Чăваш кооперацийĕн патриархĕ

25 Дек, 2015

Паянхи ÿсĕмсем пирки калаçнă май Чăвашпотребсоюзра яланах ветерансене тав туса аса илеççĕ. Шăпах вĕсем тăрăшнипе ĕнтĕ потребкооперацире пуян пурлăх-техника базине йĕркеленĕ, йăласене упраса хăварнă. Чăваш Енри кооператорсен аталанăвне уйрăмах пысăк тÿпе хывнă çынсенчен пĕри - ЧР тата РСФСР суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутачĕ, Роспотребсоюзăн Канашĕн членĕ, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Михаил Харитонов. Потребсоюза вăл чĕрĕк ĕмĕр, 1954-1979 çулсенче, ертсе пынă.

Михаил Николаевич Ульяновск облаçĕнчи Репьевка-Сычовка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Сутуçăра, ял лавккин заведующийĕнче ĕçленĕ. Пĕр-икĕ çултанах çамрăк специалиста ялпо правленийĕн председателĕ, потребкоопераци ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ пулма шаннă. 1941 çулта М.Харитонова Хĕрлĕ Çара илнĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче артиллери батарейин командирĕ пулса çапăçнă, Украинăна, Румыние, Венгрие, Австрие, Чехословакие ирĕке кăларма хутшăннă. Малалла вулас...

Надежда АНТОНОВА.

Сăнÿкерчĕк - ЧР потребкоопераци

музейĕн архивĕнчен

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.