Павел ГЛОБА: “Мĕн кĕтет пире 2016 çулта?”

30 Янв, 2016

Халĕ Тухăç гороскопне тишкерер.

Унăн икĕ палли - Йĕкехÿре тата Аçтаха - Упăтепе пĕрле ылтăн виçкĕтеслĕх йĕркелеççĕ. Йĕкехÿрене ĕçре те, çемьере те ырă хыпарсем кĕтеççĕ. Анчах та унăн хутшăнусене татмалла мар - каярахпа çакă инкекпе вĕçленĕ. Аçтахан каялла чакма вĕренмелле, унсăрăн телейне хăех таптĕ.

Йытă тата Лаша çулĕсенче çуралнисене ăнăçу кĕтет. Йытă, тен, палăртнине йăлтах пурнăçа кĕртсе пыраймĕ, анчах та Упăте ăна малалла талпăнма вăй хушать. Лашана кĕтмен çĕртен укçа-тенкĕ енчен ăнăçать. Çемьере йăлтах тикĕс теме çук, анчах уншăн пăшăрханма кирлĕ мар, пысăк пĕлтерĕшлĕ мар ку.

Качака ту çинчех, çак çулпах утас тесен кутăнлашмалла мар тата йăлтах чĕре çывăхне илмелле мар, вара пурнăç та кăсăклă пулĕ.

Кушак тата Çĕлен çулĕсенче çут тĕнчене килнисен кăшт чарăнса тăма, сывлăш çавăрса илме тивет - малалла талпăнмасан аванрах. Айккинчен пулăшу кĕтни, тен, кăлăхах, йăлтах хăвăр вăйпа пурнăçлама тивет.

Автан çулĕнче çуралнисене тĕрлĕ уçăмсăрлăх кĕтет. Вĕсене хирĕçле вăй нумай. Шăпа месерле çавăрса хума хăтланать, çавăнпа кĕрешме хатĕрленĕр.

Тигра хирĕç-тăрупа тăшмансем кĕтеççĕ. Чăтăмлăрах пулăр, вĕчĕрхенсе сывлăхăра ан пĕтерĕр. Кĕрен куçлăхăра хывăр та ыттисемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшăр.

2016 çул Вăкăршăн питех те ăнăçлă. Çулталăкĕпех кăсăклă та усăллă тĕлпулусем кĕтеççĕ. Ĕçре те ăнăçать, ытлашши пăлханни кăна ура хума пултарать.

Сыснана вак-тĕвек кăмăлсăрлăх, çемьере кăткăслăх кĕтет. Укçа-тенкĕ енчен çăмăлах пулмĕ. Çапах та кулянса ÿкмех кирлĕ мар - нумай йывăрлăха парăнтарма пултаратăр. Чăн та, çакăншăн пуç çĕклемесĕр ĕçлеме тивĕ.

Упăтешĕн хăйĕн çулталăкĕ те уяв мар - суйлав тапхăрĕ. Ку таранччен вăй пухса ĕлкĕрнĕ тĕк ăнăçу çулĕпе малалла кайма шанăç пур. Анчах та кĕсьене сапласа ĕлкĕреймен тĕк кăçал ăна нухратпа тултарасси иккĕленÿллĕ.

***

Ĕнтĕ йăлана кĕнĕ паллăсене тишкерме те вăхăт.

Сурăхăн кăçал та ура тапса туртма тивет лава - йăлтах хăйĕн хăюлăхĕнчен кăна килет. Чăн та, çакна хăнăхма вăхăт ĕнтĕ - эсир хăюллă, нимрен те шикленместĕр, вăйлă. Анчах унсăр пуçне кăçал сирĕн чăтăмлăха хăнăхас пулать. Çулталăк пуçламăшĕ ырă хыпарпа савăнтармĕ. Анчах та хăвăра алла илсен çил-тăвăл лăпланĕ, сирĕн вара малалла талпăнма вăй çителĕклех. Эсир ĕçлекен компани йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултарать, тен, кризис менеджерĕн рольне шăпах сирĕн пурнăçлама тивет. Çакна хатĕрленĕр, кăмăлăра хытарăр. Пысăк япала туянмашкăн кредитпа çыхланмасан аванрах. Тăшман çулталăкăн пĕрремĕш çурринче кăна шăл хăйрама пултарĕ, сире усал сунакансене каярахпа вырăна лартма пултаратăр. Тĕрĕс апатланма тата тухтăр каланине йăлт пурнăçлама пуçласан сывлăх енĕпе кăткăслăхсем пулмĕç.

Вăкăр йывăр ĕçленĕ хыççăн çимĕç пуçтарма пултарать - уншăн кăткăс тапхăр хыçа юлчĕ. Хăш-пĕр самантра кăна асăрхануллăрах пулмалла. Кăрлач тăршшĕпех, пуш-çĕртме пуçламăшĕнче, çурла-авăн уйăхĕсенче ĕçре те, руль умĕнче те тимлĕ пулăр, электроприборсемпе асăрханса усă курăр. Укçа-тенке ăнăçлă хывмалли тапхăр пырать. Кредит пĕр хăрамасăрах илме пултаратăр. Пуçлăх сирĕн тĕлĕшпе кăмăлсăр ан пултăр - ĕçрен тухса ÿкме те часах. Кĕркунне, чăн та, лару-тăру палăрмаллах лайăх енне улшăнать. Пултарулăх çыннисемпе педагогсемшĕн, медиксемшĕн - уйрăмах ăнăçлă тапхăр. Реформа çулĕпе утакан предпринимательсене те ăнăçу кĕтет. Спортпа туслашни кăмăлсăрлăха ирттерме пулăшать. Пепке пирки ĕмĕтленекен Вăкăрсем çулталăкăн иккĕмĕш çурринче ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултараççĕ.

Йĕкĕрешсемшĕн 2016 çул пурнăç урокнех çаврăнать. Çу уйăхĕнче çуралнисемшĕн лăпкăрах иртет-ха вăл, ыттисен юлташĕсемпе тата пĕлĕшĕсемпе хутшăнусене йĕркене кĕртмелле - вĕсен пулăшăвĕ кирлĕ пулма пултарать. Шăпа кÿрекен кирек мĕнле парнене тивĕçлĕ йышăнма пĕлмелле. Тен, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те лару-тăру кăткăсланĕ. Ан иккĕленĕр, эсир пĕр йывăрлăхра та пĕччен юлмăр. Савнă çынпа та вăхăтлăха уйрăлма тивĕ. Чăтăмлăрах пулăр. Чăтăмлăх вĕçне çитнĕ тĕк савнипе пачах уйрăласси те часах. Сывлăх тĕлĕшпе асăрханăр - шăмă хуçасси инçе мар.

Раксен йывăрлăхсем хыçа юлнă тесе хаш! сывлама иртерех-ха. Иртнине хыçа хăварса çĕнĕлĕхе хăнăхмалли тапхăр. Çакă çăмăллăн пулса иртмĕ, анчах та юлашкинчен вăй хушăннине туйса илетĕр. Ĕнтĕ тăва та тепĕр май çавăрса лартма пултаратăр. Çемьере кăткăслăхсем пулмĕç. Раксене нумай улшăну кĕтет. Хăшĕ-пĕри социаллă статусне улăштарĕ, тепри мăшăр тупĕ, виççĕмĕшне эмиграци кĕтет... Пĕр сăмахпа, питĕ пысăк улшăнусене хатĕр пулăр. Суту-илÿ, вĕрентÿ, транспорт, информаци - пур бизнес та ăнăçĕ. Хăюллăрах пулăр, хăвăра шанăр - вара йăлтах лайăх йĕркеленсе пырĕ. Шăпа тивĕçлипех савăнтарĕ. Хăвăрăн ĕçе те уçма мехел çитерĕр. Чăн та, çакă пурнăçа кĕтĕр тесен пурнăç философине тата шухăшлава улăштарма тивет.

Арăслана тĕлĕнмелле ăнăçлă çул кĕтет: укçа-тенкĕ енчен те, пултарулăх тĕлĕшпе те. Чăн та, çакăн валли тĕллев палăртса ун патне çирĕппĕн утмалла. Пултарулăх çыннисемшĕн уйрăмах аван тапхăр, анчах та хăвăрта ертÿçĕ пултарулăхĕ çук тăк пулăшакан тупма тăрăшăр - сирĕн проекта аталантартăр вăл. Бизнесра калама çук ăнăçать, çавăнпа та ĕçĕре анлăлатăр та аталантарăр. Çамрăк Арăслансем чикĕ леш енче вĕренме, чун каниччен çул çÿреме пултараççĕ. 2016 çулта Арăслансем вăраха кайнă чирсенчен те хăпма пултараççĕ. Чикĕ леш енче сипленни уйрăмах усăллă. Çурăм шăмми тата шăл енĕпе тимлĕрех пулăр. Ку çул чăмăртаннă çемьесем çирĕп пулĕç.

Хĕрсемшĕн кăçал çĕнĕ горизонтсем уçăлаççĕ. Статуса ÿстерме, карьера картлашкипе хăпарма ăнăçлă вăхăт. Йывăрлăхсене лексен те çухалса каймастăр. Малтанхи çулсенче кăткăс лару-тăрăва лекнĕ Хĕрсем тинех хаштах сывлама пултараççĕ. Чăн та, сирĕн çул çинче астармăш чылай пулĕ. Иккĕленÿллĕ ĕç-пуçпа, калăпăр хăвăрт пуйма шантаракансемпе, ан çыхланăр. Ултав-суяран сыхланăр, хăвăр та ун пеккипе ан аппаланăр. Пуçлăхсемпе тата патшалăх органĕсемпе ăнланманлăхсем пулĕç. Çунакан вута краççын ан сапăр. Çывăх çыннăрсемпе те çемçерех пулма тăрăшăр. Депресси авăрне çакланас хăрушлăх пур. Шăммăрсене хуçасран, пÿре чирĕсемпе аптрасран сыхланăр. Ан манăр, йăлтах иртсе каять, йăлтах лайăх пулать.

Тараса - улшăнусен пуçламăшĕнче. Чăн та, ĕç-пуç питĕ хăвăрт пулса иртет, анчах эсир кăмăллă юлатăр. Çулталăкĕпех кисретекен пулăмсенчен сире иммунитет сыхлать. Сирĕн тăрăшулăха пуçлăхсем асăрхаман пек туйăнать-и? Ан пăшăрханăр, тата тăрăшарах ĕçлĕр, кĕркунне лару-тăру улшăнатех. Професси енĕпе ÿсетĕр, укçа-тенкĕ енчен лару-тăру улшăнать. Пуçлăхсемпе те, ĕçтешсемпе те хутшăнусем килĕшÿллĕ. Вăраха кайнă чирсемпе асапланакансем кăçал питех нушаланмĕç. Çапах та сывлăха тепĕр хут тĕрĕслени пăсмĕ - ку енĕпе шăпах ăнăçлă вăхăт. Мăшăр шыракансемшĕн çулталăкăн иккĕмĕш çурри - ăнăçлă тапхăр.

Скорпион пурнăçăн кирек хăш тытăмĕнче те хăйшĕн усăллине тупать кăçал. Тĕнчери лăпкă мар лару-тăру пурне те силленĕ хушăра çак паллă хăйне хăрушлăхра питĕ аван туять. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнчен тенĕ пекех экстремаллă тапхăра алла илет вăл. Унăн вăйĕ виçĕ çын валли те çитĕ. Малти плана финанс тата карьера ыйтăвĕсем тухаççĕ - вĕсене татса памалли ăнăçлă тапхăр. Анчах самаях тăрăшма, тен, иделогие улăштарма та, тивĕ çакăншăн. Пултарулăх енĕпе тăрăшакан Скорпионсене уйрăмах ăнăçĕ. Бизнесменсем те ыттисем асăрхама та пултарайман тупăш çăлкуçне тупĕç. Экстремаллă спортпа виçине пĕлмесĕр айкашмасан сывлăх енĕпе кăткăслăхсем пулмĕç. Пуç, куç, нерв тата ар тытăмĕ тĕлĕшпе асăрхануллă пулмалла. Çемьере те, юратура та йăлтах йĕркеллĕ. Çулталăкăн иккĕмĕш çурринче кăна туйăма ирĕке ытлашши ан ярăр, ан кĕвĕçĕр, виçине пĕлмесĕр ан савăшăр. Влаçа юратакан Скорпионсен хăйсене алăра тытма пултарнине ĕнентермелле.

Ухăçăн çулталăк тăршшĕпех "урă" пулма тăрăшмалла. Ăнăçу çулĕпе утас тесен вĕткеленме кирлĕ мар, кашни утăма шухăшласа тумалла. Професси енĕпе аталанма çăмăлах пулмĕ. Маларах тунă йăнăшсене ăнланса илсен малалла йĕркеллех пырĕ, анчах та хăшĕ-пĕрин пуçлăхпа пĕр чĕлхе тупайманнине пула ĕçрен каясси те часах. 2016 çул лăпкăлăх кÿмĕ. Амбици канăçсăрлантарать, анчах та ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пĕрре те çăмăл мар. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче кăна ĕçре лару-тăру йĕркеленĕ. Общество, наука, ăс-тăн ыйтăвĕсемпе тăрăшакан Ухăçсене ăнăçарах парĕ. Çулталăк вĕçĕ креативлă Ухăçсене укçа ĕçлесе илме вĕрентĕ. Сывлăх енĕпе пĕçĕ, купарча таврашне упрăр, вара йăлтах йĕркеллĕ пулĕ. Юрату тĕлĕшпе кăткăслăхсем пур. Пĕччен Ухăçсене паллашусем кĕтеççĕ, анчах пĕтĕмлетÿсем тума васкамалла мар.

Ту качакисен кăсăклă тапхăр. Çак паллăпа çуралнисенчен пĕрисене шăпа тулли телей парнелет, теприсен тăршшĕпех таçтан сиксе тухнă йывăрлăхсемпе кĕрешме тивĕ, виççĕмĕшсен вара йывăрлăх та,савăнăç та пулмĕ. Çĕнĕлĕхсенчен хăрама кирлĕ мар - новаторсене ăнăçу кĕтет. Çывăх çынсем вĕчĕрхентереççĕ, çавна май кăмăл хăвăрт улшăнса тăрать, ирĕк илĕртет. Паллах, çемьери хутшăнусене ырă кÿмест ку. Çакна пулах пуçлăхпа та кăткăсланаççĕ хутшăнусем. Çапах та пуçа усма кирлĕ мар, тăрăшулăх кирек мĕнле йывăрлăхран та тухма пулăшать. Ту качакисен çавăн пекех çитес çула хатĕрленме пуçламалла - кăçал çирĕп никĕс хывсан, лайăх пĕлÿ илсе аталансан 2017 çулта кĕтекен йывăрлăхсене парăнтарма çăмăлрах пулĕ. Сывлăх ан хавшатăр тесен çителĕклĕ çывăрма, канма тăрăшмалла, нерв тытăмне, куçа, хăлхана упрамалла. Эрех-сăрапа айкашакансен сиенлĕ йăларан хăпсан, йĕркеллех апатлансан аванрах - кăçал питĕ пĕлтерĕшлĕ ку. Пĕччен Ту качакисене паллашусем кĕтеççĕ. Çемьеллисен мăнкăмăллăхпа эгоизма чакармалла, ачасен тĕлĕшпе пушшех чăтăмлăрах пулмалла.

Шывтăкансен палăртнине вĕçне çитерме вĕренмелле, тÿперен укçа çăвасса кĕтме кирлĕ мар. 2016 çулта финанс ыйтăвĕ мала тухĕ. Сирĕн суйлав питĕ пĕлтерĕшлĕ, анчах та çăлтăрсем - сирĕн енче. Кивçенсемпе татăлмалли ăнăçлă вăхăт. Çавăн пекех - пысăк япала туянма та. Кăçал сире укçа-тенкĕ юратнине палăртмалла. Аякри çула пĕр шиксĕрех тухма юрать, çулталăк вĕçĕнче - уйрăмах. Çывăх çыннăрсемпе хутшăннă чух мăнкăмăллăхран, сивĕлĕхрен, эгоизмран сыхланăр. Сывлăха çирĕплетес тĕллевпе спортпа туслашăр. Çурăм шăммине амантасран асăрханăр. Спортăн халăх нумай хутшăнакан мероприятийĕсенчен айккинерех пулни аванрах.

Чăтăмлăхпа палăрнă Пулăсене ăнăçĕ кăçал. Шăпах çак паллă Уйăхпа Хĕвел пытаннипе çывăх çыхăннă, кĕтменлĕхсемпе çĕнĕлĕхсене хатĕр пулăр. Кĕрен куçлăхăра хывăр. Авăн уйăхĕнче Пулăсен партнер суйлама тивĕ - харпăр пурнăçра та, ĕçре те. Йывăрлăхсем урока çаврăнĕç, çакă депрессие лекесрен сыхласа хăварĕ. Малашлăхран ыррине кăна шанни малалла утма пулăшĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчех общество пурнăçĕнче хастарлăхпа палăрма тăрăшăр. Çĕнĕ хутшăнусем йĕркелеме пулăшĕ ку, вĕсем каярах юратăва та çаврăнма пултарĕç. Анчах та сирĕн пурнăçра ыттисен ролĕ пĕлтерĕшлех мар, çавăнпа çынна шанса лармалла мар, йăлтах хăвăрăн татса памалла. Ыттисен шухăшне шута илме вĕренĕр. Имиджа улăштарсан аван, ку сире хăвăра çирĕпрех туйма пулăшать. Шала кайнă чирсем вĕрĕлме пултараççĕ. Сиенлĕ йăласенчен тасалăр. Харпăр пурнăçĕнче - ырă улшăнусем: уйрăлу, харкашу сахалрах пулĕ. Пулăсенчен нумайăшĕн çемьере йыш хушăнĕ.

Çакна асăрхаттарса хăвармалла. Гороскоп - шăпа приговорĕ мар, пĕчĕк сĕнÿ-канаш кăна. Кашнин пурнăçĕ - хăйĕн аллинче. Кашни самантра савăнăç тупма пĕлĕр, шăпа çакна асăрхамасăр иртместех.

"7 Дней”.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.