Парад ирттерме – 3 млн тенкĕ ытла
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра иртекен парада Шупашкарти гарнизонăн пĕрлештернĕ полкĕ, çар техники хутшанĕç.
Çĕнтерÿ парадне ирттермешкĕн ЧР Культура министерстви Чăваш Ен правительствин резерв фондĕнчен3 млн 90 пин илет. Иван Моторин премьер-министр алă пуснă йышăнăва республикăн влаç тăвакан органсен порталĕнче курма пулать. Документра палăртнă тăрăх, укçа-тенке гарнизон полкне тата çар техникине парада хутшăнтармашкăн тăкаклĕç.
Комментировать