Комментировать

28 Ноя, 2025

Хыпар 89 (28406) № 28.11.2025

Йăлтах... кăтра такасенчен пуçланнă

Унăн ĕçĕсене Чăваш Енре пурăнакансем те, туристсем те паллаççĕ, пĕлеççĕ, кăмăллаççĕ. Хăйĕн ĕçне вăл çав тери юратать, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе çунатланса пурăнать. Сăмахăм ӳнер ал ăсти, Чăваш Енри ал ăстисен гильдийĕн пайташĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Надежда Николаева çинчен. Надежда Якимовнăран пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр.

«Çемйипех ӳкереттĕмĕр»

— Ачалăхăр çинчен кăштах каласа парсамăр. Мĕнле çемьере çитĕннĕ эсир?

— Эпĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Ачаранпах кунта пурăнатăп. Манăн аттепе анне — чăвашсем. Эпĕ те чăваш. Анне Галина Андрианова — Çĕмĕрле округĕнчи Пĕренешрен. Атте Яким Андрианов — Вăрнар тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мĕлĕш ялĕнчен. 1-мĕш класа 37-мĕш шкула кайнăччĕ. Кайран пысăк шкул турĕç те — 17-мĕшне куçнă. Унта 11 класс пĕтертĕм. Ун чухне «çĕнетӳ» вăхăчĕччĕ. Çавăнпа аякри хулана вĕренме каяс шухăша пăрахăçларăм. Шупашкарти пединститутăн ӳнерпе графика факультетне вĕренме кĕтĕм, мĕншĕн тесен яланах ӳкерме юратнă. Ача садĕнченех ӳкерме тапратнă. Эпĕ ача-пăча конкурсĕсенче çĕнтереттĕмччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне редколлеги членĕ пулнă. Кам ӳкерет тесе ыйтатчĕç те — пурте: «Надя, Надя», — тесе кăшкăратчĕç.

— Аçăр-аннĕр те ӳкернĕ-и? Вĕсем те пултарулăх çыннисем пулнă-и?

— Анне ача садĕнче воспитательте ĕçлетчĕ. Вăл питĕ пултаруллăччĕ. Атте строительччĕ. Çемьере икĕ ача ӳсрĕмĕр. Эпĕ тата пичче Володя. Эпир пурте ӳкереттĕмĕр. Атте те сăрă тĕнчине кăмăллатчĕ. Анне музыка инструменчĕсемпе калатчĕ. Володя манран икĕ çул аслăрах. Вăл та пединститутра ӳнерпе графика факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Хĕрĕм Светлана та ӳнерпе графика факультетĕнче дизайн енĕпе пĕлӳ илчĕ — пултарулăх ĕçне суйларĕ. Вăл — сăн ӳкерӳçĕ. Унăн ĕçĕ питĕ интереслĕ. Рейтингĕ питĕ пысăк. Вăл та питĕ пултаруллă. Унăн хĕрлĕ виçĕ диплом.

— Сирĕн пĕрремĕш ĕç вырăнĕ…

— Аслă шкултан вĕренсе тухсанах качча кайрăм. Хĕрача çут тĕнчене килчĕ. Çулталăкран ĕçе тухрăм. 1-мĕш лицейра ĕçлеме тытăнтăм. Эпĕ ӳнер искусствине, ĕç тата черчени предмечĕсене вĕрентеттĕм. «Домоводство» та пулнă ун чухне. Халĕ те çамрăк ăрăва пĕлӳ паратăп. Педагогикăри стаж — 30 çул ытла. 2007 çултанпа Шупашкарти 5-мĕш гимназире вăй хуратăп.

— Сувенирсем, теттесем хăçан тума пуçларăр?

— Çакă йăлтах çемьерен пуçланнă. Атте яланах мĕн те пулин ăсталатчĕ. Анне ал ĕç тума юрататчĕ, çыхатчĕ. Садика хăй çыхнă япаласене тăхăнтартса яратчĕ. Ача садне килсен пурте ман пата пырса тăратчĕç, сарафана епле çыхнине пăхатчĕç. Çывăх çыннăн ĕçĕсем пуриншĕн те интереслĕччĕ. Эпĕ модель пек тăраттăмччĕ. «Хăçан пăхса пĕтеретĕр-ши?» — тесе шухăшлаттăм. Анне модăна сăнаса пыратчĕ: хитре калпаксем çыхса паратчĕ. Дефицит вăхăтĕнче хамăр çыхнă çи-пуçпа çӳресси йăлана кĕнĕччĕ. Эпĕ яланах анне çыхнă япаласене тăхăннă. 1-мĕш е 2-мĕш класа кайнă чухне хам та вĕрентĕм. Малтан шарфсем çыхнă. Кайран çекĕлпе çыхма хăнăхрăм. Паян та эпĕ алла çекĕл тытатăп. Унтан теттесем тума тытăнтăм. Ку анне вĕрентнипе пулнă. «Надя, Шупашкара теплоходсем килеççĕ. Манăн палланă хĕрарăм пур. Вăл унта экскурсоводра ĕçлет. Вăл каланă тăрăх, унта маçтăрсем пыраççĕ. Хăйсен япалисене сĕнеççĕ. Эсĕ те сувенир туса унта сутма тух», — терĕ пĕррехинче анне. «Аннеçĕм, кама кирлĕ ку?» — тĕлĕнтĕм эпĕ. Вăл пĕрех хăтланса пăхма сĕнчĕ. Çу иртсе пыратчĕ, çурла уйăхĕ те çитнĕччĕ. «Надя, эсĕ сувенир тăватăн-и?» — каллех аса илтернĕччĕ аннем. Вара эпĕ çăм çипсенчен тата пусма татăкĕсенчен сурăх такисене турăм. Кайрăм вĕт çавăнта. Ман пата маçтăрсем чупса пычĕç. «О-о, мĕнле интереслĕ!» — терĕç ĕçĕмсене курсан. Мана хăйсен йышне илчĕç. Çав кунхине эпĕ пур такана та сутрăм. Питĕ тĕлĕннĕччĕ. «Çынсене кун пек япаласем те кирлĕ», — тесе пĕтĕмлетнĕччĕ. Манăн пултарулăхăм вĕсене килĕшнишĕн хĕпĕртенĕччĕ. Ун хыççăн нумай чĕр чуна ăсталарăм. Кайран карас телефонсем валли чехолсем тума тытăннăччĕ. Унтан чĕрĕпсем ăсталанă. Ку тема манăн ĕмĕрĕпех тăсăлать. Чĕрĕп евĕр чехолсем тăваттăм. Пĕррехинче пĕр профессор та туяннăччĕ. «Сирĕн чĕрĕп студентсемшĕн зачет кĕнеки пекех. Эпĕ чĕрĕппе ларатăп. Вĕсем билетсенчи ыйтусене хуравлаççĕ. Енчен эпĕ вĕсене чĕрĕпĕн сăмсине тытма ирĕк параттăм тăк — вăл экзамен панине пĕлтеретчĕ», — çапла шӳтленĕччĕ вăл. Хăшĕ-пĕри телефонĕнче мана «Надя— чĕрĕп» тесе çырнă. Чĕрĕп маншăн питĕ лайăх чĕр чун.

Ĕмĕтре мультфильмсемччĕ

— Тата мĕнле чĕр чунсене ăсталатăр?

— Чĕр чун нумай, 64 тĕрлĕ. Вĕсемсĕр пуçне чăваш наци сувенирĕсене ыйтма тытăнчĕç. Туристсем килетчĕç те: «Сирĕн чăваш нацийĕпе çыхăннă сувенирсем пур-и?» — тесе тилмĕретчĕç. Çакă пире наци сувенирĕсене тума хистерĕ. Эпĕ — тетте ăсти. Пуканесем тума пуçларăм. «Ой, сирĕн теттесем хăвăр пекрех», — тетчĕç мана туристсем. Художник пек хакласа калама пултаратăп: чăнах çапла пуль. Кашни ӳнерçĕ хăйне мĕнпе те пулин аса илтерекен сăнарсене ăсталать. Пуканесен хушшинче хĕрсем те, каччăсем те пур. Мана пукане тăвасси питĕ килĕшет. Професси суйлама вăхăт çитсен, çул çитмен çамрăк чухне, мультипликатор пулатăп тесе шухăшлаттăм. Анчах унта вĕренме каймашкăн май килмерĕ. Вара ӳкерме юратнипе пединститута суйларăм. Эпĕ профессире 30 çул ытла, вăл мана питĕ килĕшет. Ачасемпе ĕçлеме те шутсăр кăмăллатăп. Чи лайăх вĕрентекенсен йышĕнче Раççей шайĕнчи икĕ гранта /2009 тата 2012 çулсенче/ тивĕçрĕм.

— Чăваш Енри ал ăстисен гильдийĕнче хăçантанпа тăратăр?

— Вăл 2002 çулта йĕркеленнĕ. Малтан ăстасем пулнă. Кайран вĕсем гильдие пĕрлешнĕ. Тĕрлĕ тапхăр пулнă. Халь пирĕн коллектив питĕ туслă. Гильдие Наталья Аношина ертсе пырать. Çак ĕçе ăна çулталăк каялла шанчĕç. Унтанпа гильди пултарулăха аталантарас енĕпе хастар ĕçлеме пуçларĕ. Республика тулашне час-часах тухатпăр. Пире пур çĕрте те кĕтеççĕ, пĕлеççĕ. Маларах Халăхсен туслăхĕн çурчĕпе тачă çыхăнса ĕçлеттĕм. Светлана Печникова мана Чăваш Енрен тĕрлĕ мероприятие яратчĕ. Воронежра, Кировра, Мускавра, Ĕпхӳре пулнă. Çул çӳреме питĕ юрататăп. Пĕр çĕре — çул çӳревçĕ, тепĕр çĕре ал ăсти пек кайнă. Арменипе Грузире те пулнă. Иркутск чăвашĕсем патне Чăваш Енрен вунă ăстана илсе кайнăччĕ. Унта чăваш диаспорипе туслашнă. Ертӳçи — Вероника Тимофеева. Вăл ача-пăча конкурсĕсене йĕркелет. Чăваш культурине питĕ юратакан çын. Аслисем валли те мероприятисем пуçарать. Унти чăвашсем спектакльсем те лартаççĕ. 2018-2019 çулсенче Крымра пулнăччĕ. Унта «Алтын—Майдан» фестиваль иртнĕччĕ. Унăн йĕркелӳçи — Гамира Гидельшина. Унта Раççейри пур наци представителĕсем те хутшăнаççĕ. Ку фестивалĕн хăйĕн идейисем, концепцийĕ, гимнĕ. Эпир Чăваш Ене кăтартнăччĕ. Эпĕ унта темиçе хут та кайнă. Вĕсен çавăн пекех Аланире те фестиваль иртет. Дагестанра та пулнă. Пĕлтĕр «Кубачи» фестивале кайнăччĕ — вырăнти ăстасемпе питĕ туслашнăччĕ. Пире чаплă музей кăтартрĕç. Ун чухне аваллăх управçи 100 çул тултарнăччĕ. Дагестан халăхĕсен культури питĕ пуян. Унта тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăхсем пурăнаççĕ. Ку фестивальте хăйсен культурине упранине лайăх кăтартаççĕ. Эпир туя лекнĕччĕ. Вĕсен ташшисене ташлама вĕрентĕмĕр. Хусканăвĕсене тума хăнăхрăмăр, клип та ӳкертĕмĕр. Пире Дагестан кукăльне — чуду — пĕçерме вĕрентрĕç. Ăна вĕсем уявсенче, хăнасене сума суса пĕçереççĕ. Чусти питĕ çӳхе. Кил хуçисен кĕçĕн ывăлĕ – вуннăри Магомед – пире кивĕ Кубачие илсе кайса килчĕ, хăйсен йăли-йĕрки çинчен каласа пачĕ. Хĕрарăмсем хăйсен тутăрне тĕрĕс çыхма вĕрентрĕç. Ун тăрăх хĕрарăм качча тухнипе тухманнине пĕлме пулать. Асăнмалăх сăн ӳкерттертĕмĕр. Лайăх çул çӳрев пулнăччĕ.

— Халĕ мĕн ăсталатăр?

— Ытларах наци сувенирĕсене тăватăп. Пуканесем пысăккисем те, вăтаммисем те, пĕчĕккисем те пур. Магнитиксем, ытти япала… Пирĕн республикăра хăмла туса илнине шута илетпĕр. «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестивале хутшăннăччĕ. «Хмелек» сăнар тунăччĕ. Хăмла ачисене /хмелята/ туристсем питĕ лайăх йышăнаççĕ.

Кăвак хуппи хыççăн

— Сирĕн хобби пур-и?

— Çул çӳреме юратни пирки маларахах асăнтăм. Алтайра темиçе хут та пулнă. «Ĕмĕтленмелле, ĕмĕтленсен пулать», — теççĕ. Интернетра шыранă чухне Алтайра питĕ илемлĕ вырăнсем пулнине палăртнăччĕ — кайса курас килетчĕ. Унта çывăх юлташсемпе пуçтарăнса кайнăччĕ. Кайран йăлтах курман пек туйăнчĕ. Унта икĕ çĕршыв-çке. Вара сăртлă-туллă Алтая кайрăмăр. Чулышман айлăмĕнче пурăннăччĕ. Интернет çук та — мана тăвансем çухатнăччĕ. Эпир виçĕ кун çыхăнăва тухманччĕ. Шывне юхан шывранах илсе килетчĕç. Таптасаччĕ вăл. Мунча кĕреттĕмĕрччĕ. Мунчаранах юхан шыва сикеттĕмĕр. Кашни çул çӳрев вăрахлăха асра юлать. Байкалта та, Карелире те пулнă. Унта çут çанталăк питĕ хитре. Эпир юхан шывсенче шыва кĕнĕччĕ. Ун чухне çутă каçсемччĕ. Шурă тинĕсе кайса курнăччĕ. Тюленьсене курма тӳр килнĕччĕ. Мурманска та çитнĕ. Унта кăвак хуппи уçăлнине курма кайнăччĕ. Çĕнĕ çул умĕн çула тухнăччĕ. Питĕ сивĕччĕ, пĕрремĕш кун «аврорăна» кураймарăмăр. Тепĕр кунне финсен чиккинех çитрĕмĕр. Эпир кăвак хуппине тытрăмăр. Асăнмалăх çав сăн ӳкерчĕксене упраса хăварнă эпĕ. Вырăнти гид пире пулă патне илсе кайнăччĕ. Чи тутлă пулăсене сĕнчĕç пире. Гид сĕннипе магнитиксем вырăнне пысăк чăматанпа пулă тултарса килтĕмĕр. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Виçĕ поэт çĕршывĕ, талантсен çăлтăрчăкĕ»

Патăрьел округĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çулталăк каялла территорири общество хăй тытăмлăхне ӳТОСӲ йĕркеленĕ. Унăн председателĕн çумĕнчен, Аслă Арапуç ялĕнчи ача сачĕн заведующийĕнчен Надежда Емельяновăран, çак тытăм ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтрăмăр.

Садикра, шкулта тата клубра

— Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакансем пурте ТОСра тăратпăр. Уставпа килĕшӳллĕн ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатма, хăтлăлатма çавăн пек общество организацийĕ йĕркеленĕ. Унăн председателĕ — Алексей Емельянов врач-стоматолог. Унсăр пуçне ТОСăн хăйĕн канашĕ пур. Унта эпĕ, Аслă Арапуç шкулĕн директорĕ Вячеслав Чернышев, клуб заведующийĕ Владимир Верликов, ялăн хисеплĕ çынни Иван Дикин, Арсентий Иванов староста, Анатолий Казенов усламçă кĕреççĕ. Аслă Арапуç ялĕнче хастар, туслă çынсем пурăнаççĕ. ТОС йĕркеленĕренпе питĕ нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Паллах, Алексей Пантелеймоновичăн, Иван Алексеевичăн тата ыттисен авторитечĕ пулăшрĕ. Александр Казенов та нумай пулăшу кӳчĕ. Чиркӳ таврашне хăтлăх кĕртрĕç, ĕлĕкхи тĕне кĕмен чăвашсен масарĕ вырăнĕнче асăну чулĕ вырнаçтарчĕç. Ĕлĕкхи тепĕр масар вырăнне хĕрес лартрĕç. Яла тирпей-илем кĕртессине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Пушар деповĕ патĕнчи пĕвене тасатса йĕри-тавра йывăçсем лартрĕç. Ял хапхи патĕнче питĕ нумай ĕç турĕç. Пĕви типсе пырать. Ăна Аслă Арапуçсем шывсăр хăварасшăн мар. Халĕ çав енĕпе тимлеççĕ, — çапла пуçларĕ калаçăва Надежда Александровна.

Аслă Арапуçсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассипе нумай ĕçлеççĕ. Хĕрарăмсем клубра маскировка тетелĕсем çыхаççĕ. Садикра окоп çуртисем тăваççĕ. Вĕсем пин çурта тума тĕллев лартнă. 500 яхăн хатĕр ĕнтĕ. Унсăр пуçне ăшă япаласем, часах пăсăлман çимĕçсем пуçтараççĕ.

— Питĕ пысăк ĕçсем тума палăртнă эпир. Пирĕн ялта ача-пăча площадки сахал. Çав тĕлĕшпе ĕçлесшĕн. Пирĕн ача садĕнче 35 пепке. Вĕсене выляма ял вĕçĕнче пĕр площадка пур-ха. Анчах унта кайма инçе. ТОС укçа-тенкĕпе çыхăннă организаци мар. Нухратне хамăрăн ĕçлесе илмелле. Грантсем çĕнсе илсен нухратлă пулма май пур. Çавăнпа пуçласа пăхар-ха терĕмĕр. Регистрациленнĕренпе çулталăк çитмен тĕк ТОСа укçа ĕçлесе илме йывăртарах. Раштавăн 14-мĕшĕнче вăл йĕркеленнĕренпе çулталăк пулать. Ун хыççăн пирĕн çул уçăлмалла. Президентăн Культура пуçарăвĕсен фончĕ валли проект хатĕрлес терĕмĕр. Ячĕ — «Виçĕ поэт çĕршывĕ: талантсен çăлтăрчăкĕ» литературăпа ӳнер фестивалĕ». Эпир хамăрăн чапа тухнă, яла та чапа кăларнă поэтсен ячĕсене асăнтăмăр: Митта Ваçлейĕ, Ваçлей Давыдов-Анатри, Николай Исмуков. Вĕсен ячĕпе çавăн пек пысăк фестиваль ирттересшĕн. Положенипе килĕшӳллĕн проект çĕртме уйăхĕнче пуçланать те çулталăк çурăна тăсăлать. Çав фестивале 2027 çулта çĕртме уйăхĕнче ирттересшĕн. Унччен мероприятие хатĕрленсе тĕрлĕ конкурс йĕркелесшĕн. Ача садĕнчен пуçласшăн. Округри ачасене хамăр пата чĕнсе илесшĕн. Вĕсен хушшинче пирĕн ял поэчĕсен сăввисене вулакансен конкурсне йĕркелесшĕн. Çавăн пекех Ваçлей Давыдов-Анатрин сăввисемпе хайланă юрăсемпе конкурс пуçарасшăн. Ăна та ача садĕнчен пуçласшăн. Пысăк тепĕр конкурса шкулта йĕркелетпĕр. Унта Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк округĕсенчи ачасене те чĕнесшĕн. Чăваш Республикин Культура министерствине, Писательсен союзне пире сăвă вулакансен конкурсĕсене йĕркелеме пулăшмашкăн ыйтса çырупа тухрăмăр. Эпир ĕлĕкхи йăла-йĕркене çитĕнекен ăрăва кăтартса, вĕрентсе хăварасшăн. Унсăр пуçне тĕрлĕ курав йĕркелесшĕн. Пирĕн ялта çуралса ӳснĕ Александр Савинов — Чăваш Енри алă ĕç ăстисен гильдийĕн пайташĕ. Шупашкарта пурăнать. Хурăн хуппинчен, йывăçран касса, эрешлесе тĕрлĕ япала тăвать. Эпир ăна ачасем валли ăсталăх класĕсем ирттерме сĕнесшĕн — хирĕç пулассăн туйăнмасть. Унсăр пуçне чăваш апат-çимĕçне хатĕрлессипе ăсталăх сехечĕ тăвасшăн. Ăна ача садĕнче те йĕркелетпĕр. Пысăк уявне вара, çӳлерех асăнтăм ĕнтĕ, 2027 çулта ял праçникĕнче ирттересшĕн. Аслă Арапуçсен стадионта кану зони пур. Хайхи конкурса хутшăнса фестиваль ирттермелли площадкăна кăштах тирпейлесшĕн. Грант укçин ытларах пайĕ, паллах, культура мероприятине ирттерме кайĕ. Пĕчĕк пайне те пулсан çак мероприяти валли уйăрасшăн. Малтанах сцена валли баннер тумалла — унпа çулсерен усă курмалла пултăр. Тата саксене хăтласшăн. Ытти укçа — музыка аппаратури валли. Чăваш Республикин Культура министерстви пирĕн сасса илтессе шанатпăр. Унсăр пуçне Чăваш наци библиотекине те, Патăрьел округĕн администрацине те çырусем ятăмăр. Çавăн пекех вырăнти «Куснар» ял хуçалăх предприятийĕнчен те пулăшу ыйтăпăр, ялти предпринимательсемпе калаçасшăн. Фестивале çӳллĕ шайра ирттересшĕн. Тĕрлĕ çĕртен хăна чылай килмелле, мĕншĕн тесен Митта Ваçлейĕпе интересленекенсем таçта та пур. Пирĕн шкулта ун ячĕпе мероприятисем йĕркелеççĕ. Унта сăвă вулакансем пуçтарăнаççĕ. Енчен те эпир халĕ çамрăк ăрăва çак япаласене кăтартса, вĕрентсе хăвармасан малашлăхра питĕ йывăр пулать, — паллаштарчĕ Надежда Александровна.

Ачасем вырăсла калаçаççĕ Сăмах май, Надежда Емельянова «Шуçăм» садика 25 çул ертсе пырать. Вăл каланă тăрăх, халĕ ачасем садика килсен вырăсла калаçаççĕ иккен. Шкулта пуçламăш классенченех вырăсла пуплеççĕ… Садика ĕçлеме килнĕренпех коллективра çав çынсемех ĕçлеççĕ. Пушаннă вырăнсене хамăр хĕрсене няньăран воспитатель пулăшуçисене, воспитательсене вĕрентсе куçарса пыратпăр. Сăмахран, Оксана Петухова маларах воспитатель пулăшуçиччĕ. Кайран Шупашкарти педколледжра пĕлӳ илчĕ. Халĕ музыка ертӳçинче вăй хурать. Вĕренсе тухрĕ, диплом илчĕ. Питĕ лайăх ертсе пырать. Малашне музыка инструменчĕпе калама вĕренессе шанатпăр. Чăвашлăха пĕтерес мар тесе çине тăрса ĕçлетпĕр. Эпĕ садикра ачасемпе ятарласа чăвашла калаçатăп — вĕсем вырăсла хуравлаççĕ. Чăвашлăха аталантарас тесе регионăн «Тăван чĕлхе — анне чĕлхи» программăна кĕтĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ пулăшмасан ачасене тăван чĕлхене вĕрентме йывăр. Çамрăк ăрăва телефон, телевизор пысăк витĕм кӳреççĕ. Халĕ ашшĕ-амăшĕ ачи ан чăрмантартăр тесе ăна гаджет парать те лăпланать. Лешсем ытларах гаджетпа лараççĕ вара. Пире, чăваш ачисене, хăй вăхăтĕнче вырăсла вĕренме йывăрччĕ. Халĕ ачасем вырăсла калаçаççĕ-ха, чăннипе вара вырăсла та, чăвашла та лайăх пĕлмеççĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекенсем питĕ тарăхаççĕ. Воспитательсем ачасене чăвашла мĕнле вĕрентнине кăтартса уçă занятисем ирттерчĕç. Пĕр воспитателĕ заняти вăхăтĕнче чăвашла кăна калаçрĕ. Питĕ лайăх ĕнтĕ, анчах ачисене кичем пулчĕ. Мĕн каланине пурте ăнланмаççĕ. Тăван чĕлхепе пуплесе заняти ирттересси çине тӳрех куçма çук. «Айтăр, пĕчĕккĕн вырăсла-чăвашла куçарса пырăпăр», — терĕм. «Вĕттисем» интересленччĕр, калаçчăр. Чăвашлăха упраса хăварас тесе тăрăшатпăр. Кунта пирĕн тавра пĕлӳ музейĕ те пур. Унта — чăваш аваллăхĕпе çыхăннă япаласем. Вĕсене ача садне уçнăранпах пĕчĕккĕн пухса пынă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.