Комментировать

19 Сен, 2025

Хыпар 70 (28387) № 19.09.2025

Сутăн илессинче «улах» вырăнсем юрăхсăр

Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем сутăн илессипе çыхăннă сферăра правăна пăсасран сыхланмалли профилактика тытăмне йĕркелесси тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Сергей Егоров палăртнă тăрăх, ку енĕпе цифра сервисĕсене ĕçе кĕртни, специалистсен пĕлĕвне ӳстерни курăмлă пулăшу кӳме тивĕç. Çакна хальччен пурнăçланă ĕç те çирĕплетет. 2021 çултан тытăнса республикăра сутăн илессине контракт хакне пăхмасăр йĕркелесси тӳрре тухать — централизациленĕ мелпе электрон майсемпе усă курса Регионăн сутăн илекен центрĕ урлă. Çакă конкурентлăха, ĕç уççăнлăхне тивĕçтерет. Сергей Егоров шучĕпе, таварсем, пулăшу ĕçĕсем сутăн илессин сферинче цифра технологийĕсене ĕçе кĕртессине малалла тăсмалла, контракт службисен ĕçне систематизацилемелле, ку енĕпе квалификациллĕ специалистсене хатĕрлемелле. Саккасçăсен профессионализмне ӳстерни те коррупцие сăлтавлакан самантсене, ытлашши тăкаксене сирме, сутăн илессин процесне уçă тума пулăшĕ. Калăпăр, аукционсене цифровизацилени саккасçă тата поставщик пĕр-пĕрне курассинчен хăтарать. Курнăçсан вĕсем киревсĕр тĕллевпе каварлашас хăрушлăх пур вĕт. Çавăнпа пĕрлех пĕтĕмпех уççăн иртет. Коррупци валли «улах» вырăнсем юлмаççĕ, бюджет укçи перекетленет. Кăçалхи 8 уйăхра Регионăн сутăн илекен центрĕ конкурентлă никĕс çинче 31,3 миллиард тенкĕлĕх тавар, пулăшу ĕçĕсем туяннă. Бюджет тухăçлăхĕ 2,7 миллиард тенкĕпе танлашнă. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çак тытăм ĕçне лайăхлатмалли тепĕр утăм тунă. Пĕчĕк калăпăшлă ĕçсемпе таварсем туянассине конкурентлă йĕрке çине куçарнă. Унччен вĕсене пĕртен-пĕр поставщикран конкурентлăха тивĕçтермесĕр туяннă. Çак тĕллевпе ятарлă электрон лавкка ĕçлеме тытăннă — унта патшалăх валли сутăн илекен пĕчĕк таварсемпе ĕçсене курма пулать. Специалистсем хакланă тăрăх, çак сервис пулăшнипе кăрлач-çурла уйăхĕсенче кăна 100 миллион тенкĕ патнелле перекетленĕ. Тариф служби пĕчĕк бизнесран сутăн илмелли квотăсене пăхăннине çирĕп сăнаса тăрать. Çавăн пекех саккасçăсем поставщиксем, подрядчиксем контракт условийĕсене пăснă тĕслĕхсенче вĕсенчен «неустойка» текен укçана шыраса илес енĕпе ĕçлени тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Кăçал кăна 2022-2025 çулсенче тунă контрактсем тăрăх саккасçăсем пĕтĕмпе 418 миллион тенкĕлĕх тавăçсем тăратнă. Ку ĕçе те электрон мелпе Пĕрлехи информаци тытăмĕ урлă кăна тăваççĕ. Сергей Федорович хăй ертсе пыракан служба сутăн илессипе çыхăннă ĕçе хутшăнакансемпе пуринпе те профессионализма ӳстерес тĕллевлĕ ĕç йĕркеленине çирĕплетрĕ. Канашлусем, вебинарсем, конференцисем, конкурссем — пĕтĕмпех «хут пĕлменлĕхе» пĕтерес, сутăн илнĕ чухне саккуна, йĕркене уяман тĕслĕхсенчен хăтăлас тĕллевпе. Олег Николаев та шăпах саккасçăсен квалификацийĕ çителĕксĕрри чылай чухне сутăн илессин тухăçлăхне такăнтарнине палăртрĕ. Çавна май аукционсенче çĕнтернĕ подрядчиксемех кайран контракта тӳрре кăлараймаççĕ. — Эпир норма никĕсне йĕркелерĕмĕр, тивĕçлĕ инструментсем, цифра платформисем пур. Анчах сутăн илессин тухăçлăхне татах та ӳстермеллине тĕпе хурса, атьăр-ха, тата мĕн тума май пуррине пăхар. Пысăк отрасль саккасçисене — уйрăм министерствăсене — палăртни вырăнлă, вĕсен специалисчĕсен квалификацине ӳстермелле, компетенцине аталантармалла. Çапла туса сутăн илме яракан укçапа çыхăннă тимлĕхе пысăклатăпăр. Çакăн уссине хаклăпăр та ку практикăна пĕчĕк калăпăшлă таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илесси çине те куçарăпăр, — терĕ Олег Алексеевич. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Никам та айккинче ан юлтăр

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче наркотиксемпе кĕрешекен комисси ларăвĕ иртрĕ. Çамрăксен хушшинчи профилактика ĕçĕ тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк пулчĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра наркотиксене, наркомание хирĕç, ачасемпе çамрăксен хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан 400 ытла мероприяти иртнĕ. «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер», «Таса ăру — 2025» акцисене кăна 10 пин ытла шкул ачи, студент хутшăннă. «Ытларах та ытларах çамрăк спортпа туслашнине, волонтер ĕçне суйласа илнине куратпăр. Пирĕн вĕсене пулăшмалла, çамрăксен идейисене тӳрре кăлармалли майсем анлине кăтартмалла», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Иванов. Кăçалхи чи пысăк проектсен шутĕнче — Пĕтĕм Раççейри «Пĕрремĕшсен Чĕнĕвĕ» акци. Вăл спортпа çыхăннă пилĕк теçетке ытла çул-йĕре пĕтĕçтерет. Çав шутра пирĕншĕн ачаран çывăх лаптапа пĕрлех нумайăшĕ хальччен илтменни те чылай: роупскиппинг, тэг-регби, дронсен ăмăртăвĕ, воркаут, флэтбол, флорбол, боссабол, спайкбол, ыттисем. Çакнашкал мероприятисем çамрăк ăру сывлăхне çирĕплетме, ачасене, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа регионти спорт пурнăçне явăçтарма пулăшаççĕ. Патриотла воспитани тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк. Çавнашкал мероприятисен çулленхи шучĕ 1,5 пинрен те иртет. Чи пĕлтерĕшлисем — «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем, «Юнармия» фестиваль, «Пирĕн паттăрсене» тата «Астăвăм çурти» акцисем, ыттисем. Çамрăксен пуçарăвĕсене тӳрре кăлармашкăн пулăшма стипендисем туса хунă, премисем, грантсем уйăраççĕ. Çамрăксен политикин управленийĕ муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсен çамрăксемпе ĕçлекен канашçисем, вĕренӳ заведенийĕсен ертӳçисем валли час-часах çавра сĕтелсем, семинарсем ирттерет. Олег Николаев асăннă мероприятисене çамрăксем йышлăн хутшăнни çинчен каланипе пĕрлех айккинче юлаканнисене явăçтарассине те куçран вĕçертме юраманнине палăртрĕ. Эппин, çĕнĕ форматсем кирлĕ. Калăпăр, шкулсен медиастудийĕсем, çамрăксен театрĕсем... Тĕслĕх библиотекăсен майĕсемпе усă курма пулать — «çамрăксен пĕр пайĕ хăй тĕллĕн кăна юлмалла мар». Канашлура çавăн пекех наркоманипе кĕрешесси тавра та сăмах пулчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕç шутĕнче — урамри наркорекламăна пӳлесси. Çуртсемпе сооруженисем çине наркотик сутакан интернет-ресурссем çинчен пĕлтерекен информаци çырнă, ӳкернĕ тĕслĕхсем çине-çинех тĕл пулаççĕ. Çав çуртсен хуçисен унашкал информацие асăрхасан мĕн тумалли паллă — тивĕçлĕ сĕнӳсем хатĕрленĕ. Вĕсен хăйсен ĕçне хастарлатмалла. — Пĕр муниципалитет тĕслĕхĕ çинче пĕтĕмпех тĕплĕ тишкерер: çак ĕç мĕнлерех пулмалла, ăна тĕрлĕ çул-йĕрпе мĕнле çураçтармалла, республикăра пурăнакансен тĕрлĕ категорийĕ валли мĕнле ĕçсем йĕркелемелле? Çакна тĕпе хурса кайран кашни хăйĕн ĕçне йĕркелĕ, — сĕнчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. <...>

Дмитрий НИКОЛАЕВ.

♦   ♦   ♦


Кашни проект ăнăçлă, халăх кăмăллă

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче пирĕн республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

«Десант пулăшăвĕ» – тĕп библиотекăра

Вăрнар округĕнче иртнĕ пĕрлехи информаци кунне Конкурентлă политика тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Сергей Егоров, асăннă округăн пуçлăхĕ Надежда Никандрова ертсе пынă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи социаллă проекчĕсене пăхса тухнă, пĕтĕмлетӳсем тунă, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Çак проектсем республика пурнăçĕн тĕп пайĕ пулса тăчĕç, тĕп сферăсене пĕрлештерчĕç: медицина, культура, пурăнмалли вырăна хăтлăх кĕртесси тата халăха социаллă пулăшу парасси. «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект чăннипех илĕртӳллĕ, интереслĕ пулчĕ. Вăл 2025 çулта çĕртмен 1-мĕшĕнче старт илнĕ. Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе культурăпа, спортпа тата халăхăн канăвĕпе çыхăннă пулăмсем пĕрлехи брендпа иртрĕç. 3 уйăхра концертсем, фестивальсем, ăсталăх сехечĕсем тата спорт мероприятийĕсем йĕркелерĕç. Вĕсемпе кашниех ЯРКОЕЛЕТО. Чувашия.РФ портал урлă паллашма пултарчĕ. Пĕтĕмпе 2652 мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсене 800 пин ытла çын хутшăннă. Вăрнар тăрăхĕнче 29 тĕп мероприяти ирттернĕ, 7671 çын пырса курнă. Пур мероприятие те социаллă сетьсенче тата округ сайтĕнче çутатнă. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен проект çĕнĕ формата куçнă: «Чăваш Енре хаваслă». «Сывлăх патне — утăм» проект çĕртмен 24-мĕшĕнчен старт илнĕ. Ăна чирсене малтанхи тапхăртах тупса палăртма, профилактика ирттерме пуçарнă. Ку проект медицинăна пациентсемпе тата та çывăхлатрĕ. Шурă халатлисем вырăна тухса «Сывлăх пункчĕсенче» 68206 пациентăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Вăрнар тăрăхĕнче «Сывлăх патне — утăм» проект ăнăçлă пурнăçланнă. Унпа килĕшӳллĕн 2500 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Тĕрлĕ чир-чĕр тупнă, хăшĕсене тĕплĕнрех тĕрĕсленме направлени панă. «Ниме — Халăх бюджечĕ» проект республикăра пур территорире те ĕçлет. 2025 çулта программăна анлăлатса çĕнĕрен ĕçе кĕртнĕ. Халĕ унта хуласем те — Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле — хутшăнаççĕ, ăна укçа-тенкĕпе тивĕçтересси ӳснĕ. Вăрнар округĕнче халăх пуçарнă проектсене хастар пурнăçа кĕртеççĕ. 2024 çулта ку тăрăхра 35 проекта пурнăçланă. Кăçал вара — 49. Çитес çул валли 110 проект хатĕрленĕ. «Тăнăç пурнăçа — утăм» проектăн тĕп тĕллевĕ — СВО ветеранĕсене социаллă адаптаци тухма пулăшасси, вĕсене регионăн экономика тата общество пурнăçне явăçтарасси. Çак проектпа килĕшӳллĕн «Десант пулăшăвĕ» ушкăнсем йĕркеленĕ. Вăрнар тăрăхĕнче «Десант пулăшăвĕ» тĕп библиотекăра ĕçлет. Кунта 41 çын хăйсене хумхантаракан 82 çивĕч ыйтăвăн хуравне тупнă. Ятарлă специалистсем консультаци панă кăна мар, оперативлă йышăнусем те тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнă кашни проект тухăçлă тата кирлĕ пулнине çирĕплетнĕ. 1700 çын пĕлтерĕшлĕ утăм тунă Шăмăршă округĕнче информаци ушкăнĕн йышĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх округ пуçлăхĕ Сергей Галкин, патшалăх технадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев, Шăмăршă депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Юрий Ермолаев пулнă. Вĕсем предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳçисемпе, Шăмăршă тăрăхĕнчи территори уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă, çивĕч ыйтусене сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн социаллă проекчĕсене пăхса тухнă. Шăмăршăсем те «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекта хастар хутшăннă. Вăрманлă тăрăхра 36 культура тата спорт мероприятийĕ йĕркеленĕ. Авăнăн 1-мĕшĕнчен вĕсем «Чăваш Енре хаваслă» çĕнĕ форматлă проекта пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ. Паян портала мĕн пур мероприятин афишине кĕртнĕ. «Сывлăх патне — утăм» проектăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине Шăмăршăсем те туйса илнĕ. Ку тăрăхра пĕлтерĕшлĕ çак утăма 1700 çын тунă. Мобильлĕ медицина ушкăнĕсем 13 хут ялсене тухнă. Сăмах май, аякра вырнаçнисене те çитнĕ. «Тăнăç пурнăçа — утăм» проекта та хапăлласа йышăннă Шăмăршăсем. Кунта «Десант пулăшăвĕ» специалистсен ятарлă ушкăнĕ аван ĕçлет. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн тав турĕ

Трак енре Пĕрлехи информаци кунĕн мероприятийĕсем тухăçлă иртрĕç. Тăхăр ушкăн территори уйрăмĕсене çитрĕ, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ, çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

Красноармейски округĕн пуçлăхĕ Павел Семенов тата Чăваш Республикин цифра министрĕ Михаил Степанов Красноармейски салинче тата çывăхри ялсенче пурăнакансемпе культура çуртĕнче тĕл пулчĕç. Михаил Степанов Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме — Халăх бюджечĕ», «Сывлăх патне — утăм», «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем», «Тăнăç пурнăçа — утăм» социаллă проектсене халăх ырласа йышăннине палăртрĕ. Проектсемпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ мероприятие çынсем йышлăн хутшăннине пĕлтерчĕ. «Ниме — Халăх бюджечĕ» проект, сăмах май, ялсемпе хуласен сăн-сăпатне хитрелетме, пурнăç пахалăхне ӳстерме май парать. «Сывлăх патне — утăм» проектпа килĕшӳллĕн ĕçленĕ тухтăрсем халăх сывлăхне тĕрĕсленĕ, нумай чире малтанхи тапхăрта тупса палăртнă, тухăçлă сиплев мелĕсене сĕннĕ. «Тăнăç пурнăç патне — утăм» проект ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата вĕсен çывăх çыннисен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă. Министр çавна май çак проектсем малашне те анлă пурнăçланса пырассине çирĕплетрĕ. Павел Семенов информаци кунĕн ыйтăвĕсене уçăмлатнă хыççăн Трак енри лару-тăрупа паллаштарчĕ, округăн тата салан çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Павел Юрьевич палăртнă тăрăх, Красноармейски территори уйрăмĕ муниципалитетра пурăнакансемпе тухăçлă çыхăну йĕркелессипе малтисен йышĕнче тăрать. Ертӳçĕ çавăн пекех малашнехи ĕç-хĕл тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Уйрăмах халăх сывлăхне çирĕплетессине тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Павел Семенов «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин амăшĕ» медальпе Елена Яковлевăна чысларĕ, паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн тав турĕ. Тĕл пулура çынсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрĕç. Лиана Порфирьева вĕсен çуртĕнче шывпа çынсене кирлĕ пек тивĕçтерменнине каларĕ. Владимир Васильева «Анис» пĕрлешӳри çĕр лаптăкĕсем патне çитме çул япăххи канăçсăрлантарать. «Мĕнле майпа çак кăлтăка пĕтерме пулать-ши?» — кăсăкланчĕ вăл. Павел Семенов кашни ыйтупа тулли хурав пачĕ. <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Автоклуб çула тухать…

Куçса çӳрекен культура центрĕсем кăçал республикăри 325 яла çитнĕ, 50 пин ытла çын илемлĕ пултарулăх коллективĕсен, чăваш эстрада юрăçисен концерчĕсене курнă, кинофильмсем пăхнă. Çак хисепсем «Çемье» наци проектне ăнăçлă пурнăçланине çирĕплетеççĕ.

Чăваш Енре пĕрремĕш автоклубсем 2012 çулта Патăрьел тата Канаш округĕсенче ĕçлеме пуçланă. 2023 çулта «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Элĕк, Çĕмĕрле, Çĕрпӳ округĕсем валли виçĕ автоклуб туяннă. Хальхи вăхăтра ялсем тăрăх 14 мобильлĕ культура центрĕ çӳрет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн позицийĕ çирĕп: вăл кашни муниципалитета куçса çӳрекен кану центрĕпе тивĕçтересшĕн. Çавна май çулталăк вĕçлениччен тата çичĕ машина туянĕç. Укçана муниципалитетсем патне çитернĕ. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыври нихăш регионти муниципалитетра та автоклуб çук. Клубсем ялсене килни, сăмах май, халăха та килĕшет. Çынсем артистсене хапăл туса йышăнаççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем автоклуба шалтан тишкерме кăмăллаççĕ. Куçса çӳрекен культура центрне сценăпа, сасă оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсем 3-4 сехет пĕр тăхтавсăр концерт е кино кăтартма пултараççĕ. Çĕмĕрле округĕнче, тĕслĕхрен, çулталăк пуçланнăранпа автоклуб 32 яла çитнĕ. Концертсене 3 пин ытла çын пырса курнă. 2023 çултанпа — автоклуб округри ялсем тăрăх çӳреме пуçланăранпа — мобильлĕ центр программисене 6,5 пин ытла çын хутшăннă. «Культура вучахĕ сӳнменни савăнтарать. Автоклубсем пире, район центрĕнчен аякра тĕпленнисене, концертсем курса киленме май параççĕ», — теççĕ Çĕмĕрле округĕнчи Полярная Звезда ялĕнче пурăнакансем. Элĕк тăрăхĕнчи ялсенче те муниципалитет автоклуб туяннă хыççăн пултарулăх ĕçĕ-хĕлĕ вăй илнине çирĕплетеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа куçса çӳрекен центр 35 яла çитнĕ. Сăмах май, автоклубпа концертсем йĕркелеме кăна усă курмаççĕ. Элĕк округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕн кунĕсенче мобильлĕ культура центрĕ ултă территори пайне çитнĕ, унти çынсене уяв туса панă. Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, автоклубсем хĕллехи вăхăтра та çула тухĕç. Тĕслĕхрен, вĕсем муниципалитетсенче Ватă çынсен, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕсенче, Çĕнĕ çул уявĕсене, Çăварние анлă паллă тума пулăшĕç. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Хаçат çеç мар, тăван, тус-юлташ…

Кăрлач уйăхĕнче чăваш халăх хаçачĕ «Хыпар» тухма пуçланăранпа 120 çул çитет. Аса илтеретпĕр: хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1906 çулта кăрлачăн 21-мĕшĕнче Хусанта пичетленнĕ. Унăн никĕслевçи тата пĕрремĕш редакторĕ Николай Никольский пулнă.

Хаçатра «Хыпар»: 120 çул» ярăм пуçаратпăр. Унта асăннă хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ тата штатра тăман корреспондентсене сăмах парас терĕмĕр. Еплерех аса илеççĕ вĕсем хаçата? Унта пĕрле ĕçленисене? Мĕнпе асра юлнă вĕсемшĕн çав вăхăт? «Хыпарта» 41 çул ĕçленĕ, Раç¬ çей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Раççей журналистсен союзĕн членне, Çемен Элкер тата Николай Никольский премийĕсен лауреатне Надежда Смирновăна сăмах парас терĕмĕр. Çак йĕркесен авторне Надежда Георгиевнăпа пĕрле чылай çул вăй хума шăпа пӳрнĕ. Надежда Смирнова социаллă пурнăç, культура тата спорт пайĕн заведующийĕнче тăрăшатчĕ. Калемçĕ ĕçне çав тери юрататчĕ. Унăн ĕçĕсем хаçатра пысăк вырăн йышăнатчĕç. Вулакансем унăн статйисене питĕ кăмăллатчĕç, шăнкăравласа тав тăватчĕç. Надежда Смирнова ытларах чăваш халăх йăли-йĕркипе, культурипе, историйĕпе, чĕлхипе, халăхсен туслăхĕпе, ял пурнăçĕпе çыхăннă материалсем шăрçалатчĕ. Чăваш тĕрри, юрри-ташши, театрĕ, музейĕ… Темĕн те кăсăклантаратчĕ ăна. Уйрăмах чăваш чĕлхин пуласлăхĕ шухăшлаттаратчĕ, пăшăрхантаратчĕ… Паллах, хаçатăмăр шăпи, пуласлăхĕ çинчен те калаçаттăмăр. Астăватăп-ха: вăл аякри чăвашсем патне çитме, вĕсен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе паллашма кăмăллатчĕ. Оренбург, Тюмень, Самара, Саратов, Чĕмпĕр облаçне, Пушкăрт тата Тутар республикине çитсе пысăк статьясем, фоторепортажсем хатĕрлетчĕ. «Хаçат ĕçĕнчи 41 çултан шăпах вăтăр пĕр çулне «Хыпарпа» çыхăнтарнă эпĕ. «Коммунизм ялавĕ» хăй тапхăрĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хаçат хăйĕн малтанхи ячĕ патне таврăнни пире те, журналистсене, хăй вăхăтĕнче улшăнма май пачĕ. Самана хăй çапла тума хистерĕ. Чăвашлăх, наци туйăмне вăратас, унтан чĕртсе тăратас енĕпе «Хыпар» ытти кăларăмран вăйлăрах ĕçлеме пуçларĕ. Çак юхăма эпĕ те пултарнă таран хутшăнтăм темелле. Халăхшăн ĕçленинчен пархатарли урăх çук та пулĕ», — шухăшне палăртрĕ Надежда Георгиевна. Надежда Смирнова ĕçĕ килĕшнине, ăна хăй вăхăтĕнче чунтан парăнса, яваплăха туйса пурнăçланине пытармасть. Халĕ, тивĕçлĕ канура пулсан та, тĕлĕкре статья-тĕрленчĕк тăтăш çырать-мĕн… «Хыпар» маншăн хаçат çеç мар, тăван, тус-юлташ, вырăнĕнче. Мĕншĕн тесен унăн шăпи, кун-çулĕ яланах шухăшлаттарать, канăçсăрлантарать. Чи çывăх çынсемшĕн пăшăрханнă, савăннă пекех», — пĕтĕмлетрĕ пултаруллă журналист. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Ку ăрăва хурçăран тунă пуль»

Ĕç ветеранĕ Екатерина Емелина хăйĕн ĕмĕрĕнче хурипе шуррине пайтах курнă. Тем пек йывăр самантра та пуç усман. Екатерина Захаровна 1925 çулта Улатăрта çуралнă. Унăн çамрăклăх çулĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтне лекнĕ.

Вун улттăра чухне вăл, хăйĕн тантăшĕсем пекех, шкул тумне ĕç тумĕпе улăштарнă. Тăван колхозра ĕçленĕ, Сăр чиккинче окоп чавнă çĕре хутшăннă. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн ăна «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă. «Çакăн пек çынсемпе калаçнă чухне мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Ун чухнехи çамрăк хĕрсемпе каччăсен вăй-хал ăçтан тупăннă-ши? Ку ăрăва хурçăран тунă пуль, вĕсем калама çук ырă кăмăллă, пысăк чĕреллĕ», — шухăшне палăртрĕ Шупашкарти Мускав районĕн управин ертӳçин çумĕ Наталья Яхатина. Вăрçă хыççăн Екатерина Захаровна икĕ пĕлӳ илнĕ. Ĕмĕрне вăл потребкооперацие халалланă. Счетовод-кассиртан пуçланă та суту-илӳ пайĕн пуçлăхне çитнĕ. Вăл — Чăваш Республикин потребкооперацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «Çав вăхăтри çынсенче хăват, вăй-хал, юрату тапса тăрать. Вĕсем тамăк витĕр тухнă, анчах ырра шанма пăрахман», — тет халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн директорĕ Светлана Милкина. Халĕ Шупашкарта пурăнакан Екатерина Захаровна çывăх çыннисенчен, тăванĕсенчен, кӳршĕ-аршăран саламсем йышăнать. Вĕсен йышĕнче Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламĕ те пур. Вăл 100 çул тултарнă! Екатерина Захаровна республикăн тĕп хулине 1982 çулта, мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă хыççăн, куçнă. Екатерина Емелинăн ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать. Паян вăл çывăх çыннисен ытамĕнче пурăнать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Петровсем ялта спорт лапамĕ тунă

Куславкка округĕнче спортпа туслă çын сахал мар. Кĕçĕн Карачра пурăнакан Лев Петровпа Алевтина Судеркинăн кун-çулĕнче спорт пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ветерансен ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнӳсем туса вĕсем ыттисене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ.

Аслисенчен тĕслĕх илнĕ Лев Александрович шкул çулĕсенчех спорт патнелле туртăнма пуçланă. Карач шкулĕнче ĕçлекен Дмитрий Моторкин учитель нумай çамрăка спорт çулĕ çине тăма пулăшнă. Çав тапхăрта ял спорт вăййисенче çĕнсе илнĕ медале халĕ те упрать. — 1969 çулта лаша çинчен ӳксе алла хуçнипе çур çул нуша куртăм, больницăра темиçе хут сиплентĕм, 5 хут операци турĕç. Çавăн чухне тантăшсемпе туссем районти ăмăртусенчен наградăсемпе /Ленин, Терешкова бюсчĕсене парнелетчĕç/ таврăнатчĕç те, вĕсене ăмсанаттăм. Сипленсе çитсен тепĕр çулах тренировкăсене çӳреме пуçларăм. Шкулшăн кăна мар, совхоз чысне нумай турнирта хӳтĕленĕ. Ӳсерехпе кире пуканĕ йăтма тытăнтăм. Куславккари пăхаттир Бронислав Чернов пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ. Тĕрĕссипе, эпир хамăр тĕллĕнех хатĕрленнĕ, хальхи тренерсем пек никама та туртса пыман. 8-мĕш класра чухне пирĕн пата спортăн тĕнче класлă мастерĕ Иван Калля хăнана килни те асрах. Тĕреклĕ хул-çурăмлă яша пăхса ытараймастăмăр. Шкул хыççăн Хусан университечĕн физкультура факультетне вĕренме кĕтĕм. Пĕр занятире преподаватель япăх паллă лартрĕ те тарăхнипе пăрахса килтĕм. Çавăн чухне йăнăш утăм тунăшăн халĕ те ӳкĕнетĕп. Тен, сумлă тренер пулаттăм, — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ Лев Петров. Вăл кăçал педагог профессине алла илнĕ. Халĕ Тĕрлемес ачисене кире пуканĕ йăтма вĕрентет. Темиçе уйăх тренировка тунă хыççăнах хĕрачасем ăмăртăва хутшăнса 5 медаль çĕнсе илнĕ, пĕри 8 килограмлине 154 хут йăтса рекорда çĕнетнĕ. Çулла та тренировкăна çӳресе кĕрхи стартсене хатĕрленнĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче Куснар шкулĕнче те спорт секцийĕ уçнă. Унта та тимĕр вăййипе туслисене хатĕрлеме пуçланă. Ку ĕçе пуçăннăшăн ăна республикăри кире спорчĕн федерацийĕн ертӳлĕхĕ те ырланă. Спорт меценачĕсем пулăшнипе кире пуканĕсем туяннă. Лев Александрович «Хыпар» турнирĕсенче пĕрре мар тупăшнă, 2014 çулта ветерансен ушкăнĕнче виççĕмĕш пулнă. Кăçал та вăл вĕренекенĕсемпе пĕрле помост çине тухĕ. 90-мĕш çулсенче Лев Петров Çĕнĕ Шупашкарта ĕçленĕ вăхăтра пауэрлифтингпа туслашнă. Пĕртăван Ивановсем хавхалантарса пынипе çамрăк строитель спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. Каярах Куславкка районĕнчи милици уйрăмĕнче 13 çул тăрăшнă. Криминалист эксперт ун чухне те спортран уйрăлман. «Пăшалтан перес енĕпе ăсталăха туптаттăмăр, волейболла выляттăмăр. Кашни эрнекун тренировкаччĕ. Милици пуçлăхĕ те спорта юрататчĕ», — терĕ Лев Александрович. Тюменьте алăк кăларнă çĕрте ĕçленĕ вăхăтра та тĕрлĕ турнирта ăмăртнă, пауэрлифтерсен ушкăнĕнче 3-мĕш вырăн йышăннă. 2014 çулта Куславккара спорт комплексĕ уçăлсан Лев Александрович бассейна çӳреме тытăннă. Велоспортпа туслăскер Владислав Димитриев тренер хавхалантарнипе триатлонпа кăсăкланма пуçланă. Чи малтан Вăрмарти турнира хутшăннă, унтан Шупашкар кӳлмекĕнче иртнĕ ăмăртура хăйĕн çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ. Республика чемпионачĕсенче çĕнтерӳçĕн ятне тăватă хут тивĕçнĕ. 2019 çулта Европа чемпионачĕн стартне тăма тӳр килнĕ. Кĕçĕн Карач çынни — районта тĕрлĕ ăмăрту ирттерекенсенчен пĕри. Акă Куславккара триатлон енĕпе çĕршыв кубокĕн тапхăрне икĕ хут йĕркеленĕ. Район центрĕнчех велосипедпа чупассипе Надежда Пашкова парнисене çĕнсе илессишĕн 5 çул турнир пуçаруçи пулнă. «Лев Петров кубокĕ» ăмăртăва темиçе çул ирттернĕ. 67-ри арçын сăнă, диск, молот ывăтас енĕпе пултарулăха аталантарать. Ялта тренировка ирттермелли ятарлă лапам тунă. — Паллă спортсменсемпе, рекордсменсемпе, тĕнче чемпионĕсемпе пĕр ретре тăнипе савăнатăп. Çамрăк чухне вĕсем питĕ вăйлă пулнă, ватăлсан та спорта пăрахманнинчен тĕлĕнетĕп. Эпĕ вĕсенчен вĕренетĕп, — терĕ Лев Александрович. Шăла çыртса финиша çитнĕ Алевтина Михайловна 1966 çулта Красноармейски районĕнчи Пăрăнтăк ялĕнче çуралнă. Çамрăк чухнех спортра пысăк çитĕнӳсем тума май килнĕ, анчах пурнăç урăхларах килсе тухнă. — Аппа йĕлтĕрпе чупатчĕ, ăмăртусенчен парнесемпе таврăнатчĕ. Ăна кура эпĕ те йĕлтĕр çине тăтăм, район чысне республика турнирĕсенче хӳтĕлеттĕм. Мăн Шетмĕ шкулĕн команди вăйлăччĕ, çăмăл атлетика эстафетисенче малти вырăнсене йышăнатчĕ. Эпĕ те вĕсемпе пĕрлеччĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Ун чухне те спортран уйрăлман. Берендей вăрманĕнче чупса тренировка тăваттăм. Виктор Семенов тренер мана хăвăрт утакансен ретне тăма сĕнчĕ. Ун патĕнче пулас чемпионсем Елена Николаева, Алина Иванова тата ыттисем хатĕрленетчĕç. 1986 çулта вĕсемпе пĕрле сборсене çӳреме пуçларăм. Пĕрремĕш пысăк старт — СССР кубокĕ. Вăл Гагра хулинче иртрĕ. Унтан Сочие кайрăмăр, — аса илчĕ Алевтина Судеркина. Çур çултан вăл Пензăра иртнĕ СССР спартакиадинче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Анчах çемье çавăрсан спортран пăрăнма тивнĕ. Ача çуратсан ăна мăшăрĕ спорта таврăнма ирĕк паман. «Спорт еннелле туртăм пулнă. Тĕлĕкре те утаттăм, йĕреттĕм. Ачана хăварма çын çукчĕ, атте-анне чирлетчĕ. Çапла вара ун чухне маншăн профессионаллă спорт алăкĕ хупăнчĕ», — терĕ хĕрарăм. Алевтина Михайловна Çĕнĕ Шупашкарти «Водоканал» предприятире 19 çул ĕçленĕ. Шăпах çав тапхăрта вăл спорта «таврăннă». «Шкул çулĕсенчи пекех малтан йĕлтĕрпе чупма тытăнтăм. Командăпа пĕрле çăмăл атлетика эстафетисенче, ĕç коллективĕсен спартакиадисенче малти вырăнсене йышăнтăмăр. «Йĕлтĕр йĕрĕ», «Наци кросĕ» чупусенчен юлман. Кире пуканĕ те йăтма тӳр килчĕ, армспорта алла илтĕм. Хусана çурма марафон ăмăртăвне кайрăм. 10 çухрăма парăнтармаллаччĕ, анчах çуррине çитсен ура хытса ларчĕ, шăла çыртса чупса тухрăм. 240 çын йышĕнче 10-мĕш пултăм. Унтан тепĕр ăмăрту стартне тăтăм, каллех урана туртса лартрĕ. 2019 çулта республикăра ветерансен хушшинче турнир ирттерчĕç, унта утса пăхас терĕм. Çамрăк чухнехи опыта аса илме тăрăшрăм. Иккĕмĕш пултăм. Тепĕр турнирта та 2-мĕш вырăн йышăнтăм. Çав тапхăртанпа спорт мелĕпе утатăп», — хĕпĕртерĕ Алевтина Михайловна. Унтанпа пухмач наградăсемпе чылай пуянланнă. Вăл хăйĕн çулсенчисен ушкăнĕнче яланах малтисен ретĕнче. Раççейре кăна мар, Беларуç Республикинче иртекен ăмăртусенче те хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Акă пĕлтĕр унти чемпионатра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Вăл молот, сăнă ывăтас ăсталăха та алла илнĕ. — Спорт ватăлма памасть, йывăрлăха çĕнтерме пулăшать, ĕмĕре вăрăмлатать. Утсан е чупсан чун уçăлса каять, çĕнĕ вăй кĕрет. Ăмăртусенче çынсемпе курса калаçатпăр, туссем йышланаççĕ. Ветерансен йышĕнче 80-рисем те, 90-рисем те пур. Пирĕн те ăмăртма кăмăл та, вăй-хал та пур, — шухăшне ирĕке ячĕ Алевтина Судеркина. Куславккари спорт комплексĕнче инструкторта тăрăшаканскер ял ачисемпе ĕçлеме çăмăлрах, вĕсен сывлăхĕ çирĕпрех пулнине палăртрĕ. «Эпир те ĕçпе пиçĕхсе, спортра тĕрекленсе ӳснĕ. Шкула çуран çӳренĕ, çавăнпа йывăрлăхран хăраман, вĕсене парăнтарса малалла утнă», — терĕ хĕрарăм. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Чун-чĕрĕ çут шевлепе çеç тултăр!

Хăйĕн профессине вăл питĕ юратать. Машинăсăр пурăнма пултараймасть. Сакăр теçеткене çитрĕ пулсан та «тимĕр урхамахне» алăран ямасть. Çамрăк чухнехи пекех вĕçтерсе çеç çӳрет. Сăмахăм Патăрьел тăрăхĕнчи Нăрваш Шăхальте пурăнакан Геннадий Кошкин çинчен.

Унăн ашшĕпе амăшĕ Гаврилпа Елена Кошкинсем тăхăр ача çуратса çитĕнтернĕ: тăватă хĕрпе пилĕк ывăл. Вĕсене хăйсем пекех ĕçе юратма хăнăхтарнă. Сăмах май, Гаврил Егорович ялта чи малтан трактор рулĕ умне ларнă. Вăрçăччен те, ун хыççăн та кустăрмаллă ХТЗ тракторпа ĕçленĕ, пĕр вăхăт колхоз председателĕнче те, бригадирта та вăй хунă. Пилĕк пĕртăван — Алексей, Иван, Александр, Гаврил, Василий — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Телее, пурте тăван тăрăха каялла çаврăнса килнĕ. Геннадий Гаврилович — йышлă çемьери пиллĕкмĕш ача. Вăл вăрçă чарăннă çул авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче кун çути курнă. Пиччĕшĕпе аппăшĕсем пекех çамрăклах колхоз ĕçне кӳлĕннĕ. Пĕчĕкренех техникăна кăмăлланă, лашапа ĕçлеме юратнă. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, пĕр вăхăт лаша пăхнă. Çав çулсенче каçхи шкула çӳресе 8 класс вĕренсе пĕтерни çинчен хут илнĕ. 1961 çулта Геннадий Гаврилович Волгоградра трактористмашиниста вĕреннĕ, ун хыççăн — ДОСААФ направленийĕпе Канашри шоферсем хатĕрлекен курсра. Ятарлă пĕлӳ илнĕ çамрăка çакăнтан вĕренсе тухнă хыççăн «Труд» колхозра плугарь ĕçне шанса панă. Пултаруллăскере аслисем те асăрханă. Каярахпа вара шкул директорĕ ыйтнипе вырăнти вăтам шкулта водительте ĕçлеме тытăннă. Çапла вара «тимĕр урхамах» рульне текех алăран яман. Ун чухне шкулсене вутăпа хутнăран вăрмана та час-часах çӳреме тивнĕ унăн. Унсăр пуçне вĕрентекенсене те вутăпа тивĕçтермелле пулнă. Паллах, унсăр пуçне ытти ĕç те тупăнсах пынă. Геннадий Кошкин «Труд» колхозра та 25 çул вăй хунă. Хăйĕн машинипе — ГАЗ-53 самосвалпа — 20 çул ĕçленине аса илет вăл. Çапах техника юсавсăр ларман. Çак çулсенче унпа ăçта кăна çитмен Геннадий Гаврилович?! Мĕн кăна турттарман? Ирех рейса тухса кайнă та сĕм çĕрле çеç таврăннă. Çур аки, вырма ĕçĕсем вăхăтĕнче яланах хастар ĕçленĕ. Ахальтен мар вăл çичĕ çул «Колхозри чи лайăх водитель» ята тивĕçнĕ. 2002 çулта вара ăна «Районти чи лайăх водитель» ятпа чысланă. Сăмах май, тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл вырма ĕçĕсене хутшăннă. Çакна та асăнмасăр иртме çук: Геннадий Гаврилович хаçатжурналсăр пурăнаймасть. Чăваш кăларăмĕсене чылай çырăнса илет, вĕсене пĕр йĕрке сиктермесĕр вулать. Геннадипе Роза Кошкинсем пурнăç сукмакĕпе юнашар утма тытăннăранпа кăçал 58 çул çитет. Вĕсем виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ. Паян тăватă мăнукĕпе, тăватă кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Хăйсене йăпанма выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ, пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.