Мускава – Çăварние

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çăварни эрни пуçланать. Çав тапхăрта çĕршывăн тĕп хулинче «Мускав Çăварнийĕ» фестиваль иртĕ.

Уява хутшăнакансене кăçал урам театрĕ пĕрлештерĕ. Театра юратакансем валли «Хулари Ылтăн маска» ятлă уйрăм программа хатĕрленĕ. Çак тапхăрта хăш-пĕр урам, кафесем, суту-илÿ центрĕсем, пысăк офиссем /пурĕ 40 вырăнта/ театр лапамне çаврăнĕç. Фестивальте Мускаври тата тĕрлĕ регионти театр коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

Çурхи кунсем çитнине халалланă мероприятие Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсене те чĕннĕ. Ентешсем фестивальте «Пÿрнескепе унăн тусĕсем» спектакль лартĕç. Мускавра пурăнакансемпе хăнасене çавăн пекех Чăваш патшалăх пукане театрĕ те хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарĕ.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.