Вăхăтра юсамаççĕ — çемьесене чăрмав кÿреççĕ

28 Сен, 2018

Пурăнмалли вырăн хуçисем çуртри пĕрлехи пурлăха — подъезда, шыв, канализаци, электричество, хваттере хутса ăшăтмалли оборудование, çурт тăррине, ыттине — çĕнетме республикăн тĕп юсав е уйрăм çурт фондĕнче укçа пухасси лайăхлансах пычĕ. Республикăн тĕп юсав фончĕн коммерциллĕ мар организацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулта — 86%, 2017 ç. — 97%, кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче 99,29% пуçтарнă. Тĕпрен юсама хывакан кĕмĕл пĕлтерĕшне ытларахăшĕ ăнланнине куратпăр.

Паллах, çемьесем нухрат хывнипе пĕрлех пĕрлехи пурлăха графикра пăхнă вăхăтра юсаттарасшăн. Анчах иртнĕ çулсенче подряд организацийĕсем ăна пăхăнман тĕслĕхе 41 объектра шута илнĕ. Кăçал нумай хваттерлĕ 252 çуртра юсав ирттернине пăхсан çак цифра пысăк мар. Тепĕр енчен пăхса юсав тăсăлса кайни çынсене чăрмав кÿнине палăртмалла. Ăна вăраха янисен хушшинче 16-ăн: «ТПК «Премьер», «Стройсантех», «СК «Стройэффект», «Евро Технологии», «Арматура 12», «Полимермонтаж», «СК Виком», «Премиум Строй», «ЗП-Диана», «Нечерноземстройснаб», «Мастер кровли», «ВолгаРемСтрой», «Алстрой», «Честрой», «СК-Лерон», «Мидгард» тулли мар яваплă обществăсем. Вĕсем республикăн тĕп юсав фончĕн коммерциллĕ мар организацийĕпе çирĕплетнĕ килĕшÿ условийĕсене пăхăнман пирки ĕçе федерацин Монополипе кĕрешекен службин республикăри управленийĕ пăхать. Вăл административлă мерăсем йышăнма пултарать. Управленирен пĕлтернĕ тăрăх — объектсене палăртнă вăхăтра юсаса пĕтерменшĕн малтанлăха 22 асăрхаттару ярса панă. Юсава татах тăсса пырсан штрафлама пуçлаççĕ.
Хваттер хуçисем пĕрлехи пурлăха юсаттарнă чухне лайăххине те, начаррине те кураççĕ. Ĕçе паха пурнăçламанни çинчен республикăн Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине пĕлтереççĕ. Унта чи нумай çыру 2017 çулхи юпа уйăхĕнче, пурăнмалли вырăна хутса ăшăтмалли тапхăр пуçламăшĕнче, илнĕ. Подряд организацийĕсем шăпах çав вăхăтра çуртсене ăшă энергийĕ парса тăмалли оборудование улăштарнă пирки хваттерсене хутса ăшăтайман. Шупашкарти Ленин проспектĕнчи нумай хваттерлĕ 34 тата 38-мĕш, Çĕмĕрле хулинчи Щорс урамĕнчи 2-мĕш çуртсенче пурăнакансен сивве чăтса ирттерме тивнĕ. Шупашкарти асăннă çуртсене «Евро Технологии» тата «Стройремсервис», Çĕмĕрлере «ТПК Премьер» обществăсем юсанă.
Пĕлтĕр инспекцие Улатăр хулинчи Стрелка микрорайонĕнчи нумай хваттерлĕ 15 тата 27-мĕш çуртсенче пурăнакансем темиçе çăхав та çырнă. Çак объектсене «ЗП-Диана» общество юсама пикеннĕ. Çуртсен çи виттине сÿтсе пăрахнă та тăрă витмелли рулонти материала ирĕлтерсе, çыпăçтарса ĕлкĕреймен — çумăр янă: 23 хваттере шыв аннă. Нÿрĕк час-часах ÿкнĕрен подрядçăн ĕçе вăхăтлăха чарса тăратма тивнĕ. Ăна вĕçлессипе çыхăннă ыйтăва асăннă хваттерсенче пурăнакансен канашĕн председателĕсем, Улатăр хулин администрацийĕпе коммуналлă хуçалăх представителĕсем, республикăн тĕп юсав фончĕн ертÿçи Олимпиада Епифанова хутшăннипе сÿтсе явнă, ирĕлтерсе çыпăçтарнă материала мембрана çи виттипе улăштарма йышăннă.
Çумăр ярсан Вăрнар районĕнчи Çĕньял Хапăс ялĕнчи Аслă Çĕнтерÿ 40 çул тултарнипе хисепленекен урамри 2-мĕш çуртри хваттерсене те шыв аннă. Подрядçи — «Арматура 12» ООО. Тăрă витме унăн квалификациллĕ специалистсем пулман, çапах иртнĕ çулхи авăн-юпа уйăхĕсенче 2-мĕш çуртăн пĕрремĕш подъезчĕ енчи тăррине сÿтсе пăрахнă. Витсе ĕлкĕреймен — çумăр шапăртаттарма тытăннă: виçĕ хваттере шыв аннă. Виткĕче чÿк уйăхĕнче туса пĕтернĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.