Вилесене пÿрт умĕнче купаланă

31 Янв, 2020

Шăмăршă районĕнчи Васанти халăх тавра пĕлÿ музейĕн ертÿçи Герман Ларшников Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата фронтран таврăнсан çĕре кĕнĕ ентешĕсене халалласа «Знать, чтобы помнить» кĕнеке кăларма, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче унпа ял халăхне паллаштарма хатĕрленет.

Кĕнекере çавăн пекех 18-19-мĕш тата 20- мĕш ĕмĕрсен пуçламăшĕнчи, Пĕрремĕш тĕнче, граждан, Афганистан, Чечня вăрçисене, Кавказпа Вăтам Ази патшалăхĕсен хирĕçĕвĕсене хутшăннă ентешсем çинчен те тĕплĕн вуласа пĕлме пулĕ.
900 кун, 900 каç...
Выçă. Сивĕ. Асап.
Мĕнле чăтан, Ленинград?
Вилĕм çави касать...
(И.Саландаев сăввинчен).
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнче паллă йĕр хăварнă Ленинградшăн 900 талăка пынă паттăрлăх халăх асĕнчен нихăçан та тухмасть. Хăрушă блокада 1941 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнчен тытăнса 1944 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕччен тăсăлнă. Совет Çарĕсен Нева çинчи хулашăн пынă оборони нимĕçсен ăссăрла каварне пĕтĕмпех путлантарса лартнă.
Ленинграда хÿтĕленĕ тата унăн блокадине сирсе ярассишĕн пынă хаяр çапăçусенче Çурçĕр-хĕвел анăç, Ленинград, Волхов, Карели тата 2-мĕш Прибалтика фрончĕсемпе Балтика флочĕн Ладогăпа Онега çар флотилийĕсен, ПВО çарĕсемпе ытти çар чаçĕсем, çавăн пекех Ленинград ĕç çыннисенчен йĕркеленĕ ополчени полкĕсемпе партизансем нихçан манми паттăрлăхпа хăюлăх тата тÿсĕмлĕх кăтартнă. Нимĕç фашисчĕсем Ленинград хулине пĕтĕмпех çĕр çинчен шăлса тасатма, халăхне тĕппипех пĕтерме палăртнă. Çак тĕллевпе Хĕвел анăç Пруссин «Север» армийĕн ушкăнĕ /29 дивизи/ сывлăшран тапăнакан пĕрремĕш флот /760 самолет/ пулăшнипе Даугавпилс тата Ленинград хулисене хÿтĕлекен Прибалтика çарĕсене пĕтерсе тăкса, Балти порчĕпе Ленинграда тата Кронштадта тытса илмелле пулнă.
Тăшман çарĕсем Ленинграда 1941 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче тапăнма пуçланă, кĕске вă-хăтрах хулана хÿтĕлекенсене хĕссе лартнă, каярахпа ункăласа çавăрса илнĕ. Вĕçĕмсĕр бомбăсем тăкса, пысăк калибрлă тупăсенчен персе тăнипе тата çар хатĕрĕсем, апат-çимĕç сахалланса пынипе хула çыннисемпе ăна хÿтĕлекенсен хальччен курман инкекпе выçлăха тÿсĕмлĕн чăтса ирттерме тивнĕ. Тăшман хупăрласа илнĕ хулана пысăк çĕрпе çыхăнтаракан пĕртен-пĕр çул – «Пурнăç çулĕ» — Ладога кÿлли урлă иртнĕ. Ун тăрăх, тăшман кунĕн-çĕрĕн персе тăнине пăхмасăр, хĕллехи вăхăтра — пăр çийĕн, çулла çар карапĕсемпе хĕç-пăшал, апат-çимĕç, ытти çар хатĕрĕ турттарнă.
Ленинграда хÿтĕленĕ çĕрте, хулинче хăйĕнче пирĕн ентешсем те сахал мар пулнă. Вĕсем те çак йывăрлăхсене ыттисемпе пĕрлех чăтса ирттернĕ, хулашăн пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă, хăшĕ-пĕри вара выçăпа та вилнĕ. Акă мĕн каласа панă çак кунсем çинчен Ленинграда хÿтĕлеме хутшăннă Кивĕ Шăмăршă çынни Порфирий Антипович Юманов /1906-1969/ ветеран хăй пурăннă чухне:
«...Ленинград. Çак сăмаха асăнсанах куç умне блокада тухса тăрать. Хам чăтса ирттернĕ вăрçă нушипе терчĕн пĕр саманчĕ те манăçман-ха. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех апат-çимĕç склачĕсем çунса кайрĕç. Унта Ленинградпа облаç валли темиçе çуллăх хатĕрленĕ апат-çимĕç упраннă. Нимĕç самолечĕсем складсене бомбăсем пăрахса çунтарса ярсанах хулара лару-тăру çивĕчленчĕ. Мĕншĕн тесен Ленинграда Пысăк çĕр çинчен малтанласа пачах апат-çимĕçпе тивĕçтерме май килмен, ăна тăшман виçĕ ункăпа хупăрласа тăнă. Хулара электроэнерги те, хутса ăшăтмалли топливо та, шывпа çăкăр та пулман. Хваттерсене сĕтел-пукана ватса е пур-çук тумтире çунтарса ăшăтнă. Çăкăр лавккисен умĕнче темиçе çухрăма тăсăлакан черетре çынсем талăкĕпех тăнă. Черетрисем çимесĕр вăй-халран кайнипе тата сивĕпе çавăнтах шăнса хытнă. Талонпа рабо-чисене 120 грамм, служащисене 75, ыттисене 50-шар грамм çăкăр паратчĕç. Пĕчĕк паека стаканри шыв çине ярса ирĕлтерсе ĕçеттĕмĕр.
Ленинградра кушакпа йытă та юлманччĕ – йăлтах пĕçерсе çинĕ. Атă тĕпĕсене /вĕсене лаша тирĕнчен тунă/ тăваткал-тăваткал касса икĕ-виçĕ хутчен аш арманĕпе вĕтететтĕмĕр те çулăм çине лартаттăмăр. Пасартан туяннă йывăç клейне те хушаттăмăр унта. Питĕ «тутлăччĕ» çак «сÿтĕн», çиес килни темиçе сехетлĕхе те пулин манăçатчĕ. Ÿсен-тăран та çукчĕ хулара – ăна та йăлтах çисе янă. Пискаревăри крахмал завочĕн каяшĕнчен пашалу пĕçереттĕмĕр. Унта çурри ытла тăпраччĕ. Выльăх масарĕ патĕнче те вăрăм черет тăсăлатчĕ... Çын какайне çинĕ тĕслĕхсем те пулнă тетчĕç вăл вăхăтра.
Çынсем урамра утса пынă чухнех тĕпрен касса янă йывăç пек ÿкетчĕç. Вилес умĕн вăл пĕтĕм чун хавалне пухса кăшкăрнине, хăйне хăй мăйран пăвнине, алли-ури юлашки хут туртăна-туртăна илнине курма никама та ан пÿртĕр. Вилнĕ çынсене малтанласа Пискарево масарне уйрăмшаррăн пытарнă. Каярахпа пĕр шăтăка ик-виçĕ виле хума пуçланă. Юлашкинчен вара, çутă тĕнчепе сыв пуллашакансен шучĕ хăвăрт ÿснĕ май, вилесене çурт умĕнче вутă купаланă пек купаласа хуратчĕç.
Хулара тăшман разведкин сăтăрла ĕçĕ те сисĕнетчĕ. Сăмахран, нимĕç самолечĕсен пысăк ушкăнĕ Таврически парка çĕрпе танлаштарнăччĕ, унти траншейăсенче çĕршер çын пуç хучĕ. Киров ячĕллĕ завод территорийĕнче шăпах смена улшăннă вăхăтра бомбăсем çурăлма пуçланă, çавна пула икĕ сменăри рабочисенчен чылайăшĕ вилнĕ, нумайăшĕ аманнă. Час-часах пулатчĕç кун пек тĕслĕхсем. Темĕн те тÿссе ирттернĕ, темĕн те курма тивнĕ ĕнтĕ блокадăра ‹…›». Тулли верси...

www.hypar.ru

Елена ИСМЕТОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.