Сирень асамĕнче

7 Мая, 2015

- Сирĕн пахчара сирень тĕмĕ çитĕнет-и? Нумайăшĕ «çапла» тесе хуравлĕ. Тĕрĕс те. Тахçантанпах пĕлетпĕр çак ырă шăршăллă илĕртÿллĕ тĕме. Унăн шăрши аякка сарăлса хăй патнелле туртать. Кил умне лартнă сирень çеçкине хуçи куриччен татса илеттĕмĕр, пилĕк çеçкеллĕ чечекне шыраттăмăр. Пилĕк çеçкелли телейлĕ тесе çисе ямаллаччĕ... Сирень çыххине çывăрмалли пÿлĕме лартма юрамасть тетчĕç - пуç ыратакан пулать ирччен. Ара, шăрши вăйлă-çке.

Тĕрĕссипе, капăр сирене халăх медицининче ĕлĕкренпех усă кураççĕ. Сипленмешкĕн сирень папки те, чечекĕ те, çулçи те юрăхлă. Уйрăмах сирень чечекĕн спиртлă настойкине хатĕрлеççĕ. Ăна сыпăсем ыратсан, остеохондрозран, ревматизмран, тăвар пуçтарăнсан усă кураççĕ. 1 пай сирень çеçкине 10 пай шур эрех /водка/ ямалла та икĕ эрне сивĕтмĕшре тытмалла. Çак шĕвекпе ыратакан вырăнсене сăтăрмалла, çывăрма выртнă чухне компресс хумалла. Пĕрер чей кашăкĕ кунне 2-3 хутчен ĕçмелле.

Сирень çулçин настойкипе радикулитран сипленеççĕ. Настойкăпа сăтăрнипе чирлĕ вырăнта юн çаврăнăшĕ лайăхланать.

Сиренĕн чĕрĕ çул­çине лутăркаса çем­çетсе суранланнă тĕ­ле хумалла, çыхмалла. Суран хăвăртрах тÿрленĕ.

Сунас ерсен, хырăмлăх чирĕсенчен, сывлăш пÿлĕнсен сирень чейĕ пулăшать. 100 г чĕрĕ çеçкене термоса хумалла та 750 г вĕрекен шыв ямалла. Кунĕпех çак чее пĕчĕкшерĕн ĕçмелле.

Асамлă сирень çеçки ÿте тасатать, пÿрлешкесене сиплет. Сирень чечекне тата çăка чечекне /çăка çеçки типĕтнине илмелле, вĕсем пĕр вăхăтра чечекленмеççĕ/ пĕр виçепе илмелле, вĕрекен шыва ярса пăшăхламалла, пите ăшă пăс çинче тытмалла. Çу тата тар парĕсем тасалса вăйланаççĕ, пит якалать.

Сиреньпе усă курнă чухне çакна та шута илĕр. Тĕрлĕ настой, маска, отвар тума çеçке е çулçă пуçтарнă чухне тĕм сывă та паха пулмалла. Хăрма пуçланă çеçкен усси сахалрах. Аслă çулсем хĕррипе ÿсекен сиреньпе сипленме юрамасть. Мĕншĕн тесен сирень ытти ÿсентăран пекех сывлăшри сиенлĕ хутăшсене пуçтарать.

Сиреньпе сипленнĕ чухне тухтăр çырса панă сиплеве ан пăрахăр, аллерги çуккине тĕрĕслĕр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.