Комментировать

31 Дек, 2014

Çулталăкра пĕрре килет

Çĕнĕ çул чылай çыншăн чи юратнă, чи кĕтнĕ уяв. Çавăнпа ăна асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ. Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илмелли, кил-çурта епле илемлетмелли, уяв сĕтелне мĕнпе тултармалли пирки сăмах пуçарăпăр.

Мĕнпе савăнтарать Йывăç Кăвак Сурăх?

Авалхи халап тăрăх - çулталăка тытса пыракан кашни чĕрчун хăйĕн иленĕвне, харкам кăмăл уйрăмлăхне çак вăхăта илсе килет. Енчен те сурăха е качакана илес пулсан вĕсем лăпкă та тиркевсĕр, кутăн, йăлăнтармăш выльăх шутланаççĕ. Астрологсем çирĕплетнĕ тăрăх - пысăк йывăрлăхсем пулмаççĕ, анчах та пире улшăнусем кĕтеççĕ. Ытларахăшĕ - ырри. Гороскопа ĕненсен çитес çул, иртсе пыракан çулпа танлаштарсан, пур тытăм та пĕр пек çирĕп, лăпкă пулĕ. Çăлтăрсем систернĕ тăрăх - çынсен ăс-тăнĕнче те улшăнусем пулĕç. Вĕсен пăтрашуллă шухăшлавĕ иртет, пĕр-пĕрне ăнланмалли, килĕштермелли тапхăр пуçланĕ.

Кĕтсе илесси

Уява маларах хатĕрленме пуçламалла. Çĕнĕ çула шавлă, пысăк ушкăнпа кĕтсе илмелле мар. Кăвак Сурăх хăрама пултарассине систереççĕ астрологсем. Чи малтан сĕтел хушшине юратнă çемьепе тата чи çывăх юлташсемпе лармалла. Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн хăнана кайма та юрать. Ăна ялта е хула тулашĕнче кĕтсе илни вырăнлăрах. Мĕншĕн тесен качака - ял выльăхĕ. Вăл çутçанталăка юратать. Вĕри мунча, капăрлатнă чăрăш, кăвар çинче ăшаланă шашлăк, çунашка, йĕлтĕрпе коньки - Çĕнĕ çулăн ăнăçлă пуçламăшĕ.

Кил-çурта илемлетесси

Йывăç Кăвак Лаша çулне кĕтсе илнĕ теттесемпе те усă курма юрать. Сурăх та йывăç кĕлеткесене, теттесене кăмăллать. Кил-çурта илемлетмелли хатĕр-хĕтĕр шутĕнче кивви çеç мар, çĕнни те пулмалла. Алăпа ăсталанă теттесем çакмалла. Çăмран, кĕççерен тунисем те аван. Кăвак, симĕс, çутă хăмăр тата ачаш тĕссене юратать сурăх. Хĕвеланăçри йăла-йĕркене аса илсе Хĕл Мучи кучченеçĕ валли çăмран çыхнă чăлха çакса хурсан та юрать. Çавăн пекех кил-çурта шăнкăравпа илемлетмелле. Ăна алăк тăррине вырнаçтармалла. Вăл кил хуçисене хăйĕн сассипе савăнтартăр, ăнăçу парнелетĕр. Чăрăша та хăвăр ăсталанă теттесемпе илемлетĕр. Хальхинче йăлтăр-ялтăр мишура кирлĕ пулмĕ.

Уяв сĕтелне капăрлатасси

Çитес çулăн символĕ кăвак пулнăран сĕтел çине çакăн тĕслĕ тирĕк-чашăк лартмалла. Симĕс тĕслĕ пулсан та юрать. Анчах та Çĕнĕ çул тĕсĕ - хĕрлĕ тата шурă - пирки те манмалла мар. Сĕтел çитти те кăвак, симĕс, хĕрлĕпе шурă тĕслĕ пултăр. Эрешлĕ салфеткăсем хатĕрлемелле. Çурта лартмалли хатĕр-хĕтĕре те хамăр алăпах ăсталама юрать. Тарăн мар çаврака ваза е сарлака бокал илетпĕр те шапа хуранĕ е тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ хăйăр тултаратпăр. Çиеле - çурта. Салфеткăран эрешлĕ юр пĕрчисем касса кăларма май пур. Вĕсене турилкке айне вырнаçтармалла. Бокала вара бантикпе илемлетме пулать. Кашни хăна валли саламлă открытка хатĕрлеме те юрать. 2015 çула кĕтсе илме капăрлатнă сĕтел илемлĕ, хăйнеевĕрлĕ тата ытарлă пултăр.

Апат-çимĕç хатĕрлесси

Сурăх - ÿсен-тăранпа тăранса пурăнакан выльăх-чĕрлĕх. Çавăнпа Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче аш-какайран янтăланă апат-çимĕç пулмалла мар. Унсăр пурăнма пултараймасан кролик, чăх-чĕп ашĕнчен, çавăн пекех пулă е тинĕс продукчĕсенчен хатĕрлĕр. Анчах сурăх, качака какайĕнчен нимĕн те пĕçерме кирлĕ мар. Сĕтел çине ытларах ешĕл çимĕç, пахча çимĕç лартăр. Вĕсенчен салат хатĕрлĕр. Унсăр пуçне Сурăха баклажан килĕшет.

Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ май тĕрлĕ апат-çимĕç çисе вар-хырăм пăсăласран асăрханма сĕнеççĕ тухтăрсем. Салат вырăнне пахча çимĕç астивĕр. Анчах та «Оливьесĕр» уяв епле иртĕ? Çавăнпа та ку салата хатĕрленĕ май çакна шута илĕр: тăварланă хăяр вырăнне ешĕллине ярăр. Кăлпассине çусăр ашпа улăштарăр. Салата майонез мар, хăйма ярса пăтратăр. Унта лимон сĕткенĕ хушăр. Салата 12 сехетрен ытла упрама юраманнине ан манăр.

Вĕри апат валли чăх-чĕп ашĕ е пулă хатĕрлĕр. Ăна çĕрулмипе парсан аван.

Хĕрлипе шурри, сăра, аншарли...

Уяв, паллах, сăра-эрехсĕр иртмест. Çапах та иртĕхме кирлĕ мар. Ытларах чухне юрăри пек «хĕрлипе шурри, сăра, аншарли, астумастăп тата тем тĕрли» ĕçме кăмăллатпăр. Тухтăрсем палăртнă тăрăх - вĕсене хутăштарма юрамасть. «Нумай тата час-час ĕçсен юнра алкоголь шайĕ пысăкланать. Çак виçенех сыпкăмăн-сыпкăмăн тутансан часах ÿсĕрĕлмĕн», - тесе вĕрентеççĕ специалистсем. Çавăнпа сĕтел çине пĕчĕк черккесем çеç лартăр. Вĕсене çине-çинех ан «шаккăр». Хаяр эрехрен юнра спирт ытларах пухăннине ан манăр. Шампань эрехĕ, ликер, хĕрлĕ эрех юна маларах сăрхăнса кĕреççĕ. Иртĕхме кирлĕ мар. Тепĕр вăрттăнлăха та уçар: алкогольте тирамин, метил спирчĕ, сахăр, глицерин, тĕрлĕ ароматизатор пулсан мухмăр йывăрпа иртет. Çавна май çутă тĕслĕ ĕçмене суйлăр. Йÿнĕ эрех туянса укçа перекетлеме кирлĕ мар. Сывлăх хаклăрах. Йÿнĕ эрехе этил спирчĕ вырăнне метил спирчĕ яраççĕ. Вăл сывлăхшăн сиенлĕ. Эрех тĕсне улăштарас тесен шăнтнă çырласемпе усă курăр. Минералпа пылак шыв вырăнне килте вĕретнĕ компот е сок ĕçĕр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.