М.В. Игнатьев Вăрнар районĕнче

Иртнĕ шăматкун Вăрнар тăрăхĕнче пулса кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕ паллашнă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăй кăмăллă юлнине пытармарĕ. "Вăрнарсене те çутçанталăк хăйĕн пурлăхĕпе савăнтарман, анчах Вăрнар енре хастар, пуçаруллă, тăрăшуллă, малашлăха шанса хăйсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçлама ăнтăлакан халăх пурăнни ырă ÿсĕм кÿрет те, - терĕ Михаил Васильевич. - Çак хастарлăха чакармасăр малаллах талпăнма ăнтăлу кăна сунатăп".

Çав кун Вăрнар тăрăхне Шупашкартан пысăк делегаци пырса çитрĕ. Йышра - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Поповпа парламентарисем, Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, республика правительствин членĕсем - сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов - тата ыттисем. Вĕсем районти социаллă сферăри тата вĕренÿ учрежденийĕсенче, ялхуçалăх предприятийĕсенче пулчĕç, çĕнĕ объектсем уçрĕç.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.