«Хамран кăна мар, Севастопольтен - салам!»

14 Мая, 2014
М.П.Бочкарев Пăрачкаври шкул ачисемпе пĕрле /1988 çул/.

Вырăссем 1783 çулта никĕсленĕ çак крепоç тата тинĕс-çар порчĕ чи малтан 1854-1855 çулсенче Крым вăрçинче турккăсемпе вĕсен союзникĕсене хирĕç тăрса, кунта пурăнакан халăх паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса чапа тухнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вара Севастополь нимĕç фашисчĕсене парăнмасăр пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтернĕ. Хура тинĕс хĕрринчи шĕкĕр çак хула 1965 çулта Ленин орденĕпе «Ылтăн Çăлтăр» медале тивĕçнĕ, çапла майпа Украинăра Киев хыççăн иккĕмĕш герой-хула пулса тăнă. Совет правительстви Севастополе çавăн пекех Хĕрлĕ Ялав тата Октябрь революцийĕн орденĕсемпе наградăланă.

Мăнаçлă Севастополь герой-хулара ĕлĕкхи Чĕмпĕр кĕпĕрнин Улатăр уесĕн Кожевенное салинче 1918 çул вĕçĕнче çуралнă М.П.Бочкарев кунта çур ĕмĕре яхăн пурăнать ĕнтĕ. Вăл - Севастополь хулин тата Пăрачкав районĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Ялти колхоз çамрăкĕсен шкулне пĕтернĕ хыççăн пурне те пĕлме юратакан Миша 13 çухрăмра, Сăр юхан шывĕн тепĕр енче вырнаçнă Пăрачкав вăтам шкулне вĕренме кайнă. Ăна 1937 çулта чи лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн яштака, илемлĕ те вăйлă каччă Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне кĕнĕ. Анчах та ăна пĕтерме май килмен: тепĕр икĕ çултан Кожевенное каччине Пĕтĕм Союзри комсомол путевкипе Тутар АССР тĕп хулинчен Ленинградри М.В.Фрунзе ячĕллĕ тинĕс-çар аслă училищине ăсатнă. Унта ăна тÿрех иккĕмĕш курса йышăннă. Çапла майпа килте тата вырăнти «Засурский» хуçалăхра ĕçлесе пиçĕхнĕ, спортăн нумай енĕпе Пăрачкав районĕн чемпионĕ хăйĕн малашнехи пурнăçне - унтанпа кăçал 75 çул çитет - çар флочĕпе çыхăнтарать.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан Нева хĕрринчи тинĕс-çар училищин курсантсен ротине вăхăтлăха Баку хулине куçарнă. Кĕркунне вĕçĕнчех Бочкаревăн çар хĕсмечĕ Каспи çар флотилийĕнче пуçланать. Кунтах çамрăк офицера капитан-лейтенант званине параççĕ. Вăрçă хыççăн пирĕн ентеше Çурçĕр флочĕн штабне куçараççĕ. Кунта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса ултă çар орденĕпе медальне тивĕçнĕ Михаил Бочкарев 1-мĕш рангри капитан таран ÿсет.

1957 çулта пирĕн мухтавлă ентеше, Мускаври К.Е.Ворошилов ячĕллĕ тинĕс-çар академине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскере, Польшăна тинĕс-çар ĕçĕсен канашçин тивĕçĕсене пурнăçлама янă. Тепĕр икĕ çултан Михаил Павлович - Хура тинĕс флочĕн çар карапĕсен бригадин командирĕ. Тепĕр вунă çултан М.П.Бочкарев контр-адмирал Хĕрлĕ Ялавлă Хура тинĕс флочĕн командующийĕн çумĕ пулса тăрать. Урăхла каласан - чăн-чăн «тинĕс кашкăрĕ».

1980 çулсенче тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Михаил Павлович Чăваш Ене час-часах килме пуçларĕ. Вăтăр çул каяллах ăна Пăрачкаври вăтам шкулта хисеплĕ пионера илчĕç. 1988 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкара килсен хулари тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсемпе тĕл пулчĕ, «Олимпийский» стадионта пуçланнă ухăçăсен Пĕтĕм Союзри ăмăртăвне тата 29-мĕш вăтам шкулта уçăлнă Çар Мухтавĕн музейне çитсе курчĕ.

М.П.Бочкарев отставкăри контр-адмирал чĕрĕк ĕмĕре яхăн Севастопольти флот офицерĕсен çурчĕ çумĕнчи çар ăслăлăхĕн канашне ертсе пырать. Тĕлĕнмелли çук, пирĕн ентеш герой-хулари чи сумлă çынсен ретĕнче.

Пăшăрханмалли самант та сахал мар пулнă унăн пурнăçĕнче. Михаил Павлович 1991 çулта Крым пĕтĕмпех çĕнĕрен «çуралнă» Украина çĕр-шывне куçнăшăн самай куляннă. Совет правительствин тăхăр çар орденне тата çирĕм медальне тивĕçнĕ Севастополĕн хисеплĕ гражданинĕн чĕрине юлашки çулсенче бандеровецсемпе неофашистсем пуç çĕклени ыраттарнă. Тахçанах Украинăра тĕпленнĕ пулин те М.П.Бочкарев хăйне яланах Раççей гражданинĕ тесе шухăшланă. Икĕ çул ытларах каялла вăл РФ Президенчĕ В.Путин патне çыру çырнă, унран хăйне Раççей паспорчĕ пама ыйтнă. Часах пирĕн ентеш-патриотăн ыйтăвне тивĕçтернĕ Владимир Владимирович. 2012 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн правительствин Симферопольти генеральнăй консулĕ В.Андреев савăнăçлă самантра Михаил Павловича Раççей гражданинĕн хаклă документне панă. Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх - паянччен Крымра çур миллион ытла çын Раççей паспортне илнĕ.

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Михаил Павловичпа телефонпа çыхăнтăмăр, чи малтан ăна Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе пĕтĕм кăмăлтан саламларăмăр.

- Тавтапуç, таймапуç мана чи пысăк уяв ячĕпе саламланăшăн! Ĕнер кăна акă Шупашкарти Пăрачкавсен ентешлĕхĕн ертÿçинчен Николай Васильевичран бандероль тата Пăрачкаври шкултан саламлă телеграмма илтĕм, питĕ савăнтăм. Вĕсем маншăн чи сиплĕ эмел вырăннех. Эппин, Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕччен кăна мар, 100 çула çитиччен те пурăнасчĕ. Хаклă та хисеплĕ Чăваш Ене хамран кăна мар, мирлĕ Севастопольтен пысăк салам! Уяв ячĕпе! - тесе вĕçлерĕ калаçăва 95 çулти контр-адмирал.

Юлашки чĕрĕк ĕмĕре илес пулсан, кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ уявне Севастопольте нихăçанхинчен те анлă паллă тунă. Шăп çак кунсенче II Екатерина императрица вăхăтĕнче никĕсленĕ вырăс мухтавĕн хулине, çавăн пекех Крыма нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнăранпа 70 çул çитрĕ.

Раççей Президенчĕ В.Путин Çĕнтерÿ кунĕнче Хура тинĕс хĕрринчи чи паллă герой-хулана 15 сехетре килсе çитнĕ. Тепĕр сехетренех Владимир Владимирович Нахимов адмирал ячĕллĕ Тĕп тÿремре Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Севастополе ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине халалланă савăнăçлă митинга хутшăннă.

Çĕр-шыв пуçлăхĕ кунта малтанах тĕнче вăрçинче уйрăмах палăрнă ветерансене ăшшăн саламланă, унтан Хура тинĕс хĕрринчи ĕмĕр сÿнми çулăм умне чечек кăшăлĕ хунă. Унтан М.Бочкарев контр-адмиралпа тĕл пулнă. Иртнипе хальхи пурнăç çинчен калаçнă.

 

Автор архивĕнчи сăн ÿкерчĕк

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.