Наци проекчĕ çĕнĕ майсем уçать

25 Дек, 2018

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă указра Правительство 2024 çул тĕлне пурнăçламалли тĕп тĕллевсене палăртнă. Çавна май социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе 12 наци проекчĕ хатĕрлеме тата РФ Министрсен Кабинетне вĕсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен çирĕплетме хушнă.

Çапла вара 2019 çултан вĕсене пурнăçа кĕртме пуçлăпăр. Ку таранччен сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ тата ытти отрасль енĕпе наци проекчĕсем пурччĕ, вĕсемпе темиçе çул ĕçленĕ. Хальхинче тата çĕннисем — ĕç рынокĕ, цифра экономики, пĕчĕк бизнес, çыхăнупа экспорт, магистраль инфратытăмĕ тата ытти — хушăнчĕç. Культура та çак ретрех. Асăннă тытăмра ĕçлекенсен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ.
«Культура» наци проектне хатĕрленĕ чухне Раççей халăхĕсен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене тĕпе хурса çын хăй Раççей гражданинĕ пулнине туяссине-ăнланассине çирĕплетмеллине пайăррăн палăртнă. Мĕнле майсемпе пурнăçа кĕртме пулать-ха ăна? Вырăс, ытти чĕлхене, литературăна анлă çул парса, нацисен культурин йăли-йĕркине, халăх промыслисемпе ремеслисене упраса хăварса тата аталантарса.
Тĕллевсене пурнăçлама федераци шайĕпе ятарласа хатĕрленĕ виçĕ проект — «Культура хутлăхĕ», «Пултарулăх çыннисем», «Цифра культури» — пулăшĕç.
Вĕсем пирки кĕскен чарăнса тăрар-ха. «Культура хутлăхĕ» халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме май парĕ. Мĕнле майпа? Культура инфратытăмне модернизацилесе. Пилĕк çулта çĕршыври хуласемпе ялсенчи 2439 культура об±ектне çĕнетĕç. Стационар клубсем çук ялсенчи халăх валли çавăн пекех куçса çÿрекен нумай функциллĕ 600 центр туянма палăртнă. Çĕршыври 1700 искусство шкулне тата 100 училищĕне музыка инструменчĕсемпе тата хатĕрсемпе тивĕçтермелле. Яллă вырăнти 500 культурăпа кану çурчĕсене тĕпрен юсани тата реконструкцилени 1,5 миллион çынна культура пулăшăвĕпе туллин усă курма май парĕ.
Библиотека ĕç-хĕлне лайăхлатас тĕлĕшпе 660 тĕслĕх вулавăш /180-шĕ — районсен хушшинчи, 480-шĕ — ял тăрăхĕсен хушшинчи/ йĕркелеме палăртнă. Наци фильмĕсене халăхра ытларах кă-тартас тĕлĕшпе çак тапхăрта хута яракан 1200 кинозал пулăшĕ.
«Пултарулăх çыннисем» проект пултарулăх пуçарăвĕсене, уйрăмах ачасемпе çамрăксенне, аталанма çул уçса парĕ. Çакă профессионал музыка коллективĕсене кадрсемпе тивĕçтерме пулăшĕ. Культура отрасльне тарăн пĕлÿллĕ специалистсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе тата ертсе пыракан аслă вĕренÿ заведенийĕсен никĕсĕ çинче квалификацие ÿстерекен центрсем йĕркелĕç. Çапла майпа проект ĕçленĕ тапхăрта унашкал 15 центр 200 пин çыннăн /культурăра вăй хуракансен 25 проценчĕн/ пĕлĕвне ÿстерме пулăшĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.