Талăк çывăрмасăр чупать

7 Фев, 2020

Унашкаллисем пирки тĕлĕнтермĕш çынсем теççĕ. Вĕсем темиçе талăк марафон чупма пултараççĕ. Ун пеккисем пирĕн хушăра та пур. Вăл — 61 çулти Василий Дюкин.

Василий Федорович Канаш хулинче пурăнать. Супермарафонçă утăма шутлакан хатĕрпе кашни кун хăй мĕн чухлĕ чупнине сăнать. «Иртнĕ çул пĕр уйăхра 1 миллион та 200 пин утăм тунăччĕ», — терĕ телефонне пускаласа. Вăл хулари паркра кашни кун вун-вун çухрăм парăнтарать. Ăмăртусем умĕн куллен тренировкăна тухать.
Василий Дюкин çарта салтак тивĕçне пурнăçланă чухне инкеке лекнĕ, 2-мĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă. «Киле таврăнсан сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тытăнтăм, спортпа туслашрăм. Малтан хуллен чупаттăм, кайран ăмăртусене хутшăнма пуçларăм», — терĕ спортсмен. Темиçе километрлă дистанцисенче хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ хыççăн марафон /42 км/ чупма тытăннă, кайран — 1-3 талăка тăсăлакан турнирсем. Канаш çынни 2006 тата 2009 çулсенче пĕр талăк чупса Раççей чемпионĕ пулса тăнă. Василий Федорович каланă тăрăх, вăл хăй ĕмĕрĕнче 100 яхăн марафона хутшăннă.
— Чупнă чухне спортсмена пулăшакансем кирлĕ: вăл шыв, апат тыттарать, тумтир улăштарма пулăшать. Старта тухсан талăк çывăрмастăн. Ун чухне пылпа печени çикелетĕп, вĕсем вăй кĕртеççĕ, — тĕлĕнтернĕçем тĕлĕнтерчĕ марафонçă.
Канаш çынни виçĕ талăк чупакансен тупăшăвĕнче вăй виçнĕ, 2017 çулта ку ăмăртура виççĕмĕш пулнă. «Хăшĕ-пĕри пĕр чарăнми чупаççĕ, теприсем — кана-кана. Кунашкал ăмăртусене 10 яхăн çын хутшăнать, пĕр талăка тăсăлаканнисене 100 ытла çын старта тухать», — терĕ Василий Федорович. Вăл виçĕ талăкра 353 çухрăм чупнă. Пĕлтĕр ку турнирта иккĕмĕш вырăн йышăннă.
2009 çулта пĕр талăк чупассипе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн нор-мативне пурнăçланă. Ун чухне 223 километр чупнă. Чи лайăх кăтарту — 231 км. Çав çулах ăна çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Унăн Сеулта иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнмалла пулнă, анчах укçа-тенкĕ ыйтăвне пула унта çитеймен.
Василий Дюкин чупнă хыççăн ÿт-пÿ çăмăлланнине палăртать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.