Владимир МУРАЙКИН: Ятарласа тытăнсан ĕç ăнать

7 Дек, 2018

«Хăй вăхăтĕнче физкультура учительне вĕренменшĕн, ял хуçалăхне суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместĕп эпĕ. Çак тытăмра ĕçлеме килĕшет мана. Уя тухатăп та — акнă калчасем лайăх шăтнине курсан чун савăнать. Пахалăхлă тырă пухса кĕртсен те кăмăл тулать. Çăкăр туса илес ĕçре пирĕн тÿпе пурри хавхалантарать», — тет Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Владимир Мурайкин.

Тăван яла, экономикăна çĕклеме

Владимир Иванович, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕскер, 1998 çулта «Нива» хуçалăхра тĕп инженерта ĕçлеме пуçланă. Çамрăк специалиста икĕ çултан Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн ял хуçалăх управленине тĕп инженера куçарнă. Тăрăшуллăскер 2003 çулта «Радуга» хуçалăхра вăй хума тытăннă: тĕп инженерта, унтан директор заместителĕнче ĕçленĕ. «2006 çулта мана ун чухнехи район пуçлăхĕ Александр Криков «Тăван ялна хуçалăх экономикине çĕклеме кай», — терĕ. Çапла 2006 çулхи кăрлач уйăхĕнчен хам çуралса ÿснĕ Мучикассинчи «Нива» хуçалăх ертÿçинче ĕçлеме пуçларăм. «Хамăн вăя тĕрĕслесе пăхатăп та — нимĕн те пулмасан тухса каятăп», — шухăшларăм ун чухне. Унтанпа вăхăт сахал мар иртрĕ, эпир хуçалăх ĕçченĕсемпе 13-мĕш çул ĕнтĕ тырă акса-туса илетпĕр», — каласа кăтартрĕ Владимир Мурайкин.
Паллах, çак тапхăрта хуçалăх экономикине самаях лайăхлатма май килнĕ, ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Ертÿçĕ аса илнĕ тăрăх — чи малтан ĕне витине реконструкцилес тенĕ. 2007 çулта кредит илсе Каркçырми ялĕнчи ĕне фермине электричествăпа ĕçлекен сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă. 2009 çулта ăратлă пушмак пăрусем туяннă. Çакă сĕт пахалăхне ырă витĕм кÿнĕ.
Хуçалăхра паянхи кун мăйракаллă шултра выльăх 600 пуçа яхăн, çав шутран 200-шĕ — сăваканни. «Хальхи вăхăтра эпир пĕр ĕнерен 5 пин литра яхăн сĕт суса илетпĕр. Паллах, нумаях мар ку. Ку кăтартăва 6 пин литра çитерме тĕллев лартрăмăр. Пирĕн 4 ферма. Вĕсене, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче хăпартнăскерсене, майĕпен юсаса пыратпăр. Мăн Хăмаркка ялĕнчи ĕне фермин тăррине улăштарас тетпĕр, çутă «конекĕ» вырнаçтарма палăртатпăр», — калаçăва тăсрĕ ертÿçĕ.

Çĕнĕ объектсем тата техника

Вăл каланă тăрăх — юлашки вăхăтра кашни çул тенĕ пекех çĕнĕ объект хăпартма тата техника ту-янма тăрăшаççĕ. Хуçалăхра 2 çул каялла тырă склачĕ тума пуçланă. Ăна кăçал хута янă, унта 1 пин тоннăна яхăн тырă кĕрет.
2017 çулта пăру вити тума тытăннă. Строительствăна кăçал вĕçленĕ, çĕнĕ объекта юпа уйăхĕнче ĕçе кĕртнĕ. 150 пуç выльăх вырнаçаканскере çĕнĕ технологисене пăхăнса çĕкленĕ. Ĕçтеркĕч те, тислĕк кăларакан тытăм та автомат мелĕпе ĕçлеççĕ. Апата техника парать. Чылай саманта механизаци-ленĕрен алăпа пурнăçламалли ĕç сахал. Çак витене хуçалăх кредит илмесĕрех, йăлтах хăйĕн укçипе тунă. Ферма тавра хÿме тытнă. Территорие татах хăтлăх кĕртесшĕн.
Çĕнĕ витене савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Хĕрлĕ Чутай районĕн пуçлăхĕ Александр Степанов «çакнашкал объектсем уçăлни ял хуçалăхне аталантармалли шанчăклă мелсенчен пĕри» пулнине палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров çĕнĕ витене хута яни производство кăтартăвĕсене лайăхлатма май парасса шаннине пĕлтернĕ.
«Нива» ЯХПК техника паркне те пуянлатсах пырать. Урапаллă тракторсене, комбайнсене кредит илсе çĕнетнĕ. Кăçал косилка, плуг туяннă. Çак кунсенче МТЗ-82 трактор илсе килмелле. Владимир Мурайкин сенажа чĕркемелли ятарлă агрегат туянас тĕллев пуррине те пытармарĕ. Çак хатĕр ĕç хăвăртлăхне ÿстернипе пĕрлех выльăх апачĕн пахалăхне те лайăхлатĕ. Эппин, ĕнесем сĕт ытларах антарĕç.

Парăмсене татнă

«Эпир 2006 çултах кредит илме тытăнтăмăр. 2007 çулта 15 миллион тенкĕлĕх кредит пухăнчĕ. Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕ тĕлне 5 миллион тенкĕ юлнăччĕ, паянхи куна вара — 1,5 миллион тенкĕ çеç. Парăмсене çапла чакарса пыратпăр. Ĕç укçине вăхăтра пама тăрăшатпăр», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Владимир Иванович.
Парăмсем пирки калаçнă май ертÿçĕ тепĕр саманта та аса илчĕ. Малтан вĕсен тăрăхĕнче «Присурский» хуçалăх ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вăл икĕ пая пайланнă, çапла «Нива» тата «Вперед» предприятисем йĕркеленнĕ. «5 çул каялла «Вперед» хуçалăх панкрута тухас патне çитрĕ. Эпир шутларăмăр та — ăна парăмĕсемпе пĕрле туянас терĕмĕр. Çапла вара халĕ Мăн Хăмарккара пирĕн тепĕр структура подразделенийĕ пур. 120 пуç вырнаçакан ферма та унта, вăл паянхи кун йĕркеллех ĕçлет. 600 пин тенкĕлĕх парăмсене тÿлесе татрăмăр. Çĕрĕсемпе усă куратпăр», — уçăмлатрĕ Владимир Мурайкин.
Çĕр пирки калас тăк — «Нивăн» хальхи вăхăтра 1450 гектар. Хуçалăх çавăн пекех Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи никам усă курман 600 гектар çĕре арендăна илнĕ, çав лаптăксенче 7-мĕш çул тĕрлĕ культура акса ÿстереççĕ. Унсăр пуçне Ачкасси ял тăрăхĕнче 3 çул ахаль выртнă 150 гектар çĕре çаврăнăша кĕртнĕ.

Кашни çын пуçне — 1 тонна тырă

Хуçалăх тулă, сĕлĕ, урпа акса ÿстерет, çав шутран 40% — кĕрхисем. Владимир Мурайкин каланă тăрăх — кăçал кĕрхисем акнă хыççăн 1 уйăх шăтман, çумăр çусан тин çав уйсем симĕсленме тытăннă. Ертÿçĕ вĕсен тымарĕ вăй илсех юлаймарĕ пулĕ тесе кулянать, çапах калчасем йĕркеллех хĕл каçасса шанать. «Пирĕн ял тăрăхĕнче 2 пине яхăн çын пурăнать. Пирĕн кашни çын пуçне 1-ер тонна, эппин, пĕтĕмпе 2 пин тонна тырă туса илмелле. Ун пек чухне ял халăхне сутмалăх та, бартер валли те пулать, саппас та юлать. Тем тесен те, хуçалăх йĕркеллĕ ĕçлесен ял çыннисене те çăмăлрах», — пĕлтерчĕ Владимир Иванович. Çапла ялта пурăнакансен тырри те, утă-улăмĕ те пулать.
«Нивăра» вăй хуракансем выльăх апатне хăйсемех хатĕрлеççĕ. Нумай çул ÿсекен курăк валли 800 гектара яхăнах çĕр уйăраççĕ. Кăçал вĕсем çав курăкăн вăрлăхне 6 тонна туса илнĕ: çуррине хăйсем валли хăварнă, ыттисене сутнă. Таса вăрлăха хăвăртах туянса пĕтернĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хуçалăх ку енĕпе малашне те ĕçлесшĕн. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.