Кил-çурт, хушма хуçалăх, 21 (1023) № 30.05.2019

30 Мая, 2019

* Анемонелла чечекне туянтăм. Хутаç çинче кĕскен унпа паллаштарни пур. «Эфемероид чечек» тенĕ ун пирки. Вăл мĕне пĕлтернине ăнлантарса параймăр-ши? Анемонелла чечекне мĕнле пăхмаллипе кĕскен паллаштарсан аванччĕ.

Людмила РЫБАКОВА, Вăрмар районĕ.

Вулакан ыйтăвне Алина СПИРИДОНОВА чечекçĕ хуравлать (Чечек туянтăм та…)

* Шыв сийĕ çÿлелле хăпарчĕ. Çуркунне пусăран шыв юхса выртать. Лупас хыççĕнчпе улма вăхăтра лартма çук — шыв тăрать. Шыв сийне еплерех йĕркелеме пулать-ши?

Валерий СОЛОВЬЕВ, Етĕрне хули.

Вулакан ыйтăвне техника наукисен кандидачĕ Николай СОКОЛОВ хуравлать (Шыв сийĕ çÿлте пулсан)

* Çуркунне çăмарта тăвакан чăх сутакан чылай. Пĕлтĕр пĕлĕшĕм çăмарта тума пуçлакан чăхсем вырăнне ватă чăхсем туянса юлнă-мĕн. Лешсем пĕр уйăх çăмарта тунă хыççăнах «ĕçлеме» пăрахнă. Çамрăк чăх иккенне епле пĕлмелле-ха?

Алевтина АНДРЕЕВА, Тăвай районĕ.

Вулакан ыйтăвне Сергей ВАСИЛЬЕВ чăх-чĕп ĕрчетекен хуравлать (Мĕнле чăх суйламалла?).

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.