Комментировать

1 Ноя, 2014

Пепкисемпе пĕрле савăнчĕç

Иртнĕ шăмат кун «Кăнтăр» культура керменĕнче пиллĕкмĕш хут «Пултарулăх фейерверкĕ» фестиваль иртрĕ. Ăна куçсăр тата япăх куракан ачасем валли йĕркеленĕ.

100 ытла вĕренекен хутшăнчĕ çак уява. Фестиваль программине 60 ытла номер кĕртнĕ. Сцена çине чи тивĕçлисене кăна кăларни пĕрре те иккĕлентермерĕ.

Ачасен пултарулăхне жюри членĕсем 5 номинаципе хак пачĕç. Спектакль сыпăкне кăтартакансем, кĕвĕ инструменчĕ калакансем, сăвă вулакансем, юрлакансем, ташлакансем хăйсен ăсталăхĕпе тыткăнларĕç.

Куç курманнисен «Хĕвел» театрĕ «Ăса кĕмен арăслан çури» спектакль хатĕрленĕ. Аслисене хисеплемелли пирки пырать сăмах. Тарăн шухăшлă пьеса тавралăхпа, иртен-çÿренпе паллашма пулăшать. Çапах та пурнăçра кирек камăн та хăйĕн вырăнне тупма çăмăл мар иккен.

2-мĕш класра пĕлÿ илекенсем «Дюймовочка» юмах суйласа илнĕ. Ăтăра вылякан Янис Орлов, сăмахран, çак фестивальччен пысăк сцена çине тухса курман. «Унпа пĕрле пăшăрхантăмăр та, савăнтăмăр та», - тет амăшĕ, зала таврăнакан ывăлне ыталаса илнĕ май.

11-мĕш класра вĕренекенсем чи пысăк балл пуçтарчĕç. «Вĕсем чаршав хыçĕнче мĕнешкел савăннине курасчĕ сирĕн», - йăл кулăпа çиçет ертсе пыраканăн сăн-пичĕ. Михаил Лермонтовăн «Герой нашего времени» роман сыпăкĕ ытла та ĕнентерÿллĕ пулса тухрĕ. Роман Сапожников /Григорий Печорский/ ăнăçсăртарах çаврăнса айккинчи микрофона сĕртĕнчĕ. Планламан сасă янăраса кайрĕ. Урăх спектакльте, тен, çакă йăлт пăсса хурĕччĕ. Кунта вара пачах тепĕр май - вырăнлă пулчĕ, мĕншĕн тесен сценари тăрăх Печорские кăшкăрса чармалли тĕле çитнĕччĕ. Спектакле хутшăнакан Татьяна Александровăпа Юлия Куракова - юлташсем. Туслăх хакне никамран лайăх пĕлеççĕ вĕсем. «Мана аслă ÿсĕмри хĕрарăмсене выляма шанаççĕ. Арçын сăнарĕпе те сцена çине тухнă», - ăнлантарать Татьяна Александрова. Юлия Кураковăн вара юрату авăрне путнă хĕрсене сăнланма лекет. «Хамăрăн ертÿçе Татьяна Самаркинăна тав тăватпăр. Çур сăмахранах ăнланатпăр ăна. Çакнашкал фестивальсене хутшăнни хамăра хаклама, пурнăçа юратма вĕрентет», - теççĕ çамрăксем.

Куçсăр Александр Краснов ачасене купăс калама вĕрентни çинчен хамăр хаçатра çырнăччĕ. Хальхинче те «Милуэт» ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Александр Александровичăн та кăмăлĕ яланхи пекех çĕкленÿллĕччĕ.

Пуçламăш класра пĕлÿ илекенсенчен ытларахăшĕ Михаил Лермонтовăн сăввисене пĕр такăнмасăр, туйăмпа вулани асра юлчĕ. Вырăсларан чăвашла куçарнă сăвăсем те мăнаçлăн илтĕнчĕç.

«Эпир çак ташша пĕлтĕрех вĕренме пуçланă...» - палăртрĕç сцена çине васкакан хĕрсемпе каччăсем. Тĕрлĕ наци ташшипе тыткăнларĕç уява хутшăнакансем. Чăнах, хусканăвĕсем ытла та килĕшÿллĕ.

«Уява хутшăнмалла» тесенех ачасем сиксе савăнаççĕ. Акă çиччĕри Кирилл Сосницкий, тĕслĕхрен, Улатăртан килнĕ. Пианино калать. Унăн ашшĕпе амăшĕ те курмаççĕ. Нумаях пулмасть Екатерина Ворошилова Хусанта йĕркеленĕ куç курманнисен пултарулăх ярмăрккинчен çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Çитес çул конкурсантсене хамăр патра йышăнăпăр», - каласа кăтартать Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин республикăри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Сергеев. Сăмах май, Катьăна ытти уявра та курнă. Унăн репертуарĕнче чăваш, вырăс юррисем пур.

Пĕчĕккисем сцена çинче те пĕр-пĕрне алăран тытса тăнине сăнарăм. Çакă, паллах, вĕсен вăйне кăтартать.

Жюри членĕсем ачасен пултарулăхне «4» тата «5» паллăсемпе хакларĕç. Мала тухайманнисем те кăмăлсăр юлмарĕç. Фестивале хутшăннă кашни ачана асăнмалăх парне пачĕç.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.