Хресчен сасси 36 (3076) № 24.09.2025
Чăваш хăмли — чи хăватли
Республикăри хуçалăхсенче хăмла пухса кĕртеççĕ.
Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 105 гектартан 176 тонна татнă. Кăçал Етĕрне, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар округĕсенче пучах параканни 135 га. Етĕрне тăрăхĕнче ăна чи нумай пуçтарса илеççĕ. 2024 çулта 100 тонна татнă. «Ленинская искра», «Выльский» тата «Русхмель» ăнăçлă ĕçлеççĕ. «Ленинская искра» колхозра çуллен çанталăк пăсăличчен пухса кĕртеççĕ, унччен ĕçе кăçал та вĕçлесси пирки иккĕленмеççĕ.
— Хуçалăхăн «симĕс ылтăн» 28 га, çав шутра 2025 çулта пучах кÿрекенни 26 га, — тет Альбина Арсентьева бригадир. — Пĕлтĕр çĕнĕ лаптăка 2 га хунав лартса хăвартăмăр. Хăмла производствине çуллен механизацилетпĕр, çапах алă вĕççĕн пурнăçламалли ĕç те пур. 20 яхăн колхозник куллен пучах татать. Патшалăх субсиди панăран колхоз техника паркне çĕнетме пултарчĕ. Авăра шпалертан çĕнĕ хатĕрпе антарса транспорта хуратпăр.
Республика вырăнти аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан аграри шкулĕсене явăçтарса кашни çул хунав 100 га варăнтарса хăварма палăртнă. Çак ĕçе Çĕрпÿ агротехникумĕн Етĕрнери уйрăмĕнче йĕркеленĕ: тимĕр-бетон юпасем лартса шпалер вырнаçтараççĕ, курăклă çĕре дискаторпа çĕтеççĕ. Çак ĕçе юпа уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕ тата «Чувашхмельпром» общество пучах татма авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче тытăннă. Вĕсен пахчи — Мăн Çавал юхан шывĕ хĕрринче, кăçал çитĕнтерни селекциленĕ «Цивильский», «Флагман», «Фаворит» сортсем.
— Эпир пысăк тухăç илме пĕлетпĕр, уншăн нумай ĕçлетпĕр. Авăр тымарĕ сивĕре шăнасран хÿтĕлетпĕр, тĕп хунавсен таврашĕнчи ытлашши путранкăсене вăхăтра иртетпĕр, çĕртмепе утă уйăхĕсенче тымар шайĕнчи тăпрара тепĕр çумăрччен нÿрĕк ытларах упранса юлтăр, унпа çум курăк усă ан курайтăр тесе çуркуннерен тытăнса хунавсен таврашне кăпкалатсах тăратпăр, вĕсене удобренипе апатлантаратпăр, — терĕç хăмлаçăсем.
Çĕрпÿсем 17,7 гектартан пухса кĕртеççĕ. Кунта Галина Семенова, Анастасия Александрова, Рида Васильева, Елизавета Гурьева тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулсенчи пекех татма «Хмельпром» бригада ярать, Çĕрпÿ округĕнчи Энĕшкасси Кушкă тата Муркаш округĕнчи ялсенчен килеççĕ. Николай Матвеев тата Александр Яковлев механизаторсем пучах татмалли комбайн патне техникăпа пин-пин сапанкаллă авăрсем турттараççĕ. Пахчара Григорий Бабушкин, Петр Борцов, Андрей Яковлев, Денис Ефремов, Павел Васильев, Николай Аксянтаров, Михаил Максимов тăрăшса ĕçлеççĕ. Анатолий Александров хăмлана цехра тирпейлеме, Иван Лебедев комбайна ĕçлеттерме 15 çул хутшăнаççĕ, Марина Андреева «Хмельпромра» 23 çул вăй хурать. Комбайн куллен 3-4 тонна чĕрĕ хăмла татать. Кăçалтан регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2030 çулччен аталантармалли пайăр программипе килĕшÿллĕн «Чăваш хăмли» гранта республикăри, Раççейри инвесторсене, уйрăм предпринимательсене пама тытăнаççĕ. Вĕсем валли федераци бюджетĕнчен 1,8 млрд тенкĕ уйăрма палăртса хунă. Ăна шпалер тумашкăн стройматериал туянма явăçтарĕç. Çав укçана хăмла производствине йĕркелемелли техникăпа оборудовани туянакан организацисемпе предпринимательсене уйăрма та пăхса хунă. Регионăн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2030 çулччен аталантармалли пайăр программипе килĕшÿллĕн техникăпа оборудовани, хунав туянма, ăна лартма, культурăна пăхса çитĕнтерме республика бюджетĕнчен 50 млн тенкĕ уйăрса «Чăваш хăмли» грант пама тĕллев лартнă. Кунсăр пуçне çак программа картинче шпалер вырнаçтармашкăн стройматериал туянма федераци бюджетĕнчен укçа уйăрса «Чăваш хăмли» грант та парасшăн. Программăпа килĕшÿллĕн хăмлаçăсене пулăшма «Чăваш хăмли» иккĕмĕш грант федераци бюджетĕнчен 10 млн тенкĕлĕх уйăрма палăртнă. Çак икĕ грант виçи 32,9 млн тенкĕпе танлашĕ. Республикăн Ял хуçалăх министерстви çÿлте палăртнă 3 гранта илес текенсенчен — юридици сăпачĕсенчен, предпринимательсенчен — заявка кăçалхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕччен йышăнать. Грантăн чи пысăк виçи ăна тивĕçнĕ кашни организаци пуçне ĕç туса тÿснĕ мĕн пур тăкакăн 80 процентĕнчен е кашни 1 га хăмла пахчи е хунав питомникĕ пуçне 2,33 млн тенкĕрен иртмест. Стратегире хăмла пахчине 2 пин гектара çитерме тĕллев лартнă. Çакă мĕн тери йывăр тата пысăк тăкаклă ĕç иккенне Чăваш Ен Правительствинче те, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем те лайăх пĕлеççĕ. Апла пулин те республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çавнашкал ĕмĕт тытма вăйхăват çитерчĕ. Çуллен миçе гектар тата хăш хуçалăхра, ăçта хăмла лартса хăвармаллине, пахчасене кашни çул инвестици миçе тенкĕлĕх хывмаллине, хăмлаçăсемпе инвесторсене миçе тенкĕлĕх субсиди памаллине палăртса хунă. Куратпăр: çĕнĕ пахчасем хывма пикенчĕç. Йывăр лав малалла кайтăрах, çул такăр пултăр, тĕллев пурнăçлантăр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Йывăçран — тĕрлĕ продукци
Республикăн экологи хăрушсăрлăхĕн 2035 çулчченхи стратегийĕнче вăрманти паха йывăç культурисенчен тĕрлĕ продукци туса кăлармалли проектсене пурнăçлама тĕллев лартасси çинчен те каланă.
«Йĕпреç вăрманлăхĕ» учреждени директорĕ Илшат Ахметов пĕчĕк сортлă культурăсенчен те тавар хатĕрлесен республикăна пысăк усă кÿрессине, çак енĕпе çĕнĕ предприятисем уçмаллине палăртрĕ. Продукци сутма тытăнсан республика бюджетне налук ытларах пырса кĕрĕ.
— Ĕçе йĕркелесен вăрмана ÿсентăран чир-чĕрĕнчен ăнăçлăрах хÿтĕлейĕпĕр. Йывăçпа усă курни вăрман хуçалăхĕсене те аталантарма май парĕ, — терĕ Илшат Абзалетдинович. — Паха культурăсенчен çеç мар, пĕчĕк сортлисенчен те тавар ытларах туса кăларма сĕнетпĕр.
Тĕллеве пурнăçлама пуçаруллă çынсем тата цехсем кирлĕ. Паллах, вĕсен рынок условийĕсенче совет тапхăрĕнчи вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕсем («леспромхозсем») пек пулмалла мар. Çапах та вĕсен ырă тĕслĕх нумай. Çитес çулсенче Чăваш Енре йывăçран продукци совет саманинчи чухлĕ туса кăларсан тем пекехчĕ. Сăмахран, халĕ Çĕмĕрле вăрман комбиначĕ пек ĕçлекен предприятие курас килет. Комбинат «леспромхозран» уйрăлса тухнă. 1931 çулта Чăваш АССРĕнче 13 «леспромхоз», çав шутра Çĕмĕрлесенне те, йĕркеленĕ, 63,5 пин га вăрман çирĕплетсе панă. «Леспромхозсем» «Чувашлес» треста пăхăннă. Вĕсем хунав лартса çитĕнтернĕ, йывăç касса вăрмантан илсе тухнă, çĕнĕ технологисемпе унран тĕрлĕ продукци хатĕрленĕ. Республикăн тĕп музейĕн промышленноç пайĕн ертÿçи Михаил Лентовский Çĕмĕрле «леспромхозĕнче» пулса курнă хыççăн ĕçĕхĕлĕ çинчен брошюра пичетлесе кăларнă. Унпа паллашсан 1936 çул тăршшĕнче унта 796 çын ĕçленине, унăн ертÿçисем, администраципе хуçалăх тата производствăпа техника пайĕсем, бухгалтери, Саланчăк, Çĕмĕрле, Мисчĕ, чукун çул транспорчĕн Кăмаша цехĕсем ĕçленине, Сăр вăрманĕнчен йывăçа тракторпа тата ансăр чукун çулпа турттарса тухнине, трактор-машинăна Кăмашапа Сăр çулĕ çинчи техникăпа слесарь цехĕсенче юсанине пĕлтĕм. Пĕрене хумалли лаптăксемпе складсем ансăр чукун çул хĕрринче, Çĕмĕрлепе Мисчĕ çумĕнче тата ытти çĕрте, пулнă. Йывăçран продукци хатĕрлекен строительствăпа монтаж цехĕсем ĕçленĕ. Çĕмĕрлепе Хĕрлĕ Чутай «леспромхозĕсене» 1941 çулта уйăрнă, 1952 çулта пĕрлештернĕ, 1960 çулта уйăрнă, каярахпа каллех пĕрлештернĕ. 1971 çулта Çĕмĕрле вăрман комбиначĕ туса хунă, вăл йывăçран 70 тĕрлĕ продукци, çав шутра йывăç стройматериал тата сувенир, эмел курăкĕ, пичке хăми, хатĕрленĕ. Комбинатăн укçа çаврăнăшĕ нумай миллион тенкĕпе танлашнă, 2 пин çынна ĕç укçи тÿленĕ, техникăпа оборудовани туянса производствăна аталантарнă. <...>
Владимир ПЕТРОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...











