Комментировать

31 Июл, 2025

Çамрăксен хаçачĕ 27 (6578) № 31.07.2025

Салтаксемпе вĕсен çемйисене пулăшаççĕ

ЯТАРЛĂ ÇАР ОПЕРАЦИНЕ ХУТШĂНАКАНСЕНЕ ТАТА ВĔСЕН ÇЕМЙИСЕНЕ, ЗАПОРОЖЬЕ ОБЛАÇĔНЧИ БЕРДЯНСК РАЙОНĔНЧЕ ПУРĂНАКАНСЕНЕ, ÇАВĂН ПЕКЕХ ТĂШМАН ТИСКЕРЛĔХНЕ ПУЛА ШАР КУРАКАН КУРСКПА БЕЛГОРОД ОБЛАÇĔНЧИСЕНЕ ПИРĔН РЕСПУБЛИКĂРИ ВУН-ВУН ÇЫН ПУЛĂШАТЬ.

Чăваш патшалăх аграри университечĕн коллективĕ те çак ырă ĕçре хастарлăх кăтартать. 2024 çулта «Пĕрле çĕнтеретпĕрех» проекта пурнăçа кĕртнĕшĕн аслă шкулăн воспитанипе социаллă ĕçсен пайĕн ертӳçи Алексей Леснов, Анна Юрковăпа Сергей Саеров студентсем кăçал Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ.

Университетра ĕçлекенсемпе вĕренекенсем ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатаççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ, çырусем шăрçалаççĕ тата ытти те. Алексей Леснов каланă тăрăх, 2022 çулта çурта тума парафин туяннă, консерва савăчĕсем пуçтарма пуçланă. «Кăçал маскировка тетелĕ çыхма тытăнасшăн. Самар облаçĕнчи эвакогоспиталь валли медицина хатĕрĕсемпе тумтир парса ятăмăр. Курскри аграри университечĕн общежитийĕсенче пурăннă беженецсене нумай пулăшрăмăр. Чăваш патшалăх аграри университетĕнчен вĕренсе тухнисен йышĕнче те, отпуск илсе çар ретне тăнисем те сахал мар. СВОра пуç хунă выпускниксене асăнса аслă шкулта 2024 çулта стенд уçрăмăр. Хӳтĕлевçĕ кунне, Çĕнтерӳ кунне, вăрçăпа çыхăннă тĕрлĕ ытти паллă куна халалласа концертсем, акцисем йĕркелерĕмĕр. Пирĕн студентсем «Агровыбор» волонтерсен юхăмĕн /ертӳçи — Надежда Сергеева/ хастарĕсемпе пĕрле СВО салтакĕсен мăшăрĕсемпе ашшĕ-амăшне килти хуçалăхра тĕрлĕ ĕç тума пулăшаççĕ: пӳрт-çурта тирпейлеççĕ, вутă çураççĕ, пахчара ĕçлеççĕ, хĕлле картише юртан тасатаççĕ, лавккаран апат-çимĕç кайса илеççĕ... Ку таранччен 20 ытла çемьене тĕрев панă. Надежда Александровна çавăн пекех психологи консультацийĕсем ирттерет. Эпир республикăра йĕркелекен мероприятисенчен юлмастпăр. Акă салтаксен амăшĕсемпе арăмĕсем валли парнесем хатĕрлерĕç, Асăнупа хурлăх кунĕнче палăк умне чечексем хучĕç. Кăçал «Çĕнтерӳллĕ май» ретроспективăна хутшăнчĕç, вальс ташларĕç. Инженери факультечĕн пултарулăх ушкăнĕ вăрçă темипе хатĕрленĕ постановкăн пĕр сыпăкне кăтартрĕç. Сăмах май, кăçал вĕсем «Студентсен çуркунни» республика конкурсĕнче лауреат пулса тăчĕç. СВО паттăрĕсемпе, тĕрлĕ вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулатпăр. Республикăри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн членĕсем /Александр Самылкин, Василий Шадриков тата ыттисем/ университета хăнана час-час килеççĕ. Вĕренӳ\9 учрежденийĕнче патриотлăх воспитанийĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, хальхи çамрăксене Тăван çĕршыва юратма ачаран вĕрентмелле», — терĕ Алексей Александрович. Пулас агрономсемпе ветеринарсем «Çĕнтерӳ диктанчĕ» акцирен пĕр çул та юлмаççĕ. Кăçал «Ялта чи лайăххисем» агрослетра окоп çуртисем тăвас енĕпе ăсталăх сехечĕсем ирттернĕ. Хăшпĕр студент волонтерсен ушкăнĕпе пĕрле СВО зонинех çитсе килет-мĕн. Аграри университечĕ «Çĕнтерӳ волонтерĕсем» общество организацийĕпе, Чăваш Енри волонтерсен центрĕпе, «Пĕрле» фондпа пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ. Студентсен пĕр йышĕ «Воин» центрта пĕлĕве тарăнлатнă. Тыл ĕçченĕсене халалласа 2023 çулта аграри университечĕн «Агропамять» проекчĕ Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ. Ун чухне те воспитанипе социаллă ĕçсен пайĕн ертӳçи Алексей Леснов лауреатсенчен пĕри пулнă. «Ку проект тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне кăтартать. Вăрçă çулĕсенче пĕтĕм халăх фронтшăн ĕçленĕ, салтаксене тыр-пулпа, апат-çимĕçпе, тумтирпе тата ыттипе тивĕçтернĕ. Танксемпе самолетсем тума укçа пуçтарнă. 56 слайдран тăракан курав йĕркелерĕмĕр. Вĕсем тыл ĕçченĕсен пурнăçне уçса параççĕ, халăх кун-çулĕнче сыхланса юлнă истори пулăмĕсемпе паллаштараççĕ. Тĕслĕхрен, Йĕпреçри вĕçев шкулĕнче Алексей Маресьев летчик ĕçне тепĕр хут вĕреннĕ, Канаш тăрăхĕнчи пионерсем тимĕр-тăмăр пуçтарса тунă укçана броньпуйăс тума панă. Ку курав республикăри пур района та çитнĕ. Унпа «Ялта чи лайăххисем» конкурса, Çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкĕ уçăлнине халалланă мероприятие, «Иволга», «Территория смыслов» форумсене хутшăнакансем те паллашнă. Волонтерсем шкулсенче вун-вун экскурси ирттернĕ. Аслă шкулта пултаруллă çамрăксем вĕренеççĕ. Вĕсем КВНра ăсталăха аталантараççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр университет команди студентсен аслă лигинче çĕнтернĕ. Алексей Лесновшăн та ку вăйă ют мар. Вăл — сценари авторĕ те, команда ертӳçи те, актер та... И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра пĕлӳ илнĕ вăхăтрах КВН выляма пуçланă. Çавăн чухнех пулас учитель хореографи вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă. Педагогика наукисен кандидачĕ ача-пăча лагерĕсенче, вăтам шкулта, Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕнче, Н.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче ĕçленĕ тапхăрсенче те КВН ушкăнĕсем йĕркеленĕ. 2018 çултанпа аграри университетĕнче ĕçлекенскер сусăр ачасене çак юхăма явăçтарать. Сăмах май, унăн 6-мĕш класри ывăлĕ те КВНра вылять.

Андрей МИХАЙЛОВ.


Парашютпа 26 хут сикнĕ

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Сывлăш десант çарĕн кунне паллă тăваççĕ. Çĕршыв историйĕнче вăл питĕ пысăк вырăн йышăнать. Ăçта йывăрлăх – чи малтан вĕсене куратпăр. Уяв умĕн десантниксемпе епле тĕл пулса калаçмăн?

Патăрьел округĕнчи Туçа тăрăхĕнче пурăнакан Олег Табаковпа паллаштарас килет. Шкулта вĕреннĕ чухнех ăна вĕрентекенсем те Олег Радиевич тесе чĕнетчĕç. Сăлтавĕ те пурччĕ. Пĕр класрах икĕ Олег Табаков вĕренетчĕ. Вĕсем тата пĕр урамрах пурăнатчĕç. Пĕрне — Радиевич, теприне Александрович тетчĕç. 1968 çулта çуралнăскерсем Туçари вăтам шкул хыççăн салтак аттине тăхăнчĕç. Олег Александрович тинĕс çар флотне лекрĕ, Олег Радиевич — сывлăш десант çарне. Олег Радиевич шкул хыççăн Ульяновск хулинчи политехника институтне вĕренме кĕнĕччĕ. Анчах ашшĕсĕр ӳснĕскер укçа ĕçлесе илес тĕллевпе института пăрахса хулари авиаци заводне вырнаçнă. Анчах темиçе уйăхранах ăна çара илнĕ. — 1987 çулта Ульяновск хулинчи 60 каччă çар ретне тăтăмăр. Пурте десантник пулса тăчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнипе, çар хатĕрлевĕн уйрăмлăхĕсене алла илнипе çарта çăмăл пулчĕ. Пире, тăхăр йĕкĕте, Карпат тăрăхĕнчи çар округне ячĕç. Эпир пограничниксемпе юнашар тăраттăмăр. Мĕн те пулин сиксе тухсан пирĕн вĕсене чи малтан пулăшма çитмеллеччĕ. Пĕр енче — Львов хули, тепĕр енче — Польшаччĕ. Пирĕн полк Хыров хули çывăхĕнчеччĕ. Унта паллă вырăнсем те çукчĕ. Хĕрарăмсен мăнастирĕ пулнă вырăнта пурăнаттăмăр. Хĕлле те вутă хутмастчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче унта Гитлер çитсе курнă тетчĕç. Çакна палăртакан вырăн та пурччĕ. Пирĕн чаçре тĕрлĕ наци çынни пурччĕ. Пĕрре те хирĕçмен, пĕр-пĕринпе кăмăлсăрланнине те астумастăп. Хăшĕ-пĕри тĕрлĕ тĕне ĕненетчĕ. Мăсăльмансем сысна какайĕнчен хатĕрленĕ апата çиместчĕç. Çавăнпа малтанхи вăхăтра вĕсем апата тиркетчĕç. Кашни кун, хĕлле-и е çулла-и, 36 çухрăм чупаттăмăр. Канмалли кунсенче вăрăм дистанцие парăнтараттăмăр. Пурте чупнă — тин килнисем те, дембельсем те. Ывăннă хыççăн апата тиркесе тăратăн-и? Парашютпа 26 хут сикрĕм. Кашни уйăхрах тӳпене хăпараттăмăр. Пирĕн хушăра 80-100 хут сикнисем те пурччĕ. Уншăн виçĕ тенкĕ укçа тӳлетчĕç. Малтан вертолет çинчен сикме вĕрентĕмĕр, кайран самолет çине куçрăмăр. Сикме хăракансем те пурччĕ. Урана сăран атă тăхăннă. Атă кантрине хытă туртса çыхма хушатчĕç, тухса ӳкме пултаратчĕ. Хăшĕ-пĕрин çавах пурттенккисемпе аттисем хывăнса ӳкетчĕç. Кайран вĕсене шыраса тупма çукчĕ паллах. Малтан пире тĕплĕн ăнлантаратчĕç. Тĕрлĕ лару-тăрури пирки калатчĕç. Шыв çине анас пулсан парашютăн тропĕсене маларах салтса яма тăрăшмалла, унсăрăн шывра путма пултаратăн. Çуллахи вăхăтра асфальт шыв пекех курăнать. Шыв тесе парашюта маларах салтса ярса персе анакан та чылай пулнă тетчĕç. Пирĕн, телее, ун пек тĕслĕхсем пулман. Десантниксен çарĕнче спорт енĕпе вăйлă ыйтаççĕ. Алă вăйне кăтартасси, кĕрешесси тата ытти енĕпе лайăх пулмалла. Вĕренӳсенче ротипех лайăх результат кăтартсан пурне те отпуска яратчĕç. Çавăн пек тĕслĕхсем пĕрре мар пулчĕç. Эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтрах автомата 17 çеккунтрах сӳтсе пуçтараттăмăр. Салтакра эпĕ хăвăрт пуçтарнинчен нумайăшĕ тĕлĕнетчĕ. Пирĕн салтаксем пурте çӳллĕ те тĕреклĕччĕ. Эпĕ 1 метр та 78 сантиметрччĕ пулин те вĕçĕнче тăраттăм. Пурте питĕ правурччĕ. Кашни уйăхра 8 тенкĕ ытла лекетчĕ. Хыров хулине тухсан ăна-кăна илеттĕмĕр. Унта вăрçă хыççăн та Бандер ушкăнĕсем хуçаланнă иккен. 1960 çулсенче çеç вĕсене унтан тасатнă-мĕн. Питĕ усал пулнă теççĕ вĕсене. Çынсене çака-çака вĕлернине каласа кăтартатчĕç, — салтак пурнăçне аса илчĕ Олег Табаков. Салтакран таврăнсан 1989 çулта Олег каллех Ульяновскри авиаци заводне вырнаçнă. Маттур çамрăка тепĕр çулах Мускаври авиаци институтне вĕренме янă. — Стипенди 380 тенкĕ илеттĕм. Ку вăхăтра çав тери пысăк укçаччĕ. Мана декан хăйĕн патне чĕнсе илчĕ те заводран пăрахса килме хушрĕ. Ку килĕшмерĕ мана, вĕренме пăрахса завода ĕçлеме килтĕм. Унта ĕç укçи пысăкчĕ. Анчах 90-мĕш çулсен хумĕ пурне те пырса çапрĕ. Шалу пама пăрахрĕç. Çапла вара яла таврăнтăм. Унтанпа ялта ĕçлесе пурăнатăп. Ытларах стройка енĕпе. Çĕр пайĕ те чылай пирĕн, вĕсем çинче те тухăç туса илме тăрăшатпăр. Десантниксене манманни савăнтарать. Халĕ тĕрлĕ çĕрте вĕсене асăнса палăксем уçма тытăнчĕç. Пирĕн тăрăхра темиçе ялта та лартрĕç. Эпир, десантниксем, кашни çул тĕл пулатпăр, – вĕçлерĕ калаçăва Олег Радиевич.

Валентина ЯКОВЛЕВА.


Çăлав операцине хутшăннă

Александр Гончаров та сывлăш десант çарĕнче хĕсметре тăнă. Хăй вăл Çĕпĕрте çуралнă, халĕ Мускавра пурăнать. Чăваш Ене час-часах килсе çӳрет. Кунта вăл пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле сывă вăрăм ĕмĕр енĕпе проект пурнăçлать.

— Çĕпĕрте çуралнă пулин те эпĕ шартлама сивве юратмастăм. 62 градус таран шăнтатчĕ. Унта 34 çул пурăнтăм. Мускава вара иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче куçса килтĕм, — çапла пуçларĕ калаçăва Александр Иванович. Паян Александр Иванович Раççейĕн элитлă çарĕнче служба тивĕçне пурнăçланăшăн савăнăçа пытармасть. — Эпĕ яланах малашлăха пăхаттăм. Манăн та ытти яшсем пекех Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тивĕçлĕ çын пулас, алăра çар билетне тытас килетчĕ. Пирĕн вăхăтра пурне те тинĕс флотне илетчĕç. Унта çар тивĕçне 3 çул пурнăçламаллаччĕ. Ку маншăн нумай пек туйăнатчĕ. Хисеплĕ çынсемпе калаçрăм та, мана ДОСААФа парашют секцине кайма сĕнчĕç. Унта тӳлевсĕрех вĕрентетчĕç. Шухăшларăм та — планер шкулне çырăнтăм. Çапла вĕçеве хатĕрленетпĕр. Аэродромра кĕтсе ларатпăр. Çывăхрах парашютистсен тепĕр ушкăнĕ тăрать. Пĕр-пĕрне паллатпăр, атьсемпе калаçатпăр. «Александр, эсĕ мĕн тума планер шкулне çырăнтăн? Парашют секцинче сана пĕр сăмахсăрах сывлăш десант çарне илме пултарĕччĕç. Унта 2 çул кăна службăра тăмалла», — терĕ пĕрле вĕренекен юлташ. Эпĕ кайма пĕрре те хирĕç марччĕ. Спортпа ачаранах туслă. Биатлон енĕпе спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕччĕ. Шухăшларăм та парашют секцине çырăнтăм. Çак вăхăтра атьсем теори пайне вĕренсе пĕтернĕччĕ, парашютпа сикме хатĕрленеççĕ. Директортан парашют секцине куçма ирĕк ыйтрăм. «Вунă кунра теорие ăса хывма пултаратăн-и?» — терĕ ертӳçĕ. «Пултаратăп!» — пĕр иккĕленмесĕрех хуравларăм эпĕ. Тăрăшсах хатĕрлентĕм. Малтан медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрăмăр. Унтан пире парашютпа сикме ирĕк пачĕç. Çапла пĕрремĕш, унтан иккĕмĕш, виççĕмĕш... хут сикрĕм. Пире Володя Бондаренко инструктор вĕрентетчĕ. Ăна тăван пичче пек йышăнаттăм. Вăл эпĕ сывлăш десант çарне кăмăлланине пĕлетчĕ. Унпа пĕрле çар комиссариатне çул тытрăмăр. Инструктор пӳлĕме кĕчĕ. Мана сак çинче кĕтсе ларма ыйтрĕ. Тепĕр вунă минутран хайхискер тухрĕ. Хăй йăл кулать, çамкинчен тар тапса тухнă. «Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Сана сывлăш десант çарне йышăнĕç», — пĕлтерчĕ инструктор. Куншăн питĕ савăнтăм. Мана спорт ротине çирĕплетрĕç. Служба вĕçленичченех эпир парашютпа сикнĕ. Сывлăша миçе хут хăпарнине шутласа та пĕтереймĕн. Эпĕ Каунас хулинче 108-мĕш полкра служба ирттернĕ. Парашютпа сикнĕшĕн пире укçа тӳлетчĕç. Ахаль чухне — 3 тенкĕ, çар заданийĕсене пурнăçласассăн 5 тенкĕ паратчĕç. Пухнă укçапа тăвансене парнесем ярса параттăм. Прибалтикăра, Ригăра, Вильнюсра иртнĕ уявсенче пире яланах парашютпа сиктеретчĕç. Салтак хыççăн вĕçев училищинче ăс пухрăм. Диплом илсен Мускаври «Шереметьево-2» аэропорта пилота вырнаçрăм. Анчах ун чухне акăлчан чĕлхине пĕлмесĕр ĕçе илместчĕç. Шкулта нимĕç чĕлхине кăна вĕреннĕ. Эпĕ вара самолет штурвалне тытса пыма ĕмĕтленеттĕм. Ку маншăн ют чĕлхене ăса хывма хавхалантаракан сăлтав пулса тăчĕ. Пушă вăхăтра пĕрмай кĕнеке умĕнче ирттереттĕм. Çывăрман каçсем сахал мар пулнă. Ирхине кĕнекене ыталаса выртнипе вăранса каяттăм. Çапла çур çулта акăлчанла калаç- ма вĕрентĕм, — аса илчĕ граждан авиацийĕн пилочĕ. Командир АН-2 самолетран пуçланă, унтан ЯК-40, ИЛ-76, ИЛ-96 штурвалĕсене тытса пынă. 1941-1945 çулсенчи вăрçă асапĕ Гончаровсен çемйине те пырса тивнĕ. Александр Ивановичăн ашшĕ Иван Макарович фронтра тăшманпа çапăçнă. Темиçе хут аманнă, контузиленнĕ. Госпитальте сипленнĕ хыççăн ял хуçалăхне ура çине тăратас ĕçе пуçăннă. — Вăрçă хыççăн ялсенче арçын сахал пулнă. Ял хуçалăхне аталантармалли план палăртнă. Мирлĕ пурнăç пуçлансан аттене Красноярск тăрăхне ĕçлеме янă, — пĕлтерчĕ Александр Иванович. Александр Ивановичăн паттăрлăхĕ пирки те асăнса хăвармасăр май çук. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Çурçĕр Кавказри Орджоникидзе хулинче ªхалĕ — Владикавказº террористсем 4-мĕш класра вĕренекенсемпе учителе тата автобус водительне /пĕтĕмпе 33 çынна/ заложника илнĕ. Ачасене вĕлерессипе хăратса преступниксем пысăк укçа, хĕç-пăшал тата çĕршывран тухса кайма самолетпа тивĕçтерме ыйтнă. Влаç представителĕсем террористсем ыйтнине пурнăçланă. Телее, преступниксем хăйсен усал ĕçне тăвайман, вĕсене ярса тытнă. Çавăн чухне Александр Ил-76 самолет штурвалне тытса пынă. Çăлав операцине хутшăннисене наградăсемпе чысланă. Александр Гончаров Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ.

Юлия ИВАНОВА.


Кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă

Светлана Каштанова — рентгенолог тухтăр. Патăрьелти тĕп больницăра ĕçлет. «Ачаранах «тухтăр пулатăн» тесе ӳстернĕ. Анне врач пулма ĕмĕтленнĕ, анчах вĕренме кĕреймен. «Ĕмĕт — çунатлă. Шухăшлани пурнăçа кĕретех», — теççĕ. Эпир пиччепе Сергейпе иксĕмĕр аннен ĕмĕтне пурнăçларăмăр, — калаçăва пуçларĕ Светлана Александровна.

«Врачсенчен ан хăрăр»

Вăл «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнса 2024 çулта Патăрьел больницине ĕçлеме килнĕ. Çамрăк специалистсене больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков яланах хăйсем патне явăçтарма тăрăшать. Медучреждени çамрăксемпе пуянланса пырать. Кăçал та больница ординатурăран вĕренсе тухакансене йышăнма хатĕр. Светлана Каштановăпа пĕрле Патăрьел больницине Камиль Вахитов та килнĕ, вăл — терапевт. — Кунта кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ. Тĕп врачран та нумай килет ку. Çамрăк специалистсене питĕ лайăх йышăнаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе эпĕ Николай Антоновича тав сăмахĕ калатăп. Рентгенологи енĕпе оборудовани çителĕклех. Район больницисене киввисене çеç параççĕ тенине илтме пулать. Эпĕ ку шухăшпа килĕшместĕп. Компьютер томографĕ те, маммографи, рентген, флюорографи тумаллисем те çĕннисем. Чирлисене сипленмелли майсем кунта хулари больницăсенчен пĕрре те кая мар. Рентгенологи кабинетĕнче Анастасия Албутова врачпа ĕçлетпĕр. Кăçал тепĕр çын ординатура хыççăн килмелле. Пирĕнсĕр пуçне 8 лаборант пур. Эпир ытларах Каçал, Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел тăрăхĕсенче пурăнакан çынсене пулăшу паратпăр. Пилĕк кабинетра — çĕнĕ йышши хатĕрсем. Çавăнпа ĕçлеме те çăмăл. Нумайăшĕ рентгенолог ĕçĕ интереслĕ мар тет. Тĕрĕссипе, мĕнле чирпе кăна пымаççĕ пирĕн пата! Эпир çын ăш-чикне «кĕрсе куратпăр». Пациентсенчен чылайăшĕ шикленсе пырать. Тен, хăрушă амак тупаççĕ? Пĕтĕмпех йĕркеллĕ тени çынна çĕнĕ вăй парать. Компьютер томографийĕ тунă чухне тимлĕ пулмалла. Тухтăр панă хут çинче нумайăшĕ мĕн çырнине ăнланмасть. Хăшĕ-пĕри интересленмест те. Врача ăнлантарса памашкăн ыйтма вăтанмалла мар. Нумай чухне тепĕр хут рентген тума та тивет. Уншăн та хăрамалла мар. Сывлăхлă пулни пĕлтерĕшлĕрех. Хăш-пĕр пациент врачсенчен ытларах пĕлет. «Эпĕ хам чире пĕлетĕп. Тухтăра кăтартма кăна рентген тутартăм», — текен пур. Чăн та, хăш-пĕр чире рентген тумасăр палăртма май çук. Хĕллехи вăхăтра ытларах ӳпке чирĕпе нушаланакансене пăхма тивет, çуллахи вăхăтра — алă-урана амантнисене. Вĕсен йышĕнче ачасем ытларах пулни чуна ыраттарать. Пĕчĕк ачасем çăвара тĕрлĕ япала çăтаççĕ. Пирĕн те икĕ çулти хĕрача пур. Вăл та пур япалана та хыпса пăхма тăрăшать. Ашшĕ-амăшне чĕнсех каласшăн эпĕ: ачасене куçран ан вĕçертĕр, асăрхануллă пулăр! Çавăн пекех велосипед, скутер çинчен ӳксе алă-ура хуçнă тĕслĕх чылай. Хăшĕ-пĕри тренировка вăхăтĕнче урине сиенлетет. Нумай чухне тĕрĕс атă-пушмак тăхăнни суранланассинчен упрать. Усал шыçăллисем те тĕл пулаççĕ. Ун чухне ним калама пĕлмелле мар. СВОна каякан арçынсен сывлăхĕсене те тĕрĕслетпĕр. Арçынсем чирлесен кăна больница алăкне уçаççĕ. Нумайăшĕнне ӳпке чирне тупса палăртрăмăр. Вĕсенчен чылайăшĕ пирус туртать, эрехне тиркемест. Çавă пăшăрхантарать. Юлашки вăхăтра арçынсем те сывлăх енĕпе тимлĕ пулни савăнтарать. Çавна тума тĕрлĕ программа пурри, вĕсемпе туллин усă курма тăрăшни лайăх, — терĕ Светлана Каштанова.

Валентина ЯКОВЛЕВА.


Ял çамрăкĕсене купăс каласа ташлаттарнă

— Эпĕ шăпана пĕрре те ӳпкелеместĕп. Пурнăçра тăван аттене курма тӳр килменшĕн кăна пăшăрханатăп. Аттесĕр ӳсрĕм пулсан та чăн-чăн арçын пулма мана унăн тетĕшĕсемпе куккасем нумай пулăшнă, — пуçларĕ калаçăва Юхма тăрăхĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Валерий Путяков.

Ашшĕсĕр ӳснĕ

Путяковсемпе тĕл пулса калаçма сăлтав тупăнчĕ. Мăшăрĕпе Зинаида Кирилловнăпа 50 çул пĕрле пурăнаканскерсене Патăрьелти мăшăрлану керменĕнче «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕç. Çак сумлă наградăна Патăрьел округĕнче пурĕ 51 мăшăр тивĕçнĕ. Пĕр-пĕринпе çур ĕмĕр килĕштерсе пурăнакан çемьесем пурри савăнтарать. — Эпĕ Анат Тăрмăш ялĕнче 1951 çулта çуралнă. Аттепе анне 1951 çулта пĕрлешнĕ, тепĕр уйăхранах аттене салтака илсе кайнă. Атте Петр Николаевич Путяков салтак тивĕçне Германире пурнăçланă. Ун чухне вăрçă вĕçленни нумаях вăхăт иртмен те, нимĕçсем вырăс салтакĕсене юратмастчĕç тесе калатчĕ. Столовăя та пĕчченшерĕн тухса çӳремен. Тем сăлтавпа аттен киле таврăнас умĕн 1953 çулхине хулана пĕччен тухмалла пулнă. Те кучченеç туянас тенĕ ахăртнех. Ăна нимĕçсем ярса тытнă та çакса вĕлернĕ. Малтан асаплантарнă: пӳрнисене, хăлхисене, чĕлхине каснă. Пирĕннисем çитнĕ тĕле унăн чунĕ тухайман пулнă тет, çапах каярах тăна кĕреймесĕрех вилнĕ. Аттен ӳтне хамăр çĕршыва та илсе килмен, çавăнтах пытарнă. Эпĕ те — аттене, вăл та мана курман. «Нумай юлмарĕ, çитсен куратăп», — тесе çырнă вăл. Шел, вăл ĕмĕтленни пурнăçланайман. Аттен тăхăр пĕртăван — ывăлсем — пулнă. Атте — кĕçĕнни. Шел те, пĕр ывăлĕ те асаттепе асаннене тирпейлесе пытарайман, пурте çамрăклах вилнĕ. Атте вилнĕ хыççăн анне асатте килĕнче нумай пурăнман. Мария Трофимовна хамăр ял хĕрех пулнă. Куккасем тăрăшнипе пирĕн валли çурт лартса панăччĕ. Эпир çавăнта пурăнтăмăр. Анне урăх качча тухмарĕ, мана пĕчченех ӳстерчĕ. Çав тери маттур хĕрарăмччĕ. Пĕччен икĕ хутчен çурт хăпартрĕ. Хальхине эпир мăшăрлансан лартрăмăр. Арçын ĕçĕсене ытларах куккасем вĕрентнĕ. Тĕп килте пурăнакан кукка купăс туяннăччĕ. Хăй калама пĕлместчĕ. Эпĕ ун чухне шкула та каймастăм, хам тĕллĕнех купăс калама вĕрентĕм. Шкула çӳреме тытăнсан ялти çамрăксене ташлаттараттăм та, юрлаттараттăм та. Ун чухне каçсерен çамрăксем урама тухатчĕç. 1966 çулта 8-мĕш класс хыççăн тантăшсемпе пĕрле Оренбург облаçне механизатора вĕренес тесе кайрăмăр. Унта Урал шывĕ юхса выртатчĕ. Шывĕ вара питĕ ăшăхчĕ, чĕркуççи таран çеçчĕ. Темшĕн килĕшмерĕ вырăнĕ, пурте каялла яла килтĕмĕр. Хăшĕ — шкула, хăшĕ урăх çĕре вĕренме кайрĕç. Эпир юлташпа Канаша çул тытрăмăр. Водитель специальноçне алла илтĕм. Икĕ çултан яла таврăнтăм. Колхоз председателĕ килчĕ. «Клуб пушă ларать. Купăс калама пĕлекен çын кирлĕ. Эс унта ĕçлеме пултаратăн пек туйăнать», — терĕ. Çапла 1969 çултан пуçласа колхоз клубĕн ертӳçинче ĕçлеме тытăнтăм. Ун чухне ялта çамрăк нумайччĕ — 200 ытлаччĕ. Каçсерен пурте клуба пуçтарăнатчĕç. Ларса тăма вырăн юлмастчĕ. Клубне тахçан пуянсен пулнă çуртсенчен пĕрлештерсе туса лартнă теççĕ. Купăс каласа халтан каяттăм. Халь çăмăлрах ку енĕпе: музыка хатĕрĕсем пур. Ун чухне купăс каласа ташлаттарнă. Клубра 8 çул ĕçлерĕм. Çав вăхăтрах каçхи шкулта вăтам пĕлӳ илтĕм. Мана шкула чĕнсе илчĕç, музыка учителĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Çав тапхăрта Шупашкарти музыка училищинче вĕрентĕм. Шкулта ĕç урокĕсене ирттереттĕм. Колхозран питĕ ярасшăн марччĕ. Эпир, çамрăксем, мĕн кăна туман-ши: ĕнесемпе лашасене виçеттĕмĕр, комсомол ĕçне те йĕркелесе пыраттăмăр, юсав ĕçне хутшăнаттăмăр. Вырма вăхăтĕнче те комсомолецсемех вăй хунă. 1970 çулсенче мана «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăланăччĕ, — сăмах çăмхине сӳтрĕ Валерий Петрович. Çăкăр тути Валерий Петрович 1975 çулта Атăк хĕрĕпе Зинаида Кирилловнăпа çемье çавăрнă. Атăкпа Тăрмăш ялĕсем юнашарах вырнаçнă. Икĕ ял ачисем пĕр шкула çӳреççĕ, пĕр клуба пуçтарăнаççĕ. Çавăнпа та çамрăксем пĕрлех ӳснĕ. Икĕ çамрăк Анат Тăрмăш клубĕнче çырăннă. Зинаида Кирилловна ял-йыша тутлă çăкăр пĕçерсе çитернĕ. Ку ĕçре вăл 40 çул тăрăшнă. — Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти кооператив техникумĕнче пекаре вĕрентĕм. Унтан Патăрьелти çăкăр заводĕнче ĕçлеме пуçларăм, кайран Шăхач, Турхан пекарнисенче вăй хутăм. Çăкăр пĕçерекенĕн ĕçĕ пĕрре те çăмăл пулман, пĕтĕмпех алă вĕççĕн тумаллаччĕ. Вĕри кăмака умĕнче тăрасси те чĕр нушаччĕ. Шăхачри пекарньăра ĕçлеме уйрăмах йывăрччĕ. Кăмака хутмаллаччĕ. Вутти яланах чĕрĕччĕ. Киле каяс умĕн вутта типĕтме кăмакана тултарса хăвараттăмăр. Чустине алăпа çăраттăмăр. Кунне темиçе хутчен те кăмака хутса çăкăр хывнă. Çапах ĕçе пăрахас шухăш пуçра та пулман. Çуркуннепе кĕркунне çул çӳресси кăткăсланатчĕ. Яла автобус çӳреместчĕ, Арапуç ялĕнчен 4-5 çухрăм çуран утмаллаччĕ. Çуркунне Чулкаç çырми тулса каятчĕ. Çурхи шыв урлă та каçаттăмăр. Хăраман. Ара, çамрăк пулнă. Мăшăрăмпа виçĕ ача ӳстертĕмĕр. Икĕ ывăл Владикпе Славик, хĕрĕ Алина. Пурте çемьеллĕ. Ачасене пăхма хуняма пулăшнă паллах. 35 çул хунямапа пурăнтăмăр. Эпир ĕçе ир тухса кайнă та каç енне килнĕ. Вăл ачасемшăн амăшĕ вырăнĕнче пулнă. Ачасем шкултан килетчĕç те: «Асанне, мĕн çимелли пур?» — тесе ыйтатчĕç, — калаçăва хутшăнчĕ Зинаида Кирилловна. Мускав курма кайнă Асра юлнă самантсене аса илме ыйтсан Валерий Петрович тӳрех автотехника пирки сăмах пуçарчĕ. «Хам пурнăçра 17 мотоцикл улăштарнă. Унпа та кукка кăсăклантарнă. Вăл «Юпитер» мотоцикл туянчĕ. Хăй çӳреме те пĕлсех каймасть, мана та тыттармасть. Çапла хăй курман вăхăтра мотоцикла хускатрăм та ял йĕри-тавра çаврăнса килтĕм. Ним пулман пек вырăна лартса хутăм. Çавăн хыççăн мотоцикл илес шухăш канăç памарĕ. Турхан çыннинчен туянтăмах. Техники питĕ лайăхчĕ. 2-3 çул çӳрерĕм те сутса ятăм. Унтан çапла — 17 хут. Юлашки мотоцикла туянни асрах. Куккапа Саратов облаçне çити «Ява» туянма тухса кайрăмăр. Эпир çитнĕ çĕре лавкка хупнă. Ăçта çĕр каçмалла? Пĕр карчăк патĕнче çывăртăмăр. Вăл пире апат çитерчĕ, укçа та илмерĕ. Халĕ пулсан... Çапла вара çĕнĕ мотоцикл çине ларса киле таврăнтăмăр. Вольск хули витĕр килтĕмĕр. Унта реактивлă самолетсене пĕрремĕш хут курнăччĕ. Авланнă хыççăн машина çине куçрăм. Нумай машина улăштартăм. Шутне те пĕлместĕп», — кулса аса илчĕ Валерий Путяков. Валерий Петрович шкул ачисемпе нумай ĕçленĕ. Çуллахи вăхăтра ĕçпе кану лагерĕнче кашни çулах вăхăт ирттернĕ. Ачасем Мускава экскурсие каяс тĕллевпе çуллахи вăхăтра ĕçлесе укçа пухма шухăшлаççĕ. Хĕл тĕлне укçи самаях пухăннă. Мĕнпе каймалла? Шăпах колхоз çĕнĕ автобус туяннă иккен. Валерий Петрович колхоз председателĕпе калаçса çак автобуспа Мускава кайнă. — Хальхи вăхăтра ку енĕпе кăткăсрах. Нимрен хăрамасăрах ачасемпе Мускава тухса кайрăмăр. Хамăрăн çӳрев маршручĕ те çукчĕ-ха. Пĕр шкулăн адресне парса ячĕç. Унта тахçан пирĕн ял çынни вĕрентнĕ. Эпир хулана пырассине те никам та пĕлмерĕ. Мускава çур çĕрте çитрĕмĕр. Хуралçă пире шкула кĕртмерĕ. Вăл шкул директорĕ патне шăнкăравларĕ. Эпĕ мĕн тĕллевпе килнине ăнлантарса патăм. Çакскер вăрçрĕ пулсан та пире шкула кĕме ирĕк пачĕ. Пире шкулах вырнаçтарчĕç. Апат та çитерчĕç. Мускавра пĕр эрне пурăнтăмăр. Хула курса çӳрерĕмĕр. Пĕр арçын ачана чутах çухатса хăвараттăмăр. Ачасене малтанах асăрхаттарнăччĕ: çухалсан çавăнтах тăрăр тенĕччĕ. Таксипе каялла таврăнса ачана шыраса тупрăм. Чăнах та, хăй ниçта та кайман, хăранипе йĕнĕ çеç, — калаçăва малалла тăсрĕ Валерий Петрович.

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.