Хресчен сасси 24 (3064) № 02.07.2025
Юрлама та, купăс калама та ăста
Чăваш Енре алă ăсти сахал мар. Вĕсем йывăçран, хурăн хуппинчен, çăмран илемлĕ япаласем тăваççĕ. Тĕрлекенсен шучĕ те нумайлансах пырать. Маçтăрсем çĕнĕ мелсене те алла илеççĕ.
Вĕт шăрçаран — капăрлăхсем
Шупашкарта пурăнакан Ольга Светопольская вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме кăмăллать. Хушпу, тухья, çуха, браслет, хăлха çакки, тĕрлĕ сувенир тата ытти тăвать.
— Ал ĕç тума çамрăк чухнех вĕреннĕ. Пит шăлли, тутăр тĕрленĕ. Качча кайма тупра хатĕрленĕ. Анне те тĕрлетчĕ, çыхатчĕ. Эпир те ачаран çыхма хăнăхнă. Халĕ чăлха-нуски кăна мар, пледсем, виткĕчсем, пуканесем çыхатăп. Анне пахчаçăсен бригадинче тăрăшатчĕ. Эпир ăна кишĕр, кăшман çумлама пулăшнă. 32-ре йывăр чирлерĕм, ура утайми, алă вылями пулчĕ. Сипленнĕ хыççăн тухтăрсем алла сыватмашкăн вĕт шăрçапа ĕçлеме сĕнчĕç, çавăн чухне аппаланма тытăнтăм, — кăмăлне ирĕке ячĕ Ольга Николаевна.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче йывăр тапхăр пуçлансан вăл ку ĕçе пăрахнă. 7 çул каялла тепĕр хут алла тытнă. Халăх ӳнер промыслин маçтăрĕ хăйĕн ĕçĕсемпе тĕрлĕ хулари куравсемпе ярмăрккăсенче паллаштарнă. Мускава, Тутарстана тата ытти региона çитнĕ. Кăçал та Нурлата, çĕршывăн тĕп хулине кайма палăртнă. Хушпутухьяна Тулăна, Красноярска ăсатнă. Арçынсем валли браслетсемпе калпаксем те ăсталать.
— Ĕлĕк шăрçа тупма йывăрччĕ. Ăна Китайран, Индирен илсе килнĕ. Капăрлăха хĕрарăмсем çăмартапа, тырăпа, çăмпа тата ыттипе улăштарнă. Халĕ ку енĕпе çăмăлрах. Ют çĕршывран та саккаспа илме пулать. Пенси укçи материал туянсах пĕтет. Ĕçлеме тытăнсан уйрăлас килмест. Каçхине те, ирхине те ал ĕç тăватăп. Хушпăва тума икĕ эрне кирлĕ, тăрăшсан вунă кунра та вĕçлеме пулать. Кăткăсраххисемпе аппаланса уйăх та иртет пулĕ, — терĕ Ольга Светопольская. Вăл 5-ри мăнукне Даринăна та сулăсем, мăй çыххисем тума вĕрентет. Хĕрача хăйĕн ĕçĕсене юлташĕсене, воспитательсене парнелет. 67-ри хĕрарăм ĕç вăрттăнлăхĕсене тĕплĕнрех пĕлес тесе Чăваш тĕррин шкулне çӳренĕ. Малашне вĕтĕ шăрçаллă япаласен йышĕнче тĕрĕллĕ-эрешлĕ ĕçĕсене те курăпăр ахăртнех. Алă ăсти ЧР Суту-илӳпе промышленноç палати йĕркеленĕ «Çĕнĕ çул парни», Пĕтĕм Раççейри «Изумрудный павлин» конкурссенче, «Шаг к успеху» фестивальте палăрнă. Кăçал вăл Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурса хутшăннă. Тав çырăвĕ те нумай унăн. Шкулсемпе садиксенче, музейсенче, уявсенче ăсталăх сехечĕсем ирттерет. Вĕренме киле те пыраççĕ-мĕн. Ольга Николаевна Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ачаранпах пултаруллă пулнипе палăрнă. Музыка шкулĕнче юрлас ăсталăха вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Шупашкарти «Кăнтăр» культура керменĕ çумĕнчи «Волжский бриз» ансамбле çӳрет. Коллективпа пĕрле чылай концертпа уявра куракана илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Вăл Çĕрпӳри çут ĕç училищинче, Хусанти культура институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Шăпине культурăпа çыхăнтарнă: Елчĕк районĕнчи кану çуртĕнче, Тӳскелти, Ĕнелти клубсенче 30 çул ытла вăй хунă. Йăла ыйтăвĕсен комбинатĕнче пĕр вăхăт ĕçлеме тӳр килнĕ. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлсан 15 çул каялла хĕрарăм Шупашкара ачисемпе мăнукĕсен çывăхнерех куçса килнĕ. Йывăç-хăмана çĕнĕ пурнăç парнелет Муркаш округĕнчи Атикассинче пурăнакан Николай Егоров йывăç-хăмана чун кĕртет. Вăл килти хуçалăхра кирлĕ япаласем ăсталать: кашăксем, калаксем, савăт-сапа, пуртă аврисем, шкатулкăсем… — Ача чухнех çак ăсталăха алла илме тытăнтăм. Шкула йывăçран пăшал туса кайни халĕ те асра. Вылямалли тракторсем тăваттăм. Ун чухне теттесем пулман. Пичче те тем те пĕр ăсталатчĕ, вăл вĕçлемен ĕçе эп туса пĕтереттĕм. Атте йывăçран ĕç хатĕрĕсем тăватчĕ, пăчкă аврине хитрелетсе касни куç умĕнче. Кукаçи лаша ураписем, тĕнĕлсем тăватчĕ. Пирĕн килте стена çумĕнче ĕç хатĕрĕсем çакăнса тăратчĕç. Верстак пурччĕ, — калаçăва пуçларĕ Николай Порфирьевич. Николай Егоров Чăваш патшалăх университетĕнче инженер-электрик специальноçне алла илнĕ. Вăл Шупашкарти прибор тăвакан заводра, çурт-йĕр управленийĕнче тăрăшнă. Пĕр тапхăр Мускава ĕçлеме çӳренĕ. Столяр, электрик, слесарь-сантехник тивĕçĕсене пурнăçланă. Пĕр çулхине ăна Прагăна командировкăна янă, унта икĕ уйăх ĕçленĕ. 1999 çулта Егоровсем яла пурăнма куçнă, кил хуçи хăй аллипе пӳрт лартнă. Иртен-çӳрен 21 чӳречеллĕ çурта чиркӳпе танлаштарать. — Пĕр çулхине арăм валашка туса пама ыйтрĕ, унтан тăвар-песук ямалли савăтсем турăм. Çавăн хыççăн çак ĕç патне каллех чун туртакан пулчĕ. Малтанхи вăхăтра япаласене якатма çын патне утаттăм, кайран килтех станок хута ятăм. Вăрмана йывăç патне утман, анкартинчех чылай: пилеш, улмуççи, çăка… Вутта яриччен касмалли материал хатĕрлетĕп. Пĕр пуленкене те çунтарас килмест. Хурăн, чие çырли, юман, йăмра — пур йывăçпа та ĕçлеме пулать.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...