Комментировать

18 Мар, 2015

«Шурă вилĕм» ытамĕнчи çамрăклăх

Чăваш Енре наркоманипе чирлесси федерацин Атăлçи округĕнчи, Раççейри вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех. Эппин, ку енĕпе пăшăрханмалли те çук пек. Аплах мар çав. Наркотиксемпе иртĕхекенсен йышĕн çурри - 16-20 çулсенчи çамрăксем. Çийĕнчен, ытти регионпа танлаштарсан, Чăваш Енре çамрăксем наркотикпе çыхăннă преступленисем тăвасси ÿссе пынин туртăмĕ палăрать. Апла-тăк...

Çак тата çивĕч ытти самант пирки ĕнер Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче сăмах пычĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă темăпа çыхăннă статистика наркотиксемпе ытларах арçынсем усă курнине кăтартнине палăртрĕ - пĕтĕмĕшле йышра вĕсен «тÿпи» 89,5% танлашать. Вĕсем пурте çамрăк е вăйпитти çулсенчи çынсем вĕт. Тăрăшса ĕçлес, çемйисене пулăшас, республикăна аталантарас вырăнне - наркотик валли ăçтан укçа тупмалла-ши текен шухăшпа çеç айланса çÿреççĕ. Нумайăшĕ çавна пулах преступлени çулĕ çине тăрать.

Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков наркотиклă ÿсен-тăран акнă е вĕсем хăйсем тĕллĕн çитĕнекен вырăнсене тĕп тумалли планпа паллаштарчĕ. «Мăкăнь» операцие наркополици çуллен ирттерет. Пĕлтĕр, сăмахран, май-октябрь уйăхĕсенче наркотиклă 34 кг ытла хутăш туртса илнĕ - 2013 çулхинчен 1,5 хут нумайрах. Наркотиклă ÿсен-тăран çитĕнекен 11 вырăна тупнă, пĕтĕмпе 14 пин тăваткал метр çинчи «наркăмăша» тĕп тунă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.