Манăн юратнă Граф

Повеç
Пĕрремĕш пайĕ
– Илюш, пăрăн çав кушаксем патĕнчен! Миçе каламалла сана вĕсем чирлĕ тесе, – подћезд умне пухăннă кушаксене ачашласа ларакан ывăлне курсан чупса пычĕ кăнтăрлахи апата килнĕ амăшĕ. Лешсем хĕрарăм çывхарнине сиссен çулăмран тарнă пек чăл-пар саланчĕç. Нина аппа ачине тÿрех подћездалла сĕтĕре пуçларĕ.
– Миçе каламалла сана килсĕр кушаксем патне ан пыр тесе. Вĕсем чирлĕ, больницăна пĕрмай чупнине манса кайрăн-им?
– Анне, эппин, мĕншĕн пирĕн килте кушак çук, ман юлташсен пурин те пур, эп кăна... Ни шăллăм-пичче, ни кушак, – мăкăртатрĕ ывăлĕ ал çунă чух. Мăш сывларĕ амăшĕ каллех çак сăмахсене илтсен. – Эсир ĕçе тухса каятăр та, лар ман каникулта кунĕпе пĕччен. Асанне патне яла леç-ха луччĕ, ун килĕнче Мурзик та, Пират йытă та, Мишук вăкăр – пурте пур.
– Илюш, куратăн-и, мĕн кăна çук асаннÿн, пĕччен пурăнаканскер сана пăхса çитереймĕ, тем инкекĕ сиксе тухрĕ тĕк чарусăрскерпе, – шывланнă куçне шăлам пекки турĕ амăшĕ, ун патне кухньăна тутине тăсса килсе ларнă ывăлне чăпăрт! чуптуса илчĕ юлашкинчен. – Çук-ха, ак аçупа отпуска тухатпăр та, пурте тинĕс хĕррине канма каятпăр.
Ĕмĕтленсе кайнă амăшне ывăлĕ пуçне усса итлесе ларчĕ. Мĕн, нумай ыйтать-ши ĕнтĕ вăл, ăна çывăх тус кушак çеç кирлĕ-çке, нимле тинĕс те, хаклă тетте те унпа танлашаймĕ. Вăт çапла, ашшĕ-амăшĕ ачашăн тăрăшатпăр теççĕ, ача чунне ăнланмаççĕ.
Çак кичем шухăшсем каллех çавăрса илчĕç Илюш чунне. Анчах пĕррехинче...
; ; ;
Шăкăр-шăкăр илтĕнчĕ хваттер алăкне уççипе çавăркаласа уçни. Çуллахи каникула хуларах ирттерекен Илюш шăпах кухньăра канфетпа чей ĕçсе ларатчĕ. Амăшĕ Нина аппа ирех ĕçе тухса кайрĕ. «Мĕнле ирттерес-ши вăхăта? Юлташсем Çерушпа Ванюк çук халĕ: пĕри кукамăшĕ патне яла кайнă, тепри лагерьте канать». Кушак çури те пулин усрама килĕшсенччĕ амăшĕ. Ак типĕ апатпа шыв йăтса арçын ача каллех урамри килсĕр кушаксене çитерме тухĕ. Урамра çуралнăскерсенчен хăшĕ те пулин алла иленĕ-и тен.
Шăкăр-шăкăр турĕ сасă тепĕр хут. Кам-ши? Илле хăраса кайрĕ, чĕри сиксе тухасла кăлт-кăлт тапрĕ. Ашшĕ те килте çук, команидровкăна кайнă. Чим-ха, кĕçех каялла таврăнмалла мар-и-ха вăл?
Арçын ача хваттер алăкĕ патне пытана-пытана пычĕ. Кăçал иккĕмĕш класс пĕтернĕ пултăр, çапах та асăрханни пăсмасть. Алăк яр уçăлса кайрĕ те – хăрах аллипе пысăк йывăр сумка, теприне кăкăрĕ тĕлне тытнă ашшĕ – Федор пичче – кĕчĕ тăчĕ.
– Атте! Атте! Ур-ра! Атте командировкăран таврăнчĕ! – чупса пычĕ хĕпĕртенĕ ывăлĕ.
Анчах лешĕ сумкине лартсан та ыталама васкамарĕ-ха. Илле тĕлĕнсе кайрĕ.

Ольга ВАСИЛЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.