Сăмавар хăна пуçтарать

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялĕнчи культура керменĕ аякранах мăнаçлăн курăнса ларать. Вăл пысăк, катмар, икĕ хутлă. Культура çурчĕн уçă алăкĕнчен хитре сасă янăраса тухать: «Ан кай, кайăк, ан кай, кайăк, йăва çавăрма. Санăн кунтах, санăн кунтах, ай, пурăнмалла…» Кайăксем каяççĕ, чараймастпăр, ачасем те шкул хыççăн ашшĕ- амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухаççĕ… Чăваш ялĕнче пурăнакан яш-кĕрĕмĕн йышĕ çуллен сахалланса пырать пулин те халăх клубра яланах лăк! тулли. Культура çурчĕн директорĕ Зоя Павлова тăрăшнипе унта ăшă та хăтлă. Вăл республикăра иртекен пĕр пулăма та, пĕр уява та палăртмасăр хăвармасть. Шанса панă ĕçе юратса, чунне парса тăвать. Зоя Николаевна тăрăшнипе нумай çул каяллах «Мерчен» фольклор ушкăнĕ чăмăртанчĕ. Кунта илемлĕ юрлама пултаракансем çеç мар, культурăпа искусствăна хаклама пĕлекенсем, пурнăç тути-масине ăнланакансем пуçтарăннă.
«Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă», — теççĕ халăхра. «Мерчен» ушкăн та пысăк мар. Апла пулин те хăвачĕ курăмлă. Туслăх, тăванлăх, юрату, тăван çĕршыв, чăваш чĕлхин сумĕ çинчен шăратаççĕ вĕсем юрăсем.
Халăха пухасси çăмăл ĕç мар. Юрать-ха Зоя Николавнăна çут çанталăк чĕлхе-çăвар енчен пачах та кÿрентермен. Вăл кампа мĕнле калаçмаллине питĕ лайăх чухлать. 90 çула пуснă ватăсене те кăмака çинчен антарса сцена çине çавăтса тухать. Çавнашкалах сывлăх сыхлавçисем те, халăха тĕрлĕ таварпа тивĕçтерекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ.
Концерт ирттерме музыка вĕрентекенĕ Галина Малышкина, Инна Тимофеева музыкçă, Александра Тимофеева хореограф, Владимир Тимофеев сасă режиссерĕ пулăшаççĕ. Акă Зоя Павлова Маргарита Туринге пек çепĕç сассипе юрă хыççăн юрă шăрантарать. Ăна тивĕçлĕ канăва тухнă тесе никам та калама пултараймасть. Тата Зоя Евдокимова асанне пулнă тесе кам шухăшлатăр? Роза Микеева, Римма Пятайкина — чылай çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем – «анне пикесем». Ĕмĕр тăршшĕпе выльăх тухтăрĕнче ĕçленĕ Римма Пятайкина юрă та шăрантарать, чăваш поэчĕсен сăввисене те хавхаланса вулать. Унăн кулăш кушелĕ те тулсах пырать.
Саша Тимофеева хореограф ял-йыша çулçă вĕçнĕ пек çăмăллăн е саккăрла ташлама вĕрентет. Е тата çунат сарнă акăшсене евĕрлекен пурçăн тутăрлă хĕрарăмсене сăнама мĕнешкел кăмăллă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга АРХИПОВА, вĕрентÿпе ĕç ветеранĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.