Комментировать

24 Окт, 2025

Никам та çухалса каймарĕ

Хăрушлăх эпир ĕçре е канура пулнине пăхса тăмасть, çавăнпа кирек епле лару-тăрура та çухалса каймасăр тĕрĕс утăм тума пĕлмелле. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕ республикăри тĕрлĕ обĕектра ирттерекен тренировкăсем халăха эвакуаци йĕркине аса илтереççĕ, çав вăхăтрах çăлавçăсен хăнăхăвĕсене çирĕплетме те пулăшаççĕ.

Çак кунсенче Шупашкарти «Неон» кафере те пушарпа тактика вĕренĕвĕсем иртрĕç. Çĕрлехи тренировкăн тĕллевĕ — пушар тухас пулсан çăлавçăсемпе заведенире тăрăшакансен пĕрлехи ĕçне йĕркелесси. «Халап» тăрăх, 2-мĕш хутра электрохатĕр юсавсăрлăхне пула «çулăм тухнă». «Пушар» 50 тăваткал метр лаптăка сарăлнă. Асăрхаттару сигналĕ янăранă хыççăн çуртран 44 çын хăй тĕллĕн урама тухрĕ. Анчах та кунта ĕçлекен 4 çын çăра тĕтĕме пула шалтах юлнă. Пушарнăйсем килсен пĕтĕм лаптăка тишкерчĕç, çăлав хатĕрĕсем пулăшнипе пурне те уçă сывлăша илсе тухрĕç. Палăртни вырăнлă: кафене канма килнисем те çухалса каймарĕç, эвакуаци йĕркине пăхăнса пĕр-пĕринчен иртсе каймасăр урама тухрĕç. Ку вара питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен хыпăнса ӳкнĕ çын лару-тăрăва йывăрлатма, хăйне çăлмашкăн та чăрмантарма пултарать.

«Палăртнă ыйтусене пĕтĕмпех тивĕçтертĕмĕр. Раççей МЧСĕн подразделенийĕсем ума лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçларĕç», — терĕ Шупашкарти Ятарлă çăлав чаçĕн ертӳçи Алексей Перегудов.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.