуртра Çĕнĕ çул умĕн хваттер илме май килчĕ. Виç-тăват çул каялла, ĕçпе Шупашкар округĕнчи Загорски поселокне кайма тиврĕ. Çакăнта пĕр строительство компанин директорне тĕл пулса калаçнăччĕ. Вĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ГСПран /гипспа йывăç турпасне хутăштарса хатĕрленĕ плитаран/ çуртсем хăпартаççĕ. Шăпах сутма тăратнă, хатĕр икĕ хутлă çурт та пурччĕ. «Туянас килмест-и е çывăхра çĕр илĕр те, сире те кĕске хушăрах кермен çĕклесе паратпăр», — сĕнчĕ директор. Шупашкар округĕнчи хитре те ытарайми çуртсене курса киленнĕ май хваттерте мар, хула çумĕнчи харпăр кĕтесре пурăнас килсе кайрĕ. Илемли яланах куçа илĕртет çав. Илемлишĕн кăна мар, аякка каймалла мар, çакăнтах — сад-пахча. Пурăна киле мунча та хăпартма май пур. Шăпах Шупашкар çумĕнчи Алькеш ялĕнче виçĕ-тăватă çул каялла çĕр сутма тытăнчĕç. Аякра та мар, машинăпа май килмен вăхăтра хулари маршруткăсемпе те чиперех, вунăвун пилĕк минутра çитме пулать. Мĕншĕн туянас мар? Çĕрĕ пулсан майĕпен çуртне те хăпартма май килĕ. Шăп та лăп виçĕ çул каялла пĕр соткăна кунта 125-130 пин тенкĕпе сутатчĕç. Чарăнуран аякра та мар 8 сотка çĕре кĕркунне туянма май килчĕ. Çырма-çатраллă мар, тӳп-тӳрĕ вырăн. Аякра мар вăрман пулнăран сывлăшĕ уçă та таса... Мĕнех, пăртак йӳнĕрех пултăр тесе пĕр уйăх çурăра свай çинче хальхи йышши плитаран икĕ хутлă çурт хăпартрăмăр. Алькеш ялĕнчи çĕнĕ çуртсенчен 80 процентне çак материалтан çĕклеççĕ халь. Унта кăна мар, Раççейĕпех çак плитана суйласа илекен нумай. Хĕл каçса курнисем питĕ ăшă тесе ырланине илтнĕ паллах. Апла-и, капла-и, çапах та эпир чултан тунине, кирпĕч çурта хăнăхнăши? Иккĕлентерчĕ-и, хăнăхманран-и, пӳрте туса пĕтернĕ хыççăн сутма тĕв турăмăр. Çын сăмахне те тĕпе хуратпăр чылай чухне. «Плитасен хушшинчи кĕленче мамăк пурăна киле анса ларать, ăна шăши касма пултарать, унтан ăшши пĕтет», — тем калакан та тупăнчĕ. Юмахри пек илемлĕ курăнатчĕ, сутма та шелччĕ. Хамăр проектпа тунăран пĕтĕмпех килĕшетчĕ. Чӳречисем те хĕвел тухăç енне пăхаççĕ, çавна май пӳртре çутă. Пысăк тата, тепĕр майлă «панорама» е «француз чӳречисем» теççĕ вĕсене. Çапах та ялти ĕлĕкхи йывăç çуртсем те свай çинче мар, никĕспе-çке. 50-60 çул каялла хăпартнисем те çирĕпех лараççĕ. Мĕнех, ĕçе пуçланă тăк — вĕçне çитермелле. Виçĕ çул каялларах ку тăрăхра çĕр ытлах хакланма ĕлкĕрейменччĕха. Электричество, «кăвак çулăм» çитеймен вырăнта пĕр соткăна 130 пин тенкĕпе туянма май пурччĕ. Чăтăмлăх çитерсе çак йывăр ĕçе çĕнĕрен пикенме тиврĕ. Хальхинче — никĕспе, васкамасăр, пур строительство материалĕ пирки лайăх вуласа пĕлсе çĕнĕ йышши материалтан — газоблокран — хăпартас терĕмĕр. Юрать, умра мĕн чухлĕ йывăрлăх кĕтнине пĕлместĕн те — ĕçе пуçăнатăн. Çурта хăпартса лартасси те ансат мар. Ытти ĕçĕ — канализаци, шыв, газ пăрăхĕсем, электричество çути кĕртесси, урай, мачча таврашĕ, чӳрече лартасси — тата та кăткăсрах. Вĕсене тунă хушăрах мĕн чухлĕ вак-тĕвек ыйту сиксе тухать. «Çурт çĕкличчен тепĕр хваттер туянмаллачччĕ те...» — кун пек шухăш та пуçра пĕрре мар тĕвĕленнĕ. Анчах та пуçланă ĕçе вĕçне çитермеллех. Кам айăплă — никам та вăйпа хистемен. Çапах та çанă тавăрса, çине тăрса ĕçлесен вĕçĕ-хĕрри пулать иккен. Хваттер тенĕрен. Ăна ялти çуртпа танлаштараймăн çав. Йĕри-тавра — тăватă кĕтеслĕ стена. Харпăр çуртра вăхăта ытларах уçă сывлăшра ирттеретĕн. Ӳркенмесен сад-пахчара темĕн тĕрлĕ çырла, пахча çимĕç туса илме май пур. Çапла, лайăх пурăнас тесен нумай тар тăкма тивет. Анчах та пуçа усмалла мар. Хальхи вăхăтра тăвансемпе, ял-йышпа нимелле çурт хăпартасси те пĕтрĕ. Тĕрĕссипе, тӳлевсĕр пĕр пăта çапса паракан та çук пуль. Йăлтах тара тытса е хăв тĕллĕн ĕçлетĕн. Йывăрлăхран хăрамасан кăна темле тăва та çĕнтерме пулать. <...>
Елена АНДРЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Çĕннине курнă, хăйсене кăтартнă
1896 çулхи çу уйăхĕн 28 - юпа уйăхĕн 1-мĕшĕсенче Чулхулара Пĕтĕм Раççейри промышленноçпа ӳнерĕн ÕVI куравĕ иртнĕ. Унта чăваш уесĕсенчен те хутшăннă.
Ăна финанс министрĕ Сергей Витте ертсе пынипе тĕплĕн хатĕрленнĕ, тепĕр хула хăпартса лартнă. Курава çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă, унта чăваш шкулĕсен инспекторĕ Иван Яковлев ертсе кайнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕн делегацийĕ те хутшăннă. Вăл курава епле кайса килни çинчен «Поездка воспитанников Симбирской чувашской учительской школы и воспитанниц женского при ней училища в Казань, Нижний Новгород, Кострому, Ярославль, Сергиеву Лавру и Москву летом 1896 года» ятлă брошюрăра çырса кăтартнă. Унпа паллашсан çакна пĕлтĕм: Чулхулана кайса килме Хусан вĕрентӳ округĕн попечителĕ А.Попов шкула 450 тенкĕ панă. И.Яковлев хăйне пăхăннă 23 училищĕрен пуринчен те представитель яма ыйтнă, попечитель 9-шĕнчен çеç кайма ирĕк панă. И.Яковлев Элĕк, Тĕрлемес, Турай училищисенчен тата ыттинчен лайăх вĕреннĕ ачасене суйласа илнĕ. Тен, округсенчи тавра пĕлӳçĕсем камсем кайнине пĕлеççĕ? Çула тухиччен маларах хатĕрленсе ачасене Раççей географийĕпе историйĕ, С.Медведков протоиерейпе В.Никифоров священник Чулхула тăрăхĕнчи храмсем çинчен эрне çурă каласа панă, А.Сельницкий наставник курав экспоначĕсемпе паллашма, дневник çырса пыма вĕрентнĕ. Делегаци курава утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче çитнĕ, арçын ачасене — Печера мăнастирĕнче, хĕрачасене Воскресени храмĕн чиркӳпе прихут шкулĕнче çĕр каçма вырнаçтарнă. И.Яковлев аса илӳре делегаци çумне экскурсовод çирĕплетменрен ачасене экспонатсемпе паллашма кăткăсрах пулнине палăртнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕ хăйĕн экспоначĕсене Халăха çутта кăларас ĕç министерствин çĕршыври халăх училищисен ведомствисен пĕрлехи коллективлă куравĕн 19-мĕш пайĕнче кăтартнă. Курава темиçе çĕр училище, аслă тата вăтам шкулсем хутшăннă. Чăваш патшалăх истори архивĕнче Чĕмпĕр шкулĕ кăтартнă экспонатсен списокĕ упранать. Вĕсен йышĕнче — лайăх, вăтам вĕреннĕ тата ĕлкĕрсе пырайман ачасен 18 тетрачĕ, вĕрентӳ программисем, Чĕмпĕр шкулĕ тата ун çумĕнчи ферма ĕçĕ çинчен çырса пĕлтерни, сăн ӳкерчĕксем, алăпа тунă тĕрĕ-эреш, чăваш хĕрарăмĕн икĕ кĕпи, сурпансем, пир хутаçсем. И.Яковлев Чĕмпĕре таврăниччен курав администрацийĕнчен экспонатсене шкула тавăрса пама ыйтса çырнă, анчах вĕсен пысăкрах пайне курав архивне панă. Халĕ хăшĕ-пĕри тата фотосем Санкт-Петербургри патшалăх истори архивĕнче упранаççĕ. Иван Яковлевич ачасемпе пĕрле курава II Николай патша тата унăн мăшăрĕ Александра Федоровна килессе пĕлсе кĕтсе илме Чулхулана тата темиçе куна юлнă. «Ырă хыпар хыççăн, тепĕр кунне, пирĕн вĕренекенсене финанс министрĕ С.Витте курасшăн пулчĕ. Маларах палăртса хунă вырăнта министр господина Чулхула кĕпĕрнаттăрĕпе Н.Барановпа пĕрле кĕтсе илтĕмĕр, вăл пирĕн юрăçсенчен «Спаси, Господи» тата «Отче наш» юрăсене — чăвашла, «Спаси, Господи» юрра иккĕмĕш хут ĕлĕкхи славян чĕлхипе юрлама ыйтрĕ, — çырса хăварнă аса илӳре. — Утă уйăхĕн 19-мĕшĕ Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренекенсен асне кĕрсе юлчĕ. Пирĕн телей пулчĕ — куравра Император тата Императрица государьсемпе тĕл пултăмăр, вĕсем наукăпа вĕрентĕвĕн 19-мĕш пайĕпе паллашрĕç, пирĕн умранах иртнĕ чухне «Спаси и сохрани» юрра чăвашла юрларăмăр. Ачасем II Николай императора тата мăшăрне курнăран хумханса илчĕç, çав саманта яланлăхах астуса юлчĕç. 1896 çулхи Пĕтĕм Раççейри промышленноçпа ӳнер куравĕ Чĕмпĕр чăваш шкулне пысăка хурса хакларĕ: экспонатсем тăратнăшăн шкула ылтăн медаль пачĕç, шкул «Хусан вĕрентӳ округĕнчи вырăс мар халăха çутта кăларассишĕн нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн 1-мĕш разрядлă дипломпа наградăларĕ». Çакна палăртас килет: курав альбомĕпе эпĕ те паллашрăм, 1896 çулта Чулхулара Чĕмпĕр чăваш шкулне 3-мĕш разрядлă дипломпа наградăланине пĕлтĕм, ăна ылтăн медальпе хавхалантарнисен йышĕнче курмарăм. Куравăн санитарипе гигиена уйрăмĕнче Улатăр уесĕн земствин управи уесăн санитари статистикипе паллаштарнă. Шупашкар хулин тимĕрçĕпе слесарь мастерскойĕ — молотилка тата пулă типĕтмелли машина, Шупашкар земствин тимĕрçĕпе слесарь мастерскойĕ — плуг, Шупашкарăн 1-мĕш вăрманлăхĕ сулă юхтармалли кимĕ тата кимĕпăрахут бортне, скипидар, сăмала, ăна хатĕрлекен завод модельне, шывпа юхтармалли пĕрене суллин тĕслĕхĕсене, вăрман культурисен вăрлăхне кăтартнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...