Кашнин яваплăха туйса ĕçлемелле

17 Июл, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев "Этническая Чувашия" туризмпа рекреаци кластерне тăвасси" инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.

Ларăва уçнă май Михаил Игнатьев республикăри профессиллĕ коллективсене пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕсене парасси çинчен калакан йышăнăва алă пуснине пĕлтернĕ. Çак документпа килĕшÿллĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ тата Чăваш наци музейĕ кашни 2 млн та 856 пин тенкĕне тивĕçнĕ. Михаил Игнатьев пултарулăх коллективĕсене ăнăçу суннă, грантсем тĕллевсемпе плансене пурнăçа кĕртме хушма хавхалану кÿнине палăртнă.

Çавăн пекех регион ертÿçи "Этническая Чувашия" туризмпа рекреаци кластрне тума пуçлани, федераци укçа уйăрнине пĕлтернĕ, йывăрлăхсене пăхмасăр проекта пурнăçа кĕртмеллине, çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕре пĕрле шырамаллине асăрхаттарнă.

Туризмпа рекреаци кластерĕн инфратытăмĕн объекчĕсен строительстви мĕнле пынипе ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов паллаштарнă. 2013 çулта икĕ пысăк комплекс - тĕп хулари "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнчи "Амазони" этнокомплекс тата Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхĕнчи "Ясна" этноэкологи комплексĕ - тума пуçланă. Хальхи вăхăтра "Ясна" территорийĕнче электричество, шыв, газ линийĕсене хывнă, транспорт инфратытăмне тума пуçланă. "Амазонире" электроснабжени ĕçĕ-хĕлне 80 процент, шывпа тивĕçтерессине 95 процент, газ пăрăхĕсене хывассине 75 процент пурнăçланă.

ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов объектсенче çул-йĕрпе транспорт инфратытăмĕн аталанăвĕ çинчен каласа кăтартнă.

Туризм объекчĕсен строительстви мĕнле пыни çинчен инвесторсем - акционерсен "ТРИгрупп" хупă обществин представителĕсем - каласа панă. "Ясна" комплекс территорийĕнче пĕр картиш хута янă. Çулталăк вĕçлениччен тата виççĕшне туса лартмалла. Калаçу вăхăтĕнче инвесторсем туризм инфратытăмĕн объекчĕсен строительствин графикĕнчен юлса пыни палăрнă. Ыйтăва сÿтсе явнă май çакă проектпа смета документацийĕсенчи шăйрăксемпе çыхăнни палăрнă.

"Кашнин тивĕçĕсене яваплăха туйса тата вăхăтра пурнăçламалла, конкурс докуменчĕсене тĕплĕ хатĕрлемелле", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Кунсăр пуçне "ТРИгрупп" обществăна инвестицисене тивĕçлĕ калăпăшпа усă курманшăн сăмах лекнĕ. Паянхи кун тĕлне бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕне 120 млн тенкĕ çеç ĕçе кĕртнĕ. Сметăпа килĕшÿллĕн çак сумма 560 млн тенкĕ чухлĕ пулма тивĕç. Михаил Игнатьев инвесторсене строительство ĕçĕсене малалла тăсма укçа пуррине çирĕплетекен мĕнпур документа çичĕ кун хушшинче кăтартма хушу панă.

Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин канашлăва хутшăннисене 2016 çулта тума палăртнă строительство ĕçĕсен проектпа смета документацийĕсене çулталăк вĕçлениччен тĕплĕ хатĕрлесе çитерме сĕнсе хăварнă.

О.ПЕТРОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.