Комментировать

31 Янв, 2014

Мунчари сиплĕ пăс

Мунчари пăса тĕрлĕ майпа тутлăлантарма пулать. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕри,

Çăкăр шăршиллĕ пăс. 1 кашăк сахăр, 1 чей кашăкĕ пыл, 50 мл çăкăр квасĕ /лавккара сутаканни те юрать/, 3 л шыв. Вĕрекен шывра пыл, сахăр, квас хутăштарăр. Çак хутăша мунча кăмаки çине сапăр. Шăнса пăсăлнă чухне те çак хутăш аван пулашать.

Горчица пăсĕ. 1 чей кашăкĕ типĕ, лайăх ăшаланă горчица, 3 л шыв. Горчицăна вĕрекен шыва ярса пăтратăр, мунча кăмаки çине сапăр. Вăл та шăнса пăсăлнине сиплеме пулăшать.

Кофе пăсĕ. 1 апат кашăкĕ тин çеç авăртнă кофе, 3 л шыв.Вĕрекен шыва авăртнă кофе хушăр, кăштах тăрăлтарнă хыççăн мунча кăмаки çине сапăр. Çак пăс кăмăла çĕклет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.