Ватăлсан
21 Ноября, 2018 | Тăван Атăл | Культура | Калав

— Пурпĕрех каятăп, — чÿречерен кĕрхи ăмăр çанталăка сăнанă май калаçрĕ Лена.
Канмалли кун пулин те ирех вăранчĕ хĕр. Хăвăрт çăвăнса тумланчĕ те кивелерех панă сумкине хулпуççи урлă çакса пÿлĕмрен тухма хатĕрленчĕ.
— Ăçта каян капла ирех? — Лена сас тунипе юнашар вырăн çинче çывăракан Клава та вăранчĕ. – Сесси вĕçленчĕ, канасчĕ кăштах.
— Каçар, Клава, сана вăратнăшăн. Анчах ман каймаллах. Эп ăна пырап тесе сăмах панă.
— Кама сăмах панă? — вырăн çинчен сиксе тăрса, хура куçĕсене чарса ыйтрĕ Клава. Вăл çырă вăрăм çÿçне хыçалалла пуçтарса çыхрĕ те Лена умне пырса тăчĕ. – Эс... Темĕн пытаратăн пулас манран. Халиччен кашни татăк çăкăра пĕрле пайлаттăмăр. Халĕ вара мĕн пулчĕ? Эс... савни тупмарăн пулĕ те?
— Каларăн та, савни... вăхăт çук ман ун валли. Эп каймалли ĕç вара мана кăна пырса тивет, каçар, тусăм. Халь мар, кайран... пĕтĕмпех каласа парăп.
Лена педагогика институтĕнче пĕрле вĕренекен тантăшне тĕрĕссине каласа пама пултараймарĕ. Ăшĕнче Клавăна кÿрентернĕшĕн аванмарланчĕ пулин те хăй тĕрĕс тунине ăнланса общежитирен тухрĕ.
— Ман сунчăка ил, радиопа паян çумăр пулать тесе пĕлтерчĕç! — чÿречерен кăшкăрчĕ Клава.
— Тавтапуç, Клава! Сахăр мар, ирĕлес çук!
Тантăшĕпе ал сулса сывпуллашнă хыççăн Лена сарă кăтра çÿçне кĕрен капрон тутăрĕ айне пуçтарса чикрĕ те хирĕç вĕрекен çил ачисенчен питне пытарса çÿхе çырă плащĕ витĕр имшер кĕлетки сивĕпе чĕтренине пăхмасăр вокзал еннелле хыпаланса утрĕ.
Çирĕме çитнĕ хĕр канăçсăрлăхĕн вĕçĕ-хĕрри пулмарĕ. «Епле-ха капла пулса тухрĕ? — сенкер пĕлĕт куçĕсене вылянтарса шухăшларĕ Лена. — Пурнăç урапи аванах кусатчĕ-çке. Хăçан, хăш самантра вăл сулнăка лекрĕ-ши?»
Автобусран анса юлсан икĕ çухрăм пек вăрман хĕррипе утрĕ. Кай
ма тухнă вырăна мĕнле çитмеллине Маня аппăшĕ çырăвĕнче ÿкерсех кăтартнăччĕ. Çавăнпа хĕр çырма урлă каçсан вăрманалла пăрăнчĕ. Лена йывăçсен кĕрхи çил çупкăмне лекеймен çулçисем çумăр çунипе шăпăртатма тытăннине туйрĕ.
— Ахалех итлемерĕм Клава сăмахне, — тантăшĕ сĕннĕ сунчăка илменшĕн пăшăрханчĕ Лена. Сивĕ çумăр пĕрчисенчен ăна плащ çухавийĕ те хуплаймарĕ. Кĕç йĕпе курăк пушмакĕсене шывлантарнине, утнă майăн вĕсем лĕкĕштетме пуçланине туйрĕ. Хĕр çанталăка парăнас мар тесе юрă пуçарчĕ.
— Килместĕн пулĕ тенĕччĕ сана, — пуçа чиксе пынă май йывăç çумне таянса тăракан çынна асăрхамарĕ хĕр. — Çанталăкĕ ав епле ăмăрса кайрĕ те, — тенипе чарăнса тăчĕ.
— Ой, Маня аппа, эп сана асăрхаман та.
— Аçу пекех пуçна чиксе утатăн, çавăнпа катаранах палларăм сана, хĕрĕм, — йăрăс пÿллĕ хĕр çумĕнче ватă çын хăйне тата та пĕчĕкрех туйрĕ. — Хулана кайнăранпа ÿснĕ, чиперленнĕ эсĕ.
— Мĕн пулса иртнĕ сирĕн çемьере, Маня аппа? — мухтанишĕн аванмарланса чĕлхи çинче тахçантанпах «ташлакан» ыйтăва пачĕ Лена. — Эс кунтине пĕлсен тĕлĕннипе шанках хытрăм. Кам килсе ячĕ сана ку çурта?
— Кинпе ывăл. Тĕрĕссипе, йăлтах кине пула сиксе тухрĕ пăтăрмах.
Маня аппа — Лена çуралса ÿснĕ ялтан. Кÿршĕллĕ пурăннă. Хĕр хулана вĕренме тухса кайнă чухне вăл кĕлетки-çурăмне йăрăс тытса утакан маттур хĕрарăмччĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те колхозри пĕр ĕçрен те юлмастчĕ. Ĕçчен те вăр- варскертен хĕрĕсемпе ывăлне те канăç çукчĕ. Кĕпи-тумтирĕ те таса, типтерлĕччĕ Маня аппан. Ачисем те амăшне кура ĕçчен, тирпейлĕччĕ. Паян вара ун умĕнче тăракан пĕркеленчĕк питлĕ, пусăрăннă, куçĕсем сÿрĕкленнĕ кинемее асăрхасан хĕр чĕри пăчăртанса илчĕ.
— Мĕнле тыткаларăн-ха экзаменсене? — кÿршин ыйтăвне илтмен пекех кушăрханă аллисемпе хĕр питне çупăрласа ачашларĕ Маня аппа. — Толя пиччÿ пирĕн пата апат турттарать те, унран ыйтса пĕлкелетĕп сан пирки. Ялти хыпарсене те вăлах пĕлтерсе тăрать. Ну, каласа пар, мĕнле пурăнкалатăн унта, хулара?
— Аванах. Экзаменсене пурне те «пиллĕк» паллăпа тытрăм. Кĕçех вĕренсе тухатăп ĕнтĕ.
— Маттур-маттур. Аçу-аннÿ савăнать ĕнтĕ çапла пултаруллă та хÿхĕм хĕр ÿстернĕшĕн, — Маня аппа куççульне сăмса тутрипе шăлчĕ те никам та курмасть — илтмест-ши тенĕ пек унталла-кунталла пăхкаласа хĕре йывăçсем хушшинчи икĕ хутлă капмар çурт çывăхĕнчи «кăмпа» еннелле çавăтса утрĕ.
— Çапах та мĕнле килсе лекнĕ эс кунта, Маня аппа? Чиперех пурăнаттăрччĕ-иç. Саша та аванахчĕ, сана кÿрентерет тенине нихăçан та илтмен. Пирĕн пата та час- часах каçса ларатчĕ, аттене тĕрлĕ ĕç тума пулăшатчĕ.
— Эй, ачам, çаплаччĕ те, йăлт кин аркатрĕ пирĕн канăçлăха. Ун пеккине пĕлес пулсан пÿрте мар, урама та кĕртес çукчĕ те, çитĕннĕ ачасем пире итлеççĕ-и вара? Хам ĕмĕрте нушине сахал курмарăм. Савăнăçĕ вара ал тупанне те вырнаçĕ. Хĕветĕр вăхăтсăр шыва путса вилсен пĕчченех ачасене ура çине тăратрăм, вĕрентсе кăлартăм, ватлăхра хама хÿтлĕх пулччăр терĕм те ав ăçта килсе çаклантăм. Çакăн пек пуласса усал тĕлĕкре те тĕлленмен. Итле эппин, сана каласа парса çунакан ăша пусарам.
...Çакăнта килесси вăл ман асра та пулман. Хăнăхнă йăлапа эп ирех тăтăм. Ват çыннăн ыйхă та килмест. Чĕрем усала сиссе вăркарĕ, çĕрĕпе куç хупаймарăм. Кинпе ывăла вăратас мар тесе шăппăн, чĕрне вĕççĕн утса çÿрерĕм. Ĕнене суса кĕтĕве ятăм, хур-кăвакалсене апат çитерсе кÿлле ăсатрăм. Эп ĕç пуçтарса пÿрте кĕнĕ çĕре ывăлпа кин ура çинчеччĕ ĕнтĕ. Сашук хама куçран пăхайманнине асăрхасан чĕре яшт чиксе илчĕ. Сĕтел хушшинче яшка çисе лараканскер кашăккипе те, тем шыранă пек, пĕр вĕçĕм тирĕке пăтратрĕ.
— Мĕн, чĕлхÿне çăтрăн-им, кала тĕрĕссине, — сиввĕн пăхрĕ ун çине кин. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Улькка ЭЛЬМЕН.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.