Институтри тĕл пулу

7 Мая, 2014

Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн Культура çулталăкĕнчи мероприятийĕсенчен пĕри унта вĕренекен студентсемшĕн çеç мар, театрсенче ĕçлекен актерсемшĕн те нумайлăха асра юлĕ. Сăмах çак кунсенче вырăс классика поэзийĕпе прозине вулаканĕпе, ÿнер сăмахĕн актерĕпе Рустем Галичпа ирттернĕ тĕл пулу пирки.

Рустем Галич Хусанта çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Нью-Йоркра пурăнать. Вăл АПШра çеç мар, Европăра та, Раççейре те ÿнер вулавĕн жанрне пропагандăлать. Ку енĕпе симфони, классика, эстрада кĕвви-çеммипе, ташăпа, органпа, хор юррипе, живопиçпе анлă усă курать.

Тĕл пулăва пынисем - культура институчĕн, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсем, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма, Вырăс драма театрĕсен артисчĕсем - ăсталăх класне çеç мар, практика тренингне те хутшăнчĕç тейĕн, Галичпа пĕрле сăнарсем тума пултарчĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.