Тулли сумкăпа çÿреме кăмăллă

23 Янв, 2016

Лăпкăскер кун каçа темĕн те тума ĕлкĕрет вăл. Кил-тĕрĕшре, хуçалăхра та ĕç нумай. Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеç хĕрĕ качча тухиччен уй-хир хуралçинче тăрăшнă. Ачаран ял илĕртнĕрен шкул хыççăн хулана тухса каяс темен вăл. Пĕр ĕçе те тиркемен сăпайлă та ырă кăмăллă пикене кÿршĕ ял каччи куç хывнă та урăх вĕçертмен. Мăшăрĕпе çуллахи вăхăтра комбайнер пулăшуçинче ĕçленĕ вăл, фермăра та вăй хунă.

«Пирĕн ял тăршшĕ - 3 километр. Эпĕ кашни кун 11 километр утатăп. Юр е çумăр çăвать-и, çил-тăман алхасать-и, хаçат-журналпа çырусене вăхăтра валеçмеллех. 230 кил манăн. Ку çурçуллăхра 22 çемье «Чăваш хĕрарăмĕпе» туслашрĕ. Вулакансем пурри савăнтарать, тулли сумкăпа çÿреме хамăра та кăмăллă. Çуллахи вăхăтра ĕçе велосипед çăмăллатать», - палăртать Елчĕк районĕнчи Курнавăшра 28 çула яхăн почтальонра тăрăшакан Нина Алексеева.

Шел те, нумай пулмасть мăшăрне çухатнă вăл. Удмуртие ĕçлеме тухса кайнă Илья Михайлович чире пула ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлнă. «Эпир, чăвашсем, çавнашкал, сывлăх аптратсан та больницăна каймастпăр, хамăра упрамастпăр. Хуçалăх арканнă хыççăн упăшка 7-8 çул таран ют çĕрте ĕçлесе çÿрерĕ. Пурăнмаллаччĕ-ха, çамрăкчĕ, инкек куçа курăнса килмест çав», - ассăн сывлать Нина Михайловна. Виçĕ ывăлĕ - Алексей, Владимир, Николай - çывăх çыннине ытлашши тунсăхлама, кичемленме памаççĕ, инçе çула пăхмасăрах пĕри те тепри тăван килне васкаççĕ, пĕрмай шăнкăравласа унăн сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ. Пĕччен пĕр кун пурăнтармĕччĕç те амăшĕшĕн чунтан хыпса çунакан ывăлĕсем, анчах яла хăнăхнă хĕрарăм кил-çурта пăрахса хулана тухса каять-и-ха? «Пĕччен кичем тесе мăнукăма Данилăна илсе юлнăччĕ, кунти садике те çÿрерĕ. Ачана амăшĕ кирлĕ çав, тунсăхлать пĕчĕкскер, халь хуларах пурăнать», - тет Нина аппа.

«Питĕ тăрăшуллă та лăпкă, çав вăхăтрах яваплă Нина Михайловна, пур ĕçе те тĕплĕ тăвать, нумай çул ĕçленĕрен ăсталăхĕ те пысăк унăн», - ăшшăн каласа кăтартать ун пирки Курнавăшри почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Надежда Мартышкина.

Чăн та, кăмăллă та ырă чунлă Нина аппа пурне те пулăшма хатĕр, çавăншăнах ял çыннисем хисеплеççĕ ăна, кашни килтех хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Хаçат валеçнисĕр пуçне ял çыннисен ытти чылай ыйтăвне тивĕçтерет вăл.

Елена ГЛУХОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.