Комментировать

14 Янв, 2015

Çĕр - пурнăç никĕсĕ

Çын сăмахĕпе мар, ĕçĕпе пултарулăхне кăтартса патăр.

Тăвай районĕнчи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Петр Николаевич Николаев нумай калаçма юратмасть. Ĕçре ăна çитекен çук. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра çуркунне ака-суха пуçлама яланах çак хисеплĕ çынна шанаççĕ. «Алли çăмăл, унăн хыççăн ĕç кал-кал пырать», - теççĕ хуçалăх ĕçченĕсем.

Çĕр çыннин çулла та, хĕлле те ларса канма вăхăт сахалрах. Уй-хире шурă кавир хупласанах «хурçă учĕпе» фермăна куçать вăл. Кунта ĕç туллиех: выльăхсене апат памалла, тислĕк кăлармалла тата ытти те. Эпĕ пынă чухне те тракторĕпе хĕрсех тислĕк тăкатчĕ. Техникăна тахçанах тутăх çапнă, çапах çирĕп алăра чăрмавсăр кĕрлет вăл.

- Паллă механизатора кивĕ трактор кăна шанса панă-им? - тĕлĕнсе ыйтрăм унран.

- Унпа вăтăр çул ытла ĕçлетĕп ĕнтĕ. Миçе хутчен сÿтсе пуçтарман-ши ăна? Кашни гайки-болтне пĕлсе çитрĕм ĕнтĕ. Чиперех ĕçлет те пăрахăçлама шел. Халĕ ĕлĕкхи пек йăпăр-япăр техника туянаймăн, мĕн пуррипех çырлахмалла. Çĕнни те пур-ха, унпа ака-сухана тухатăп. Киввипе ферма таврашĕнче чакаланатăп, - ăнлантарчĕ Петр Николаев.

Çĕр ĕçне вăл çамрăклах тытăннă. Иртен пуçласа каçченех сухаланă-акнă, тырă вырса пуçтарнă. Йывăр та пархатарлă ĕçе кÿлĕннĕшĕн, ытти çамрăк пек хулана тухса кайманшăн пĕртте ÿкĕнмест вăл. «Тăван енрен, çĕртен пахи мĕн пур-ши? Çуркунне уй-хире тухатăп та чун савăнать. Тăри юррине итлесен чун киленет, калча пĕр тикĕс шăтса тухнине курсан чĕрем савăнать», - терĕ вăл. Тивĕçлĕ канура пулин те çамрăксенчен юлмасть. Ырă тĕслĕхĕпе вĕсене хавхалантарса пырать. Иртнĕ çул МТЗ-82 тракторĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 702 гектар акнă вăл. Тĕрĕслев комиссийĕ илемлĕ уйсене, тикĕс те çăра шăтса тухнă калчана курсан тĕлĕннĕ. Акатуйра Петр Николаевăн кăкăрĕ çине хĕрлĕ лента çакса янă, чаплă телевизор парса хавхалантарнă. Ку - унăн пурнăçĕнчи пĕр тĕслĕх. Çĕр ĕçĕнче 42 çул тар тăкнă вăхăтра ун пекки пайтах пулнă. Ахальтен-им ăна Ĕç Мухтавĕн орденне икĕ хутчен парса чысланă. Ветеран нихăçан та пуçне каçăртман, йывăрлăхра ыттисене пулăшма тăрăшнă. Ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пама ыйтсанах: «Ĕçленипе мĕн мухтанмалла? Çĕр çинче çичĕ хут тар тăкмасăр пулмасть», - терĕ кăна сăпайлăн.

- Çур ĕмĕре яхăн йывăр техникăпа ĕçленĕ хыççăн нивушлĕ шăплăхра канас килмест?

- Ывăнтăм, канас та килет. Анчах хуçалăха мĕнле тăлăха хăварăн? Тракторпа ĕçлекен сахал. Эпĕ те кайсан ака-суха кам тăвĕ? Çĕр - пурнăç никĕсĕ. Ялта çăкăр та туса илмесен мĕнпе пурăнмалла? Çулла хуçалăхра ĕç нумай, анчах хĕлле ĕçĕ те, шалăвĕ те çук. Çавăнпах çамрăксем хуçалăха юласшăн мар, - пăшăрханса пĕлтерчĕ Петр Николаев.

Мăшăрĕпе Людмила Васильевнăпа икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Ачисем тахçанах йăваран вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ. Хăйсем те çемьеллĕ. Ашшĕн çулĕпе утма килĕшмен вĕсем, хулара ĕçлесе пурăнаççĕ.

- Кашнин хăйĕн шăпи, кун-çулĕ. Мана килĕшнĕ ĕç ыттисен кăмăлне те кайнине пĕлтермест. Чи кирли - суйласа илнĕ умри çул-йĕрпе çирĕппĕн, такăнмасăр утма хăнăхчăр çеç, - пĕтĕмлетрĕ сăмахне ĕç ветеранĕ.

Лариса Никитина.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.